Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем М-7 ҫул ҫинче "Лада Приора" машинӑна чарнӑ. Руль умӗнче Етӗрне районӗн арҫынни, 26 ҫултискер, пулнӑ. Хайхискерӗн прави суя пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Инспекторсем документ ҫинчи сӑнӳкерчӗке ҪҪХПИн даннӑйсен базипе танлаштарнӑ та вӗсем урӑхларах пулни палӑрнӑ. Кун хыҫҫӑн водитель хӑй те тунман: вӑл правана тӗнче тетелӗнче укҫалла туяннӑ иккен. Ку ыйтӑва малалла уҫӑмлатма арҫынна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Паян, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарта автобуспа троллейбус инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах пирки «Руль умӗнче» форумра пӗлтернӗ. Инкеке куракансем каланӑ тӑрӑх, 45-ӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус 20-мӗш маршрутпа хутлакан троллейбуспа ҫапӑннӑ. Инкек хулари Чапаев поселокӗнче пулса иртнӗ. Пӑтӑрмахра ҫынсем аманни пирки шарламан. Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти «Ромашка» лавкка патӗнчи ҫул ҫаврӑмӗнче троллейбуспа маршрутка ҫапӑнни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() kalmteatr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Калмӑк Республикинче спектакль кӑтартнӑ. Инҫе ҫула вӗсем чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Чӑваш артисчӗсем унта ҫулсерен йӗркелекен «МанджиевФест» регионсем хушшинчи театр фестивальне хутшӑнаҫҫӗ. Культура мероприятийӗ Калмӑк Республикин тӗп хулинче, Элистара, Б. Басангов ячӗллӗ наци драма театрӗнче иртет. Фестивале Пушкӑртстанри, Дагестанри, Мордва Республикинчи, Хакас Республикинчи, Тувари артистсем хутшӑнаҫҫӗ. Чӑвашсем «Куккук куҫҫулӗ» спектакль кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() vk.com/club73439225 ушкӑнран илнӗ сӑнӳкерчӗк Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Раҫҫей чӑваш пики» конкурс-фестиваль иртӗ. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ. Хирте те пултаруллӑ хӗрсен ӑмӑртӑвне Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче пуҫтарӑнӗҫ. Конкурса чӑвашла калаҫакан 16-24 ҫулсенчи хӗрсем хутшӑнӗҫ. Сӑмах май каласан, ун пек конкурссем халӗ районсенче иртеҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, авӑ, Сӗнтӗрвӑрринче ӑмӑртнӑ. Унта Шуршӑл тӑрӑхӗнчи Татьяна Волкова ҫӗнтернӗ. Сӗнтӗрвӑррисен конкурсӗнче ӳкерсе илнӗ сӑнӳкерчӗк айне Надежда Иванова ҫапла ҫырса хунӑ: «Чӑваш пики конкурса йӗркелесе тӑракансене!!! Хӗрсем нихӑҫан та пуҫа масмак сырман. Масмак вӑл — сурпанпа пӗрле сырмалла капӑрлӑх! Чӑваш пики нихӑҫан та ҫӳҫ-пуҫа сапаласа ҫӳремен! Тархасшӑн тирпейлӗрех йӗркелӗр-ха??? Пӗтӗм тӗнче куракан сӑнӳкерчӗк — ҫакӑн пек тӑхӑнма юрать тесе шухӑшлать!!!!!» «Питӗ тӗрӗс сӑмахсем!» — килӗшнӗ унпа Лидия Никифорова та. Масмаклӑ хӗрсене Константин Малышев хӳтӗлеме пӑхнӑ-ха. Вӑл ун пирки «чи пӗчӗк ҫылӑх» тесе каланӑ. Анчах Малышевпа килӗшекен тупӑнман. Антонина Андреева та: «Масмак ҫыхсан хӗрсен конкурсне мар, хӗрарӑмсен конкурсне каймалла, ҫавна пӗлтерекен япала вӑл масмак», — тесе хуравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармони солисчӗсем Динара Юнисова, Татьяна Васильева тата Мария Михайлова Мускавра иртнӗ Патритотла юрӑсен гала-концертне хутшӑннӑ. Вӗсем унтан дипломант ячӗсемпе таврӑннӑ. Концерт С.А. Герасимов ячӗллӗ Пӗтӗм Раҫҫейри кинематографи институтӗнче иртнӗ. Фестивале хутшӑнма ҫӗршывӑн 40 хулинчен 270 заявка пуҫтарӑннӑ. Вӗсенчен куҫӑн тапхӑра 50-а яхӑн артиста суйласа илнӗ. Чӑваш Енрен кайнӑ юрӑҫсем «Мы из России» (авторӗ — полици офицерӗ Анна Чуманкова) юрра шӑрантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.mchs.gov.ru сайтри сӑн Паян ҫӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарта Винокуров урамӗнче вырнаҫнӑ общежитире пушар пулнӑ. «Про Город» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ҫын вилнӗ. Анчах кам вилнине палӑртман: унта пурӑннӑ 90 ҫулти кинемей е унӑн ывӑлӗ. Пушар Винокуров урамӗнчи 32-мӗш ҫуртра пулнӑ. Ҫулӑм 4-мӗш хутри общежитире тухнӑ. Ҫав пӳлӗмре ватӑ амӑшӗпе ывӑлӗ кун кунланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн Кӑшӑлвируспа чирлекенсем юпа уйӑхӗнче нумай пулман. Паян ав статистика пӗлтерет: юлашки талӑкра 124 ҫын инфекциленнӗ. Кунашкалли юпа уйӑхӗнче пачах пулман. Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче кӑна 102 ҫын чирленине палӑртнӑ. Иртнӗ талӑкра чирлекенсене пульницӑна вырттарнӑ тӗслӗх пулман. 45 ҫын сывалнӑ. Ӗнерхи кун тӗлне республикӑра 780 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине шута илнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, юлашки вӑхӑтра Раҫҫейре кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ ЧР финанс министрӗ Михаил Ноздряков муниципалитетсен финанс органӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл муниципалитет ӗҫченӗсен шалӑвӗн фончӗ ҫитес ҫул 30 процент ыларах пулассине пӗлтернӗ. 2023 ҫултан вырӑнти администрацисен ӗҫченӗсен окладне ӳстерме палӑртнӑ. Аса илтерер: республикӑра 19 район муниципалитет округӗ пулса тӑнӑ. Кун пек чухне унта аппарат структури те улшӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() tvernews.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм Муркаш районӗнче арҫынна ҫапса кайнӑ. Лешӗ васкавлӑ медпулӑшу машини ҫинче вилнӗ. Хӗрарӑм ӗнер 17 сехет те 20 минутра "Автанкасси - Муркаш - Козьмодемьянск" ҫулпа пынӑ чухне Патаккасси ялӗ ҫывӑхӗнче 47 ҫулти арҫынна ҫапса хӑварнӑ. Водитель каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫул ҫинче выртнӑ. Палӑртмалла: хӗрарӑм правана пӗлтӗр кӑна илнӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑшӑн административлӑ майпа 27 хутчен явап тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kaluga.kp.ru сайтри сӑн Чӳк уйӑхӗн варринче Куславкка районӗнчи Елчӗк ялӗнче лавккана арҫын кӗрсе сутуҫӑран укҫа хӑмсарса ыйтнӑ. Ку каҫхине пулса иртнӗ. Сутуҫӑ кассӑна питӗрсе айккинелле пӑрӑннӑ. Арҫын вара унта выртакан ҫӗҫҫе ярса тытнӑ та хӑратма пуҫланӑ. Хӗрарӑм урама чупса тухса пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын тарса ҫухалнӑ. Ку ӗҫе 46 ҫулти арҫын, унччен те судпа айӑпланнӑскер, тунӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна хӑйӗн ялӗнче тытса чарнӑ. Вӑл айӑпне йышӑннӑ, ҫӗҫҫе ӑҫта ывӑтнине те кӑтартнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |