
Чӑваш хаҫачӗсене ҫӗршывӑмӑрӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче ҫырӑнса илме пулать. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗ МАХри хӑйӗн каналӗнче хыпарланӑ.
Унти анонса ҫӑпларах пуҫланӑ: «Эсир Чӑваш Енрен аякра пурӑнатӑр-и? Апла пулин те республика хыпарӗсемпе кӑсӑкланма пӑрахман пулӗ-ха? Тӑван сӑмах чуна ҫав тери ӑшӑтать-ҫке».
«Хыпар» издательство ҫурчӗн тӑватӑ кӑларӑмне Раҫҫейре пурӑнакан кирек ӑҫти чӑваш та ҫырӑнса илме пултарать. Ку списокра — «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатсем тата «Тӑван Атӑл» литературӑпа ӳнер журналӗпе ача-пӑча валли икӗ чӗлхепе кӑларса тӑракан «Тетте» журнал.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Патӑрьелти 1-мӗш шкулта спектакль кӑтартнӑ.
«Вӑрҫӑ ахрӑмӗ» спектакле 7-9-мӗш класра вӗренекенсем пӑхнӑ. Постановка паттӑрлӑх пирки, унта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи паллӑ мар салтакӑн шӑпи пирки каласа кӑтартнӑ.
Постановкӑра – вӑрҫӑ йывӑрлӑхне курнӑ поэт-классиксен сӑввисем. Ку куракансене вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи сывлӑша лайӑхрах туйма май панӑ.

Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӗмпӗрти Ҫӗнтерӳ паркӗнче облаҫри чӑвашсен халӑх уявӗ «Акатуй» иртнӗ. Кунта Димитровград хулин пуҫлӑхӗ Сергей Сандрюков та хутшӑннӑ. Атомщиксен хулин мэрӗ халӑх тетелӗнче хӑйӗн фотоотчётне вырнаҫтарнӑ. Вӑл облаҫӗн тӗп хулине Димитровград делегацине пулӑшма килни ҫинчен хыпарланӑ. Димитровград ҫыннисем парк территорийӗнче наци кил-ҫурчӗ йӗркеленӗ тата илемлӗ пултарулӑх номерӗсем хатӗрленӗ.
Чи кӑсӑк самант вара 73online.ru редакцие лекнӗ видео ҫинче курӑннӑ. Чӗмпӗрти журналистсене Сергей Сандрюков хӑй Акатуйра чӑвашла юрӑ шӑрантарни тӗлӗнтернӗ. Гармонист пулӑшнипе хула пуҫлӑхӗ тӑван чӗлхепе юрланӑ. Чӑн та, мэр пысӑк сцена ҫине тухман, вӑл Димитровградран килнисемпе пӗрле, тусӗсен йышӗнче юрласа савӑннӑ. Ку видео халӑх тетелӗнчи ҫынсене нумайӑшне кӑсӑклантарнӑ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем актер тата режиссер ӗҫӗсен «Ҫутӑ ӗмӗт» республикӑри фестиваль‑конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Фестивале Чӑваш Енри театр ӗҫченӗсен союзӗ йӗркеленӗ.
Пӗрремӗш вырӑна «Нас бьют, мы летаем» постановкӑпа Антонина Казеева тухнӑ. «Юратуран вӑйли ҫук» композиципе Галина Кузнецова иккӗмӗш вырӑна ҫӗнсе илнӗ. Куракансем кӑмӑлланӑ номинаци те пулнӑ. Кунта Григорий Петрова «Встреча» этюдшӑн (унта культура колледжӗн студенчӗсем Дарья Рябова тата Андрей Краснов вылянӑ) палӑрнӑ.
Театр «хӑюлӑхшӑн, пултарулӑхри шыравшӑн, фестивле хутшӑннӑшӑн» Алексей Александров, Никита Ильин тата Анастасия Емельянова ҫамрӑк артистсене те тав тӑвать.

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ ҫуралнӑ кунне балетпа паллӑ тӑвӗ. Сцена ҫине «Анна Каренина» балет тухӗ. Ӑна 12 ҫултан аслӑраххисен курма юрать.
Балета ҫу уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче кӑтартӗҫ. Ӑна Лев Толстойӑн романӗпе лартнӑ, кӗвви – Петр Чайковскин тата Сергей Рахманиновӑн.
Юрату историне Вронский асаилӗвӗсем урлӑ кӑтартнӑ.

Чӑваш Республикипе Бахрушин театр музейӗ Шупашкарта «Новый музей театра» (чӑв. Театрӑн ҫӗнӗ музейӗ) йӗркелесси ҫинчен килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Килӗшӗве республика Элтеперӗ Олег Николаев тата А.А. Бахрушин ячӗллӗ патшалӑхӑн тӗп музейӗ ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Пӗрлехи ӗҫе пурнӑҫласа енсем Шупашкарта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн музейне йӗркелесшӗн. Элтепер шухӑшланӑ тӑрӑх, ку ӗҫ питех те паха, мӗншӗн тесен театрӑн пуян архивне те упраса хӑварма май килӗ.
Тата ҫӗнӗ музей культурӑпа, театрпа, ӳнерпе кӑсӑкланакансемшӗн чун туртакан вырӑн пулса тӑрасса шанма пулать.

Республика кунӗнче Шупашкара Пелагея ятлӑ юрӑҫ килессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Вырӑс юррисене юрлакан сцена ӑстин концерчӗ Хӗрлӗ тӳремре пулмаллаччӗ.
Анчах Шупашкара Пӑлаки килмӗ. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев МАХри хӑйӗн каналӗнче хыпарланӑ. Республика ертӳҫи уяв программине ылмаштарасси пирки пӗлтернӗ. Ҫакӑ лару-тӑру канӑҫҫӑрррипе. пилотсӑр вӗҫекен япаласемпе пӗрмай тапӑннипе ҫыхӑннине тавҫӑрма йывӑр мар ӗнтӗ.
«Маншӑн, регион ертӳҫишӗн сирӗн хӑрушсӑрлӑхӑр тата лӑпкӑлӑхӑр пахарах. Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫынпа республика хӑнин пурнӑҫӗпе сывлӑхне хӳтӗлессишӗн эпир йӑлтах тӑвӑпӑр», — тесе ҫырнӑ Элтепер.
Хулара артистсен концерчӗ пулӗ-ха, анчах вырӑнти ӑстасен. Республика кунне еплерех уявлассине ыран, ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ҫамрӑксен «Лучшие на селе» слетӗнче сӳтсе явма палӑртнӑ.

Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи культура ҫуртне «Пушкин карттипе» ҫамрӑксем пухӑннӑ. Кунта Наци библиотеки «Чӑваш фольклорӗн чӗрӗ йӑли-йӗркисем» ятлӑ музыка программи иртнӗ.
Уяв вӑхӑтӗнче халӑхӑн пуян сӑмахлӑхӗпе еткерлӗхӗ чӗрӗлсе тӑнӑ. Земфира Яковлева ертсе пыракан «Эткер» ансамбль хӑйӗн илемлӗ юрри-ташшипе пурин чӗрине те тыткӑнланӑ. Ачасем юрӑсем итленӗ кӑна мар, халӑх вӑйӑсене те хастар хутшӑннӑ: «Куҫ хупмалли», «Асанне мӗн тӑван?» тата «Хуралҫӑлла» вӑйӑсем чӑн-чӑн уяв кӑмӑл-туйӑмне йӗркеленӗ.
Николай Фомиряков ӑстаҫӑ вара чӑваш халӑх музыка инструменчӗсемпе — сӑрнайпа, варганпа, ҫатӑркапа паллаштарнӑ. Ачасем вӗсене алла тытса пӑхма тата кӗвӗ кӑларма пултарнӑ. Ку мероприяти чӑваш йӑли-йӗркине ҫамрӑк ӑру патне ҫитерме май панӑ.

Пушкӑртстанри Пишпӳлек ҫӗрӗ ҫинче «Шур ҫӑл» фестиваль-конкурс иртнӗ. Регионсем шайӗнчи пултарулӑх ӑмӑртӑвне ачасемпе ҫамрӑксем валли йӗркеленӗ. Конкурс учредителӗсем – вырӑнти чӑвашсен канашӗ тата район администрацийӗ.
Конкурса малтан ҫулсерен ирттернӗ пулсан, халӗ вӑл икӗ ҫулта пӗрре чӑваш ҫамрӑкӗсене пуҫтарать. Кӑҫал уяв 11-мӗш хут иртнӗ.
Фестиваль малтан видеотур йӗркеленӗ. Унта 41 конкурсант (500 ытла ача) хутшӑннӑ. Вырӑнти «Урал сасси» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, пултаруллӑ та талантлӑ ачасемпе ҫамрӑксем Ҫтерлӗ, Федоровка, Чекмагуш, Пишпӳлек, Мияки, Кармаскалӑ, Пелепей районӗсенчен тата Туймазӑпа Пелепей, Ӗпхӳ хулисенчен килсе ҫитнӗ. Вӗсем пилӗк номинаципе (кӗвӗ инструмечӗсемпе каласси, халӑх юрри, эстрада юрри, фольклор, ташӑ) тата икӗ ӳсӗмре вӑй виҫрӗҫ. Чи пысӑк парнене – Гран-прие (25 пин тенкӗлӗх сертификата) – Кармаскалӑ районӗнчи Йӑмранри модульлӗ клубӑн «Чечек» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи – ПР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Алина Степанова, аккомпаниаторӗ – Михаил Кудряшов) тивӗҫнӗ.

Шупашкар хулинче пурӑнакан ҫамрак юрӑҫ Елена Еремеева ҫӗршыври «Ачасен Ҫӗнӗ хумӗ» конкурсран 2-мӗш вырӑнпа таврӑннӑ.
Елена 10 пин ача хушшинче ҫирӗп суйлав витӗр тухса 13 финалист йышне лекнӗ. Финал тапхӑрӗнче вара ҫамрӑк вокалистсен йышӗнче вӑл 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Палӑртса хӑварар: Елена Еремеева Шупашкарти «5 октав» студире Татьяна Шереметьева патӗнче ӑсталӑхне туптать.
Гала-концерта телевизорпа курма май пулӗ, ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче НТВ каналпа кӑтартӗҫ.
