Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пӗчӗк ача чӳречерен ӳкнӗ. Пӑтӑрмах Хусанкай урамӗнче пулса иртнӗ. Пӗчӗкскер тӑххӑрмӗш хутран персе аннӑ. Арҫын ача чӳрече янаххи ҫине хӑпарса кайнӑ. Унта вӑл шӑна-пӑвантан хӳтӗлекен сетка ҫине таяннӑ та урама персе аннӑ. Шӑпӑрлан вилнӗ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн вырӑна правӑна сыхлакан органсенче тӑрӑшакансем пырса ҫитнӗ. Вӗсем тӗпчев ирттереҫҫӗ. Усал хыпар пирки Телеграмри каналсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Хыпара сӳтсе явакансенчен чылайӑшӗ чӳрече ҫине ятарлӑ ҫӑра вырнаҫтармалла, вӑл хаклӑ та мар тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинче пурӑнакансем пусма картлашкине такам вӑрлать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки вӗсем Телеграмри «Чебоксары в курсе» каналта хыпарланӑ. Хулан Восточнӑй поселокӗнче ҫул айӗнчен каҫса ҫӳремелли вырӑна тимӗр картлашкасенчен йӗркеленӗ. Хитре, пысӑк картлашкасенчен. Анчах пусма картлашкисем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫухалма тытӑннӑ. Маларах эпир асӑннӑ ҫӑлкуҫра хыпарланӑ тӑрӑх, пусма картлашкине малтан такамсем хускатаҫҫӗ, унтан пӗр виҫӗ кун иртсен ҫав тимӗр таҫта кайса ҫухалать. «Те тимӗр-тӑмӑра ӑсатаҫҫӗ, те такам хӑйӗн дачине йӑтса каять», — пуҫ ватаҫҫӗ хула ҫыннисем. Тимӗр картлашка ҫук вырӑнпа анса ҫӳреме йывӑр, йӗпе-сапара ҫав вырӑн нӳрелсе каять те урана шуҫтарать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи хӗрарӑм утӑ тиенӗ урапа ҫинчен ӳкнӗ. Вӑл аяк пӗрчисене, ҫурӑм шӑммине тата ыттине хуҫнӑ. Хӗрарӑма малтан Ҫӗмӗрлери медицина центрне илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем унӑн сывлӑхне йӗркене кӗртес тесе темиҫе кун тӑрӑшнӑ. Кайран, тухтӑрсен консилиумне тата телемедицина консультацине ирттерсен, пациента санавиаци вертолечӗпе Шупашкара илсе ҫитерме йышӑннӑ. Халӗ вӑл Республикӑри клиника пульницинче сипленет. Сӑмах май, санавиаци вертолечӗ ҫу уйӑхӗнченпе 19 пациент патне вӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ку эрнере ҫумӑр ҫӑвасса кӗтмелле мар – пирӗн патра антициклон хуҫаланать. Кӑнтарласерен 25-27 градус ӑшӑ пулӗ. Хӑш-пӗр районта теромометр 30 градус та кӑтартӗ. Ҫӗрлесерен те ӑшӑ – 15-17 градус. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вырсарникун кӑна сивӗ фрончӗ аслатиллӗ ҫумӑр илсе килме пултарать. Кайран каллех шӑрах хуҫаланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ru.pinterest.com сайтри сӑн Кӑҫал Чӑваш Енре ҫӗлен сӑхнӑ 11 тӗслӗхе шута илнӗ. Вӗсенчен 3-шӗ ачасем. Канаш районӗнче 52 ҫулти хӗрарӑм ҫырмана аннӑ та асӑрхамасӑр хура ҫӗлен ҫине пусса лартнӑ. Лешӗ ӑна чӗркуҫҫи тӗлӗнчен сӑхнӑ. Хӗрарӑм тӳрех васкавалӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравланӑ. Унӑн ури шыҫнӑ, анафилактика шокӗ пулнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу 19 минутран ҫитнӗ. Тепӗр сехетрен вӑл Канаш районӗн пульницинче пулнӑ. Кайран ӑна Шупашкара илсе ҫитернӗ. Хӗрарӑмӑн юн пусӑмӗ чакса ларнӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫӗлен йытта сӑхнӑ. Шел те, чӗрчуна ҫӑлса хӑварайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта Чонгар Михайлович Шлепнев ячӗллӗ сквер тӑвасшӑн. «Энергозапчасть» чарӑну патӗнче сквер пур. Шӑпах ӑна унӑн ятне парасшӑн. Шлепнев «Энергозапчасть» савут пуҫлӑхӗ пулнӑ. Чонгар Михайлович 2019 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл чылай ҫул чирленӗ. Ҫӗре кӗнӗ чухне 86 ҫулта пулнӑ. Палӑртмалла: Чонгар Михайлович Мускавра 1932 ҫулта суралнӑ. «Энергозапчасть» савута 1987 ҫулта ертсе пыма пуҫланӑ. 2014 ҫулта тӗп директор тивӗҫне ывӑлӗ Юрий йышӑннӑ. Чонгар Михайлович директор пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() krarm.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Чатукасси ялӗнче «Хоровая наставническая столица Чувашии» фестиваль-конкурс иртнӗ. Ӑна Филипп Лукин паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта Элӗк, Ҫӗрпӳ, Канаш, Елчӗк, Ҫӗмӗрле, Комсомольски, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри тата Красноармейски тӑрӑхӗсенчи, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар хулисенчи халӑх хорӗсемпе вокал ансамблӗсем, Раисӑпа Николай Андреевсем, Тутарстанпа Мари Элти пултарулӑх коллективӗсем хутшӑннӑ. Пухӑннисем умӗнче паллӑ чӑваш композиторӗн мӑнукӗсем Марианна Левитова тата Филипп Патеев, «Трак ен» ентешлӗх ертӳҫи Иван Архипов тата ыттисем тухса калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳсем Чӑваш Ен халӑхне тата республика хӑнисене Тихвин ярмӑрккине чӗнеҫҫӗ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хӗрарӑмсен Тихвин мӑнастирӗ ҫывӑхӗнче пуҫланать. Ӑна 17 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Ярмӑрккӑра ача-пӑча Акатуйӗ, юрӑ фестивалӗ, фейерверк, ташӑ каҫӗ пулӗҫ. Ҫавӑн пекех Хусанти JUST BRASS ушкӑн тата "Звонница" ансамбль юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ. Тихвин ярмӑркки утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗччен пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Песни от всей души" кӑларӑмӑн видео скринӗ Чӑваш халӑх артистки Елена Иовлева паян тин кӑна "Россия 1" телеканалпа эфира тухнӑ "Песни от всей души" кӑларӑмра пулнӑ. Ӑна Андрей Малахов ертсе пырать. Вӑл "Финн полькине" чӑвашла куҫарнӑ, ӑна эфирта куракансен умӗнче юрланӑ. Ҫавӑн пекех Елена Иовлева ташласа та кӑтартнӑ. Вӑл куракансене хӑйӗн пурнӑҫӗпе кӗскен паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Газ пӑрӑхӗ. Google Map-ри скриншот Ҫӗрпӳ районӗн прокуратури тӗрӗслев ирттернӗ те Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округра хуҫасӑр газ пӑрӑхне асӑрханӑ. Ку тӗлӗшпе ҫитменлӗхе пӗтерме сӗнӳ янӑ. Хуҫӑсӑр газ пӑрӑхӗ Тавӑшкассинче вырнаҫнӑ иккен. Ӑна 2014 ҫулта ҫӗр ӑшне чавса хурса вырнаҫтарнӑ. Унтанпа тӑхӑр ҫул иртнӗ пулин те ҫак газ пӑрӑхне ниҫта та учета тӑратман, куҫман пурлӑха регистрацилемен. Ҫак сӑлтава пула «Газпром газораспределение Чебоксары» акционерлӑ обществӑн Ҫӗрпӳ хулинчи филиалӗ ӑна тӗрӗслес е юсас тӗлӗшпе нимӗн те тӑваймасть. Кӗтмен ҫӗртен инкек сиксе тухрӗ пулсан ҫакӑ хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать. Прокуратура муниципаллӑ округӑн администрацине ку ҫитменлӗхе пӗтерме сӗннӗ. Ҫӗрпӳри тӳре-шара халь ҫак сӗнӳпе ӗҫлеме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сидоров Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |