Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: культура

Персона
Театр сӑнӳкерчӗкӗ
Театр сӑнӳкерчӗкӗ

«Атӑл Опера» театрта ҫӗнӗ тӗп режиссёр ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӑл — Василий Селюков.

Василий Валерьевич — Красноярскри П.И. Иванов-Радкевич ячӗллӗ ӳнер колледжӗнчен тата Раҫҫейри театр ӳнер институтӗнчен — ГИТИСран вӗренсе тухнӑ.

2020 ҫултанпа Красноярскри музыка театрӗнче режиссёр тата ассистент пулса тӑрӑшнӑ. 2023 ҫултанпа Волгоградри музыка театрӗнче режиссёр-постановщикра ӗҫленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-6590682_33020
 

Культура
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Хальхи вӑхӑтра тӑван чӗлхене тӗпчес тата вӗрентес ӗҫ» ҫавра сӗтел иртӗ.

Ӑна чӑваш чӗлхеҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, чӑваш чӗлхипе вӗрентӳ пособийӗсен авторӗ Ю.М. Виноградов ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине тата чӑваш чӗлхеҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, лексиколог тата диалектолог А.В. Кузнецов ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Элӗк районӗнчи «Валинкке» фольклор коллективӗ хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. «Халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ коллективӗ» ята Раҫҫейӗн культура министрӗн хушӑвӗпе ҫӗршыври 52 коллектива пама йышӑннӑ.

«Валинкке» халӑх фольклор коллективӗ 1970 ҫулта кружокран пуҫланса кайнӑ. Фольклор коллективӗ куракансене чӑваш халӑхӗн тӗрлӗ йӑли-йӗркипе (улах, туй, ниме, кӗр сӑри, хӑнара тата ыттине те) паллаштарма ӗлкӗрнӗ.

 

Персона
vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн хальхи вӑхӑтри историйӗн музейӗнче «Зеркало чувашской души» документлӑ курав уҫӑлӗ. Экспозици кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 10 сехетре ӗҫлеме пуҫлӗ. Курава чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер 85 ҫул тултарнине халаллӗҫ.

Экспозици поэтӑн автобиографийӗпе, сӑввисемпе тата поэмисемпе, фотодокуменчӗсемпе тата ытти паха материалпа паллаштарать. Документсем 1962 ҫултан пуҫласа 2023 ҫулчченхи тапхӑра ҫутатса параҫҫӗ.

 

Чӑвашлӑх

Ҫитес уйӑхра пирӗн республикӑра «Халӑх ӑс-хакӑлӗн иксӗлми ҫӑлкуҫӗ: сӑмах мехелӗпе чӗлхе хавалӗ» ятпа республика шайӗнчи форум ирттерме палӑртса хунӑ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулӗ. Ӑна паллӑ критик, литературовед, филологи наукисен докторӗ, профессор, Юрий Артемьев 85 ҫул тултарнине халаллӗҫ.

Форума хутшӑнма ӑслӑлӑх, ӑслӑлӑхпа тӗпчев организацийӗсенче ӗҫлекенсене, чӑваш тата Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи ытти халӑхӑн литературине тӗпчекен преподавательсемпе аспирантсене йыхравлаҫҫӗ. Заявкӑсене кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗччен conf.chgign@yandex.ru электрон адреспа йышӑнӗҫ, ҫырура «Артемьев» тесе палӑртмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chgign.ru/a/news/6345.html
 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Кӑҫал республикӑри чи лайӑх ялти культура ҫурчӗсене – 2,25 млн, чи лайӑх 11 ӗҫченне преми евӗр хавхалантарма 825 пин тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Хушӑва республика премьер-министрӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Пулӑшӑва 18 округ тивӗҫӗ. Чи пысӑк гранта Вӑрнар округне уйӑрса парӗҫ – пӗтӗмпе 375 пин тенкӗ. Йӗпреҫ, Комсомольски округӗсем 300-шер пин тенке тивӗҫӗҫ. Канаш, Муркаш, Шупашкар тата Шӑмӑршӑ округӗсене 225-шер пин тенкӗ парӗҫ.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ виҫӗ чӗлхеллӗ словарь кӑларма хатӗрленет.

Кун пирки раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче иртнӗ «Словарь ӗҫӗнчи пӗлӳлӗхпе ӑсталӑх» семинарта институтӑн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Алевтина Долгова пӗлтернӗ.

Чӑваш-вырӑс-эрмен словарьне 15 пине яхӑн сӑмах кӗртӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chgign.ru/a/news/6392.html
 

Культура
Виталий Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Виталий Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

2025 ҫулшӑн Нестер Янкас ячӗллӗ премие тата лауреат ятне Антонина Никонорова тивӗҫнӗ.

Антонина Николаевна – «Трак ен» халӑх фольклор ушкӑнӗн ертӳҫи. Преми лауреачӗ ята ӑна «юрӑ-кӗвӗ тӗнчинче ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн, чӑваш юррине халӑх хушшинче анлӑ сарнӑшӑн, 2025 ҫулта пултарулӑх ӗҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн тата ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ май» парас тенӗ. Лауреат ятне пама ӑна Красноармейскинчи Тӗп централизациленӗ клуб тытӑмӗ тата Красноармейски тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсен профессиллӗ пӗрлешӗвӗ тӑратнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall111960967_2551
 

Ял пурнӑҫӗ
«Чӑваш Ен калаҫать» каналти сӑнӳкерчӗксене усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж
«Чӑваш Ен калаҫать» каналти сӑнӳкерчӗксене усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж

Шупашкар тӑрахӗнчи Ишлейре пурӑнакан Ольга Рогова картишӗ юмаха ҫаврӑннӑ. Ку пирки Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ.

Хӗрарӑм ҫулсеренех юртан хитре кӳлепесем ӑсталать иккен. Кӑҫал унӑн картишӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илекен чӑваш пикине, вырӑс пӑхаттирӗсене курма пулать.

 

Культура
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш академи драма театрӗн сцени ҫине «Хуркайӑк ҫулӗ» спектакль тухӗ. Ӑна Чингиз Айтматовӑн «Материнское поле» повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ.

Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, «спектакль Чӗкеҫ сӑнарӗ урлӑ вӑрҫӑ нушине тӳссе ирттернӗ ӑрӑвӑн синкерлӗ шӑпи ҫинчен каласа парать. Мӑшӑрӗпе виҫӗ ывӑлне вӑрҫӑран кӗтсе илеймен хӗрарӑм хирте Ҫӗр-аннепе калаҫса чунне уҫать…

Ун сассинче – мӗнпур амӑшӗн чун ыратӑвӗ, ҫирӗплӗхпе аптраманлӑх, вилӗме ҫӗнтерсе йӑл илекен пурнӑҫ».

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-96482380_11287
 

Страницӑсем: 1 ... 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, ... 500
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 07

1980
46
Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ.
1980
46
Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй