Хулара
![]() mmkids.ru сайтри сӑн Шупашкарта малашне Хӗвел ятлӑ хӗрача пулӗ. Ашшӗ-амашӗ тин ҫуралнӑ пепкене ҫакнашкал ят панӑ. Ашшӗ-амӑшӗ «Ача ҫурални» (вырӑсла «Рождение ребенка») суперсервиспа усӑ курнӑ. Ята Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗ иртнӗ эрне вӗҫӗнче регистрациленӗ. Акта электронлӑ мелпе хатӗрленӗ. Палӑртмалла хӗрача Хусанта кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Мариуполь хулинчи Титовсем Шупашкара килсен ача-пӑчаллӑ пулса тӑнӑ. 10 ҫул ытла пӗрле пурӑнакан телейлӗ мӑшӑрӑн иртнӗ ҫул вӗҫӗнче икӗ ывӑл ҫуралнӑ. Вӗсене Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн ӗҫченӗсем паян ҫав ятпа саламланӑ. Титовсем малтанласа хуняшшӗпе тата хунямӑшӗпе Шупашкарти ятарлӑ центрта пурӑннӑ. Унтан ҫамрӑк арҫын инжиниринг компанийӗсенчен пӗрне инженер-программиста ӗҫе вырнаҫнӑ, хӗрарӑм — персоналпа ӗҫлекен менеджера. Кӗҫех ҫемье уйрӑм хваттер тара тытса пурӑнма тытӑннӑ. Лару-тӑру лӑплансан тата хваттер ыйтӑвӗ татӑлсан ҫемье тӑван тӑрӑхне, Мариуполь хулине, таврӑнма ӗмӗтленет. Хальлӗхе вара вӗсем Шупашкартах пурӑнӗҫ. «Кунта медицина пулӑшӑвӗ енчен те аван», — тет икӗ ача амӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗмӗрле хулинчен инҫех мар вырӑнта «Ларгус» автомобиль инкеке лекнӗ. Ҫул ҫинчи авари паян, кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 9 сехет те 20 минутра пулса иртнӗ. «Шупашкар-Сурски» ҫулпа пыракан водитель Ҫӗмӗрлерен Пӑрачкав енне пӑрӑннӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Шеви-Нива» водителӗ руле тытса ӗлкӗрейменрен хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайса «Ларгус» машина айккине пырса ҫапӑннӑ. «Ларгусри» 45 ҫулти пассажир вилнӗ. Ҫӑмӑл машинӑсен водителӗсем аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Лиза Алерт» сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Катӑш ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм ҫухалнӑ. Халӗ ӑна «Лиза Алерт» шырав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ. 50 ҫулти Елена Мекурьевна Захарова ӑҫтине кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнченпе пӗлмеҫҫӗ. Хӗрарӑм 165 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, симӗс куҫлӑ, ҫутӑ ҫӳҫлӗ. Тӗрлӗ тӗслӗ куткӑпа пулнӑ, урине угги тӑхӑннӑ. Ҫухалнӑ хӗраӑма курнисене 8(800)700-54-52 е 112 тетелфонӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Театр – ман ӑраскал» ятпа иртекен моноспектакльсем малалла пыраҫҫӗ. Сцена ҫине хальхинче Любовь Фёдорова тухӗ. Аса илтерер: моноспектакль формачӗпе йӗркелекен тӗлпулусенче артистсем хӑйсен кун-ҫулӗпе паллаштараҫҫӗ, куракансен ыйтӑвӗсене хуравлаҫҫӗ, театрӑн Кӗҫӗн залӗнче пухӑннисене спектакльсенчи сыпӑксене кӑтартаҫҫӗ. Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ Любовь Федорова – Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки, чӑваш халӑх артистки. Ленинградри музыкӑпа кинематографи институтӗнчен 1972 ҫулта вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ентешӗмӗр Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 50 ҫул ытла вӑл сцена ҫинче. «Пултарулӑх ҫулӗсенче темӗн те пулнӑ. Анчах кашни сӑнара эпӗ хам витӗр кӑларнӑ. Урӑх пурнӑҫ мана кирлӗ пулман», – тет артистка. Любовь Фёдорова «Театр — ман ӑраскал» моноспектакльпе кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче сцена ҫине тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gramotadel.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн тӑрӑхри тата тепӗр икӗ ҫынна Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев иртнӗ вӗҫӗнче алӑ пуснӑ. Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе «Отделфинстройпроект» проект институчӗн директорне Евгений Арсентьева тата РФ Граждан оборонин, инкеклӗ лару-тӑрусен тата ҫутҫанталӑк инкекне сирес енӗпе ӗҫлекен министерствӑн Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн пай пуҫлӑхне Павел Сотников полковника пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паянхи кун тӗлне Шупашкарта юр хулӑнӑшӗ 50 сантиметра ҫитнӗ. Кунашкалли юлашки хутчен 2010 ҫулта пулнӑ. Ҫил-тӑман кӑшт канма май парӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, паян-ыран уяр та сивӗ ҫанталӑк тӑрассине пӗлтереҫҫӗ. Сывлӑш температури 15-20 градус сивӗ пулӗ. Кӑрлачӑн 24-15-мӗшӗсенче ҫил вӑйланӗ, юнкун ҫил-тӑман тухӗ, кӑштах юр ҫӑвӗ. Кӗҫнерникун ҫил лӑпланӗ, эрне вӗҫӗчченех ҫапла пулӗ. Термометр 3-8 градус сивӗ кӑтартӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑштах сивӗ, лӑпкӑ ҫиллӗ ҫанталӑк кӑрлач вӗҫӗччен тӑрӗ. Нарӑс пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк самаях сивӗтмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() smartik.ru сайтри сӑн Паян Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи шкулсене ҫӳрекен ачасем дистанци мелӗпе вӗренӗҫ. Шкул автобусӗсем ҫула тухмӗҫ. Ку йышӑнӑва ҫанталӑк условийӗсем лайӑхланиччен тунӑ. Ача шкула кайӗ-и е ҫук-и - ашшӗ-амӑшӗ йышӑну тӑвӗ. Пурпӗрех шкула пынӑ ачасем валли вӗренӳ занятийӗсем иртӗҫ. Сӑмах май, Шупашкарта сивӗ ҫанталӑка пула кӗҫӗн класс ачисем килтен вӗренӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑн кардиологи диспансерӗнче Чӑваш Ен ҫыннисем ҫеҫ мар, урӑх регионсемпе ют ҫӗршыв ҫыннисем те сипленеҫҫӗ. Больницӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ учрежденире ҫулсерен 8 пин ытла ҫын сипленет, 40 пин ытла пациента тӗрлӗ консультаципе пулӑшаҫҫӗ. Кардиодиспансера хальхи вӑхӑтри диагностика тата сиплев оборудованийӗпе пуянлатнӑ. 2023 ҫулта унти специалистсем урӑх регионсенчи 200 ытла ҫынна пулӑшнӑ. Вӗсен йышӗнче Мари Элти 4 ҫын, Тутарстанран — 18, Чулхула облаҫӗнчен — 24, Чӗмпӗр облаҫӗнчен — 11, Мускавпа Мускав облаҫӗнчен — 38. Камчаткӑпа Крым, Чукоткӑпа Ямал тӑрӑхӗнчен те кунта килнӗ. Унсӑр пуҫне ют ҫӗршыри 200 ытла ҫынна пулӑшнӑ: вӗсенчен 150-шне — амбулатори мелӗпе, 50 ытларах ҫынна — стационарта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() m.sibkray.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн ҫӗршывра ҫитес ултӑ ҫулта 600 ытла самолёт туса кӑларма ӗмӗтленеҫҫӗ. Раҫҫей Правительстви самолётсем, двигательем тата приборсем туса кӑларас программӑна анлӑлатнӑ. Раҫҫей авиапаркӗнче, тӗпрен илсен, «Суперджетсем» тата «МС-21» маркӑллисем пулӗҫ. Авиаперевозчиксене «SSJ-New» маркӑллӑ самолёта 142 единица пама палӑртаҫҫӗ, «МС-21-310» — 270, «Ил-114-300» — 70, «Ту-214» — 115, «Ил-96-300» — 12. Хамӑр ҫӗршывра туса кӑларакан авиатехникӑна туса кӑларма патшалӑх пулӑшса пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |