Республикӑра
![]() https://vk.com/wall-35906750_198026 сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ишлейри Пултарулӑх ҫуртӗнче (Совет ҫуртӗнчи 52-мӗш ҫурт) куҫман пурлӑха регистрацилемешкён документсене вырӑна тухса йышӑнӗҫ. Росреестрӑн управленийӗн тата Шупашкарти муниципалитет округӗн специалисчӗсем ҫынсене ирхи 9 сехет те 30 минутран пуҫласа 14 сехетчен йышӑнӗҫ. Шупашкар районӗнче кадастр учӗтне илнӗ, анчах вӗсене Росреестрта патшалӑх регистрацийӗ витӗр кӑларман ҫӗр лаптӑксем, уйрӑм ҫуртсем, дачӑсем нумай. Тӗплӗнрех ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем – 8 (83540) 2-40-82 (Павел Дочинец, Шупашкар муниципалитет округӗн ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ), 8 (83540) 2-55-00 (Галина Кушникова, Ишлейри территори пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() vk.com сайтри сӑн Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Танина Лорде «Россия» каналпа пыракан «Ну-ка, все вместе!» шоура жюри пайташӗ пулнӑ. Ку – вокал конкурсӗ. Унта хутшӑнакансен юрласа жюрие тӗлӗнтермелле, вӗсене пӗрле юрласа яма хӗтӗртмелле. Пирӗн ентеш конкурсра Раҫҫей эстрада юрӑҫисемпе Сергей Лазаревпа, Николай Баскаковпа пӗрле ӳкерӗнет. Унта пӗтӗмпе – 100 жюри пайташӗ. Танина Лорде хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарти музыка училищинче тата Раҫҫей патшалӑх сцена искусствисен институтӗнче вӗреннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм урама тухайманнипе ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑк тӑнӑран, юр нумай ҫунӑран пӳрт тӳрринчен юр ӳксе алӑк умне купаласа лартнӑ. Ҫавӑнпа вӑл урама хӑй тӗллӗн тухайман. Ҫӑлавҫӑсем паян ҫав ватӑ хӗрарӑм патне ҫитсе пулӑшнӑ: алӑк умӗнчи юра айккинелле пенӗ. Ҫапла вӗсем ватӑскере «юр тыткӑнӗнчен» хӑтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти аэропортра реконструкци ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Ҫапах вӑл ҫав вӑхӑтрах ӗҫлет. Аэропорта тӗнче уҫлӑхне вӗҫнӗ чӑваш космонавтне Андриян Николаева халалласа темиҫе ҫул каяллах ят панӑ. Халӗ вара ҫурта ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ун ҫинче Андриян Григорьевичӑн сӑнне курма май пулӗ. Космонавт сӑнне «ӳкермелли» виҫӗ варианта палӑртнӑ. Анчах хальлӗхе аэропорт администрацийӗ вӗсенчен пӗрне суйламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян республикӑра ачар-писер ҫанталӑк хуҫаланать. Ҫӗрӗпе ҫумӑр ҫунӑ, халӗ вара юр вӗҫтерет. Хӑҫан уяр кунсем савӑнтарма пуҫлӗҫ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран ҫанталӑк йӗркеленет, анчах вырсарникун каллех ҫил вӑйланать, ҫумӑр ҫӑвать: 3-8 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун ҫӗрле вӑйлах юр ҫӑвӗ. Тунтикун кӑнтӑрла 0 градус кӑна пулӗ. Ытларикунран уяртӗ, 7-12 градус таранах ӑшӑтӗ. Эрнер иккӗмӗш ҫурринче ҫӗрле те 0 градусран ӑшӑрах пулӗ. Хальлӗхе ҫуркунне ҫитни пирки калама иртерех. Матанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫҫӗмӗш декадӑра юр ҫӑвӗ, сивӗ ҫанталӑк та пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Пӑрачкав районӗнчи Кудеиха ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ҫул хӑрушӑ пулса кайнӑшӑн кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ. Асфальт мӗнле лару-тӑрура пулнине сӑн ӳкерсе вӗсем тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Ҫак ҫулпа М-12 автотрассӑна тумашкӑн стройматериалсем турттараҫҫӗ. Ҫавна май вӑл аркансах пӗтнӗ. Вырӑнти халӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, унта халӗ шкул автобусӗ те ҫӳремест: шӑпӑрлансем Кожевенное тата Сиява ялӗсенче ҫитеймеҫҫӗ. Ачасене те ача пахчине илсе ҫӳреймеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен ҫул питӗ хӑрушӑ лару-тӑрура. Сӑнӳкерчӗксем тӗнче тетелӗнче сарӑлнӑ хыҫҫӑн прокуратура ҪҪХПИпе пӗрле тӗрӗслеве тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() cap.ru сайтри сӑн ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал республикӑра 781,4 гектар вӑрмана йӗркене кӗртесшӗн. Ҫав шутра искусственнӑй майпа йӗркене кӗртмелли лаптӑк – 195 гектар. 100,3 гектар ҫинче вӑрман лартасшӑн. Вӑрмансенче юр куписем тума пуҫланӑ ӗнтӗ. Ку ӳсен-тӑрана кӑларнӑ, упранӑ, транспортировка тунӑ чухне консерваци условийӗсемпе тивӗҫтерме май парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" хаҫатри сӑн Паян, пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта общежити ҫунма пуҫланӑ. 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 2-мӗш ҫуртра пушар тухни пирки 13 сехет те 40 минутра паллӑ пулнӑ. Общежитире иккӗмӗш хутри пӳлӗм ҫуннӑ. Чӳречерен ҫӑра хура тӗтӗм тухнӑ. Хальлӗха пушар мӗнрен тухнине, унта кам шар курнине палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() kingisepp.ru сайтри сӑн Ултавҫӑсем Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 73 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравласа мӑнукӗ аварие лекни пирки пӗлтернӗ. Вӑл ӑна пулӑшма пултарать имӗш, анчах куншан укҫа памалла. Ку пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. Юрать, хӗрарӑм палламан ҫынна ӗненмен. Лешӗ унран 1,5 миллион тенкӗ ыйтнӑ, укҫа парсан мӑнукне пулӑшма шантарнӑ. Ватӑ хӗрарӑм вара ултавҫӑсене кунашкал историсене пӗрре мар илтнӗ. Ҫавӑнпа вӑл ӗненмен те, кун пирки полицие пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр арҫын 101-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобусра ҫапӑҫма пуҫланӑ. Хайхискер ӳсӗр пулнӑ. Вӑл хӗрарӑмпа вӑрҫӑнма тытӑннӑ. Сӑмахпа кӑна хирӗҫмен, хӗрарӑма питӗнчен ҫапнӑ. Юрать, водитель пулӑшнӑ. Вӑл ӳсӗр пассажира салонран кӑларса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Лукианов Николай Егорович, паллă юрист, общество ĕçченĕ (ЧАП партийĕн йĕркелекенсенчен пĕри). | ||
| «Улатӑр хыпарӗ» хаҫатӑн 20 пинӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |