Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: культура

Культура
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Александр Ильинӑн кӗнекине хаклама пуҫтарӑннӑ.

«Судьба солдата = Салтак шӑпи» кӗнеке авторӗ – чӑваш поэчӗ, публицист, краевед, Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ ҫынни. Кӗнекене авторӑн чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ сӑввисем, поэмисем кӗнӗ. Кӗнекене ҫар ҫыннисене тата Аслӑ Ҫӗнтерӗве 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Кӗнекене хаклама журналистсем, культура ҫыннисем тата ыттисем хутшӑннӑ. Сӑмахран, истори наукисен докторӗ, профессор Валерий Андреев; Чӑваш патшалӑх аграри университетечӗн профессорӗ Николай Евдокимов; Ҫӗрпӳ районӗнчи тӳре-шара, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ Геронтий Никифоров; Светлана Асамат, Николай Максимов, Галина Матвеева, Владимир Степанов, Лидия Ковалюк, Василий Кервен, Лидия Сарине поэтсем пулнӑ.

 

Культура
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер Чӑваш академи драма театрӗнче СССР халӑх артисткине Вера Кузьминана халалланӑ Наци театрӗсен регионсем хушшинчи «Чӗкеҫ» фестивалӗ иккӗмӗш хут уҫӑлнӑ.

Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев куракансене, фестивале хутшӑнакан театрсене саламланӑ.

Чӑваш академи драма театрӗ «Хуркайӑк ҫулӗ» спектакль кӑтартнӑ. Ӑна куракансем питех те юратса йышӑннӑ, куҫҫуль витӗр курнӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-96482380_10404
 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Паян Чӑваш кӗнеке издательстви 105 ҫул тултарать. Юбилей тӗлне «С книгой по жизни. Кӗнекепе пурӑнатпӑр: Чувашскому книжному издательству — 105 лет» кӗнеке кун ҫути курнӑ. Ӑна Ольга Федорова тата Ольга Иванова хатӗрленӗ. Ӳнерҫи – Наталия Орлова, макет оригиналӗ – Екатерина Васильевӑн.

Чӑваш кӗнеке издательстви 1920 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йӗркеленнӗ. Ҫав кун Шупашкарта чӑвашсен хушшинчи II Пӗтӗм Раҫҫейри канашсен съезчӗ уҫӑлнӑ. Унта пӗлтерӗшлӗ ыйтӑва пӑхса тухнӑ – Чӑваш патшалӑх издательствине уҫма йышӑннӑ. Унӑн пӗрремӗш ертӳҫи Александр Иванов (Ванюшке, 1897-1942) пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall391792345_7873
 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян Патшалӑх истори архивӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалласа «С пером и оружием» документлӑ курав уҫӑлать. Унти документсем фронтра пулнӑ чӑваш ҫыравҫисен кун-ҫулӗпе паллаштараҫҫӗ.

Вӑрҫа Чӑваш Енрен 208 пин ытла ҫын тухса кайнӑ. Вӗсен йышӗнче – ҫыравҫӑсемпе журналистсем те. Вӗсем ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра та ҫырма чарӑнман, салтаксене хавхалантарнӑ.

Куравра Петӗр Хусанкайӑн, Яков Ухсайӑн, Леонид Агаковӑн, Илпек Микулайӗн, Василий Алагерӑн, Василий Алентейӗн, Александр Алкан, Алексей Талвирӑн, ҫавӑн пекех Василий Долгов литературоведӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма пулать.

Курав 14 сехетре ҫак адреспа уҫӑлӗ: Шупашкар хули, Уруков урамӗ, 2-мӗш «а» ҫурт.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chebcult21
 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Унӑн чечекӗсем нихӑҫан та шанмаҫҫӗ, анчах вӗсем чӗрӗ пекех курӑнаҫҫӗ. Сӑнӳкерчӗке пӑхсан ку фотошоп теме те пулать. Анчах ун пек мар! Вӗсене Патӑрьел округӗнчи Ульяновка ялӗнче пурӑнакан Наталия Ильина ӑсталать.

Вӑл ялти клубра ӗҫлет, вырӑнти «Илем» фольклор ансамбльне ертсе пырать. Пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах вара алӑ ӗҫӗпе аппаланать.

Мӑшӑрӗпе Андрей Павловичпа вӑл икӗ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӗсем икӗ мӑнукӗн ҫитӗнӗвӗсемпе хавхаланаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_16058
 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче РФ тава тивӗҫлӗ артисткин, Чӑваш халӑх артисткин, Раҫҫей Патшалӑх премийӗн лауреачӗн Валентина Ситовӑн юбилей каҫӗ иртнӗ.

Валентина Петровна куракансене сцена ҫинче хӑйӗн пултарулӑхӗпе 40 ҫул савӑнтарать. Уява килнисем «Ай, мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ» спектакле курса савӑннӑ. Валентина Ситова хӑй палӑртнӑ тӑрӑх, уншӑн амӑшӗн ролӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ. Вӑл юбилей каҫӗнче хӑйӗн савӑнӑҫне куракансемпе пайланӑшӑн питӗ савӑннине палӑртнӑ.

Сӑмах май, спектакле «Пушкин карттипе» курма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chebcult21
 

Культура
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 5-мӗшӗччен Мускавра халӑхсен хушшинчи «Раҫҫей тата СНГ халӑхӗсем» фестиваль иртнӗ. Унта «Хитре» этнобренд та хутшӑннӑ.

Вӗсем хӑйсен тумӗсене кӑтартнӑ, пирӗн халӑхӑн культура еткерлӗхӗпе паллаштарнӑ. Фестиваль программинче ӗҫлӗ мероприятисем те пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_461322
 

Чӑвашлӑх
https://vk.com/wall-183840459_24614 сӑнӳкерчӗкӗ
https://vk.com/wall-183840459_24614 сӑнӳкерчӗкӗ

Пушкӑртстанра пурӑнакансем сӑра уявне кӑҫал та ирттернӗ. Кун пирки «Контактра» халӑх тетелӗнче вырӑнти чӑвашсен хаҫачӗн пабликӗнче хыпарланӑ.

Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш ӗҫмин районти уявӗче чи лайӑх маҫтӑр ятне Лариса Исаева тивӗҫнӗ. Лариса Ивановна Пӑслӑк ялӗнчен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-183840459_24614
 

Персона
Алексей Рюмин страницинчен тата Ҫамрӑксен театрӗн сайтӗнчен илне сӑнӳкерчӗксемпе уса курнӑ
Алексей Рюмин страницинчен тата Ҫамрӑксен театрӗн сайтӗнчен илне сӑнӳкерчӗксемпе уса курнӑ

Чӑваш Ен Элтеперӗн юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн республикӑри икӗ артиста тава тивӗҫлӗ ят пама йышӑннӑ.

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балет артистне Алексей Рюмина «хорегорафи ӳнерӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата пултарулӑхра нумай ҫул тӑрӑшнӑшӑн», Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артистне Владимир Свинцова «театр ӳнерӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн» «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти музыка училищи тӳлевсӗр концерта йыхравлать. Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланӑ программӑпа чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 13-сехетре паллашма май килӗ.

Концерта «Когда мы едины, мы непобедимы» (чӑв. Эпир пӗрле чухне пире ҫӗнтереймӗн) ят панӑ. Программӑна училищӗри преподавательсем, студентсем, унти пултарулӑх коллективӗсем йӗркеленӗ. Концерта музыка училищинче кӑтартӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, [21], 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, ... 500
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 07

1980
46
Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ.
1980
46
Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть