Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпарсем: Культура

Персона
krarm.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
krarm.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер 85 ҫул тултарнӑ май ӑна тӑван тӑрӑхӗнче, Красноармейски районӗнче, саламланӑ, шупӑр тӑхӑнтартнӑ.

Танӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ ентешне сума суса вырӑнтисем район центрӗнче ҫӗкленекен культура ҫуртне ун ятне пама йышӑннӑ.

Юрий Сементер хайлавӗсене 20 ытла чӗлхепе куҫарнӑ. Вӑл хӑй те ӑста куҫаруҫӑ май Александр Пушкинӑн, Михаил Лермонтовӑн, Сергей Есенинӑн тата ытти поэтпа ҫыравҫӑн хайлавне чӑвашла куҫарнӑ.

 

Культура
Ольга Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Ольга Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» литература клубӗн ку уйӑхенчи хӑни Ольга Рубцова пулнӑ.

Литература клубне ҫӳрекен хастарсем хальхинче Ольга Рубцован «Телейлӗ билет» кӗнекине сӳтсе явнӑ.

Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх, залра поэтсемпе прозаиксем, критиксемпе журналистсем, библиотекарьсемпе вӗрентекенсем, авторӑн ҫывӑх тӑванӗсем пухӑннӑ. Литература уявне «Чӑваш кӗнеки» центрӑн ӗҫченӗ Татьяна Семенова ертсе пынӑ.

Пухӑннисем Ольга Рубцовӑна ырласа та мухтаса нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ.

 

Культура
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Чӑваш Енре ку ҫула Халӑхсен туслӑхне халалланӑ. Ҫулталӑка нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче официаллӑ майпа уҫӗҫ.

Мероприяти Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртӗ. Унта республикӑра пурӑнакан тӗрлӗ халӑх ҫыннисем хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех наци тумӗсен куравӗ пулӗ, кунсӑр пуҫне тӗрлӗ ӑсталӑх класӗ йӗркелӗҫ. «Сувар», «Дети гор», «Эрзянка», «Адана» тата ытти халӑх ушкӑнӗсем сцена ҫине тухса пултарулӑхӗпе савӑнтарӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_16752
 

Персона
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Раиса Сарпи сӑвӑҫ 75 ҫул тултарнине халалланӑ каҫ иртнӗ.

Музейра ҫав кун «Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт» курав уҫӑлнӑ. Поэта саламлама поэтсемпе прозаиксем, кӗнеке кӑларакансемпе вулавӑш ӗҫченӗсем, журналистсемпе артистсем, сӑвӑҫӑн пултарулӑхне сума сӑвакансем пуҫтарӑннӑ.

 

Культура
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Етӗрне округӗнче ашшӗпе ывӑлӗ, Семеновсем, тӗлӗнмелле илемлӗ картинӑсем хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсене пусма татӑкӗсемпе усӑ курса хатӗрлеҫҫӗ.

Картинӑсем самаях пухӑннӑ. Ҫапла курав та йӗркеленӗ. Вӑл Тури Ачак ялӗнчи вулавӑшра нарӑсӑн 10-мӗшӗччен ӗҫлӗ.

Михаил тата Иван хатӗрленӗ картинӑсем тӗрлӗ тӗслӗ мозаикӑна аса илтереҫҫӗ. Питӗ илӗмлӗ вӗсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163599942_16970
 

КӐР
23

Чӗрӗ чечексем хунӑ
 Валери Туркай | 23.01.2026 10:24 |

Культура

Кӑҫалхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Чӑваш халӑх поэчӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премин малтанхи лауреачӗсенчен пӗри Петӗр Хусанкай (1907-1970) ҫуралнӑранпа 119 ҫул ҫитрӗ. Ҫак ятпа Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗсем — Раиса Сарпи, Марина Карягина, Юрий Сементер, Валери Туркай, Валерий Гордеев, Олег Цыпленков тата поэзие чунтан юратакан ытти хисеплӗ ҫынсем, ҫанталӑк сивӗ пулнине пӑхмасӑр, манӑҫми поэтӑмӑрӑн Шупашкарти вилтӑприйӗ ҫине чӗрӗ чечексем хунӑ.

Петр Петрович Хусанкая сума суса ҫав кун Богдан Хмельницкий урамӗнчи кивӗ масар ҫумӗнчи пантеон патне пуҫтарӑннисем пурте ун пирки чӗререн тухакан ӑшӑ сӑмахсем каланӑ.

Асӑну митингӗнче Петӗр Хусанкайӑн Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай вулакан «Элкере» сӑвви янӑранӑ.

 

Культура
https://yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ
https://yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пурӑнакансем Николай Добронравов ячӗллӗ юрӑ поэзийӗн пӗтӗм ҫӗршыври конкурсне хутшӑнма пултараҫҫӗ. Заявкӑсене пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.

Конкурс тӗллевӗ ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи пултаруллӑ поэтсене тупса палӑртса литература йӑли-йӗркипе юрӑ ӳнерне аталанма пулӑшасси тесе пӗлтернӗ.

Конкурса 8 номинаципе хутшӑнма пулать. Пултарулӑха тӗрӗслесе пӑхас кӑмӑллисен 14 ҫултан кӗҫӗнрех пулмалла.

Тӗп парне — Николай Добронравов ҫуралнӑ кунне халалланӑ концертра ҫӗршыври паллӑ юрӑҫсемпе пӗрле юрлани.

 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта иртекен Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале пысӑк улшӑнусем кӗтеҫҫӗ. Кун пирки ЧР Культура министерстви пӗлтерет.

Ӑна 2008 ҫултанпа ҫӗртме уйӑхӗнче ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вара кинофестивале кӗркунне йӗркелӗҫ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пӗрремӗш хут ҫӗнӗ форматпа пулӗ, ҫӗршыври культура платформинче «Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери искусство тата кино фестивалӗ» ятпа пулӗ.

Программӑра: кино кӑтартасси, пултарулӑх тӗлпулӑвӗсем, концертсем, ӑсталӑх класӗсем, тематика лекцийӗсем, ҫавра сӗтелсем. Паллӑ кино, театр тата музыка ӗҫченӗсене чӗнме палӑртнӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Культура министерстви 2025 ҫулшӑн литературӑпа ӳнер премине илме ӗҫсене малалла йышӑнни ҫинчен хыпарлать.

Литература ӗҫӗсене унччен пичетленсе тухнисене; музыка, ӳнер, театр, хореографи тата эстрада ӳнерӗн, дизайн, кинопа телевидени, халӑх ӳнерӗн тата прикладной ӳнерӗн ӗҫӗсене концертсенче, куравсенче, театрсемпе кинотеатрсенче, пичетре, телевиденипе радиора кӑтартнисене тӑратма юрать.

Ӗҫсене кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен республикӑн Культура министерствинче, 17 ҫуртри 412-2 пӳлӗмре, йышӑнӗҫ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8(8352) 56-50-48.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ учрежденин 155 ҫулхине халалланӑ юбилей каҫне ирттерӗ.

«В кругу друзей» (чӑв. Туссемпе пӗрле) ят панӑ мероприятие вулавӑша кӗнеке вулама ҫӳрекенсемпе библиотека ӗҫӗн ветеранӗсене йыхравлӗҫ. Ҫав кунах «Люблю! Читаю! Дарю!» (чӑв. Юратӑп! Вулатӑп! Парнелетӗп!) ыркӑмӑллах кӗнеке марафонӗ пуҫланӗ. Кӗнеке фондне пуянлатма пулӑшнисене тӗрлӗ майпа чыслӗҫ.

Уява «Бард-ковчег» автор юррин клубӗ, «Эхо» пӗрлешӳ, «Эткер» фольклор студийӗ хутшӑнӗҫ.

Мероприяти вулавӑшӑн акт залӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 494
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 17

1926
100
Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1934
92
Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ.
1934
92
Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2001
25
Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та