Политика
![]() gkchs.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Правительствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Хальхинче — Спот министерствинче. Республикӑн физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ пулма Александр Степанова ҫирӗплетнӗ. Александр Васильевич унччен Чӑваш Енӗн Граждан оборонин тата инкеклӗ лару-тӑру ӗҫӗсен патшалӑх комитетӗнче председателӗн заместителӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрач уйӑхӗн 16 -21-мӗшӗсенче Мускаври «Раҫҫей» курава хутшӑннӑ. Артистсемпе пӗрле унта Укахви кинемей те пулнӑ. Ӑна мускавсем паллакан пулса ҫитнӗ, пӗрле сӑн ӳкерӗнме ыйтнӑ. Укахви пурнӑҫри кӑсӑклӑ самантсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ, юрланӑ, чӑвашла тумлантарнӑ, ташлама чӗннӗ. Пушӑ вӑхӑтра Укахви кинемей кофейнӑра эспрессо туяннӑ, сывлӑшри хӑмпӑпа ярӑннӑ. Федераци каналӗсем унран темиҫе интервью илсе ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() 9111.ru сайтри сӑн Кӑҫал, кӑрлач уйӑхӗнче, республикӑра кӑшӑлвирусран вилекенсем тӑрук нумайланнӑ. Пӗр эрнере ҫак амака пула 6 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Танлаштарма: 2023 ҫул вӗҫӗнче, юлашки эрнере, 3 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Пӗлтӗрхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче ҫак амак 13 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Раҫҫейӗпе илес тӗк, кӑрлачӑн 8-14-мӗшӗсенче 15 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман, кӑрлачӑн 15-21-мӗшӗсенче 141 ҫын ҫак амака пула вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ Элӗк районӗнчи Чӑрӑшкассинче ҫуралнӑ, Шупашкарта пурӑнакан Мария Семёнова ӗҫсӗр ларма пултараймасть. «Чӑнах калатӑп. Пӗртте суймастӑп. Ирпе тӑрсан пит-куҫа ҫуса тирпейлесе хама йӗркене кӗртетӗп те ӗҫе пуҫӑнатӑп. Чи малтан эпӗ палассене пылесоспа тасатса тухатӑп», — каласа кӑтартнӑ кинемей Вера Иванова журналиста. 86 ҫулти пенсионер хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарти заводсенчен пӗринче ОТК контролерӗ пулса тӑрӑшнӑ. Ҫемье ҫавӑрман, ачи-пӑчи ҫук. Халӗ ӑна Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн социаллӑ ӗҫченӗ пулӑшса тӑрать. «Вӑл мана валли лавккаран апат-ҫимӗс туянса килсе парать. Ыттине эпӗ хамах тӑватӑп», — чунне уҫса калаҫнӑ кинемей. 86-ри Мария Семёнова ҫыхма пӗлмен япала ҫук. Палас таранах ҫыхать вӑл. Чӑлха-нуски пирки калама та кирлӗ мар. «Манӑн атте вӑрҫӑра вилнӗ. Тӑванӑн ывӑлӗ Афган вӑрҫинчен сусӑрланса таврӑннӑ. Турӑ мана салтаксене пулӑшма хушнӑ пуль», — тесе кинемей салтаксем тата пуҫне хунӑ салтаксен ачисем валли нуски тата алсиш ҫыхса тултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() РИА Новости сайтри сӑн Нарӑс уйӑхӗнче Чӑваш Ене РФ Президенчӗ Владимир Путин килме палӑртнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» сайт хыпарлать. Малтанлаха палӑртнӑ тӑрӑх, Владимир Владимирович Чӑваш Ен кӑна мар, Тутарстана та Мари Эле те ҫитӗ. Вӑл пирӗн тӑрӑха нарӑс уйӑхӗн юлашки декадинче килме палӑртнӑ Аса илтерер: Владимир Путин юлашки хутчен пирӗн республикӑра 2014 ҫулхи кӗркунне пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта паян пенсионерсене тӳлевсӗр концерт кӑтартнӑ. Пӗр сехет ытла пынӑ программӑпа вырӑс халӑх юррин «Родные просторы» (чӑв. Тӑван тӑрӑх) фольклор коллективӗ пырса ҫитнӗ. Пултарулӑх ушкӑнне 45 ҫул ӗнтӗ Мускаври патшалӑх культура институтӗнчен вӗренсе тухнӑ Людмила Кондратьева ертсе пырать. Грузире ҫуралса ӳснӗ хӗр малтанласа ансамбле Шупашкарти трактор тӑвакансен заводӗнче йӗркелесе янӑ. Людмила Кондратьева чӑваш каччипе ҫемье ҫавӑрнӑ та кунтах ӗҫлесе пурӑннӑ, Чӑваш Ене ҫывӑха хурса хаклать. Чӑваш Енри тӗрлӗ тӑрӑхра пурӑнакан вырӑссен фольклорне пухса вӑл ансамбль репертуарне самай пуянлатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сайтри сӑн Кӑҫал Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет. Ҫавна май Чӑваш Енре чылай мероприяти иртӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ чӑваш халӑх ывӑлне халалласа «Ҫӗн кун ачи» спектакль хатӗрлет. Ку постановкӑна сцена ҫине кӑларма театр ЧР Элтеперӗн грантне – 5 миллион тенке – тивӗҫнӗ. Пьесӑна Марина Карягина ҫырнӑ. Режиссерӗ – Раҫҫей тата Калмӑк Республикисен искусствисен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Борис Манджиев. Спектакльте Ҫеҫпӗле Сергей Никитин артист вылӗ. Премьерӑна пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче сцена ҫине кӑларма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ РФ Президенчӗ Владимир Путин «Ялти учитель» программӑна 2030 ҫулччен тӑсма йышӑннӑ. Аса илтерер: чылай регионта ҫак программӑпа усӑ куракансене 1 миллион тенкӗ параҫҫӗ, Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче - 2 миллион тенкӗ. Ку укҫапа кирек мӗнле те усӑ курма пулать. Ялти тухтӑр программӑпа 55 ҫула ҫитменнисем усӑ курма пултараҫҫӗ. Вӗсен ялта 5 ҫул ӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Вӗсен Чӑваш Ене пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗчченех килмелле пулнӑ. Анчах паянхи кун кӑна илсе ҫитернӗ. Сӑмах – ҫӗнӗ троллейбуссем пирки. Паян республикӑна троллейбуссен пӗрремӗш партийӗ ҫитнӗ. Транспорта Шупашкарти троллейбус депоне кӳрсе килнӗ. Аса илтерер: ҫӗнӗ троллейбуссемпе 62-мӗш маршрута хута ярасшӑн. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти Иваново микрорайонӗнчен Шупашкарти Чапаев савучӗ таран ҫӳрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрут пӗрремӗш квартал вӗҫӗнче уҫӑлмалла. Кӑҫал Чӑваш Ене тепӗр 92 троллейбус илсе килмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() usinsk.online Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Ойкас ялӗ ҫывӑхӗнче икӗ ҫын юрҫӳренпе пынӑ чухне ҫырмара кӗрсе ларнӑ. Юр нумай пулнипе вӗсем хӑйсем тӗллӗн тухайман, ҫӑлавҫӑсене чӗнме тивнӗ. Ку кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем палӑртнӑ вырӑна ҫитнӗ те икӗ ҫынна ҫырмаран тухма пулӑшнӑ. Вӗсене специалистсем служба юрҫӳренӗпе ял ҫывӑхӗнчи ҫул патне илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |