Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.9 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: культура

Персона
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Александра Зайцеван ҫуралнӑ кунӗ. Вӑл 65 ҫул тултарать.

Вӑл 1961 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинче (институтӗнче) чӑваш студийӗнче вӗреннӗ. 1983 ҫулта унтан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн труппине илнӗ, ҫавӑнтанпа вӑл унта ӗҫлет.

Александра Зайцеван юбилейӗ ячӗпе театрта ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче юбилей каҫӗ пулӗ. Театрӑн пресс-служби «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав каҫ «артист хӑйӗн ҫавра ҫулне Флорид Буляков пьесипе лартнӑ «Карчӑксем качча каяҫҫӗ» камитпе паллӑ тӑвӗ».

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-96482380_13222
 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енри ансамбль Екатеринбургри фестивале хутшӑнса 2 млн тенкӗлӗх грант ҫӗнсе илнӗ. Сӑмах — Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Парне» халӑх фольклор ансамблӗ пирки.

Фестивале Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗсенчи 16 коллектив хутшӑннӑ. Вӗсем куракансене тӗрлӗ халӑх юрри-ташшипе, йӑли-йӗркипе паллаштарнӑ.

Жюри пайташӗсем «Парне» ансамбле грант пама йышӑннӑ. Артистсем каланӑ тӑрӑх, ку укҫапа вӗсем сцена ҫине тухмалли тум ҫӗлӗҫ, музыка инструменчӗсем тата тӗрлӗ реквизит туянӗҫ. Ҫавӑн пекех ку грант вӗсесне Чӑваш Енри округсене тата Раҫҫейри регионсене тухса ҫӳреме пулӑшӗ.

Сӑмах май, Шупашкарти ансамбль фестивалӗн гала-концертне хутшӑнӗ. Вӑл кӑҫал кӗркунне Мускавра иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_18544
 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енре 10 культура ҫуртне ҫӗнетме палӑртнӑ. Кун валли 28,5 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.

Ку укҫапа пысӑках мар ялсенче культура ҫурчӗсене аталанма пулӑшӗҫ: Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай округӗнче культура ҫурчӗсем пулӗҫ.

Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе ҫӗнӗ сасӑ тата ҫутӑ хатӗрӗсем туянӗҫ, сӗтел-пукана ҫӗнетӗҫ, юсав ӗҫӗсем тӑвӗҫ. Ҫакна йӑлтах куракансемшӗн тата пултарулӑх ушкӑнӗсемшӗн хӑтлӑ пултӑр тесе тӑваҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_18345
 

Персона
Виталий Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Виталий Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Красноармейски тӑрӑхӗнчи Упи ялӗнчи Сергей Петров эстрада юрӑҫи сцена ҫине тухнӑранпа 20 ҫул ҫитнине халалласа концерт лартма палӑртнӑ. Унта Уява Надали, Д. Никифоров, Надина, С. Павлов, Н.Яковлева тата ытти эстрада юрӑҫи хутшӑнӗ.

Сергей Петров Упинчи кану центрӗн менеджерӗ пулса тӑрӑшать. Вӑл 1989 ҫулта Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ, Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче музыка енӗпе пӗлӗвне туптанӑ. Пушкӑртстанри тата Чӑваш Енри шкулсенче музыка предмечӗ вӗрентнӗ.

Вӑл — «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» фестиваль лауреачӗ, Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн 2019 ҫулхи преми лауреачӗ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Черетлӗ театр сезонне Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫеҫ вӗҫлӗ.

Кӑҫалхи ҫулла артистсем «Боспорские агоны» пӗтӗм тӗнчери авалхи ӳнерӗн ХХVIII фестивальне хутшӑнӗҫ. Унта вӗсем Чингиз Айтамтов пьесипе лартнӑ «Хуркайӑк ҫулӗ» спектакль кӑтартӗҫ. Крымри куракансем чӑваш театрӗн ӗҫне утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кайса курайӗҫ. Эпос драмине унччен театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республикӑри конкурсӗнче «Чи лайӑх спектакль» тесе йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӑл патриотла спектакльсен «Za жизнь» IV пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗнче те палӑрнӑ.

Ҫурла уйӑхӗнче артистсем Мускавра иртекен «Территория будущего» форум-фестивале хутшӑнӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 5 тата 9-мӗшӗсенче вӗсем «Нарспи» спектакль сыпӑкне «Зарядье» паркра кӑтартӗҫ.

 

Чӑвашлӑх

Паян, ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Патшалӑх элемӗсен кунӗ.

Ҫав куна Чӑваш Енӗн Элтеперӗн 2004 ҫулхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи «О Дне государственных символов Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин Патшалӑх элемӗсен кунӗ ҫинчен) 24-мӗш номерлӗ Хушӑвӗпе и тата Чӑваш Республикин 2004 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи «О Дне государственных символов Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин патшалӑх элемӗсен кунӗ ҫинчен) 1-мӗш номерлӗ саккунӗпе ҫирӗплетнӗ.

Уява Чӑваш Енӗн Патшалӑх гербне, ялавне тата гимне халалланӑ. Гимн авторсем: Герман Лебедев композитор тата Илья Тукташ поэт; ялавпа герба Элли Юрьев художник хатӗрленӗ.

Уяв ячӗпе культура тата вӗренӳ учрежденийӗсенче тӗрлӗ мероприяти иртӗ.

 

Персона
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри паллӑ художник тата общество ӗҫченӗ Юрий Пичугин пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл 70 ҫулта пулнӑ.

Юрий Пичугин — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, 1996-1999 ҫулсенче Шупашкар хулин тӗп художникӗ пулнӑ.

Вӑл — Шупашкарта 2003 тата 2008 ҫулсенче хӑвӑрт утассипе иртнӗ Европа тата Тӗнче кубокӗсен талисманӗн авторӗ.

Юрий Викторович 1955 ҫулхи раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 2002-2013 ҫулсенче Чӑваш Енри Реклама паракансемпе реклама хатӗрлекенсен ассоциацине ертсе пынӑ, 2020 ҫулччен «Чӗрӗ журналта» блог тытса пынӑ.

Юрий Пичугин художникпа Шупашкарта ыран, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Ведени соборӗнче (вӑл Константин Иванов урамӗнчи 21-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) 11 сехетре сывпуллашӗҫ.

 

Персона
vk.com/litmusey сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/litmusey сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче (вӑл Шуашкарти Ленинград урамӗнче вырнаҫнӑ) Юхма Мишши ҫыравҫӑн 90 ҫулхине халалласа «Чӑвашлӑх ҫыравҫи» курав уҫӑлнӑ.

Ҫавна музейра экскурси иртнӗ. Курава уҫма Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Алевтина Семенова тата Николай Тарасов хутшӑннӑ. Вӗсем «Шурҫамка» спектакль сыпӑкне кӑтартнӑ. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗсем Елена Хорькова тата Алина Каликова «Непослушный цыплёнок Шип» спектакльти сыпӑка кӑтартнӑ. Асӑннӑ ӗҫе театрта 20 ҫула яхӑн лартнӑ. Пукане театрӗпе Юхма Мишши 50 ҫула яхӑн туслӑ ҫыхӑну тытать. Унӑн пӗрремӗш пьесине театрта 1976 ҫулта лартнӑ. Унтанпа сцена ҫине унӑн 13 спектакльне кӑтартнӑ.

 

Культура
Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗҫен союзӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗҫен союзӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри балет артистне нумаях пулмасть тава тивӗҫлӗ ят панӑ.

Кунта сӑмах Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн балет артисчӗ Антон Алимов пирки пырать. Ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Ҫав ята вӑл хореографи ӳнерӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата пултарулӑхра нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тивӗҫнӗ.

 

Персона
Литература музейӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Литература музейӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Николай Полорусов-Шелепи (1881 – 1945) ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитнине халалланӑ каҫ иртнӗ. Унта поэтӑн мӑнукӗн хӗрӗ Татьяна Балабанова хӑйӗн хӗрӗпе Ольгӑпа тата мӑнукӗпе Светланӑпа килнӗ. Вӗсем халӗ Киров облаҫӗнче пурӑнаҫҫӗ иккен.

Астӑвӑм каҫӗ ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнчех иртнӗ-ха, эпир ку хыпара каярах юлса пӗлтӗмӗр, апла пулин те сире те хыпарласах килет.

Музейра поэт пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштаракан «Гордость чувашской литературы» (чӑв. Чӑваш литераутрин мухтавӗ) курав уҫӑлнӑ.

Хӑнасем поэтӑн музера упранакан эткерлӗхӗпе: куҫлӑх футлярӗпе, кӗнекисемпе тата докуменчӗсемпе, ытти пуянлӑхпа кӑсӑкланса паллашнӑ.

Шелепи сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсене хулари хӑй тӗллӗн вӗреннӗ пултарулӑх коллективӗҫем паллаштарнӑ. Шелепин сӑввисене Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Кириллов тата Шупашкарти 2-меш тата 47-мӗш шкул ачисем вуланӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, ... 510
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тӗлпулусемпе пуян эрне. Инҫе ҫула тухакансене, лавккасем тӑрӑх ҫӳреме палӑртнисене ӑнӑҫу кӗтет. Пултарулӑх профессийӗнчи ҫынсене те ҫӑлтӑрсем пулӑшӗҫ. Эрне тухӑҫлӑ пулсан та лӑпкӑлӑх, юрату пирки манмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть