Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ял хуҫалӑхӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи аграрисем кӑҫал 13,5 миллион тенкӗлӗх тӗрлӗ ял хуҫалӑх техники туяннине пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем. Нумай-и, ку сахал-и — пат татса калама хӗн. Техника хаклӑ та. 13,5 миллион тенкӗпе ытлашши мала каяймӑн тесен те пысӑк йӑнӑшах мар-тӑр. Тепӗр тесен, асӑннӑ сӑлтава пулах ун чухлӗ туянма пултарни аван темелле-тӗр. Юрӗ, ку вӑл ум сӑмах вырӑнне пултӑр-ха.

Асӑннӑ «кӗмӗлпе» чутайсем 15 тӗрлӗ техника туянма хал ҫитернӗ. Тупран ытларах пайне тырӑ вырмалли комбайн (тата мӗнли пулать тетӗр-и? Выльӑх апачӗ хатӗрлемелли) туянма янӑ. Н.И. Лисаевӑн фермер хуҫалӑхӗ, ав, ҫӗнӗ техника илме 5,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ, «Свобода» хуҫалӑх вара — 3,2 миллион тенкӗ.

 

Республикӑра

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнчи шкулта 1961 ҫулта хӑрушӑ инкек пулнине хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтермен. Ӑна аса илтерекен палӑка самана ылмашсан, 1994 ҫулта кӑна вырнаҫтарнӑ.

Ҫав ҫулхи пушарта унти вӗренӳ ҫуртне ҫӳрекен 106 ачапа 4 вӗрентекен вилнӗ. Аса илтеретпӗр, ун чух Октябрьти революцие асӑнса уяв концерчӗ пынӑ. Акт залӗ пулманнине кура классене усӑ курас тенӗ. Вырӑн ытларах пултӑр тесе стенапа чӳречесем патне партӑсене куҫарса лартма йышӑннӑ. Физика пӳлӗмӗнче упранакан бензин двигателӗ пушар сӑлтавӗ пулса тӑнӑ. Бензин тӑкӑнса кайнипе ҫулӑм хыпса илнӗ. Инкек 80 ҫемьене тӗлӗнмелле хуйхӑ илсе ҫитернӗ.

Инкеке асра тытнине палӑртса Хуракассинче ӗнер хурлӑхлӑ митинг ирттернӗ. Унта ял ҫыннисем, вырӑнти шкултан тӗрлӗ ҫулта вӗренсе тухнисем, тӗрлӗ шайри тӳре-шара пухӑннӑ.

 

Вӗренӳ

Интернет-журналистикӑн ҫамрӑксен шкулӗ черетлӗ хут алӑка уҫнӑ-мӗн. Кун пирки республикӑн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министерстви пӗлтерет. Ку шкул кӑҫалхипе иккӗмӗш хут ӗҫлет-мӗн. Унта хӑйне евӗр шухӑшлама пӗлекен ҫамрӑксене пӗр уйӑх хушши журналистикӑн вӑрттӑнлӑхӗсене хӑнӑхтараҫҫӗ иккен.

Интернет-журналистикӑна ӑша хывас тенисене пилӗк енпе пӗлӳ парӗҫ: халӑх тетелӗ (социаллӑ сеть), монтажпа дизайн, телевиденипе радио, классикӑлла журналистика тата пресс-службӑпа мониторинг. Професси вӑрттӑнлӑхне массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансем уҫса памалла иккен.

Шел те, анчах кӗске информацире шкулта вӗренес текенсем ӑҫта тата камсем пухӑннине асӑнман. Ку ыйтӑвӑн хуравне ҫӳлерех асӑннӑ министерствӑран пӗлме пулать-тӗр…

 

Вӗренӳ

Паян Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта районти шкулсенче вӗренекенсем хӑйсен вӗрентекенӗсемпе пӗрле социалла проект тӑвас ӑсталӑхпа паллашрӗҫ.

Вӗренӗве Шупашкарти «Эткер» пӗрлешӳ йӗркеленӗ. Пухӑннисемпе «Эткер» центр директорӗ Панченко Наталия Леонидовна тата кунти методист Волкова Вера Александровна ӗҫлӗ тӗлпулу йӗркелерӗҫ. Семинар теми вара «Пӗтӗм Раҫҫейри «Я — гражданин России» акцин республика этапӗ валли социаллӑ проект йӗркелеме вӗренесси» пулчӗ.

Шкул ачисем темиҫе ушкӑна пайланса проект теми суйласа тупрӗҫ. Наталия Леонидовна социаллӑ проект йӗркипе тӗплӗн паллаштарчӗ, кашни утӑмне тӗслӗхсемпе ҫирӗплетрӗ. «Проект» сӑмах мӗн пӗлтерет, пӗрремӗш утӑм, иккӗмӗш... Проект ӗҫӗсенче тӗл пулакан йӑнӑшсем, проект тӗллевне тӗрӗс палӑртасси. Юлашкинчен кашни команда пухӑннисене хӑйсем хатӗрленӗ проектсемпе паллаштарчӗ: проект пӗлтерӗшӗ, суйласа илнӗ тема пирки информаци тупасси, ӑна пурнӑҫлас тесе мӗн-мӗн туни, юлашкинчен мӗн патне ҫитсе тухни — пӗтӗмлетӳ. Проектсенче ачасем ҫулсене тӗрӗс-тӗкел тытасси, шкул умӗнчи ҫула йӗркене кӗртесси, ҫутҫанталӑка варалас мар тесен мӗн тумалла, вулавӑшсенчи кӗнеке фондне пуянлатасси темӑсене проектланӑ.

Малалла...

 

Культура

Хӗрлӗ Чутайри Толстов-Атнарский ячӗллӗ «Этем тата ҫутҫанталӑк» таврапӗлӳ музейӗнче те ӳнер каҫӗ иртрӗ. Ҫак каҫ музей сӗм ҫӗрлечченех ӗҫлерӗ. Музейре тӑрӑшакансем пухӑннисем валли пуян культура программи хатӗрленӗ.

Малтанах пухӑннисем вӑрҫӑ паттӑрӗсене халалланӑ зал тӑрӑх ҫӳрерӗҫ, унтан иккӗмӗш этажри художниксен картинисепе паллашрӗҫ. Кайран музей йӗркелесе янӑ Валериан Григорьевич Толстов-Атнарскине халалланӑ кӗтесе кӗчӗҫ: унӑн ал ҫырӑвӗсем, блокночӗсем, вӑл ҫырнӑ кӗнекесем, хӑй йӑтса ҫӳренӗ пысӑк портфель, сӑнӳкерчӗксем чуна тыткӑнлаҫҫӗ. Мӗн тери пултаруллӑ ҫын пулнӑ вӑл, еплерех ырӑ ят хӑй хыҫҫӑн хӑварнӑ. Кӑҫал районта вӑл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявларӗҫ, «Тантӑш» хаҫат вӑл пухнӑ такмаксен пуххине пичетлесе кӑларчӗ.

Хӑнасем чӑвашсен ӗлӗкхи тумне тӑхӑнса сӑн ӳкерӗнме пултарчӗҫ. Унсӑр пуҫне асаннесем еплерех пир тӗртнипе паллашрӗҫ, хӑйсем те пир тӗртсе курчӗҫ, ҫӑм арларӗҫ.

Музей ертӳҫи Зоя Спиридонова «Пӗтӗм тӗнчери лӗпӗшсемпе нӑрӑсем» коммерци выставкипе паллаштарчӗ. Коллекцие Шупашкарта пурӑнакан Виссарион Петрович Лосманов пухнӑ. Ку коллекцире пурӗ 4 пин тӗрлӗ тӗслӗ лӗпӗшсемпе нӑрӑсем.

Малалла...

 

Экономика

Республикӑн тӗп финанс документне черетлӗ хут ылмаштараҫҫӗ. Хыснан дефицитне 1 миллирад та 385,5 миллион тенкӗ тарана пӗчӗклетме палӑртаҫҫӗ иккен. Ҫапла вара дефицит 2 миллиард та 807,2 миллион тенкӗпе танлашмалла. Ку цифрӑсене Чӑваш Ен Правительствин черетсӗр ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.

Республикӑн Финанс министерстви хысна 367,8 миллион тенкӗлӗх ӳсмелле тесе палӑртнӑ. Налук тата налук мар тупӑшсен пайӗ 403,3 миллион тенкӗлӗх чакмалла мӗн-ха, анчах тавӑрса памалла мар килекен пулӑшу хисепӗ 771,1 миллион тенкӗлӗх ӳсмелле иккен. Федераци хыснинчен пӗтӗмпе 880,7 миллион тенкӗ килессе шанаҫҫӗ.

Республика хыснинче тӑкаксене 1017,7 миллион текӗлӗх чакарма шутланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Канашра пурӑнакан 30 ҫулти арҫын хӑйне арӑм пулнӑ хӗрарӑм пусмӑрланӑ тесе йӗрке хуралҫисем патне заявлени ҫырса панӑ. Ун пек хута вӑл иртнӗ уйӑхӑн 30-мӗшӗнче шӑрҫаланӑ. Арӑм пулни вара ун пеккине пач та йышӑнман.

Хӑй суйса пӗлтернине каярах арҫын йышӑннӑ иккен. Мӗншӗн апла хӑтланни пирки калама хӗн те, анчах йӗрке хуралҫисен шучӗпе арӑм пулни арҫын хӑйне хӗнени пирки маларах евитленишӗн тавӑрас тенӗ пуль тесе тӗшмӗртеҫҫӗ.

Халӗ арҫын тӗлӗшпе ҫынна уйрӑмах йывӑр преступлени тунӑ тесе суйса пӗлтернӗшӗн пуҫиле кодексӗпе ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Экономика

Чӑваш Енри вӑтам ӗҫ укҫи 18 пин те 802 тенке ҫитнӗ иккен. Ку вӑл кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсене илсен. Пӗлтӗрхи асӑннӑ тапхӑрпа танлаштарсан вӑл 14,5 процент ӳснине пӗлтерет иккен. Авӑн уйӑхӗнче вӑтам ӗҫ укҫи вара 20 пине ҫывхарнӑпа пӗрех — 19 пин тенкӗ те 502 тенке ҫитнӗ.

Шалу уйрӑмах аван илекенсем ӑслӑлӑхпа ӗҫлекенсем имӗш. Финансистсем те лайӑх илеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне патшалӑх управленийӗнче, ҫар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерессипе тата социаллӑ страхованипе тӑрӑшакансен ӗҫ укҫи пӗчӗк тесе пӑшӑрханма сӑлтав ҫук. Пуринчен пӗчӗк шалу илекенсем вара — пир-авӑр тата ҫӗвӗ производствинче, ял хуҫалӑхӗнче, пулӑ тытассинче, хӑна тата ресторан бизнесӗнче тӑрӑшакансем. Ку вӑл, паллӑ ӗнтӗ, официаллӑ, «конвертри» шалӑва шута илмесӗр. Ара, ӗҫ укҫин калӑпӑшне пытаракансем те ҫук мар-ҫке. Кунсӑр пуҫне тата вӑтам тенине пуҫлӑх шалӑвӗ те, урай ҫӑваканнӑн та кӗрет.

 

Пӑтӑрмахсем

Юпа уйӑхӗн ҫурринче Шупашкарта пурӑнакан пин-пин арҫын патне «Эпӗ ача кӗтетӗп. Вӑл теттесен «Бегемот» гипермаркетӗнче» текен смс-ҫыру килнӗ иккен. Ҫирӗп мар ҫемьесенче вӑл хирӗҫ-тӑру сӑлтавӗ те пулса тӑнӑ теҫҫӗ.

Кирлӗ-кирлӗ мар пӗлтерӳллӗ ҫырусене илес мар тесе монополипе кӗрешекенсем ӗҫлеҫҫӗ-ха. Вӗсем ун пек фактсене ҫирӗплетсе тӗслӗхсем те илсе кӑтартма пултараҫҫӗ. Ҫапах та ун пек хыпарсенчен хӑтӑлса пӗтме пулатех тесе калама йывӑртарах-тӑр. Ҫак тата ытти тавра калаҫу пынӑ асӑннӑ службӑра нумаях пулмасть иртнӗ пресс-конференцире. Унта тӑхӑр уйӑхри ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ.

 

Культура «Кая юлнӑ юрату» спектакльти сыпӑк
«Кая юлнӑ юрату» спектакльти сыпӑк

Паянтан пуҫласа ҫак уйӑхӗн 9-мӗшӗсенче Пушкӑртстан чӑвашӗсемшӗн чӑннипех те савӑнӑҫлӑ пулӑм иртет — ҫак кунсенче унта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ гастрольте пулать. Инҫе ҫула май кайма театр федераци шайӗнче хӳтӗленӗ «Халал» проект пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ӗпхӳ, Стерлӗ, Пелепей хулисенче тата Толпасӑпа Пишпӳлек салисенче «Ама кайӑк ҫулӗпе» юмахпа «Кая юлнӑ юрату» трагикомеди кӑтартӗҫ.

Аса илтеретпӗр, «Ама кайӑк ҫулӗпе» спектакль Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне ҫӗнсе илнӗ. Пӗлтӗр вӑл республикӑри «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсра «Чи лайӑх ача-пӑча спектаклӗ» пулса тӑнӑ. Ӑна Иосиф Дмитриев режиссёр (унӑн тава тивӗҫлӗ ячӗсене асӑнса кайма кирлех те мар-тӑр, мӗншӗн тесен ун пек паллӑ ҫынсен ятне калани те ҫителӗклӗ), Лолита Чекушкина композитор тата Ольга Ежкова художник пӗрле пулса сцена ҫине кӑларнӑ. Унта тӑвна халӑхӑмӑр ламран лама упраса пынӑ чӑнлӑхсене уҫса панӑ.

«Кая юлнӑ юрату» пьеса авторӗ — пушкӑрт драматургӗ Флорид Буляков. Ӑна театрӑн режиссёр-постановщикӗ Станислав Васильев сцена ҫине кӑларнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3475, 3476, 3477, 3478, 3479, 3480, 3481, 3482, 3483, 3484, [3485], 3486, 3487, 3488, 3489, 3490, 3491, 3492, 3493, 3494, 3495, ... 3890
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑр сахал мар пӑшӑрхану илсе килӗ, кӑштах йӑнӑшма пултаратӑр. Тен, ҫывӑх ҫын умӗнче айӑпа туятӑр. Ӑнланманлӑх сирӗлтӗр тесен халӗ шӑпах чуна уҫса калаҫмалли вӑхӑт. Ӗҫре йӑнӑшсан яваплӑхран пӑрӑнма ан тӑрӑшӑр. Йӑнӑша йышӑнӑр, вара ҫивӗч ыйтӑва татса паратӑр.

Ҫу, 10

1906
119
Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1916
109
Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1948
77
Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1994
31
Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...