Политика
![]() Паян Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумне Александр Фадеева ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республика етӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Пӗр предложенирен тӑракан кӗске документра министр ҫумне ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине пӗлтермен. Элтепер кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче алӑ пуснӑ документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Шупашкарти 6-мӗш пушар чаҫӗнче ӗҫлекен ҫӑлавҫӑсене Барсик ятлӑ кушакпа Гарик ятлӑ йытӑ пулӑшаҫҫӗ. Вӗсене сӑн ӳкерсе тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. «Барсик тата Гарик – 6-мӗш пушар чаҫӗн юлташӗсем, вӗсем канмалли кунсенче те постра! Инкеклӗ лару-тӑру министерстви инкек пуласран тӗшмӗш мар, хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнни сыхлани пирки аса илтереҫҫӗ», _ ҫапла ҫырнӑ сӑнӳкерчӗк айне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарти Ботаника сачӗ кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗччен чӑрӑшсене йышӑнать. Унта «Чӑрӑша – иккӗмӗш пурнӑҫ» акци иртет. Ҫӗнӗ ҫулта усӑ курнӑ чӑрӑшсене унта илсе пыма ыйтаҫҫӗ. Вӗсене вӗтетӗҫ, ваклӗҫ те малалла усӑ курӗҫ. Чӑрӑшсене ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Иван Яковлев проспекчӗ, 31-мӗш ҫурт. Чӑрӑшсене ӗҫ кунӗсенче те, канмалли кунсенче те илсе килме юрать. Килес умӗн шӑнкӑравласа пӗлтермелле: 8 (8352) 51-02-99. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() shilk-pravda.ru сайтри сӑн Шупашкарти 31 ҫулти арҫын Ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче ултавҫӑсене 1 млн та 700 пин тенкӗ кусарса панӑ. Йӑлтах раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Ун патне телефон ҫыхӑнӑвӗн операторӗн ӗҫченӗ ҫыхӑннӑ имӗш. Арҫынран номере упраса хӑварас кӑмӑл пурри-ҫуккипе кӑсӑкланнӑ. Кун хыҫҫӑн ун патне палламан ҫынсем шӑнкӑравлама тытӑннӑ. Вӗсем - банк, полици, патшалӑх палӑшӑвӗсен порталӗн ӗҫченӗсем имӗш. Хайхи Шупашкар арҫыннӑн аферистсене тытса чармалла-мӗн. Ҫапла вӑл виҫӗ банкра кредит илсе ултавҫӑсене 1 млн та 700 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Шупашкар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан Нина Ефимова ӗнер, кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче, 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Нина Ивановна - тыл ӗҫченӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, ветеранӑн тӑлӑх арӑмӗ. Нина Ефимова 4 ачаллӑ ҫемьере ӳснӗ. Ҫамрӑк чухне колхозра ӗҫленӗ, вӑрҫӑ пуҫлансан ытти хӗрпе Етӗрне районне траншея чавма кайнӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна Канаша трактористпа комбайнерсен курсне вӗренме янӑ. Унтан таврӑнсан Нина комбайнер пулӑшуҫинче ӗҫленӗ. Нина Ивановна Сӑр юханшывӗ патӗнче окоп та чавнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тата прокуратура ветеранӗ Иван Григорьев 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна саламлама ЧР прокурорӗ Эдуард Гиматов та килнӗ. 1942-1945 ҫулсенче Иван Григорьевич фронтра пулнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл юридици пӗлӗвӗ илнӗ, 1950 ҫулсенче прокуратура органӗсенче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ку тытӑмра 15 ҫул ӗҫленӗ, прокурор ҫумӗ таран ҫитнӗ. Кайран Иван Григорьев влаҫ органӗсенче вӑй хунӑ. Эдуард Гиматов ветерана ЧР Элтеперӗн Тав хутне тата сехетне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() turvopros.com сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкартан Мускава каҫхи авиарейспа вӗҫсе кайма ӗмӗтленнӗ пассажирсен тепӗр ирччен кӗтме тивнӗ. Асӑннӑ рейспа хутлакан «Победа» авиакомпанин самолёчӗ ҫула 10 сехет те 30 минут кая юлса хускалнӑ. Шупашкара Мускавран вӗҫсе килнӗ самолёт анса ларнӑ хыҫҫӑн унӑн тӗп шассинче пушар пирки систерекен тытӑм ӗҫлесе кайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пилотсем «Тревога» сигнал панӑ. Инкекпе ҫӑлав расчечӗсем ҫийӗнчех ура ҫине тӑнӑ. Телее, ним те ҫунма пуҫламан. Самолёта ятарлӑ вырӑна туртса илсе кайса лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Пётр Мазуркин 75 ҫул тултарнӑ. Муркаш районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Мӑн Токшикре 1949 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫуралнӑскерӗн аллинче кирек епле туратпа кирек епле тӗмеске те илеме ҫаврӑнать. Унӑн эрешӗсем ҫурт-йӗре юмах тӗнчинчи евӗр туса хума пултараҫҫӗ. Тӑван килне те вӑл ҫавӑн пек илемлетнӗ. Пётр Мазуркин йывӑҫран 2 пин ытла тӗрлӗ япала ӑсталанӑ. Ылтӑн алӑллӑскер Шупашкарта тӗрлӗ ҫӗрте художникра, каярах Муркаш районӗнчи Калайкассинчи шкулта тӑрӑшнӑ. Юбиляра вырӑнтисем савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() ptoday.ru сайтри сӑн Хусанта пурӑнакан ҫынсем вӑхӑта 2 сехет куҫарма ыйтаҫҫӗ. Унашкаллисем нумаййӑн тупӑннӑ. Хусансем Мускав вӑхӑчӗпе пурӑнаҫҫӗ. Чылайӑшне ку килӗшмест иккен. Хусана куҫса килнисем ку вӑхӑта халӗ те хӑнӑхаймаҫҫӗ имӗш, вӗсене кун ҫути кӗске пулни тӗлӗнтерет-мӗн. Сӑмах май, ЧР Элтеперӗ унччен сехете куҫарма килӗшмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарта пурӑнакан Иван Кирилловичпа Галина Михайловна Львовсем пӗрле 50 ҫул пурӑннине паллӑ тунӑ. Вӗсем икӗ хӗр ӳстернӗ, халӗ тӑватӑ мӑнукпа савӑнаҫҫӗ. Иван Львович пурнӑҫӗн ытларах пайне строительствӑна халалланӑ, Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче инженерта ӗҫленӗ. Галина Михайловна медицина тытӑмӗнче вӑй хунӑ. Вӑл иглорефлексотерапи мелӗпе хӗсӗрлӗхе сипленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |