Вӗренӳ
![]() t.me/minobr21 сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Кадет корпусне ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Вӑл — Николай Жуков. Асӑннӑ ҫын унччен республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче, Шупашкарти 56-мӗш вӑтам шкулта ӗҫленӗ. Николай Жукова кадет корпусне ертсе пыма паян, нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, шаннӑ. Аса илтерер: вӗренӳ учрежденийӗнчи ҫемҫе пукан Наталья Тимофеева должноҫрен кайнӑ хыҫҫӑн пушаннӑччӗ. Тимофеева директор пулса 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе тӑрӑшнӑ. Республикӑн Вӗренӳ министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, Тимофеева ӗҫрен кайма иртнӗ ҫулхи октябрь уйӑхӗнчех шухӑшланӑ, анчах ҫӳлтисем ыйтнипе финанс ҫулӗ вӗҫлениччен тӑхтама килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта Элли Юрьев ячӗллӗ парнене ҫӗнсе илессишӗн ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсӗ иртет. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Чӑваш Енӗн Культурӑпа ӳнер институчӗ, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ тата Шупашкарти Э. Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗ пуҫарнӑ. Конкурса хутшӑнас кӑмӑллисем кая юлман-ха. Ӗҫсене пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗчченех йышӑнӗҫ. Ытти ҫул унта 1000 ытла ача хутшӑннӑ. Хамӑр тӑрӑхрисем ҫеҫ, ют регионсемпе ют ҫӗршывсенчисем таранах. Живопись тата графика композицийӗсене «Сӑнарлӑ ӳнер» тата «Диплом ӗҫӗ» номинацисенче хаклӗҫ. Номинацисен теми — «Пӗтӗм професси кирлӗ!». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тӑван чӗлхесен пӗтӗм тӗнчери кунӗ умӗн Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ «Мой язык — мой народ» (чӑв. Ман чӗлхе — ман халӑх) ача-пӑчан республикӑри конкурсне ирттерессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: Унта 8-14 ҫулсенчи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен тӑван чӗлхепе ҫырнӑ сӑвва илемлӗ вуламалла, ҫав видеоролика (унӑн тӑршшӗ 1-2 минут пулмалла) Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне ярса памалла. Сӑвва вуланӑ чух наци тумне тӑхӑнма сӗнеҫҫӗ. Ҫук пулсан та тем мар. Конкурса, паянхи куна илсен, эрменсем, тутарсем, ҫармӑссем, мордвасем, узбексем хастар хутшӑнма кӑмӑл туни сисӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Про Город" сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан Виктор Аввакумов кашни ҫул нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тӑван тӑрӑхне, Канаш районӗнчи Шӑхасана, утать. Ҫул ҫинче 13-15 сехет иртет. Ҫапла вӑл 80 ҫухрӑма парӑнтарать. Виктор 80 ҫухрӑм ахальтен утмасть. Вӑл ҫакна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Сталинграда ирӗке кӑларнине халалласа тӑвать. Унта унӑн аслашшӗ /е кукашшӗ/ вилнӗ. Виктор Аввакумов ирхи 4-ра тухать те пӗчченех утать. Ҫӗрпӳре апат ҫиме чарӑнать. Ялта кӳршисем, тӑванӗсем патне каять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер Муркашра пушар пулнӑ. Унта 7 ҫулти ача шар курнӑ. Ӑна Шупашкара пульницӑна илсе ҫитернӗ. Амӑшӗ аслине шкула илме кайнӑ вӑхӑтра хваттерте пушар тухнӑ. Ун чухне 7 ҫулти ача килте пӗччен юлнӑ. Вӑл килнӗ ҫӗре пушарнӑйсем ҫитнӗ, хваттере чӳрече урлӑ кӗме пусма хатӗрленӗ. Юрать-ха, амӑшӗ ҫитсен пушарнӑйсем алӑкранах кӗме пултарнӑ. Пушарнӑйсем 2 минутран ҫитнӗ. Ҫулӑм тухнине асӑрхасан кӳршисем часрах шӑнкӑравланӑ. Вӗсемех иккӗмӗш хутри хваттерте ача пулма пултарни пирки каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра Хула музейне уҫма палӑртни пирки унччен тӳре-шара пӗлтернӗччӗ. Ҫав вырӑнта халӗ урӑх музей уҫасшӑн. Вӑл Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗ пулӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ТАССа пӗлтернӗ. Олег Алексеевич палӑртнӑ тӑрӑх, ку музей регионпа паллаштарӗ кӑна мар, туристсем килекен вырӑн та пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре маттур ҫамрӑк учёнӑйсене палӑртнӑ. Республика шайӗнчи конкурса 11-мӗш хутчен ирттернӗ. «Чӑваш Республикинчи естествӑлла наукӑсем енӗпе чи лайӑх ҫамрӑк ӑсчах» ята И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн органика тата фармаци химийӗн кафедрин доценчӗ Михаил Иевлев тивӗҫнӗ, техника наукисен енӗпе — Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн транспортпа технологи машинисен тата комплексӗсен кафедрин доценчӗ Алексей Алатырев, социогуманитари енӗпе — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн археологи енӗпе ӗҫлекен аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Николай Мясников, истори наукисен енӗпе — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн факультетсем хушшинчи 1С никӗс лабораторийӗн заведующийӗ — Алексей Минеев. Чи лайӑх тӗпчевҫӗ-учёнӑй ята Шупашкарти коопераци институчӗн экономика тата информаци технологийӗсен кафедрин доцентне Андрей Никитина панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян Куҫ микрохирургийӗнче ӗҫлекен тухтӑрсене, унти пациентсене эвакуацилеме тивнӗ. Сӑлтавӗ - электронлӑ почтӑна пульницӑна мина хунӑ тесе пӗлернӗ хыпар килни. Вырӑна ятарлӑ службӑсем ҫийӗнчех килнӗ. Вӗсем пульницӑна тӗрӗсленӗ те нимӗнле мина та тупман. 11 сехет те 40 минутра тухтӑрсемпе пациентсене шала кӗме ирӗк панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ҫӗрле Куславккара "Форд Транзит" микроавтобус ҫунса кайнӑ. Вӑл Чехов урамӗнчи ҫурт умӗнче ларнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушарта никам та шар курман. Халӗ микроавтобус мӗншӗн ҫуннине тӗпчеҫҫӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарта 101-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫунса кайнӑ. Юрать-ха, пассажирсем тухса ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пӗлтӗр ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайра ветерана вӗлернӗ. Ҫак тискер ӗҫе тунӑ ҫын суд сакки ҫине ларнӑ. Ҫак арҫын Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗпе, тыл ӗҫченӗпе - 92 ҫулти хӗрарӑмпа - пӗр килте пурӑннӑ. Ҫав кун вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Арҫын ватӑ хӗрарӑма пуҫӗнчен, кӗлеткин ытти пайӗнчен 50 хутран кая мар ҫапнӑ. Ватӑ ҫын йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах нушаланса вилнӗ. 29 ҫулти арҫынна суд тӗрмене 12 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Вӑл - Мари Эл ҫынни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |