Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Анна Январева ҫак кунсенче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Анна Ивановна - Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче госпитальте ӗҫленӗ, унтан - шкулта. Вӑл 10 класс пӗтернӗ, унтан - Канашри педучилищӗне.

Хӑй вӑл Пӑрачкав районӗнче ҫуралса ӳснӗ. 1941 ҫулта Мускавра прожектористкӑра ӗҫленӗ. 1942-1945 ҫулсенче Вышный Волочек хулинче госпитальте вӑй хунӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Ҫӗмӗрле районӗнче пуҫламӑш классене вӗрентнӗ.

Анна Ивановнӑн 2 хӗр, 5 мӑнук тата 7 кӗҫӗн мӑнук.

 

Вӗренӳ
Чӑваш наци конгресӗн "Контактри" сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш наци конгресӗн "Контактри" сӑнӳкерчӗкӗ

2023 ҫула Раҫҫей Президенчӗ Вӗрентекен тата вӗрентӳҫӗ ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Республикӑри Чӑваш чӗлхипе литератури учителӗсен ассоциацийӗ сӗннипе килес ҫул пирӗн тӑрӑхра «Чӑваш Республикин халӑх учителӗ» хисеплӗ ят пама тытӑнӗҫ.

Ҫав хисеплӗ ят Чӑваш Республикин педагогикинче чи пысӑк патшалӑх награди шутланӗ.

«Чӑваш Республикин халӑх учителӗ» хисеплӗ ята «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекен» ята тивӗҫнӗ учительсене, преподавательсене тата вӗренӳ организацийӗн ытти ӗҫченне парӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Вӑрнар районӗнчи Шӑхаль ялӗ ҫывӑхӗнче паян газ пӑрӑхӗ сирпӗнни пирки хыпарланӑччӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, самай вӑйлӑ пушара сӳнтернӗ.

Шел те, вилнисем пур. Инкек пуличчен ҫав вырӑнта 4 ҫын ӗҫленӗ. Виҫҫӗшӗ вилнӗ, пӗри суранланнӑ. Хамӑрӑн ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем пурте Красноармейски районӗнчен, вилнисем – ҫамрӑксем. Водитель чӗрӗ юлнӑ. Вӑл газовиксене ҫав вырӑна илсе ҫитерекенни пулнӑ.

Прокуратура тӗрӗслев ирттерет. Халӗ ҫав вырӑнта тӗрӗслев пуҫарнӑ. Газ пӑрӑхне йӗркене кӗртме 3 кун кирли пирки пӗлтереҫҫӗ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ пулма Дмитрий Бельцова ҫирӗплетнӗ.

Уҫӑ ҫӑлкуҫсене тишкерсен, ҫавӑн пек ятлӑ ҫын юридици наукисен кандидачӗ пулни палӑрать.

Вӑл 1979 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Якуртушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ. РФ Шалти ӗҫсен министерствин Юридици институчӗн Шупашкарти филиалӗнче вӗреннӗ. 1996 ҫултанпа шалти ӗҫсен органӗсенче ӗҫлет. Кунсӑр пуҫне вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра юридици факультетӗнче преподаватель пулса тӑрӑшни паллӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер Канашра гараж ҫуннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чукунҫул урамӗнчи икӗ хутлӑ харпӑр ҫурт айӗнчи гаражра ҫулӑм тухнӑ.

Ҫӑра тӗтӗм пӳртри пӳлӗмсене те кӗнӗ. Ӑна пула 10 ҫулти арҫын ача шар курнӑ. Тӗтӗмпе наркӑмӑшланнӑскере Шупашкара, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине, илсе ҫитернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
rbc-ru сӑнӳкерчӗкӗ
rbc-ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри Шӑхаль ялӗнче паян газ пӑрӑхӗ сирпӗннӗ.

Инкек «Уренгой — Помары — Ужгород» магистраль газ пӑрӑхӗ ҫинче пулса иртнӗ.

Газ пӑрӑхӗ хыпса иличчен унта эксплуатацилекен организаци ӗҫленӗ-мӗн.

Асӑннӑ пӑрӑха иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче хута янӑ. Унпа газ Хӗвеланӑҫ Ҫӗпӗртен Украина урлӑ Европӑна каять. Асӑннӑ линипе Турцие тата Вӑтам Ази е каякан газ пӑрӑхӗсем ҫыхӑннӑ.

 

Политика

Паянтан Вӑрмар районӗн администрацине Василий Шигильдеев ертсе пырӗ. Унччен ку должноҫре Дмитрий Иванов ӗҫленӗ.

Василий Викторович 1966 ҫулта ҫуралнӑ, Мускавра ФСБ Академине пӗтернӗ. Хальхи вӑхӑтра «НПП «Каскад-ГРУП» тӗп директорӗнче вӑй хурать. Хӑй Чупай ялӗнче пурӑнать. Унччен ҫак ял тӑрӑхӗн депутачӗ пулнӑ.

Аса илтерер: Дмитрий Иванов администрацие 2020 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗнченпе ертсе пынӑ.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче тӗлӗнмелле концерт иртессине пӗлтереҫҫӗ. Программӑна халӑх тата авторсен юррисенчен хатӗрленӗ. «Тӑван халӑх сасси» концерт паян, раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, иртӗ.

Сцена ҫине «Ҫеҫпӗл», «Ҫавал» ансамбльсем, «Дуняша Style» фолк-группа тата «Nota «G» ташӑ ушкӑнӗ тухӗҫ.

Концерт 19 сехетре пуҫланӗ. Вӑл икӗ сехет пырӗ.

 

Республикӑра
www.ntrk21.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
www.ntrk21.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Нумаях пулмасть Шупашкарти «Каскад» суту-илӳпе кану центрӗнче «В тишине» (чӑв. Шӑплӑхра) Мускаври музейӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗччен ӗҫлӗ.

Асӑннӑ музея икӗ ҫул каярах Мария Айзина уҫнӑ. Маларах курав 9 хулара ӗҫленӗ, халӗ, ав, — Шупашкарта.

Курава пыракансен алӑпа кӑтартса пӗр-пӗринпе калаҫмалла, куҫпа пӑхса пӗрне-пӗри ӑнланмалла, ӳт-пӳ хусканӑвне сӑнамалла.

Куравра интерактивлӑ 4 лапам ӗҫлет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.ntrk21.ru/video/59387
 

Республикӑра
t.me/enteshsem сӑнӳкерчӗкӗсем
t.me/enteshsem сӑнӳкерчӗкӗсем

Хальхи вӑхӑтра ҫынсем хӗрсе кайсах Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленеҫҫӗ. Ҫав уява пуринчен ытла пӗчӗккисем хавасланса кӗтеҫҫӗ.

Шӑпах вӗсене чӑваш теттипе савӑнтарма шухӑш тытнӑ та Элӗк районӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ача пахчинче ӗҫлекенсем.

Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗнче ёлка вырнаҫтарнӑ, ӑна чӑвашла теттесемпе капӑрлатнӑ. Тӑван халӑхӑмӑра хисеплесе, унӑн йӑли-йӗркине сума суса хатӗрленӗ ёлка питех те хитре пулса тухнӑ. Вӑл ачасене те, аслисене те килӗшӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/enteshsem/2903
 

Страницӑсем: 1 ... 672, 673, 674, 675, 676, 677, 678, 679, 680, 681, [682], 683, 684, 685, 686, 687, 688, 689, 690, 691, 692, ... 3900
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑсталӑха пула эсир ку эрнере ушкӑнра чи кирлӗ ҫын. Ӗҫе улӑштарма е карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр. Тахҫанах палӑртнӑ плансене пурнӑҫлама тытӑнатӑр тӑк сирк ҫывӑх ҫынсен, ӗҫтешсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулӗ. Юратнӑ ҫын, тен, сирӗншӗн муза пулӗ. Эрех-сӑра ӗҫесрен пӑрӑнӑр, вӑхӑта хаваслӑ ирттермелли заведенисене сахалрах ҫӳрӗр.

Ҫу, 24

1887
138
Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1966
59
Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...