Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.9 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: культура

Культура
chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш наци вулавӑшӗнче культура отраслӗнче ӗҫлекен ҫамрӑк специалистсен форумӗ иртнӗ. Ӑна кӑҫал пуҫласа йӗркеленӗ.

Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «калӑпӑшлӑ ӗҫ-пуҫӑн тӗп тӗллевӗ — тӗрлӗ муниципалитетри яш-кӗрӗмӗн шухӑшне, малашлӑха палӑртнисене, хумхантаракан ыйтӑвӗсене тӗпчесе пӗлсе малалла аталанма ҫул уҫасси». Форума республикӑри тӗрлӗ тӑрӑхри библиотекарьсене, культура ҫурчӗсенче ӗҫлекенсене пухнӑ. Пурӗ 60-а яхӑн специалиста.

Мероприятире «хальхи культура чӗлхи» пирки те сӑмах хускатнӑ. Ялти специалистсен авалхи юрӑсене ҫырса илес ӗҫе мӗнле йӗркелемелли пирки калаҫнӑ.

Ҫамрӑк специалистсем хӑйсене кӑсӑклантаракан самантсене Светлана Каликова министрпа сӳтсе явма пултарнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Чӑваш Енре «Сик! Тух!» этноуяв иртни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Чи кӑмӑлли — ку мероприятие пӗр хут ирттернипех лӑпланманни.

Чӑваш культурипе ачасене тата ҫамрӑксене паллаштарас тӗллевпе шухӑшласа кӑларнӑ проекта уйӑхӗпех пурнӑҫа кӗртӗҫ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ та утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗчченех пырӗ.

Тӑван халӑхӑмӑрӑн культурипе ачасемпе яш-кӗрӗме тата хӗр-упраҫа вӑйӑ тата ташӑ урлӑ паллаштарасшӑн. Проекта клубсемпе культура ҫурчӗсенче пурнӑҫа кӗртӗҫ. Тӗп мероприяти вара утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Фольклорӑн пӗрлехи кунӗнче, иртӗ. Ун чухне «Сик! Тух!» ятпа этновӑйӑ йӗркелеме палӑртса хунӑ.

 

Чӑвашлӑх
https://vk.com/wall-194612697_8221 сӑнӳкерчӗкӗ
https://vk.com/wall-194612697_8221 сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер Чӑваш Енре «Сик! Тух!» этноуяв иртнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Муркаш районӗнчи «Солнышко» (чӑв. Хӗвелӗм) ача пахчинче те ку уява анлӑн ирттернӗ. Ӑна ирхи утренник евӗр йӗркеленӗ. Массӑллӑ куравсем йӗркелекен Сергей Каликов режиссёр пӗчӗкскерсене чӑвашсем вӑййа тухни тата ача-пӑчан вӑййи ҫинчен пӗчӗккисем ӑнланмалла каласа кӑтартнӑ.

Арҫын ачасемпе хӗрачасем аслӑ ҫыннӑн сӑмахне итлесе ларнӑ ҫеҫ мар, вӗсем валли пӗчӗк уяв туса панӑ. Унта вӗҫем пурте чӑвашла тумланса хутшӑннӑ. Чӑн-чӑн пукане евӗр вӗсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194612697_8221
 

Культура
Чӑваш Енӗн Культура минситерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Культура минситерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре кӑҫал та урамра кино тӳлевсӗр кӑтартӗҫ. «Кино под открытым небом» (чӑв. Уҫӑ тӳпе айӗнчи кино) проекта ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ӗҫлеттерсе ярӗҫ. Ҫавна май тӗрлӗ муниципалитетра кино кӑтартма тытӑнӗҫ.

«Школа Бабы-Яги» фильма ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче курма май килӗ. Ӑна Шупашкарта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ умӗнче, Ишлей салинчи культура керменӗ умӗнче. Ҫавӑн пекех Канашра, Вӑрнарта, Сӗнтӗрвӑрринче, Етӗрнере, Краснорамейскинче тата Шӑмӑршӑра курма май туса парӗҫ..

Кинона кӗҫнерникунсерен, 19 сехет те 30 минутра, кӑтартӗҫ.

Афишӑпа яркоелеточувашии.рф сайтра паллаштарма шантараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194612697_8215
 

Культура
"Хыпар" издательство ҫурчӗн сӑнӳкерчӗкӗ
"Хыпар" издательство ҫурчӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Трак енри 40 ҫынран тӑракан ушкӑн чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралса ӳснӗ яла — Тутарстанри Сиктӗрмене — кайса килнӗ. Унта Ҫуллахи Микула кунӗ ячӗпе православи юррисен «Шанчӑк. Ҫемье. Тӑван ҫӗршыв. Патриотлӑх» виҫҫӗмӗш фестивалӗ иртнӗ.

«Хыпар» издательство ҫурчӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, чӑваш делегацине Сиктӗрмери музей хуҫалӑхӗшӗн яваплӑ Эдуард Бахмисов кӗтсе илнӗ.

 

Чӑвашлӑх
"Урал сасси" хаҫат пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
"Урал сасси" хаҫат пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Пушкӑртстанри Чекмагуш районӗнчи Чӑваш культура обществине малашне Владимир Соколов ертсе пырать. Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе май уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Пушкӑртстанри чӑваш культура обществин канашлӑвӗнче паллаштарнӑ.

Владимир Соколовпа «Урал сасси» хаҫатра тӗплӗн паллаштарнӑ. Акӑ еплерех ҫырса кӑтартнӑ унта: «Вӑл 1965 ҫулта Чекмагуш районӗнчи Макаровка ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти пуҫламӑш, Юмашри вӑтам шкулсенче вӗреннӗ, Туймазӑри ятарлӑ професси пӗлӗвӗ паракан училищӗре газоэлектросварщик профессине алла илнӗ. 1983-1985 ҫулсенче Украинӑра ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Демобилизаци хыҫҫӑн ҫулталӑк хушши Кустанай облаҫӗнче автотранспорт предприятийӗнче ӗҫленӗ. Ҫулталӑкран Пушкӑртстана таврӑннӑ, авланнӑ, мӑшӑрӗпе Тюмень облаҫӗнчи Ханты Манси автономи округне пурӑнма куҫнӑ.

Владимир Леонидович яланах общество пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ, спортпа туслӑ пулнӑ, «Профессире чи лайӑххи» конкурса хутшӑнса пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Ҫемйипе пӗрле те хӑй ӗҫлекен организаци, хула чысне хӳтӗленӗ. Пилӗк ҫул ытла Нефтеюганск хулинчи «Раздолье» тӗслӗхлӗ казак халӑх ансамбльне ҫӳренӗ. Ертӳҫӗ пултарулӑхӗпе общество ӗҫ-хӗлӗ ытларах «Юханшыв» обществӑлла пӗрлӗх ӗҫӗнче палӑрнӑ.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун, пирӗн республикӑра «Сик! Тух!» этноуяв иртнӗ. Ӑна ҫемьесем валли республикӑн кашни муницпалитетӗнчех йӗркеленӗ. Шупашкарта та ун пекки иртнӗ. Унти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра кӑкӑр ачисемпе яшпа пике ҫулне ҫитнӗ ачасем таранах хутшӑннӑ. Хӑйсем ҫеҫ мар, ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле.

Этноуява ирттернӗ май унта вӑйӑ картине тӑнӑ, чӑвашла юрӑсем шӑрантарса карталанса утнӑ. Чӑваш такмакӗсем каласа ташша ҫапнӑ. Чӑвашла юрӑсене унти «Палан» ансамбль шӑрантарнӑ.

Ҫемьесем валли йӗркеленӗ уявра «Пӑхаттир» ятпа спорт вӑййисем те иртнӗ. Кунсӑр пуҫне тата чӑваш эрешӗсемпе ӳкерсе ҫӗмье гербне ӑсталанӑ.

 

Культура

Мускавра «Незнайка» фильм ӳкерме тытӑннӑ. Унта пирӗн ентеш те, Владимир Тяптушкин, хутшӑнӗ.

Фильма Николай Носовӑн хайлавӗ тӑрӑх ӳкерӗҫ. Вӑл кинотеатрсенче 2028 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен проката тухӗ. Режиссерӗ – Дмитрий Дьяченко.

Незнайка рольне Леонид Басов вылӗ. Шпунтик рольне вара Владимир Тяптушкина шанса панӑ.

Аса илтерер: Владимир Тяптушкин Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл «Ландыши» тата ытти фильмра ӳкерӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://dzen.ru/a/ahgUaRUdvlFXsHQG
 

Культура
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменне юсама 258,3 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.

Юсав ӗҫне 2027 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Ҫав тӗллевпе республика хысничнен 258,3 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Подряд организацин ҫурт йӗри-тавра бетон ярса ҫирӗплетмелле, кирпӗчпе купаланин ҫӗввисене ҫӗнетмелле, нӳхрепе кӗмелли алӑксене юсамалла. Алӑксене ылмаштарма та палӑртнӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте урая ҫӗнетӗҫ, инженер сечӗсене ылмаштарӗҫ тата ытти ӗҫе туса ирттерӗҫ.

Курмалли зала тата сценӑна та юсама палӑртнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Тутарстан Республикинчи Нурлат хулинче вырнаҫнӑ 1-мӗш номерлӗ «Родничок» ача пахчинче Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалласа питӗ кӑсӑклӑ тата усӑллӑ ӗҫ иртнӗ. Кунта «Туслӑх асамат кӗперӗ» («Радуга Дружбы») кружокӑн пӗтӗмлетӳ урокне йӗркеленӗ. Ҫак занятире шкул ҫулне ҫитмен пӗчӗк ачасем чӑваш халӑхӗн культурипе ҫывӑххӑн паллашнӑ, пӗрле пухӑнса «Чӑваш халӑх эрешӗсем» ятлӑ пысӑк ӗҫ хатӗрленӗ.

Пӗчӗк ӳнерҫӗсем чӑвашсен авалхи тӗнчине кӗрсе кайса, халӑх тумтирӗпе кил-ҫурт хатӗрӗсене илемлетекен йӑлана кӗнӗ эрешсемпе тӗрӗсене тӗплӗн вӗреннӗ. Урок вӑхӑтӗнче вӗсем тӗрӗри паллӑсен вӑрттӑнлӑхне сӳтсе явнӑ. Тӗслӗхрен, хӗрлӗ тӗс пурнӑҫпа хӑвата пӗлтернине, хура тӗс вара ҫӗрпе тата авалхи йӑла-йӗркепе ҫыхӑннине пӗлнӗ. Унсӑр пуҫне кашни геометри кӗлетки хӑйӗн уйрӑм пӗлтерӗшне пытарнине ӑнланса илнӗ.

Ачасем авалхи чӑваш мотивӗсене хут ҫине вӑйлӑ кӑсӑкланупа ӳкернӗ, тӗссене тӗрӗс суйласа илме тӑрӑшнӑ тата ӳкерчӗкӗн композицине малтанах тӗплӗн палӑртнӑ. Ҫак ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗ вара пурин кӑмӑлне те кайнӑ: чӑн-чӑн халӑх ӳнерӗн миниатюрӑри куравне аса илтерекен ҫутӑ тата хӑйне евӗрлӗ ӗҫ пулса тухнӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ... 510
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тӗлпулусемпе пуян эрне. Инҫе ҫула тухакансене, лавккасем тӑрӑх ҫӳреме палӑртнисене ӑнӑҫу кӗтет. Пултарулӑх профессийӗнчи ҫынсене те ҫӑлтӑрсем пулӑшӗҫ. Эрне тухӑҫлӑ пулсан та лӑпкӑлӑх, юрату пирки манмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ