
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Тарас» спектакль кӑтартӗҫ. Ӑна сцена ҫине пуҫласа раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче кӑларӗҫ.
«Пӗлетӗр-и эсир, Тарас Бульбӑн пурнӑҫӗнчи пӑтӑрмахлӑ ӗҫсем пирӗн тӑрӑхра та пулса иртме пултарнӑ.
Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пирӗн сцена ҫинче – ПРЕМЬЕРА!
Н.В.Гоголӗн «Тарас Бульба» повеҫӗ тӑрӑх Ксения Сурская-Ильина ҫырнӑ эпикӑлла драма.
«Тарас» спектакль Чӑваш Ен историне, йӑли-йӗркине аслӑ вырӑс классикипе пӗрлештерсе ӗмӗрхи ыйтусене ҫивӗччӗн ҫӗклет: тивӗҫ, юрату, чыс ҫинчен хӑюллӑ саспа калаҫать…», – тесе анонсланӑ культура учрежденийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Спектакле чӑваш кураканӗ аван пӗлсе ҫитнӗ режиссёр Борис Манджиев лартать.

Ольга Савинова хӑйӗн кӗнекин хӑтлавне йыхравлать. Мероприяти юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче, 119-мӗш пӳлӗмре, 16 сехетре пуҫланӗ.
«Пӑлханса та савӑнса пӗлтеретӗп ҫак хыпара, туссем!Чӗререн кӗтнӗ кун. Ӑна ҫывхартас тесе нумай пурнӑҫланӑ. Халӗ вара манӑн сире хамӑн чун-чӗрепе паллаштарас килет. Вӑл пӗтӗмпех ҫак кӗнекере Кашнинех кӗтетӗп маншӑн ҫав тери пӗлтерӗшлӗ пулӑма пӗрле пайлама», — тесе ҫырнӑ кӗнеке авторӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Ольга Савинова Чӑваш Енӗн наци телекуравӗнче ӗҫлет. Вӑл хӑйӗнпе журналист, телеертӳҫе. сӑвӑсемпе юрӑ сӑмахӗсен текстсен авторӗ тесе паллаштарнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл — «Ҫӗнӗ Шупашкар миссисӗ - 2024», «Миссис Карат - 2024» ятсене тивӗҫнӗ, «World Russia миссисӗ» финалисчӗ иккен.

Чӑваш Ене Ростоври пултарулӑх коллективӗ концертпа килнӗ. Ку вӑл — унти патшалӑх филармонийӗн «Легенда» юрӑпа ташӑ ансамблӗ.
Коллективри артистсем тӗлӗнмелле ӑсталӑхпа, тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ иккен. Вӗсенчен кашниех юрлать те, ташлать те, тӗрлӗ музыка инструменчӗпе те калать. Коллективӑн репертуарӗ пуян, вӑл Дон тӑрӑхӗн культурипе паллаштарать.
Ҫӗнӗ концерт программинче тӑван тӑрӑха халалланӑ вырӑс халӑх юррисем тата автор ҫырнӑ юрӑсем пулӗҫ. Тата, паллах, тӗрлӗ ташӑ тата инструмент хайлавӗсем. Программӑра, сӑмахран, ҫаксем пулӗҫ: «Тонкая рябина», «Я лечу над Россией», «За святую Русь помолюсь», «Ой, да ты, кормилец, Тихий Дон», «Цыганская рапсодия», «Из-за острова на стрежень», «Распрягайте, хлопцы, коней», «Лезгинка» тата ытти те.
Концерта Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче паян, юпа уйахӗн 16-мӗшӗнче, кӑтартӗҫ.

Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче темиҫе пултарулӑх коллективӗ пур. Тепӗр майлӑ каласан, учрежденире академи музыкине аталантарнипе пӗрлех эстрада пирки те шухӑшланӑ. Филармонири коллективсенчен пӗри вӑл — «Ҫеҫпӗл» ансамбль.
Ку коллектива 1968 ҫулта йӗркеленӗ. Культура учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл Чӑваш Енри пӗрремӗш профессилле эстрада коллективӗ пулса тӑнӑ. Ун валли ятарласа конкурс ирттернӗ. Унта лекес текенсем 200 ытла ҫын пулнӑ, вӗсенчен вуннӑшне суйласа илнӗ. Артистсене Мускава, Эстрада ӳнерӗн пӗтӗм союзри пултарулӑх мастерскойне, вӗренме янӑ.
Ҫулталӑкран филармонире пӗрремӗш программа кӑтартнӑ. 1970 ҫулсенче ку коллектив чикӗ леш енче те концертсем кӑтартнӑ. Ушкӑн Польшӑра, Венгрире тата Югославинче пулнӑ.

Чӑваш Енри пултарулӑх коллективӗсем валли цифра технологийӗсене ӑша хывтармалли вӗрентӳ йӗркеленӗ. Кун пирки республикӑн Культура министерстви пӗлтернӗ.
Хӑвӑрт вӗренмелли калӑпӑшлӑ интенсива культурӑпа кану учрежденийӗсен ертӳҫисене, ҫамрӑк юрӑҫсене, вокалистсене, аранжировщиксене тата индустри профессионалӗсене йыхравланӑ. Пултарулӑх лабораторийӗнче хальхи вӑхӑтри технологисемпе епле усӑ курмаллине вӗрентнӗ.
Вӗренме республикӑри профильлӗ 50 специалист пуҫтарӑннӑ, унсӑр пуҫне кӳршӗллӗ регионсенчен килнӗ хӑнасем те пулнӑ.
Вӗсен умӗнче тӗп эксперт пулса Вероника Арисова тата Арсэн Хачатрян тухса калаҫнӑ. Вӗсем искусство ӑс-тӑнӗ ӗҫре епле пулӑшма пултарни ҫинчен тӗплӗн каласа кӑтартнӑ, ҫӗнӗлӗхпе усӑ курма вӗрентнӗ.

Чӑваш Республикинче паянхи кун тӗлне 12 земство культура ӗҫченӗ ялсенче, пӗчӗк хуласенче ӗҫе пуҫӑннӑ. Пиллӗкӗшӗ – Канаш округӗнче, ыттисем – Куславкка округӗнче, Элӗк, Тӑвай, Вӑрнар, Елчӗк, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗсенче ӗҫе кӳлӗннӗ.
Канаш тӑрӑхне ӗҫлеме килнӗ специалист – ырӑ тӗслӗх. Канашри культура керменӗнче тӑрӑшакан Татьяна Николаева ача-пӑча программисене анлӑлатнӑ, 5-7 ҫулсенчи ачасем валли театр студине уҫнӑ.
Елчӗк округӗнчи Лаш Таяпа ялӗнче ав юрӑҫ тата композитор, чӑваш эстрада юррисен авторӗ Юрий Петухов вӑй хурать. Вӑл пурнӑҫенчи чӗрӗк ӗмӗрне культурӑна халалланӑ. Унӑн «Тайпи» тата «Сударушка» ансамблӗсене нумайӑшӗ пӗлет.
«Земство культура ӗҫченӗ» программӑпа ӗҫлемешкӗн тепӗр 8 специалиста суйлӗҫ. Аса илтерер: килӗшӳ алӑ пуснӑ специалистсен ялта, пӗчӗк хулара 5 ҫул ӗҫлемелле, вӗсене 1 миллион тенкӗ параҫҫӗ.

Агентий Хирбиков ятлӑ ҫын «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн странцинче Григорий Хирпӳн асӑну хӑмине сӑрласа хуни пирки пӑшӑрханса пӗлтернӗ. Тӗрӗсрех каласан, йӑлтах мар иккен-ха, ятне ҫырнине сӑрласа хунӑ.
Кунта сӑмах Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксаринкасси ялӗнчи пирки пырать. Вӑл ҫуралнӑ вырӑнта хӑй вӑхӑтӗнче асӑну хӑми уҫнӑ.
Григорий Хирпӳ — паллӑ чӑваш композиторӗ, Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ, РСФСР халӑх артисчӗ.
Агентий Хирбиков пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр икӗ ҫул каялла ҫав хӑма ҫинче композитор ятне ҫырса хунине сӑрласа хунӑ. Ҫавӑн пирки ватӑ ҫын прокуратурӑна та евитлесе пӑхнӑ иккен, унтан вара ыйтӑва администрацие ярса панӑ. Администраци йӑлтах йӗркеллӗ тесе хуравланӑ.

Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра «Культура.РФ» порталта «Салампи» спектакль кӑтартассине пӗлтернӗччӗ-ха.
Унччен маларах, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра вара «Культура.РФ» порталта «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» спектакле онлайн мелӗпе vk.ru/away.php?to=https://vkvideo.ru/live-96482380_456240386&utf=1 каҫӑпа е culture.ru сайтра курма май килӗ.
Аса илтерер: асӑннӑ спектакле театрта 2024 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кӑтартнӑччӗ. Пьеса авторӗ — Арсений Тарасов. Спектакле Валерий Яковлев режиссёр лартнӑ. Драмӑри ӗҫсем арканнӑ пӗр ялта пулса иртеҫҫӗ. Унта Ҫирахви карчӑк хӑйӗн килӗнче пӗчченех тӑрса юлнӑ. Пӗчченлӗхрен хӑрушши ҫук теҫҫӗ те, кинеми савӑнӑҫа хӑйне май тупнӑ.

Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра «Культура.РФ» порталта чӑвашла спектакль кӑтартӗҫ. Куракансем ҫав кун «Салампи» спектакле онлайн мелпе vk.ru/away.php?to=https://vkvideo.ru/live-96482380_456240385&utf=1 каҫӑпа е culture.ru сайтра курайӗҫ.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, «мелодрама сцена ҫинче повеҫри сӑнарсене чӗртсе тӑратать. Вӗсем куракана вӑхӑта парӑнман чӑн-чӑн юрату ҫинчен каласа парӗҫ. Ҫак тарӑн туйӑма хирӗҫ тӑракансем те пур кунта. Анчах вӗсем хӑйсен икӗпитлӗхне пытараймӗҫ».
Ку спектакле пуҫласа 2024 ҫулта кӑтартнӑччӗ. Ун чухнехи театрӑн черетлӗ сезонне шӑпах унпа уҫнӑччӗ. Александр Артемьевӑн «Салампи» пьесипе хатӗрленӗ ӗҫе чӑваш халӑх артистки Наталия Сергеева режиссёр лартнӑ.

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче театра юратакансен клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Культура учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта юлашки тапхӑрта тухнӑ спектакльсене куракансемпе пӗрле сӳтсе явнӑ, «Чӑваш театрӗн цифрӑллӑ энциклопедийӗ» проект ҫинчен калаҫнӑ, малашнехи тӗллевсене палӑртса хӑварнӑ.
Клуба театртӑн литературӑпа драматурги пайӗн заведующийӗ, Чӑваш Енӗн ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Марина Карягина ертсе пырать. Тӗлпулу темине «Пӗтӗм тӗнче — театр» ят панӑ.
«Эпир пурнӑҫпа тан утма тӑрӑшатпӑр, анчах ун хыҫҫӑн суккӑрла талпӑнмастпӑр. Пирӗн паянхи тӗп тӗллев — ӗмӗрсен диалогӗ. Эпир классикӑна чунтан хисеплетпӗр, анчах ӑна паянхи кунпа ҫыхӑнтаратпӑр. Театра ҫамрӑксене те килтерес килет пирӗн», – тенӗ театрӑн тӗп режиссёрӗ, чӑваш халӑх артистки Наталия Сергеева.
Театр директорӗ Елена Николаева «Чӑваш театрӗн цифра энциклопедийӗ» пирки сӑмах хускатнӑ.
