Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Культура

Культура

Йӗпреҫри уҫӑ пӗлӗт айӗнчи этнографи музейӗнче «Сарӑ пике» фестиваль иртнӗ. Унта Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле округӗсенчи хастар хӗрарӑмсем пуҫтарӑннӑ. Мускавпа Тутарстанри хӑнасем те пырса ҫитнӗ. Хисеплӗ хӑнасем хушшинче Йӗпреҫ тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Игорь Семёнов тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Роман Алексеев та пырса ҫитнӗ.

«Сарӑ пике» фестиваль ят панӑ улах каҫӗ тӑван халӑх йӑх-несӗл историйӗпе кӑсӑкланакан, ӑна упраса хӑварассишӗн тӑрӑшакан пӗр шухӑшлӑ ҫынсене пухать. Мероприятие кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут йӗркеленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-230619799_29
 

Культура
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театре черетлӗ, 109-мӗш сезона, «Нарспи» спектакльпе пуҫлӗ.

Черетлӗ театр сезонӗ шӑп та лӑп тепӗр уйӑхран, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, уҫӑлӗ.

Аса илтерер: ку спектакле Константин Ивановӑн вилӗмсӗр поэми тӑрӑх лартнӑ. Спектакле пуҫласа пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче кӑтартнӑччӗ. Ҫапла вара «Нарспи» 36 ҫултан сцена ҫине таврӑннӑ.

Ӑна ЧР Элтеперӗн гранчӗпе лартнӑ. Режиссерӗ – Дмитрий Миронов, илемлӗх ертӳҫи – Борис Манджиев, ӳнерҫи – Валентина Федорова, кӗвви – Лолита Чекушкинӑн. Нарспипе Сетнер ролӗсене Антонина Казеева тата Евгений Урдюков вылянӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-96482380_14404
 

Культура
nasledie-21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
nasledie-21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Правительстви историпе культура палӑкӗсене сыхласа упраса хӑварасси ҫинчен калакан программӑна йышӑннӑ. Вӑл 2045 ҫулччен таран. Паянхи куна пирӗн республикӑри 31 культура объектне юсаса ҫӗнетмелле.

Патшалӑх хӳтлӗхне илнӗ культура эткерлӗхӗн объекчӗсене вара республикӑра пурӗ 701 штук шута илнӗ. Ҫав шутран 31-шне юсаса ҫӗнетмелле, 37-шӗ вара япӑхса пӗтнӗ.

2045 ҫул тӗлне культура объекчӗсенчен 97 процентне йӗркене кӗртсе пӗтермелле.

Элӗкри Иван Яковлев уҫнӑ шкул та ҫав шутра. 1872 ҫулта уҫнӑ шкул тавралли территорие те халӗ культура эткерлӗхӗн хӳтлӗх зони тесе ҫирӗплетсе хӑварнӑ. Апла пулсан унта пӗр-пӗр стройка, ытти ӗҫ пуҫарса яма юрамасть.

 

Кӑсӑклӑ Чӑвашлӑх

Кашни ҫыннӑнах пурнӑҫрине аса илмелли пур. Ват ҫыннӑн вӑл уйрӑмах нумай тупӑнать. Пурӑнса ирттерни ҫын асӗнче ӗмӗрӗпех пырать ҫав. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн пулни-иртни, курни-калаҫни, пӗлни-хутшӑнни шупкаланать те якалать. Асран пачах тухса ҫухални те пулать. Анчах нихҫан та манӑҫми самантсем, пулӑмсем, вырӑнсем, сӑнсем пуҫра купаланса тӑраҫҫӗ. Этем ӗмӗрӗн ҫутӑ хӗвелӗ каҫ енне сулӑнсан вӗсем татах йӑлтӑртатма пуҫлаҫҫӗ те чӗррӗн пекех курӑнаҫҫӗ.

Ҫакна сиснӗ Яткар мӑнукӑм кӗлетрен мана пӗр ҫӗклем тачка типтер йӑтса килсе пачӗ. Экспедицисенче пухӑннӑ 21 кунҫырав кӗнеки! Ку евӗр хамӑн харкам дневниксем хулари хваттерте икҫӗртен те ытла выртаҫҫӗ. Кусем урӑхла — студентсен «Ҫилҫунат» отрячӗсемпе тӗрлӗ ҫулсенче ҫул ҫӳренӗ чухне йышпа ҫырса пынисем. Пӗрисене экскурсисенче палӑртса пынӑ, теприсене халӑх сӑмахлӑхне пухма кайсан отрядӑн пӗтӗмӗшле дневникӗ пек тултарнӑ. (Вӗсенчен лайӑхрах 4-5-шне — Анатолий Смолин, Валерий Туркай, Ульха Эльмен, Александр Магарин, Петр Мулюков тата ытти палӑрнӑ ҫилҫунатҫӑсем ҫырнисене — Олег Цыпленков мӑшӑрне архив валлиех парса янӑччӗ).

Малалла...

 

Культура

Шупашкара Беларуҫри артистсем килӗҫ. Унти Витебск хулинчи Якуб Колас ячӗллӗ наци академи театрӗ Чӑваш Ене «Безумный день, или Женитьба Фигаро» камитпе ҫитӗ. Ӑна Пьер Огюстен де Бомарше пьеси тӑрӑх лартнӑ.

Сӑмах май каласан, ку пьеса тӑрӑх Моцарт композитор опера та хатӗрленӗ (либретто авторӗ — Лоренцо да Понте).

Витебск артисчӗсем лартнӑ спектакль те куракансен кӑмӑлне каймалла. Артистсем Шупашкара авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче килӗҫ.

Театр 1921 ҫулта уҫӑлнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Беларуҫри иккӗмӗш патшалӑх театрӗ шутланнӑ. Унӑн труппине Мускаври Беларуҫ драма студийӗнчен вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксенчен пухнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче театра Уральск хулине, унтан Орехово-Зуевӑна куҫарса кайнӑ, 1944 ҫулхи юпа уйӑхӗнче театр каялла Витебска таврӑннӑ. Ун чухне ӑна Беларуҫ халӑх писателӗн Якуб Коласӑн ятне панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-96482380_14390
 

Ял пурнӑҫӗ
Валерий Воронов сӑнӳкерчӗкӗ
Валерий Воронов сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш районӗнчи Очӑкасси ял клубӗнче кӗнеке хӑтлавӗ иртнӗ. Ҫавна май Муркаш районӗнчи тӗп вулавӑш тата Очӑкассинчи ял вулавӑшӗ вулав конференцийӗ йӗркеленӗ.

Леонид Морозов ятлӑ автор «Слово ученика об учителях» кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Тиражӗ пысӑк мар-ха. 100 экземпляр. Сӑмах май каласан, Леонид Петрович 15 кӗнеке авторӗ иккен.

Леонид Петрович Морозов хӑйӗн пӗрремӗш кӗнекинче («Малая родина Оточево», 2014 ҫул) Шурик Матвеев ҫывӑх юлташӗ пирки пичетлесе кӑларнӑ. Александр Витальевич — инженер тата конструктор. Александр Витальевич сӑвӑ та ҫырать иккен. «Мой мир в рифмах» сӑвӑсен пуххине вӑл 30 экземплярпа тӑванӗсем валли кӑларнӑ. Кӗнеке 198 страницӑран тӑрать, унта 150 ытла сӑвӑ.

Муркаш муниципалитет округӗн администрацийӗн культура тата архив ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Любовь Рыжкова Л. П. Морозова тата А. В. Матвеева Муркаш тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн Тав хучӗпе чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-233953228_649
 

Ял пурнӑҫӗ
Зинаида Михайлова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Зинаида Михайлова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Иртнӗ шӑматкун Красноармейски районӗнчи Ҫырмапуҫӗнче ял кунне ирттернӗ. Вырӑнти хастар Зинаида Михайлова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫырмапуҫсем хӑнасене ҫавра ҫӑкӑрпа та чӑваш сӑрипе кӗтсе илнӗ.

Ял уявне Карай территори пайӗн ертӳҫи Геннадий Сверчков уҫнӑ. Вӑл хӑнасене, ял-йыша паллӑ кунпа саламланӑ, пурне те ӑнӑҫуллӑ ӗҫлесе пыма, ытлӑ-ҫитлӗ те ӑраскалпа пурӑнма ҫирӗп сывлӑхпа ҫитӗнӳ суннӑ.

Ҫырмапуҫ ялӗн историйӗпе ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Виталий Михайлов, Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх ертӳҫин ҫумӗ, Красноармейски округӗн энциклопедийӗн тӗп редакторӗ, хисеплӗ тавра пӗлӳҫӗ, Чӑваш наци академикӗ каласа кӑтартнӑ. Сӑмах май каласан, педагогика ветеранӗ эпир маларах асӑнса хӑварнӑ Зинаида Михайлован мӑшӑрӗ пулать.

Ял уявне Красноармейски тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Олег Николаев та ҫитнӗ, вӑл вырӑнти хастарсене, ятлӑ-сумлӑ ҫынсене Тав хучӗпе чысланӑ.

Сӑмах май каласан, вырӑс чӗлхи ялсенче те чӑваш чӗлхипе тупӑшсах янӑрать те, ҫырмапуҫсем те ял кунӗ валли хатӗрленӗ баннера «С праздником» тесе вырӑсла ҫырса хунӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall111960967_2966
 

Персона
Мордвари кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ
Мордвари кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ

Мордвари кӗнеке издательстви чӑваш писателӗн кӗнекине кун ҫути кӑтартнӑ. Кунта сӑмах хальхи вӑхӑтри пултаруллӑ калем ӑстисенчен пӗри, Николай Максимов, пирки пырать.

Ҫӗнӗ кӑларӑма ҫыравҫӑн икӗ романӗ: «Сон шизофреника» тата «Последний оптимист» романӗсем кӗнӗ. Кӗнеке тиражӗ — 1 пин экземпляр.

Кӗнекене Мордвари кӗнеке издательствин лавккисенче туянма пулать, унсӑр пуҫне тата «Вайлдберриз» маркетплейс урлӑ ҫырӑнса илме май пур.

Николай Николаевич 1944 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш Енре ҫуралнӑ. Мордва Республикинчи Н.П. Огарев ячӗллӗ патшалӑх университетӗнче «Вырӑс чӗлхипе литератури» специальноҫа алла илнӗ, унсӑр пуҫне вӑл Горький (хальхи Чулхула) хулинчи Аслӑ парти шкулӗнчи журналистика уйрӑмӗнче вӗреннӗ. Журналистикӑри ӗҫ биографине район хаҫатӗнчи пай заведующийӗнчен пуҫланӑ, «Советская Чувашия» хаҫатӑн генеральнӑй директорӗ — тӗп редакторӗ таран пулса ӗҫленӗ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Писатель чӑвашла та, вырӑсла та ҫырать. 12 роман, 20 ытла повесть, калав, пьесӑсен авторӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall145260110_1156
 

Культура
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче виҫӗ поэтӑн сӑввисене пӗр кӗнекене пухса пичетленӗ.

«Три поэта. Виҫӗ поэт. А.С. Пушкин, М.Ю. Лермонтов, С.А. Есенин» ят панӑ кӑларӑма кун ҫути кӑтартассишӗн Василий Кервен ҫине тӑнӑ.

Василий Кошкин-Кервен — Раҫҫейри писательсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, М.Д. Трубина ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ.

Ҫӗнӗ кӗнекене Сергей Орлов художник ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ. Тиражӗ пысӑк мар, пӗтӗмпе те 520 экземпляр.

Кӑларӑма аслӑ классенче вӗренекен шкул ачисем валли тесе хатӗрленӗ. Унта Александр Пушкин, Михаил Лермонтов тата Сергей Есенин сӑввисемпе паллашма пулать. Сӑвӑсене вырӑсла тата чӑвашла куҫарса пичетленӗ. Кӑларӑм классика литературине юраткан ҫынсен кӑмӑлне каймаллах.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-211725618_3472
 

Культура
Литература музейӗн пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Литература музейӗн пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре «Тӑван тӑрӑхӑн чӗрӗ историйӗ» проект пурнӑҫа кӗрет. Ӑна шухӑшласа кӑлараканни тата пурнӑҫа кӗртекенни — Чӑваш наци музейӗ. Республика шайӗнчи ҫав проекта ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеттерсе янӑ.

Музейра ӗҫлекенсем шухӑшланӑ тӑрӑх, клубсенче, вулавӑшсенче, шкулти музейсенче авалхи чӑн-чӑн пуянлӑх самай упранать. Унсӑр пуҫне тата уйрӑм ҫынсен килӗсенче ун пекки мӗн чухлӗ!

Проект авторӗсем ҫав пуянлӑха музей хатӗрӗн официаллӑ статусне парасшӑн, пӗрлехи реестрта ҫырса хурасшӑн тата турист маршрутне кӗртесшӗн.

Ҫӗнӗ проект пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен проектӑн чат-ботне vk.cc/cZDjmj ҫырса яма пулать. Унтах сӑнӳкерчӗксене тата хаклӑ япалан адресне кӑтартнӑ тӗрӗс адреса та ярса памалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-56879786_3948
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ... 514
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пулса пыччӑр тесен ҫӗнӗ союзниксем тупмалла. Ку эрне ҫемье валли, спортпа туслашма, сипленме лайӑх. Карьере картлашкипе хӑпарас шанчӑк пур. Йывӑр эрне хыҫҫӑн эрех-сӑра пирки шухӑшламасан аванрах.

Авӑн, 15

1910
116
Стихван Шавли, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1913
113
Мӗтри Кипек, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи