Хулара
![]() 2020 ҫултанпа Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатр» чарӑнӑва Ҫамрӑксен театрӗн ятне панӑ. Чӑвашла унта «Ҫеҫпӗл ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ» тесе ҫырнӑччӗ. Анчах хӑш-пӗр хастара ку килӗшмен. «Ҫеҫпӗл ячӗллӗ» тени ҫеҫпӗл чечек тенӗ пек пулса тухать тесе каланӑ вӗсем. Ҫавӑнпа тӗрлӗ инстанцие, депутатсем патне ҫырупа тухма пуҫланӑ. Усси пулнӑ: халӗ чарӑну ҫине «Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ» тесе ҫырнӑ. «Наконец-то! Тинех! Хотя и спустя почти 2 года, название остановки общественного транспорта в северо-западном районе столицы Чувашии - г. Чебоксары написали правильно <...> Наконец-то остановка будет называться правильно - Театр юного зрителя имени поэта Михаила Сеспеля, а не Театр имени подснежника, цветка...» - халӑх тетелӗнче ҫапла ҫырнӑ журналист тата ҫыравҫӑ Лидия Филиппова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() nikolaev-gosips.livejournal.com сайтри сӑн Паян Шупашкарта ҫӑлавпа шырав службине шӑнкӑрав ҫитнӗ: Мир проспектӗнче арҫын подъездри картлашкасем ҫинче пуҫне перил ӑшне чикнӗ те каялла кӑларайман. Пулӑшу чӗнмех тивнӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна часах ҫитнӗ. Вӗсем перилӑн ячейкине каснӑ та арҫынна тухма пулӑшнӑ. Вӗсем ӑна васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсен аллине панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Иртнӗ эрнере республикӑра 8129 ҫын ОРВИпе чирленине палӑртнӑ. Ун умӗнхи эрнере вара 6869 тӗслӗх пулнӑ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, чирленисен 62,7 проценчӗ - 17 ҫула ҫитмен ачасем. Иртнӗ эрнере гриппа чирленӗ 70 ҫынна шута илнӗ. Вӗсенчен 19-шӗ А гриппа аптӑранӑ, 51 ҫыннӑн В грипп пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() t.me/Chuv_today каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Канашра ҫуралнӑ Кирилл Баранов «СмартКардио» портативлӑ аппарат шухӑшласа кӑларнӑ. Пӗччен мар. Темиҫен пӗрле пулса. Мини-гаджет пӗр харӑсах темиҫе ӗҫ пурнӑҫлама пултарать-мӗн: электрокардиограмма ӳкерсе илет, юнри гемоглобинра кислород мӗн чухлине, ӳт температурине, ҫын епле сывланине, юн тымарӗ епле тапнине виҫейрет. «Халӗ эпир телемедицина сервисне шухӑшласа кӑлараканпа ҫыхӑну тытса ӗҫлетпӗр. ЭКГ ӳкерсе илнӗ хыҫҫӑн ҫывӑх вӑхӑтра онлайн-консультаци илме май килӗ. Ҫакӑ пирӗн прибора ыттисенчен уйрӑлса тӑма май парать, тӗнчере ун пекки ҫук», — тесе каланӑ Кирилл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() www.chgign.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш кӗнеке издательствинче «Рекрутские песни низовых и этнотерриториальных групп чувашей» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Вӑл — «Чувашское народное творчество» (чӑв. Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ) ярӑмри виҫҫӗмӗш том. Кӑларӑма икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла — кун ҫути кӑтартнӑ. Юрӑсенче тӑвансемпе тата ял-йышпа сывпуллашма тивнишӗн чунтан хурланни аван сисӗнет теҫҫӗ кӗнекене пухса хатӗрлекенсем. Материалсене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн, ытти учреждени архивӗсенчен илнӗ. Авторсен коллективӗн йышӗнче ҫаксем: Т.И. Семёнова, филологи наукисен кандидачӗ Н.Г. Ильина, истори наукисен кандидачӗ А.П. Леонтьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() www.chgign.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче «Хальхи чӑваш лирики» лекци иртӗ. Лекторӗ – Ольга Скворцова, филологи наукисен кандидачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ. Ольга Владимировна хальхи вӑхӑтри паллӑ чӑваш поэчӗсен пултарулӑхӗпе, вӗсем чӑваш литературине епле тӳпе хывнипе паллаштарӗ, XXI ӗмӗрте чӑваш лирики епле аталаннине, унӑн хӑйнеевӗрлӗхне тишкерӗ. Мероприяти вулавӑшӑн конференц-залӗнче 14:00 сехетре пуҫланӗ. Кӑмӑл пуррисене унта пурне те кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Телегамри t.me/Chuv_today каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗксем Чӑваш наци музейӗнче чӑвашла тумланса сӑн ӳкерӗнме пулать. Кун пирки Телеграмри «Чувашия сегодня» (чӑв. Чӑваш Ен паян) каналта пӗлтернӗ. Культура учрежденийӗн сайтӗнче пирӗн тӑван халӑхӑмӑрӑн историйӗпе культури тӗлӗнмелле пуяннине аса илтернӗ. Чӑн та, хушпупа тухья кирек епле хӗрарӑмпа хӗре те илем кӳрӗҫ. Арҫын вара чӑваш кӗпипе шупӑр тӑхӑнсан маттурланса кайӗ. Ун пек пӑхаттир чӑваш халапӗсенчи Улӑпӑн курӑнӗ. Музей ӗҫченӗ вара чӑваш тумӗпе паллаштарӗ, сӑн ӳкерӗнме килӗшӳллӗ ҫипуҫ тупса парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян Шупашкарта патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем Богдан Хмельницкий урамӗнче патрульте пулнӑ. Вӗсем ҫул хӗрринче грузовик ларнине, вӑл ытти машинӑна ҫӳреме чӑрмантарнине асӑрханӑ. Ун патне пынӑ та - водитель тӑнне ҫухатма пуҫланӑ, аран калаҫнӑ. Инспектрсем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем киличчен арҫынна медпулӑшу панӑ, машинине ҫул ҫинчен куҫарнӑ. Кайран арҫыннӑн тӑванӗсемпе ҫыхӑннӑ. Халӗ водителӗн сывлӑхӗ йӗркеллех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян Шупашкарта "Солнечный" микрорайонта подъезд умӗнче ҫамрӑк арҫын виллине тупнӑ. Ӑна 16 сехет ҫурӑра асӑрханӑ. Халӑх корреспонденчӗ "Про Город" хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 12-мӗн хутран ӳксе вилнӗ. Вырӑна полицейскисемпе васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ. Инкек Хӗвеллӗ урамри 14-мӗш ҫуртӑн 3-мӗш корпусӗнче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 9-26-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра Чӑваш музыкин фестивалӗ иртӗ. Унта тӑван тӑрӑхӑмӑрти 7 коллектив, ҫав шутра — театрпа концерт тата вӗрентӳ учрежденийӗсем — хутшӑнӗҫ. Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, эрнекун, Шупашкарти Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче «Чуна уҫма юрла, тӑван» концерт-лектори иртӗ. Мероприяти чӑваш композитор шкулӗ темиҫе тапхӑрпа аталаннипе паллаштарӗ. Сцена ҫинче чӑваш музыкине профессионал шайӗнче пуҫарса янӑ Ф. Павловпа С. Максимов, ҫавӑн пекех Ф. Лукин, Г. Хирпӳ, Г. Лебедев тата хальхи вӑхӑтри композиторсен: Ю. Григорьевӑн, А. Васильевӑн, Л. Чекушкинан — хайлавӗсем янӑрӗҫ. Концерт-лекторире композиторсен пултарулӑхӗпе те тарӑнрах паллашма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |