Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара
Ҫемье архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк
Ҫемье архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк

Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ывӑлӗ ӑҫта пулнине чӳк уйӑхӗнченпе пӗлмест. Вӑл полицие пулӑшу ыйтма пынӑ.

Руслан Любинарский чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Унтанпа вӑл килсе курӑнман, тӑванӗсемпе ҫыхӑнӑва тухман. Хӑйӗнпе ҫумӑн докуменчӗсем те пулман унӑн.

Ҫухалнӑ кун Руслан хура куртка, сарӑ кофта, сӑрӑ джинс шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Унӑн сулахай куҫ харши ҫийӗн суран йӗрӗ пур. Руслана куракансене полицие 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/cheb_police
 

Спорт
Антон Кудряшов. Василий Петров страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Антон Кудряшов. Василий Петров страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри ҫамрӑк шахматист Раҫҫей кубокӗнче палӑрнӑ. Антон Кудряшовӑн ҫитӗнӗвӗ пирки республикӑн спорт министрӗ Василий Петров тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Ҫамрӑк ентешӗмӗр Раҫҫейре кӑҫал иртнӗ ача-пӑча ӑмӑртӑвӗсенчен пӗринче хӑйне тивӗҫлипе кӑтартма пултарнӑ.

«Н.И. Мухамедзянов мемориалӗ» ятпа иртнӗ кубока ҫӗршыври спортсемнсем Хусан хулинче пуҫтарӑннӑ. Чӑваш Енри ача 13 ҫултан кӗҫӗнрех арҫын ачасем хушшинче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall716040280_3601
 

Культура
old.chuvsu.ru сӑнӳкерчӗкӗ
old.chuvsu.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре литературӑпа ӳнерти 2023 ҫулти ӗҫсемшӗн преми илме конкурса ӗҫсене малалла йышӑнаҫҫӗ.

Асӑннӑ премие пирӗн республикӑра ҫулсерен параҫҫӗ. Ӑна тивӗҫ ӗҫсен ҫӗнӗлӗхпе уйрӑлса тӑмалла, вӗсене халӑх пысӑка хурса йышӑнни тата наци культурине аталантарма пысӑк тӳпе хывни кирлӗ.

Асӑннӑ ӗҫсем музыка, ӳнер. театр, хореографи тата эстрада ӳнерӗпе, дизайнпа, кинопа тата телекуравпа, халӑх пултарулӑхӗпе ҫыхӑнма пултараҫҫӗ.

Ӗҫсене Чӑваш Енӗн Культура министерствинче нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8(8352) 56-50-48.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Канаш хулинче тӳнсе кайнӑ автокран рабочие суранлатнӑ. Следстви ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Ку пӑтӑрмах пӗлтӗр чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тимӗр-тӑмӑртан япаласем туса кӑларакан предприятире пулнӑ. Кран ӗҫленӗ чухне тӳнсе кайнӑ, вӑл йӑтма пуҫланӑ тимӗр листа предприяти водителӗ ҫине ӳкнӗ. Ҫапла ку унӑн сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ.

Халӗ следовтельсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashia_sledcome/1830
 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чун вӗҫевӗ. Полет души» нотӑланӑ юрӑ пуххи пичетленсе тухнӑ.

Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑм авторӗ – Валентина Тарават (Валентина Николаевна Игнатьева), Раҫҫей Федерацийӗн Ҫыравҫӑсен союзӗн членӗ (1995), Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1996), Чӑваш Республикинчи Композиторсен ассоциацийӗн членӗ (1996), Чӗмпӗр облаҫӗн хисеплӗ гражданинӗ (2007), «Браво, Маэстро!» преми лауреачӗ (2023). Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн музыка редакторӗ – Александр Васильев, издательство редакторӗ – Ольга Иванова, художникӗ – Дмитрий Литаврин. Тиражӗ – 800 экземпляр.

Нотӑланӑ юрӑ пуххине Валентина Тарават кӗвӗленӗ хайлавсем кӗнӗ. Сӑввисен авторӗсем – Валентина Тарават, Анатолий Ырьят, Николай Ларионов, Раиса Сарпи, Олег Прокопьев, Анатолий Чебанов, Галина Матвеева, Надежда Силпи, Любовь Мартьянова, Светлана Матлина. Ачасем валли ҫырнӑ произведенисем те пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall391792345_5366
 

Персона
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш халӑх артисчӗ Петр Иванов ҫуралнӑранпа кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 80 ҫул ҫитнӗ.

Ҫӗмӗрле районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Красная Звезда посёлокра 1944 ҫулта ҫуралнӑ, 1997 ҫулта ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

Ҫӗмӗрлери ремесла училищинчен столяра вӗренсе тухнӑскере Череповецкри сӗтел-пукан комбинатне ӗҫлеме янӑ. 1962 ҫулта ентешӗмӗр Карелие чукун ул тунӑ ҫӗре ӗҫлеме каять. Унтан ҫар ретне тӑрать. 1966 ҫулта тӑван тӑрӑха таврӑнсан Чӑваш телевиденийӗ ҫумӗнчи актер студийӗнче пултарулӑхне туптама тытӑнать. Тепӗр ҫулхине ӑна Ҫамрӑксен театрне ӗҫе илеҫҫӗ. Унта вӑл 14 ҫул артист пулса тӑрӑшать. 1981 ҫулта ӑна Чӑваш академи драма театрне йыхравлаҫҫӗ. 1988 ҫулта «Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ», 1996 ҫулта «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ятсене тивӗҫет.

Сцена ҫинче 29 ҫул вылянӑ вӑхӑтра вӑл 100-е яхӑн роле калӑпласа ӗлкӗрнӗ.

 

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑрлач уйӑхӗн 10-28-мӗшӗсенче Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра ЧР Культура министерстви экспозиципе паллаштарать.

Ҫак тапхӑрта хӑнасем чӑвашсен йӑли-йӗркипе, культурин уйрӑмлӑхӗсемпе паллашма пултараҫҫӗ. Хӗр илни, салтака ӑсатни, ҫӗн пӳрт ӗҫки - ҫак йӑласене туса кӑтартӗҫ экспозицире.

Ҫавӑн пекех ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ: хореографи енӗпе, чӑвашсен пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсене, костюмӗсене тата пуканесене ӑсталассипе.

Аса илтерер: курав-форум ака уйӑхӗн 4-мӗшӗччен ӗҫлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://tass.ru/obschestvo/19702771
 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗнчи Тумликасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Елизавета Мерескина 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Халӗ вӑл Березовка ялӗнчи ваттисен ҫуртӗнче пурӑнать.

Елизавета Сергеевна хӑйӗн пурнӑҫӗнче хура-шурне нумай курнӑ. Анчах вӗсем ӑна ҫапса хуҫман, пачах тепӗр май - вӑйлӑрах пулма пулӑшнӑ.

Кинемее юбилейпе халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр директорӗ Надежда Храмова тата унти ӗҫченсем саламланӑ.

 

Вӗренӳ

Патӑрьел муниципаллӑ оркугӗнчи Ишлӗ ялӗнче ача пахчинчен пуҫламӑш шкул туса хурасшӑн. Ҫавна май аукцион ирттернӗ.

Документацире палӑртнӑ тӑрӑх, ача пахчинчен тунӑ пуҫламӑш шкулта шкул умӗнхи ушкӑн тата спортзал пулмалла. Контракт – 118,3 миллион тенкӗлӗх. Аукционра Патӑрьел тӑрӑхӗнчи «Булат» фирма ҫӗнтернӗ.

Подрядчикӑн пуҫламӑш шкула кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен туса пӗтермелле.

 

Персона

«Чӑваш Ен» ПТРКн радиожурналисчӗ Алексей Мулянов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 41 ҫулта пулнӑ. Алексейӑн чери йывӑр чир хыҫҫӑн тапма пӑрахнӑ.

Радиора вӑл 2003 ҫултанпа ӗҫленӗ. Вӑл ашшӗн Николай Муляновӑн ҫулӗпе кайнӑ. Пӗрремӗш кунранпах Алексей «Вести – Чувашия» хыпарсен кӑларӑмне хатӗрлеме пуҫланӑ, унтан - «Вести ФМ» кӑларӑма.

Алексей «Столичные вести», «Будни ЖКХ», «Вокруг дорог» кӑларӑмсен авторӗ тата ертӳҫи пулнӑ. Унпа ыран Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра 10 сехетре сывуллашӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 355, 356, 357, 358, 359, 360, 361, 362, 363, 364, [365], 366, 367, 368, 369, 370, 371, 372, 373, 374, 375, ... 3895
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 18

1987
38
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...