![]() Тӗрлӗ сӑлтавсене пула сусӑрланнӑ, чирлекен, инвалид пулса юлнӑ ҫынсем хӑйсене пурнӑҫра мӗскӗнле туяҫҫӗ. Обществӑн тӗллевӗ вара чи малтанах — ҫавӑн пек йывӑр шӑпаллӑ ҫынсене яланах хавхалантарма тӑрӑшни. Патшалӑх укҫа-тенкӗ енӗпе сусӑррисене тивӗҫтерме тӑрӑшать пулин те ҫапах мораль тӗлӗшӗнчен те вӗсене ҫитерӗклӗн пулӑшмалла. Ҫапла вара Ҫӗмӗрле хулинчи халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр инвалидсем валли 11 ӗҫ вырӑнӗ тума планланӑ. Ятарлӑ программӑпа килешӳллӗн сусӑррисене ӗҫпе тивӗҫтерме пултаракансене 67 пин тенкӗ тӳлӗме палӑртнӑ. Паянхи куна 3 инвалида ятарлӑ ӗҫ вырӑнне вырнаҫтарма та ӗлкернӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрӗ те йышӑннӑ программӑра самай пысӑк усӑлӑх курать. Ҫавӑнпа ятарлӑ йышӑнӑва малашне те анлӑлатма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗнӗ квитанци тӗслӗхе Чӑваш Енӗн энерги тупӑшӗпе тивӗҫтерекен компанийӗн пресс-службин ертӳҫи Ирина Романова пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсен компанийӗ республикӑра пӗчӗккӗн энергишӗн ҫӗнӗ майпа тӳллемелли май патне куҫма тытӑннӑ имӗш. Ҫапла вара халӑхӑн абонемент кӗнекипе тӳлес йӑлана пӑрахӑҫлама лекет. Малашне электричество энергийӗшӗн ятарлӑ штрих-кодлӑ квитанципе тӳлемелле пулӗ. Ҫӗнӗ квитанци форминче пайӑр счёт номерне, расчетлӑ тапхӑр кӑтартӑвне, тарифне, куҫарнӑ суммӑна, парӑма, ҫӗнӗрен шутланӑ кӑтартусене палӑртнӑ. Тӳлекенӗн вара «Тӳлев тапхӑрӗшӗн шутланӑ пӗтӗмӗшле сумма» (выр. «Итого к оплате за расчетный период») графапа укҫа кӑларса хума тивӗ. — Ҫӗнӗ хурмӑ халӑха самай ҫӑмӑллӑх кӳрет. Малашне энергипе усӑ кураканӑн миҫӗ тенкӗ тӳлемеллине хӑйӗн шутлас хуйхӑ пулмӗ, квитанцине те ҫырса тултарма мар пулӗ. Абонемент кӗнекипе усӑ курнине илес пулсан малашне чӗретре те тӑмалла мар пулӗ. Тӳлемелли ятарлӑ йыхрава тӳлевсӗрех киле илсе ҫитерӗҫ. Йӑнӑшпа тепӗр ҫын вырӑнне тӳлессе ярасси те тӳлеве ҫухатасси те сайрарах малашне тӗл пулӗҫ, — пӗлтерет Чӑваш Енӗн энергипе тивӗҫтерекен компанийӗн пурнӑҫа кӗртекен директорӗ Александр Гончаров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӗҫсӗрлӗх ыйтӑвне патшалӑх татса пама тӑрӑшать пулин те хальлӗхе официаллӑ статистикӑпа республикӑра 5 253 ҫын ӗҫ вырӑнӗ тупайман-ха. Пӗлтӗрхи ҫулсемпе танлаштарсан паянхи лару-тӑру иртнӗ ҫулхи кӑтартусенчен самай лайӑхрах. Уйрӑмах Муркаш (ӗҫлеме пултаракан халӑхран 0,24%), Тӑвай (0,33%) тата Ҫӗрпӳ (0,30%) районӗсенче ӗҫсӗрлӗх кӑтартӑвӗ чи пӗчӗк шайра вара. Ӗҫсӗр ларакан ҫынсен шучӗ 1 процентран та сахал пулни тӗрӗсех мар пулӗ — ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсене ҫӳремен ҫынсен йышӗ те паянхи пурнӑҫра пӗчӗк мар. Чӑваш Республикинче организацийӗсенче ҫурма ставкӑпа ӗҫлекенсен шучӗ — 438 ҫын. Ӗҫ ҫук тени те тӗрӗсех мар пуль — паянхи кун 2 359 предприятипе организаци хӑйсене валли ҫынсем шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкарӑн хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков иртнӗ кунсенче «Шупашкар хулинчи лифтсене ҫӗнӗтесси, улӑштарасси» ҫӗнӗ муниципаллӑ адреслӑ программа йышӑннӑ пулнӑ. Асӑннӑ программӑпа килӗшӳллӗн кӑҫал 9 чарӑнура 37 лифта тата 12 чарӑнура 2 лифта улӑштарма палӑртнӑ имӗш. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ку ӗҫ-пуҫ валли 46,7 миллион тенкӗ уйӑрмалла. 35 миллион тенкӗ хула бюджетӗнчен уйӑрма планланӑ, ыттине вара — 11,7 миллион тенке — нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакан кил хуҫисенчен пуҫтарма палӑртнӑ. Лифтсене улӑштаракан организацине паянхи кун тупман-ха, ку ыйтӑва администраци ҫитес вӑхӑтра татса пама шантарать. Йышӑннӑ планпа килӗшӳллӗн лифтсене ҫак адрессемпе юсама палӑртнӑ: • Афанасьев урамӗ, 9; • Хевеш урамӗ, 11/2; • 9-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗ, 15; • Ленинла комсомол урамӗ, 32; • Ленинла комсомол урамӗ, 46; • Ҫӗрпӳ урамӗ, 5; • Трактор тӑвакансен проспекчӗ, 7; • М. Павлов урамӗ, 24; • Гузовский урамӗ, 23; • Эгер бульварӗ, 18, 28, 30 блок А. Пӗлме: пӗтӗмпе Шупашкарта нумай хватерлӗ ҫуртсенче 2 667 лифт ӗҫлет. Вӗсенчен 638 лифт — 25 ҫул, 300 лифт — 25-30 ҫул, 217 лифт — 30 ҫултан пуҫласа 34 ҫул тата 34 ҫул яхӑн — 121 лифт ҫынсене турттарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Шупашкарта Раҫҫей кунӗ самаях савӑнӑҫлӑ, тулли кӑмӑлпа иртрӗ. Уяв кӑсӑклӑ концертсемпе, тӗрлӗрен куравсемпе, велочупупа, самай шӑрӑх та хӗвеллӗ кунпа ҫынсен асӗнче юлчӗ. Раҫҫей кунне 14-ҫулхи шӑпӑрлансемшӗн те пӗлтерӗшлӗ пулчӗ. Шӑп ҫак кун Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов хулари 14-ҫулхи ачасене пӗрремӗш пысӑк пӗлтерӗшлӗ документа — паспорта — алла тыттарнӑ. Паспортпа хуҫаланнӑ ачасем хӑйсене офицаллӑ Раҫҫей гражданӗ теме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Нарӑс уйӑхӗнче «Наци суйланӑ Раҫҫей хули» ятпа Тӗнче тетелӗнче суйлав-ӑмӑрту тапраннӑ пулнӑ. Суйлав тӗллевӗ Раҫҫейре чи иллӗртӳллӗ тепаллӑ хула ятне пӗлесси. Конкурс пуҫланнӑранпах ҫынсем Шупашкар хулишӗн сасӑлама тытӑннӑ. Паянхи кун республика тӗп хули малти вырӑнсенче пырать, уншӑн 86 646 ҫын сасӑланӑ. Иккӗмӗш вырӑнта Красноярск хули. Асӑннӑ хулапа Шупашкар хулине 20 869 сасӑ уйӑрса тӑрать. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара — Майкоп хули, уншӑн 61 128 ҫын сасӑланӑ. Суйлав пӗтӗмлетӗвӗ раштавӑн 30-мӗшӗнче кӑна паллӑ пулӗ, ҫавӑнпа та паянхи кӑтарту вӑл вӑхӑтлӑха ҫеҫ теме пулать. Шупашкар хулишӗн «Наци суйланӑ Раҫҫей хули» (выр. «Город России — национальный выбор») сайта кӗрсе сасӑлама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 13:00 сехетре Ҫӗмӗрле хулинче Мопра урамӗнчи нумай хватерлӗ йывӑҫ кил-ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнче пушар сиксе тухнӑ пулнӑ. Вут-ҫулӑм кӳршӗри 4 хваттерне шырлӑх кӳнӗ. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн пӗр пӳлӗмре 25-ҫулхи ҫамрӑк каччӑн виллине асӑрханӑ пулнӑ. Тата тепӗр 62 ҫулхи арҫынна пульницӑна леҫнӗ пулнӑ. Асӑннӑ ӗҫ-пуҫпа тӗрӗслев ӗҫне ирттерме палӑртнӑ. Следстви шухӑшӗпе сиксе тухнӑ пушар сӑлтавӗ — электроприборсемпе тивӗҫлипе усӑ курманнинче е вут-ҫулӑмпа асӑрхануллӑ пулманнинче. Следстви ӗҫ-пуҫа туллин тӗпчесе пӗтӗрне хыҫҫӑн процесуаллӑ килӗшӳ йышӑнма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑвашӑн авалхи йӑли-йӗркисене сума суса ҫулсерен пирӗн республикӑра ҫынсем ҫурхи аки-сухи ӗҫӗсем вӗҫленине палӑртакан уява — Акатуя — пуҫтарӑнаҫҫӗ. Паян, ҫӗртмен 15-мӗшӗнче, Етӗрне районӗн ҫыннисем те Пионерсен хирне пухӑнса уява чаплӑн ирттерчӗҫ. Етӗрнери алӗҫ ӑстисем 10 сехетренпех хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарма лавккасем уҫса куравсем ирттернӗ, суту-илӳ ӗҫне тытса пынӑ. Ял тӑрӑхӗсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне ятарлӑ картишсенче сӑнласа кӑтартасси йӗркене кӗчӗ ӗнтӗ — Етӗрне районӗн уявӗ те вӗсемсӗр иртмерӗ. Ял хуҫалӑх ӗҫӗнче хӑйсене чи хастаррӑн кӑтартнисене ятарлӑ хутсемпе тата парнесемпе чыслани пирки те калас пулать. Акатуя пухӑннӑ ҫынсем валли юрӑҫсем ятарлӑ концерт хатӗрленӗ пулнӑ. Вӑл вӗсен кӑмӑлне самаях ҫӗклерӗ, уйрӑмах ача-пӑчасен пултарулӑхӗ. Уяв ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Ватти-вӗтти те Акатуйра тивӗҫлипех канма, савӑнпа, уява килленме пултарнӑ. Сӑнсем (20) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Николаев Анатолий Раҫҫей шайӗнче ҫамрӑксем хушшинче хими предмечӗпе иртекен чемпионатӑн пӗтӗмлетӗвӗсене палӑртнӑ. Ҫӗмӗрле хулари 2-мӗш шкул вӗренекенӗсем асӑннӑ ӑмӑртура хӑйсене самай тивӗҫле кӑтартма пултарнӑ. I степеньлӗ федераллӑ ҫӗнтерӳҫӗ дипломне асӑннӑ шкулӑн 9 класс вӗренекенӗ Николаев Анатолий ҫӗнсе илнӗ пулнӑ. Регионсем хушшинчи ҫӗнтерӳҫӗ дипломне Шадрина Анна (I степеньлӗ диплом) тата Фролова Анна (II степеньлӗ) тивӗҫнӗ. Районта вара чи лайӑх кӑтартӑва 10 класс вӗренекенӗн Мартынова Мариян пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш Енӗн Министрсен кабинечӗ «Ача-пӑчаллӑ граждансене пособисемпе тивӗҫтересси» саккуна ҫӗнӗ хут пӑхса тухнӑ пулнӑ. Чирлӗ, хавшак сывлӑхлӑ ача-пӑчасене усрава илекенсен йышне ӳстерес тӗллевсемпе утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен опекунсемпе ачана усрава илнӗ ашшӗ-амӑшсене пособи укҫине 10% хӑпартма палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне тата ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх пособийӗн индекс-дефляторне ӳстерӗҫ, вӑл 5,5% пулӗ. Асӑннӑ тӗллев валли республика бюджетӗнчен 8 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |