Персона
![]() Шупашкарти Ашмарин урамӗнче вырнаҫнӑ офтальмологи пульницин тӗп тухтӑрӗ Дмитрий Арсютов куҫ микрохирургине ертсе пыма пуҫланӑ. Ку хушӑва РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви кӑларнӑ. Дмитрий Арсютов Республикӑри клиника офтальмологи пульницине 13 ҫул ертсе пынӑ. 2000-2002 ҫулсенче вӑл Куҫ микрохирургинче тухтӑр-интерн пулнӑ, кайран унта хирург-офтальмологра ӗҫленӗ. Ашмарин урамӗнчи Республикӑри клиника офтальмологи пульницине вӑл 2010 ҫултанпа ертсе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл – ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче пурӑнакан 44 ҫулти арҫын Мускава вахта мелӗпе ӗҫлеме ҫӳренӗ. Анчах хальхинче вӑл киле таврӑнман. Ӑна тӑванӗсем шыраҫҫӗ. Пӗртӑванӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл унпа нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче калаҫнӑ. Арҫын ун чухне унран 1 пин тенкӗ кивҫен илнӗ, вахтӑра татах юлассине пӗлтернӗ. Тепӗр кунхине арҫын каллех шӑнкӑравланӑ, 5 пин тенкӗ кивҫен илнӗ. Кун хыҫҫӑн Николай ҫухалнӑ, унпа халӗ ҫыхӑну ҫук. Ун пирки мӗн те пулин пӗлекенсене полицие шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тин ҫуралнӑ ачасене чӑваш тӗрриллӗ тум парнелеме тытӑнасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: ун пирки республика ертӳҫи Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура палӑртса хӑварнӑ. Ҫитменине тата кӑҫал — Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ. Чӑваш тӗрриллӗ тума 2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ ачасене парӗҫ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗш хыҫҫӑн вара парнене ача ҫуратнӑ ҫуртрах пама тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() forum.zarulem.ws порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре чирлисене вертолётпа больницӑна илсе каякан организацие ылмаштарнӑ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫак енӗпе «Национальная служба санитарной авиации» (чӑв. Санитари авиацйӗн наци служби) акционер обществи ӗҫлеме тытӑнӗ. Аукциона пӗртен-пӗр организаци ҫеҫ хутшӑннӑ. Ҫулталӑк вӗҫӗччен вӑл ӗҫе 35 миллион та 943 пин тенкӗпе пурнӑҫласа тӑма килӗшнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, 1 сехет вӗҫнишӗн 219 пин тенкӗ тенкӗ тӳлемелле. 2020-2022 ҫулсенче пирӗн республикӑра «Русские вертолетные системы» (чӑв. Вырӑс вертолёт тытӑмӗсем) общество ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Куславкка районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан арҫын пушарта вилнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, каҫхине пулса иртнӗ. Куславкка районӗнчи Паланкасси ялӗнче 55 ҫулти арҫын йывӑҫ пӳртре пӗчченех пурӑннӑ. Килӗнче унӑн ҫутӑ та, газ та пулман. Пӳрте вӑл кӑмака хутса ӑшӑтса пурӑннӑ. Пушара сӳнтерме виҫӗ техника пырса ҫитнӗ. Ҫапах та йывӑҫ пӳрт пурӑнма юрӑхсӑра тухнӑ, кил хуҫи вара вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Катек ялӗ ҫывӑхӗнче нарӑсӑн 11-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре кроссовер кӗпер ҫинчен вирхӗнсе аннӑ. Ҫул пӑрлак пулнӑран, ӑна тасатманран, водитель руле итлеттереймен – кӗпер ҫинчи тимӗр картана пырса тӑрӑнса ҫырманалла ӳкнӗ. Аманнӑ водителе пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вырӑнти халӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫула тасатмаҫҫӗ. Районти ытти ҫул тӗлӗшпе те ҫӑхавсем килеҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР вӗренӳ министрӗн тепӗр ҫум пулӗ. Ҫапла хушу кӑларнӑ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Министр ҫумӗ икӗ пая ерте пырӗ. Вӗсем ҫамрӑксен политики, ҫамрӑксен юхӑмӗн, патриотлӑх воспитанийӗн аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Дмитрий Захаров министрӑн пӗрремӗш ҫумсӑр пуҫне тепӗр икӗ ҫум пур. Ҫӗнӗ должноҫе кам йышӑнасси хальлӗхе паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Патшалӑх Канашӗн патшалӑх строительстви тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗ саккун проектне сӗннӗ: иноагентсене Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ пулма чармалла. Ку проекта ырласан Тӗп суйлав комиссийӗн пайташне иноагентсен йышне кӗртсен вӑл тӳрех ӗҫлеме пӑрахӗ. Сӑмах май, Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗ нарӑсӑн 16-мӗшӗнче пулӗ. Ку саккун проектне унта пӑхса тухӗҫ-и е ҫук-и - паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() poembook.ru сайтри сӑн Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ҫанталӑк сивӗрех пулӗ. Эрне 7 градус сивӗрен пуҫланӗ. Ҫӗрлесерен 9 градус таран сивӗтӗ. Канмалли кунсем тӗлне палӑрмаллах сивӗтӗ. Кӑнтӑрла термометр 8 градус кӑтартӗ, ҫӗрле - 15 градус. Ҫил ҫеккунтра 6 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() "Советский Чувашия" хаҫат сӑнӳкерчӗкӗ Виктор Чугаров-Чалтӑр Чӑваш чӗлхи клубне ертсе пыма пӑрахнӑ. Ку хыпара Игорь Алексеев халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Игорь хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл ку яваплӑха хӑй ҫине илме темиҫе ҫынна сӗнсе пӑхнӑ, анчах килӗшекен хальлӗхе тупӑнман. Игорь Алексеев «Хыпар» издательство ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ку яваплӑха хӑйсем ҫине илмӗҫ-ши тесе тӗмсӗлнӗ. Клубра хаҫат-журналта пичетленнӗ статьясене тишкерме пулать тесе шухӑшлать вӑл. Поста вуланисем тӳлевсӗр ӗҫе туса пыма ҫӑмӑл маррине палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |