Кӑсӑклӑ
Республикӑра
Иртнӗ ӗмӗрӗн ҫирӗммӗш ҫулӗсенче Атӑл тӑрӑхӗнчи хуласемпе ялсенче преступлени тӑвасси ӳссех пынӑ, кӑнтӑрла та, ҫӗрле те вӑрӑ-хурах бандисем халӑха лӑпкӑ пурӑнма паман. Пурлӑхпа ҫыхӑннӑ преступленисенчен ялсенче лаша вӑрласси уйрӑмах сарӑлнӑ пулнӑ. Ульяновск, Шупашкар тата Хусан хулисенчи патшалӑх архивӗсенче ӗҫлеме тивнӗ май, эпӗ ӑнсӑртран тенӗ пекех Шаккур Карак банди ҫинчен ҫырнине тӗл пултӑм. Мана уйрӑмах Хусан архивӗнче Г.М.Ломоносов юристӑн аса илӗвӗ интереслентерчӗ. Георгий Михайлович Ломоносов 1905 ҫулта Вӑрмар районӗнчи Кӗтеснер ялӗнче ҫуралнӑ. Юрист тата таврапӗлӳҫӗ пулнӑ. Следовательте, прокурорта, халӑх судйинче, СССР Юстици министерствин аппаратӗнче ӗҫленӗ. «1923-1924 ҫулсенче эпӗ Хусан университечӗ ҫумӗнчи юридици курсӗнче вӗрентӗм, — ҫырать Г.М.Ломоносов. — Ун хыҫҫӑн мана Патӑрьел, Пӑрачкав тата Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче халӑх следователӗ пулма ҫирӗплетрӗҫ. Шӑпах ҫав ҫулсенче ӗнтӗ Шаккур Карак ертсе пыракан вӑрӑ-хурах банди алхасатчӗ. Шаккур Карак бандинче, пулӑшакансене те шута илсен 100-е яхӑн ҫын тӑнӑ. |
Хулара
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян Шупашкарта громкоговорительпе калакан автобус иртсе ҫӳренине асӑрхаман-и? Нумайӑшӗ илтнӗ пулӗ. ҪҪХПИ ку эрнере хӑйне евӗр акци ирттерет. Шупашкарта 15-17 сехетсенче ятарлӑ автобус ҫӳрӗ. Унта вырнаҫтарнӑ аппаратурӑпа аудиоролик ярӗҫ. Вӑл - ҫуран ҫӳрекенсен хӑрушсӑрлӑхӗ пирки. Ҫавӑн пекех автобусри инспекторсем ҫуран ҫӳрекенсене хытӑ илтӗнекен ҫыхӑнупа ҫул-йӗр правилисене пӑсни пирки асӑрхаттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне районӗн администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫав ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче Етӗрне районӗн администрацийӗ подряд организацийӗпе коммуналлӑ каяшсен свалкине рекультивацилеме килӗшӳ тунӑ. Ӗҫе пурнӑҫланӑ чухне подряд организацийӗ йӳнӗрех материалсемпе усӑ курнӑ. Ӗҫе йышӑннӑ чухне вара урӑхла кӑтартнӑ. Ҫавна пӗлсе тӑрсах пуҫлӑхӑн заместителӗ документсене алӑ пусса панӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн бюджетран укҫа куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫӗрле Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче пушар пулнӑ. Арлашкин урамӗнчи кирпӗч-йывӑҫ ҫурт ҫунса кайнӑ. Шел те, вилесӗр пулман. Пушара сӳнтернӗ хуҫҫӑн 1974 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм виллине тупнӑ. Ҫулӑм йывӑҫа, хуралтӑ таврашӗсене тӗп тунӑ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Етӗрне районӗнче пушар пулнӑ. Унта 3 ҫын ҫунса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян республикӑра хӑйне евӗр ҫанталӑк: пӗлӗтсен ҫӳллӗшӗнче – 0 градус, ҫӗр ҫийӗн вара сывлӑш сивӗнме тытӑннӑ. Халӗ ҫулла пулнӑ тӑк шӑрӑх хуҫланӑччӗ. Хӗлле вара тӳпе ҫутални – сивӗтессе. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект пӗлтернӗ тӑрӑх, паян каҫхине шӑнтать, 12 градус сивӗ пулӗ. Ыран хӗвел пӑхӗ, 3-8 градус таран сивӗтӗ. Ҫил вӑйлӑ пулнӑран 11-16 градус сивӗ пекех туйӑнӗ. Юнкун ҫил пушшех те вӑйланӗ, ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Канмалли кунсенче лӑпланӗ, анчах вӑйлӑрах сивӗтӗ. Вырсарникун каҫхине 20 градус таранах сивӗ пулмалла. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавра урӑх кун пек вӑйлӑ юр ҫумӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхи 8 сехет тӗлӗнче Вӑрнар поселокӗнче 86 ҫулти кинемей машина айне пулнӑ. Карл Маркс урамӗнчи 49-мӗш ҫурт тӗлӗнче 28 ҫулти водитель «Шевроле-Клан» машинӑпа ватӑ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Кинемей ятарласа каҫмалли вырӑн ҫук ҫӗрте ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Суранланнӑ ватта пульницӑна ӑсатнӑ, анчах вӑл унта вилсе кайнӑ. Инкек вӑхӑтӗнче водитель урах пулнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, иртсе кайнӑ талӑкра пирӗн республикӑра ҫул ҫинче 4 инкек пулса иртнӗ, вӗсенче иккӗн вилнӗ, виҫҫӗн аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Куславккари культура ҫуртӗнче «Эткер» пултарулӑх ушкӑнӗн «Эпир пурӑнатпар Энӗш хӗрринче» юбилей каҫӗ иртнӗ. Асӑннӑ ушкӑн Раҫҫей Федерацийӗн халӑх пултарулӑхӗ тава тивӗҫлӗ коллективӗ шутланать. Юбилей каҫӗ тӗлне «Эткер» ансамблӗн историйӗпе тата аталанӑвӗпе паллаштаракан сӑнӳкерчӗксен куравне йӗркеленӗ. Асӑннӑ коллектива 1967 ҫулта Хурамалти клуб ҫумӗнче Ольга Ершова учительница, унӑн мӑшӑрӗ Иван Ершов хуткупӑсҫӑ тата клуб заведующийӗ Людмила Ефимова пӗр шухӑшлӑ пулнипе йӗркелесе янӑ. Паян коллектив районта иртекен чылай мероприятие хутшӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри энергосбыт компанийӗ Арбитраж судне тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл Шупашкарти троллейбус управленийӗнчен 14 миллион та 768 пин те 612 тенкӗ шыраса илесшӗн. Ку – вӗсен парӑмӗ. Суд тавӑҫа йышӑннӑ. Малтанхи суд ларӑвне кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Палартмалла: энергосбыт компанийӗ кӑҫал авӑн уйӑхӗнче те троллейбус управленийӗнчен 13 миллион тенкӗ шыраса илме тавӑҫ тӑратнӑ. Ун чухне Арбитраж сучӗ йышӑнӑва ун майлӑ тунӑ, парӑма татмалла тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Арслан Вагапов хореографӑн, балетмейстерӑн, педагогӑн тата художникӑн 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ каҫ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Узбекистанра ҫуралнӑ, ачалӑхне Урал тӑрӑхӗнче ирттернӗ, аслӑ пӗлӗве Ленинградра (халӗ — Питӗрте) илнӗ, унтан ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче ӗҫлесе опыт пухнӑ ҫав ӑста пирӗн патра та ят-сум ҫӗнсе илнӗ. Юбилей каҫне пынисем хореографа хакласа нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Чӑваш Енре пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн чылай ялта электричество ҫук. Специалистсем талӑкӗпех ӗҫлеҫҫӗ. Анчах ку та ҫителӗксӗр. Кӳршӗ регионсенчи специалистсене те пулӑшма чӗннӗ. Пирӗн пата Чӗмпӗр, Сарӑту, Самар, Ӗренпур, Пенза облаҫӗсенчи бригадӑсем килеҫҫӗ. Паян кӑнтӑрла тӗлне 72 бригада, пӗтӗмпе 230 ытла ҫын, ӗҫленӗ. Кунсӑр пуҫне 92 техника тухнӑ. Ҫанталӑка пула ялта ҫутӑ сӳнсен ҫак телефонпа шӑнкӑравламалла: 8-800-220-0-220. Тӳлевсӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |