![]() Шӑматкун, ҫӗртмен пӗрремӗш кунхине Николаев урамӗпе Республика тӳременчи обществӑлла транспорт чарӑнӑвӗсенче ятарлӑ электрон хӑмине вырнаҫтарнӑ пулнӑ. Асӑннӑ хӑма ҫинче маршрут номерӗ тата кирлӗ чарӑнура транспорт хӑш вӑхӑтран ҫитессине палӑртнӑ. Таблона лартнӑ компани ятарлӑ хӑмасене вырнаҫтарнӑ ӗҫе вӗҫне ҫитерменни ҫинчен пӗлтерет. «Хӑма ятне чӑвашла ҫырма маннӑ пулинех, халь йӑнӑша юсаҫҫӗ», — тесе ӗмӗтленме ҫеҫ юлать мӑнтарӑн чӑваш халӑхӗн. Михаил Игнатьев хулана чӑвашлататпӑр тесе шантарни кӑлӑхах пулас. Чӑваш телекоммуникаци компани ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра ку таблосен ӗҫне тӗрӗслеҫҫӗ ҫеҫ-ха имӗш. Чӑннипе хӑйсен ӗҫне вара каярах кӳленӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Йӗркене пӑсакансене ШӖМ ӗҫченӗсем саккунпа килешӳллӗн обществӑлла ӗҫсене явӑҫтараҫҫӗ. Пирӗн республикӑра та айӑпа кӗнӗ ҫынсене ӗҫ урлӑ йӗркене пӑхӑнма вӗрентеҫҫӗ. Иртнӗ кунсенче саккун умӗнче айӑплӑ 4 ҫын хула лаптӑкӗнче 40 михӗ ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ пулнӑ. Вӗсем Гладков урамне тасатнӑ тата Президент бульварӗнчи Ачасемпе ҫамрӑксен ача кӗрменӗ лаптӑкне илем, тасалӑх кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫитес кану кунӗсенче Шупашкар хулинче хӑвӑрт утас енпе чемпионат тата Раҫҫей ӑмартӑвӗ иртет. Унта хутшӑнма Раҫҫейрен, Колумбирен, Казахстанран, Беларуссинчен пӗтӗмпе 300 спортсмен килсе ҫитет. Ӑмӑрту йӗркине 60 арбитр тытса пырӗ, вӗсем хушшинче ют ҫӗршыв арбитрӗсем те пулӗҫ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗве тӑрӑх Мускаври тӗнче шайӗнчи ҫӑмӑл атлетика чемпионачӗ, Хусанти ҫуллахи универсиада, Европа тата тӗнче первенстви валли наци командисене йӗркелӗҫ. Чӑваш Республикинчен ӑмӑртӑва тӳрех икӗ ушкӑн хутшӑнать — старта 41 спортсмен тухӗ. Спорт уявне вара паян 11 сехетре хула кӳлмекӗ хӗрринче уҫрӗҫ. Хамӑр ентешсене эпир ӑнӑҫу сунатпӑр — лайӑх кӑтарусем кӑтартса пысӑкрах ҫитӗнӳсем тума ҫул уҫмалла пултӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кашни ҫулла кану кунӗсенче ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене тӗрлӗрен кану ҫурт-йӗрӗсене, уйлӑхсене (лагерьсене) яраҫҫӗ. Анчах та унта шӑпӑрлансем тӗрӗс-тӗкел, сывлӑхлӑ пурӑнасса никам та шантарса калаймасть. Кӑҫал ҫуллахи кунсем ҫитнӗрен виҫӗ ҫемье хӑйсен ачисене лагерсенчен тӗрлӗ сӑлтава пула киле илсе кайма ӗлкӗрнӗ те. Ак, нумай та пулмарӗ иртнӗ кунсенче ашшӗ-амӑшӗсенчен тата тӗпер ӳпкев илтме май лекрӗ. «Пирӗн ача сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерьте канать. Кунта вара, ачасем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен ӗҫмелли шыв та ҫук. Типӗ пыра кранри шывпа тивӗҫтерме лекет», — пӗлтерет пӗр амӑшӗ. Ача лагерӗн администрацийӗ ку ӳпкевпе килешмеҫҫӗ, вӗсене ӗненсен кану ҫуртӗнче пӗтӗмпех йӗркеллӗ. Иртнӗ кунсенче Чӑваш Енӗн сывлӑха сыхлакан тата социаллӑ аталанӑ министрӗ Алла Самойлова ача-пӑча уйлӑхӗсене ҫитсе курнӑ, унти лару-тӑрӑва тӗпченӗ. Ашшӗ-амӑшӗн кӑмӑлне кайман кану лагерьне вӗсем лекмен ҫав, тӗрӗслев ӗҫне ирттермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫемье, юрату, шанчӑклӑх кунӗнче Канаш хулинче Сӑваплӑ Петӗрпе Феврони Муромскийсене халалласа ятарлӑ часавай уҫма палӑртнӑ. Асӑннӑ турӑшсем мӑшӑрсем хушшинчи юратупа шанчӑклӑхне упраса тӑраҫҫӗ. Асӑннӑ чиркӗве хута ярасси ҫинчен сӑмаха Канаш хулинчи хӗрамсен канашлӑвӗ ҫӗкленӗ пулнӑ. Ку шухӑша хула администрацийӗ те ырланӑ. Часавай пӗрремӗш чулне нарӑс уйӑхӗнче хунӑ пулнӑ. Ҫак пулӑмран 4 уйӑх иртсен, ҫак кунсенче Чӑваш республикинчи хӗрарӑмсен канашлӑвӗн председателӗ Ольга Зайцева тепӗр хут Канаш хулине ӗҫ мӗнле шайра пынине пӑхма килнӗ. Паянхи куна ҫур ӗҫне тунӑ тесен те йӑнӑш мар пулать. Анчах та ҫак ӗҫ-пуҫра чӑрмавсем те сиксе тухаҫҫӗ. Чиркӳ тӑррипе хӗресӗ валли татах укҫа-тенкӗ кирлӗ пулать. Ҫавӑнпа та ЧР хӗрарӑмсен канашлӑвӗ ҫак паха ӗҫе вӗҫне-хӗрне ҫитерме пысӑк чӗрелле ҫынсенчен пулӑшу ыйтать. Хута янӑ часавай ҫемье юратӑвне, ӑшшине упрама, хисеплеме хавхалантарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Тӗнче тетелне пӗрлехи патшалӑх экзамен ӗҫӗсене кӑларнӑ Вӑрмар районӗн хӗрӗ пирки эпир иртнӗ кунсенченех каланӑччӗ. Экзамен йӗркине пӑснӑ вунпӗрмӗш класс пӗтерекене Раҫҫей вӗренӳ министерстви кӑҫал аттестатсӑр хӑварма йышӑннӑ, вырӑс чӗлхипе экзамена ҫӗнӗ хут тытма вӑл тепӗр ҫул та ҫеҫ пултарӗ. Ку лару-тӑру пирки Вӑрмар районӗнче пурӑнакан хӗр ҫапларах ӑнлантарать: «Хальлӗхе хам ятӑма палӑртас килмест-ха. Ҫак ӗҫ-пуҫ лайӑх вӗҫленессе шанатӑп, кӑҫал аттестата алла илессе ӗненетӗп. Вырӑс чӗлхи экзаменне эпӗ пӗрремӗш классранах хатӗрленнӗ. Шкулта яланах «5» паллӑсемпе вӗренсе пынӑ». Экзамен ӗҫне Вӑрмар хӗрӗ пӗтӗмпех пурнӑҫланӑ пулнӑ, анчах та пӗр-икӗ ыйту ӑна иккелентернӗ. «Килте тепӗр хут пӑхса тухам-ха ҫак ӗҫсене» тесе хӗр ӗҫе ӳкернӗ те хӑйӗн юлташне ярса панӑ пулнӑ. Юлташ хӗр вара унтан пулӑшу ыйтаҫҫӗ тесе ун патне килнӗ ӗҫе Тӗнче тетеле кӑларса хунӑ. Ку факта тӳрех тӗрӗслевҫӗсем курнӑ. — Экзаменран таврӑнсан эпӗ ҫывӑрма выртрӑм. Тепӗртакран ман пата шӑнкӑравларӗҫ, шкула пыма хушрӗҫ. Ҫак ӗҫ-пуҫ мана хама та, аннепе аттене те кулянтарать, — каласа парать пӑтӑрмаха лекнӗ хӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫеҫпӗл амӑшӗ. Василий Макаров ӳкерчӗкӗ (1959) Ҫӗртмен 7-мӗшӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл Мишши музейӗшӗн чӑннипех те паллӑ пулӑм. Кун пирки асӑннӑ аваллӑх ҫӳпҫин управҫи Антонина Андреева паян социаллӑ сайтсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Халӗ паллӑ поэтӑмӑрӑн Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшне, Агафья Николаевна Николаевӑна, ӑҫта пытарнине шыраса тупнӑ иккен. Чаплӑ классикӑн амӑшӗ ӗмӗрлӗх канӑҫа Шупашкарти 2-мӗш ҫӑва ҫинче тупнӑ пулнӑ. Вӑл масар газопровод патӗнче вырнаҫнӑ. Вил тӑприне пӑхса тӑраҫҫӗ иккен — ӑна карта тытса ҫавӑрнӑ, чечексем ӳстереҫҫӗ, сӑнӳкерчӗк те вырнаҫтарнӑ, ятне ҫырса хуни те пур-мӗн. Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева вил тӑпри ӑҫтине палӑртма пулӑшнӑшӑн паллӑ поэтӑн тӑванне Юрий Кириллович Кузьмина тата ЧР Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн директорне — тӗп редакторне Лидия Михайловӑна (сӑмах май, вӑл Ҫеҫпӗл ентешӗ) тав тӑвать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш Енре виҫҫемӗш хутчен «Чӗреме ачасене паратӑп» коррекци-аталану занятийӗсен фестивалӗ иртрӗ. Асӑннӑ фестивале йӗркелесе пыраканӗсем: Чӑваш Енӗн вӗренӳ минестрестви психологипе педагогика майӗпе реабилитаци тата коррекци центрӗпе «Чӑваш Енӗн вӗрентекенсен ассоциаци» ОО йышӗн ятарлӑ вӗренӳпе тивӗҫтерекен педагогсен секцийӗ. Фестивале ятарлӑ вӗренӳ учрежденисенчи 125 педагог хутшӑннӑ. Ҫӗнтӗрӳҫӗ ятне 36 педагог илнӗ, 44 вӗрентекене вара тӗрлӗ номинацире дипломсемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Николай Андреевпа (сылтӑмра) Анатолий Петров Йӗпреҫ поселокӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫынна район сучӗ 4 ҫуллӑха условлӑ майпа ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Николай Андреева ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн суд тенкелӗ ҫине лартнӑ иккен. Хайхи 2006–2008-мӗш ҫулсенче тӑватӑ ҫынна социаллӑ найм килӗшӗвӗпе хваттер пама йышӑну тунӑ. Лайӑх ҫурта та мар — киввисене, ҫывӑх вӑхӑтрах сӳтмеллисене. Ҫук, вӗсенчен тӑрӑхланипе мар. Ӑспах. Хайхисем кивӗ ҫуртра пурӑннине кура кӑштахран шӑкӑрт кӑна ҫӗнӗ хваттере кӗрсе ларнӑ, унтан хваттерсене приватизациленӗ. Хайхисем хваттер черетӗнче вуншар ҫул нашаланнӑскерсем пулсан юрӗччӗ-ха. Ҫук вӗт, социаллӑ найм меслечӗпе хваттер черетӗнче те тӑман иккен. Пӗрисене ырлӑха кӗртсе ӳкернӗ вӑхӑтра теприсем, чӑннипех те тивӗҫлисем, ҫаплипех черет кӗтсе пурӑннӑ. Хӑйӗн саккунлӑ мар хӑтланкаларӑшӗпе пуҫлӑх хыснана та самай шар кӑтартнӑ — пурӗ 3,3 миллион тенкӗлӗх. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Етӗрне районӗнчи Тури Ачакри шкула Чӑваш Енри паллӑ хресченӗн Аркадий Айдак ятне парӗҫ. Кун пирки район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Н. Кузьмин сумлӑ ҫынна асӑнса ирттернӗ мероприяти вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ. Вырӑнти вӗренӳ заведенийӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен Айдак ячӗллӗ пулса тӑрӗ. Пурӑннӑ пулсан Аркадий Павлович ӗнер 76 ҫул тултаратчӗ. Вӑл пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче куҫне хупрӗ. «Ленинская искра» хуҫалӑха чапа кӑларнӑ ҫынна асӑнса ӗнер Етӗрне районӗнче экочупу иртесси, ятарлӑ стелла уҫма палӑртни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Мероприятие тӗрлӗ шайри ҫынсем — ҫав шутра чӑваш парламенчӗн депутачӗсем, федераци канашӗн членӗ — таранах хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |