
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкарта каҫхине пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Эгер бульварӗпе Шумилов урамӗ хӗресленнӗ вырӑнта икӗ ватта машина ҫапса кайнӑ. Тӗрӗссипе, кайман-ха, инкек хыҫҫӑн вӑл тӳрех чарӑнса ларнӑ.
Каҫхи 8 сехете те 45 минут тӗлӗнче «Гранта» водителӗ сулахаялла пӑрӑннӑ чух хирӗҫ пыракан «Вестӑна» ҫул паман. Машинӑпа ҫапӑннӑ хыҫҫӑн автомобиль малалла кайнӑ, ҫав самантра ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ икӗ пенсионер ҫине пырса кӗнӗ.
Ватӑсене больницӑна ӑсатнӑ. Вӗсем 78 ҫулти мучипе 72 ҫулти кинемей пулнӑ.
Сӑмах май каласан, водительсем иккӗшӗ те урах пулнине палӑртнӑ.

Шӑмӑршӑ районӗнчи пӗр ялти пӗр килти тавлашу алла ҫӗҫӗ ярса тытнипе вӗҫленнӗ. Ӑна тытаканни – хӗрарӑм.
Упӑшкипе тавлашнӑ вӑхӑтра хӗрарӑм ҫиеле тухас тенӗ курӑнать. Анчах ӳкӗте кӗртмелле витӗмлӗ сӑмах шырас вырӑнне вӑл аллине ҫӗҫӗ ярса илнӗ. Хытах хӗрсе кайнӑскер унпа упӑшкине чикнӗ. Кӑкӑртан. Урӑх ҫӗртен амантнӑ пулсан, тен, ҫӑлса хӑварма май килетчӗ-ши, кӑкӑртан амантнӑ арҫын инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ,
Инкек ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи каҫхине сиксе тухнӑ.
Халӗ хӗрарӑма тытса чарнӑ, ӑна вӑхӑтлӑха хупса хунӑ.
Юнлӑ пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна тӗпчевҫӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ.

Паян ҫӗрле Канаш округӗнче пулнӑ аварире 27 ҫулти водителӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Хӑрушӑ авари Вӑтапуҫ ялӗ патӗнче пулнӑ. «Вольво» рулӗ умӗнче ларнӑ водитель руле итлеттереймен – машина кювета чӑмнӑ та ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ. Машина пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑран водитель питӗ вӑйлӑ аманнӑ, вӑл васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилнӗ.
Водитель урӑ пулнӑ-и е ҫук-и – Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ҫакна уҫӑмлатаҫҫӗ.

Паян, ракета хӑрушлӑхӗ пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн, Шупашкарта ҫынсем темле сасӑ илтни пирки хӑш-пӗр ҫӑлкуҫра сӑмах-юмах сарӑлни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Каярах хула пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов Шупашкарта ним те сирпӗнмен тесе, шанчӑклӑ ҫӑлкуҫсене ҫеҫ шанма ыйтса хӑйӗн Телеграрми тата МАХри каналӗсенче чӗнсе каларӗ.
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ заводра производство юлашкине ҫунтарнӑ чух сасӑ пулнӑ. Анчах ним те ҫунма пуҫламан. Ҫынсем те шар курман.

Хӗрлӗ Чутай округӗнче питбайкер кювета чӑмса вилнӗ. Ку инкек ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 23 сехет ҫурӑра «Сӑр» автоҫулӑн 51-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 1991 ҫулта ҫуралнӑ арҫын «Мотоленд Эндуро» питбайкпа пынӑ. Анчах руле итлеттереймен – кювета чӑмнӑ. Унта шыв тӑнӑ.
Питбайкер ҫавӑнтах вилнӗ. Ҫакӑ паллӑ: вӑл округра пурӑнакан ҫын, унӑн водитель прави те, мотошлем та пулман.
Халӗ ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.

Чӑваш Енре Сарту облаҫӗнчи виҫӗ арҫынна суд тунӑ. Вӗсене кунти усламҫӑна вӑрланӑшӑн явап тыттарнӑ. Вӗсене 7 ҫултан пуҫласа 12 ҫул таран ҫирӗп тата ятарлӑ режимлӑ колоние хупма йышӑннӑ, пӗрне вара малтанхи икӗ ҫулне тӗрмене лартма йышӑннӑ, кайран ӑна колоние куҫарӗҫ.
Сарту тӑрӑхӗнчи ҫав виҫӗ этем усламҫӑна вӑрласа кайнӑ та укҫа тапӑннӑ. Ӑна ирӗке яма 1 миллион тенкӗ укҫа ыйтнӑ. Усламҫӑна хӗненӗ, ҫӗҫӗпе хӑратнӑ. Чӑваш Ен тӑрӑх ҫӳренӗ чухне вӗсем шар курнин банк карттипе топливӑшӑн тӳленӗ.
Чарӑнусенчен пӗринче усламҫӑ тарса ӳкме пултарнӑ. Ҫынна вӑрлакансене Росгварди ӗҫченӗсемпе пӗрле тытса чарнӑ.

Шупашкарта эрне каялла ҫухалнӑ пикене шыраҫҫӗ. Кун пирки «ЛизаАлерт» шырав отрячӗ пӗлтернӗ.
15 ҫулти хӗрачана Валерия Семенова тесе чӗнеҫҫӗ. Вӑл ӑҫтине унӑн ҫывӑх ҫыннисем ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнченпе пӗлмеҫҫӗ.
Хӗрача 165 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ хура тӗслӗ, куҫӗ — хӑмӑр.
Вӑл хура тӗслӗ кофта, сӑрӑ джинс, тӗксӗм симӗс пушмак тӑхӑннӑ.
Пике ӑҫтине пӗлекенсене шырав отрячӗн 8 800 700-54-52(ку номерпе шӑнкӑравланӑшӑн укҫа илмеҫҫӗ) е шырав ӗҫне йӗркелесе пыракан Екатеринӑна 8 977 708 47 04 номерпе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакансем паян ир енне ҫутӑсӑр тата шывсӑр тӑрса юлнӑ. Шыв, ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, асӑннӑ поселокӑн Совет урамӗн вӗҫӗнчи тӑхӑр хутлӑ ҫуртсенче ҫук.
«Пирӗн ҫуртра ялан ҫапла», — тесе ҫынсем ҫуртсене чатӗсенче кӑмӑрланма пуҫланӑ ҫеҫ, вырӑнти яваплӑ тӳре-шара пысӑк вольтлӑ лини ҫинче инкек пулнине пӗлтернӗ.
Инкек Шупашкарӑн Ҫӗнӗ Кӑнтӑр, Алькеш тата Кӑнтӑр микрорайонӗсене пырса тивнӗ. Асӑннӑ тӑрӑхра светофорсем те ӗҫлемеҫҫӗ.

Чӑваш Енри икӗ тантӑш, хӗрпе каччӑ, ултавҫӑсене ӗненсе ҫын пурлӑхне вӑрлама тухса кайнӑ. Пӑтӑрмаха ҫакланнисем — аслӑ шкулта вӗренекен каччӑ тата колледжра вӗренекен хӗр.
Вӗсем патне вӗренӳ заведенийӗн деканатӗнчен тесе шӑнкӑравланӑ имӗш, смс-ҫырупа килнӗ кода калама ыйтнӑ. Кайран вӗсем патне патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗн, Тӗп банкӑн, Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ текенсем шӑнкӑравланӑ. Вӗсене укҫана тата терроризма спонсор пулса пулӑшнинчен явап тытасран ҫӑлса хӑварма шантарнӑ.
Улатӑр каччи ултавҫӑсене 170 пине яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ, ҫав шутра — амӑшӗн картти ҫинчен те. Унтан ӑна «йӗрке хуралҫисем» Украинӑн хӗҫпӑшаллӑ ҫарне пулӑшнӑ ҫынсен хваттерӗнче укҫа шырама хушнӑ.
Вӑрӑ шухӑшлӑ хӗре кил хуҫи хӑй тытса чарнӑ. Вӑл Шупашкар районӗнчи ҫурта кӗме тӑнӑ.
Ҫамрӑксене иккӗшне те суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Анчах тӗрмене хупса хумасӑр явап тыттарма йышӑннӑ.

Кӳкеҫри шкул-интернатра пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Унта ҫивитти тӑррине пусмапа хӑпарма тӑнӑ арҫын персе анса аманнӑ. Кун пирки Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсем хушшинчи патшалӑх инспекцийӗ пӗлтернӗ.
Инкек ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Рабочи стена ҫумне тӑратнӑ пусмапа ҫивитти ҫине хӑпарма тӑнӑ. Шкулта, сӑмах май каласан, юсав ӗҫӗ пырать.
Яваплӑ органсем пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ ӗнтӗ. Юсав ӗҫӗпе аппаланаканни — «Империя» ТМЯП.
Патшалӑхӑн ӗҫ инспекцийӗн ӗҫченӗсем тӗрӗслев материалӗсене Следстви комитечӗн республикӑри управленине ярса парӗҫ.
