Персона
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарти 76 ҫулти хӗрарӑм чутах ултавҫӑсене 2 пин доллар куҫарса паман. Юрать, ырӑ ҫын тӗлне лекнӗ вӑл. Хӗрарӑмпа хӑйӗнпе Тӗп банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ ҫын калаҫнӑ. Хайхискер ӗненмелле пултӑр тесе удостоверенине те ӳкерсе ярса панӑ. Хӗрарӑма 2 пин доллар куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Ун валли илсе ҫитерекен служба ӗҫченне те чӗнсе панӑ, «банк ӗҫченӗ» ӑна кинемее укҫа куҫарса памашкӑн пулӑшма ыйтнӑ. Олег Михайлов хӗрарамӑн аллинчи укҫа пачкисене, хут ҫине ҫырнӑ счет номерне курсан тӳрех ӑнланнӑ: кинемее такамсем улталасшӑн. Вӑл полици чӗннӗ. ЧР шалти ӗҫсен министрӗ Виктор Шметков Олег Михайлова кинемее утавҫӑсенчен хӑтарнӑшӑн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gorzavod.ru сайтри сӑн Юлашки вӑхӑтра ултавҫӑсем суд приставӗсем тесе ҫынсенчен укҫа сӑптӑрма тытӑннӑ. Вӗсем электрон рассылкӑсем яраҫҫӗ. Унта ҫыннӑн ҪҪХПИ, патшалӑх пошлини, кредит, ЖКХ штрафӗсем пурри пирки пӗлтереҫҫӗ. Ӑна часрах тӳлесе татмалла-мӗн. Унсӑрӑн счетсене е пурлӑха арестлессипе хӑратаҫҫӗ. Штрафа тӳлемелли каҫӑ та яраҫҫӗ. Ун ҫине пуссан банк карттин реквизичӗсене ҫырмалла. Укҫа вара штраф тӳлеме мар, ултавҫӑсем патне каять. Ҫакна астӑвӑр: суд приставӗсем электронлӑ почта, мессенджерсем урлӑ штраф тӳлемелли пирки нимӗн те ямаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раштавӑн 1-мӗшӗнче Мускаври ВДНХра иртекен Пӗтӗм тӗпчери курав-форумра паллӑ дивизи пуҫлӑхӗн Василий Чапаевӑн 3-D голограммине хута ярӗҫ. Проекта Шупашкарти 10 ҫын хатӗрленӗ. Моушн-дизайнерсем, графиксем, визуализаторсем, нейросеть специалисчӗсем малтан хальхи йышши технологисемпе усӑ курса Чапаева ӳкернӗ, унтан ӑна кирек мӗнле ыйтӑва та хуравлама вӗрентнӗ. Сӑмах май, Чапаев - Шупашкарти разработчиксен пӗрремӗш ӗҫӗ мар. Вӗсем Иван Яковлевӑн кӳлепине те хатӗрленӗ, ӑна ВДНХра Чӑваш Ен стенчӗ ҫине ҫакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӗҫӗр республикӑра 14 градус сивӗ пулнӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк ӑшӑтӗ. Паян каҫхине юр ҫума тытӑнӗ. Ыран ир тӗлне Шупашкарта юр хулӑнӑшӗ 10 см ҫитӗ. Ыран термометр 0 градус кӑтартӗ. Вырсарникун тӗтре карса илӗ, ҫил лӑпланӗ. Ирхине кӑнтӑр районӗсенчен тытӑнса юр ҫума пуҫлӗ, хушӑран - пӑрлӑ ҫумӑр. Ҫил каллех вӑйланӗ. Тунтикун уяртӗ. Ытларикун сивӗтӗ. Эрне варринче юр ҫумӗ. Кӗҫнерникун, эрнекун юр ҫӑвӗ. Раштаври пӗрремӗш канмалли кунсенче ҫумӑр ҫума пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ. Светлана Каликова министр Паян республикӑра Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ акци иртет. Унпа килӗшӳллӗн, ҫынсене ӗҫе чӑваш тӗрриллӗ тумпа пыма сӗннӗ. Паян тӗрлӗ ведомствӑра ӗҫлекенсем ӗҫе чӑваш тумӗпе пынӑ. Вӗсем сӑн ӳкерӗнсе сайта вырнаҫтарнӑ. Культура министрӗ тӗрӗллӗ чӑваш кӗпипе ӳкерӗннӗ. Вӑл кунӗпех ҫапла ҫӳрӗ-ши? Культура министерствинче вӑй хуракансем акцие хастар хутшӑннӑ. Нумайӑшӗ тӗрӗллӗ тумпа сӑн ӳкерӗннӗ. Строительство, Спорт министерствин ӗҫченӗсем те тӗрӗллӗ кӗпепе паян. Шупашкар пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Денис Спирин паян тӳрӗ линие чӑваш тӗрриллӗ галстукпа ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта тӑрӑшакансем паян ӗҫе чӑваш эрешӗллӗ тумпа пынӑ. Ятарлӑ ҫипуҫ ҫуккисем хӑйсен тумне тӗрленӗ алшӑллисемпе илемлетнӗ. «Ӗҫе тӗрӗпе» республика акцине эпир хаваспах хутшӑнатпӑр. Ҫипуҫ ҫумне илемлӗн ҫыпӑҫтарса хунӑ пӗчӗк сӑмса тутри те илем кӳрет, сӑн ҫуталсах каять», — тенӗ центрта ӗҫлекен Татьяна Ильина. Унсӑр пуҫне центра куравсем те уҫӑлнӑ. Унта учреждение ҫӳрекен кинемейсемпе мучисем ӑсталанӑ хитре япаласемпе паллаштараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх академи драма тетарӗнче Чӑваш тӗррин кунне халалласа питӗ лайӑх акци шухӑшласа кӑларнӑ. Паян, чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, театрта «Мӗн-ши вӑл телей?» спектакль кӑтартӗҫ. Ӑна курма чӑваш кӗпине е чӑваш тӗрриллӗ тумтире тӑхӑнса кайсан тепӗр спектакле ҫур хакпа кӗртӗҫ. Асӑннӑ спектакль — премьера. Унӑн ячӗ — «Ӗмӗр сакки сарлака». Ҫапла-ҫапла. Шӑпах ҫавӑ. Никифор Мраньккан романӗ тӑрӑх ӑна Чӑваш Республикин халӑх артистки, Наталия Сергеева режиссёр хатӗрленӗ. Премьерӑна раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Николай Кондрашкин страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шӑмӑршӑра пӑлхар тата чӑваш ученӑйӗсен халӑхсем хушшинчи ӑсталӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Мероприятия «Пӗрлӗхре — вӑй» ят панӑ. Унта нумай нациллӗ Раҫҫейри Сохранение халӑхсен историлле астӑвӑмне упраса хӑварасси, Раҫҫейпе Болгарире пурӑнакан халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетесси ҫинчен калаҫнӑ. Кун пирки Николай Кондрашкин скульптор халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() vk.com/chgign сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑсталӑхӗсен институтӗнче Михаил Кондратьев музыковедӑн «Избранное. Т. 1. Полвека музыкальной жизни Чувашии» ҫӗнӗ кӗнекине хӑтланӑ. Анонсра хыпарланӑ тӑрӑх, кӗнекепе искусствоведени кандидачӗ Любовь Бушуева паллаштарнӑ. Ҫӗнӗ ӗҫе хакласа Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Лолита Чекушкина, истори наукисен кандидачӗ Геннадий Николаев, искусствоведени кандидачӗсем Ирина Данилова тата Антонина Мордвинова, педагогика наукисен кандидачӗ Наталья Иванова, Раҫҫей халӑх артисчӗ Юрий Васильев, истори наукисен кандидачӗ Иван Бойко, Чӑваш халӑх художникӗ Николай Енилин, Мария Митина тухса калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() myslo.ru сайтри сӑн Канашра пурӑнакан 36 ҫулти хӗрарӑм полицие пынӑ. Унӑн 600 пин тенкӗ ҫухалнӑ-мӗн. Укҫине вара пӗлӗшӗсен гаражӗнче упранӑ. Пӗлӗшӗсен гаражӗнче вӑл ӑна пӗлтӗрхи кӗркуннеренпе упранӑ. Пӗр пайӗ, 600 пин тенки, ҫухалнине халь тин асӑрханӑ. Полицейскисем укҫана вӑрлакан ҫынна тупнӑ. Вӑл - гараж хуҫи, унччен те судпа айӑпланнӑ 33 ҫулти арҫын. Гараж хуҫи айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарма шантарнӑ. Ҫапах ку явап тытасран хӑтармасть. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |