
Кӳкеҫри ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакан Клеопатра Георгиева юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ.
Ватӑ ҫын — тыл ӗҫченӗ, ӗҫ ветеранӗ. Ӑна юбилейпа саламлама Кӳкеҫ пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов пынӑ. Вӑл Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн саламне илсе ҫитернӗ.
Кинемее ҫавӑн пекех посёлокри «Откровение» ансамбль те саламланӑ.

Паян Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑра ӗҫлекен Лариса Прокопьева 70 ҫул тултарнӑ. Лариса Семёновна — психиатр-тухтӑр. Юратнӑ ӗҫӗнче вӑл 40 ҫула яхӑн тӑрӑшать. Юбилейпа тухтӑра Владимир Викторов тӗп тухтӑр саламланӑ.
Лариса Семёновна пысӑк квалифициллӗ врач ҫеҫ мар, ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ та тимлӗ пулнӑран ӑна ӗҫтешӗсем те, пациентсем те хисеплеҫҫӗ.

Кӳкеҫре пурӑнакан Анастасия Еремеева патне Питӗрти хӗртен парне килсе ҫитнӗ.
Кинемей район центрӗнчи ваттисен ҫуртӗнче пурӑнать. Социаллӑ учреждени вара «Внуки по переписке» (чӑв. Ҫыру ҫӳретекен мӑнуксем) проекта хутшӑнать. Ӑна «Старость в радость» (чӑв. Ватлӑх савӑнма) ыркӑмӑллӑх фончӗ пуҫарнӑ.
Питӗр хулинчи Мария Мартенсон — проекта хутшӑнакан ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсенчен пӗри. Мария Анастасия Еремеевӑпа ҫыру ҫӳретет. Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ умӗн Мария кинемее тӗрлӗ пылак ҫимӗҫ, тутлӑ ытти апат ярса панӑ.

Кӳкеҫре пурӑнакан Радецкисен ҫемйинче вуннӑмӗш ача ҫуралнӑ. Ашшӗпе-амӑшӗ арҫын ачана хӑйне евӗр ят панӑ: Себастьян.
Кэтэлин Петровипа Любовь Андреевна Радецкисен шухӑшӗпе, ача – чӑн-чӑн пуянлӑх. Вӗсем арҫын ача Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкӗнче ҫуралнине хӑйне евӗр паллӑ пек йышӑнаҫҫӗ.

Кӳкеҫре тепӗр мурал хатӗр. Вӑл - Совет урамӗнчи 78-мӗш ҫуртра. Ҫурт стени ҫине чӑваш орнаменчӗн мозаикине ӳкернӗ.
Ҫак ӗҫ эскизне графика дизайнерӗ Артем Павлетич хатӗрленӗ. Ӳкерекенӗ - Сергей Петров.
Аса илтерер: Кӳкеҫре унччен те мурал хатӗрленӗччӗ. Унта Кӳкеҫ эмблемине тытнӑ чӑваш хӗрарӑмне ӳкернӗ.

Паян 17 сехет ҫурӑра «Вятка» ҫул ҫинче, Кӳкеҫ ҫывӑхӗнчерех, ҫӑмӑл машина фура ҫине пырса кӗнӗ.
«Тойота Камри» рулӗ умӗнче 33 ҫулти хӗрарӑм ларнӑ. Вӑл вилмеллех аманнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ, пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыраканскер фура ҫине кӗрсе кайнӑ. Фура ҫапӑннӑ хыҫҫӑн тӳнсе кайнӑ, ҫула пӳлсе хунӑ.

Кӳкеҫре тата тепӗр умрал хатӗрлеме пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: Совет урамӗнчи 87-мӗш ҫурт стени ҫине «В бой идут одни старики» фильмри Маэстро рольне вылянӑ Леонид Быковӑн сӑнарне ӳкерсе хунӑ. Халӗ асӑннӑ урамри 63-мӗш ҫурт ҫине хӗр сӑнне вырнаҫтарнӑ. Алӑра вара Кӳкеҫен логотипне тытса тӑрать.
Пӗлӗтри акӑшсене «Хуркайӑк ҫулӗ» халаппа ҫыхӑнтарнӑ. Вӗсене сакӑр штук ӳкернине — вӗҫсӗрлӗхпе.
Ӗҫӗн художникӗ — Сергей Петров, графика дизайнерӗ, эскиза хатӗрлекенни — Артём Павлетич.

Кӳкеҫри ваттисемпе инвалидсен интернат-ҫуртӗнче ҫӗнӗ директор ӗҫе пуҫӑннӑ. Директор тилхепине Гузель Ивановӑна тыттарнӑ.
Республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова Телеграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ пуҫлӑхпа коллектива паян паллаштарнӑ.
Гузель Иванова 10 ҫул ытла Ҫӗнӗ Шупашкарти социаллӑ реабилитаци центрӗнче тӑрӑшнӑ, кайран асӑннӑ хулари 12-мӗш ача пахчин заведующийӗнче ӗҫленӗ. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, Гузель Иванован ӗҫе ертсе пырас опыт пысӑк.

Кӳкеҫе тата Шупашкара нумаях пулмасть ҫӗнӗ маршрутпа ҫыхӑнтарнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен 153-мӗш маршрут хутлама тытӑннӑ. Вӑл хулари Павлов мичман урамӗнчен ҫула тухса Гузовский урамӗпе, Мускав проспекчӗпе, Калинин урамӗпе, унтан Гагарин тата Октябре 50 ҫул урамсемпе кайса Мир проспектне тухать, унтан Эгер бульварӗпе тата 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗпе хӑпарать. Кайран Вӑрнар шосси – Ишлей шосси – Ҫӗнӗ Лапсарти Совхоз урамӗ – «М-7» ҫулпа кайса Кӳкеҫри Совет урамне ҫитет.
Маршрут хуҫи — Олег Евсюков усламҫӑ. Вӑл унччен пассажирсене 234-мӗш маршрутпа (Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар) турттарнӑ.

Культурӑра чылай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн Чӑваш Енри икӗ ҫынна культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята пама йышӑннӑ.
Ку сума хальхинче Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Тӗп клуб тытӑмӗн хормейстерӗ Наталия Арсентьева тата Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи Тӗп клуб тытӑмӗн халӑх театрӗн режиссёрӗ Марина Шумилкина тивӗҫнӗ.
Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
