Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.9 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: культура

Культура
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче виҫӗ поэтӑн сӑввисене пӗр кӗнекене пухса пичетленӗ.

«Три поэта. Виҫӗ поэт. А.С. Пушкин, М.Ю. Лермонтов, С.А. Есенин» ят панӑ кӑларӑма кун ҫути кӑтартассишӗн Василий Кервен ҫине тӑнӑ.

Василий Кошкин-Кервен — Раҫҫейри писательсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, М.Д. Трубина ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ.

Ҫӗнӗ кӗнекене Сергей Орлов художник ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ. Тиражӗ пысӑк мар, пӗтӗмпе те 520 экземпляр.

Кӑларӑма аслӑ классенче вӗренекен шкул ачисем валли тесе хатӗрленӗ. Унта Александр Пушкин, Михаил Лермонтов тата Сергей Есенин сӑввисемпе паллашма пулать. Сӑвӑсене вырӑсла тата чӑвашла куҫарса пичетленӗ. Кӑларӑм классика литературине юраткан ҫынсен кӑмӑлне каймаллах.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-211725618_3472
 

Культура
Литература музейӗн пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Литература музейӗн пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре «Тӑван тӑрӑхӑн чӗрӗ историйӗ» проект пурнӑҫа кӗрет. Ӑна шухӑшласа кӑлараканни тата пурнӑҫа кӗртекенни — Чӑваш наци музейӗ. Республика шайӗнчи ҫав проекта ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеттерсе янӑ.

Музейра ӗҫлекенсем шухӑшланӑ тӑрӑх, клубсенче, вулавӑшсенче, шкулти музейсенче авалхи чӑн-чӑн пуянлӑх самай упранать. Унсӑр пуҫне тата уйрӑм ҫынсен килӗсенче ун пекки мӗн чухлӗ!

Проект авторӗсем ҫав пуянлӑха музей хатӗрӗн официаллӑ статусне парасшӑн, пӗрлехи реестрта ҫырса хурасшӑн тата турист маршрутне кӗртесшӗн.

Ҫӗнӗ проект пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен проектӑн чат-ботне vk.cc/cZDjmj ҫырса яма пулать. Унтах сӑнӳкерчӗксене тата хаклӑ япалан адресне кӑтартнӑ тӗрӗс адреса та ярса памалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-56879786_3948
 

Культура

Патӑрьел округӗнчи Турхан ялӗнче йӑлана кӗнӗ Кокель пленэрӗ иртет. Вӑл кӑҫалхипе 19-мӗш хут йӗркеленет.

Паллӑ ӳнерҫӗ Алексей Кокель ячӗпе ирттерекен Пӗтӗм тӗнчери пленэр-симпозиума Раҫҫейри тӗрлӗ регионтан тата Беларуҫрен килнӗ. Пленэр ӗҫӗпе паллашнӑ сумлӑ хӑнасен йышӗнче РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков та пулнӑ.

Пленэра хутшӑнакансем Алексей Кокелӗн ҫурт-музейне кӗрсе курнӑ. Халӗ ӳнерҫӗсем Патӑрьел тӑрӑхӗнчи илемлӗ тавралӑхпа киленсе хитре вырӑнсенче картинӑсем ӳкереҫҫӗ. Вӗсем ҫав вӑхӑтрах опытпа пайланаҫҫӗ, ҫамрӑк ӳнерҫӗсем валли ӑсталӑх класӗсем ирттереҫҫӗ.

 

УТӐ
14

«Илем тӗнчи тата шкул»
 Л. Богатеева | 14.07.2026 12:32 |

Кӑсӑклӑ Культура

Ҫапла ятпа пичетленсе тухнӑ Анатолий Кибечӗн ҫӗнӗ кӗнеки. Вӑл виҫӗ пайран тӑрать.

Пӗрремӗш — «Илем пурнӑҫ сӗткенӗ». Унта автор илем ҫынна мӗншӗн кӑсӑклантарнине, тавлаштарнине, хавхалантарнине тата ачасене илеме вӗрентесси мӗн авалтан пыракан йӑла пулнине кӑтартса парать; вулакана ҫак енӗпе Пифагор, Демокрит, Сократ, Платон, Аристотель, Эпикур мӗн каланипе паллаштарать. Вӗсен кашнин хӑй шкулӗ пулнӑ иккен.

Иккӗмӗш — «Яковлевӑн эстатика шкулӗ». Кунта вара: ҫамрӑк Яковлев мӗнле эстетикӑлла аталану илни, каярах пулас учительсене ӳнерпе, халӑх культурипе, ҫутҫанталӑк пахалӑхӗпе анлӑ усӑ курса вӗрентни, ҫамрӑк талантсене мӗнле пулӑшса пыни, автор «Нарспи» ҫине «юрату куҫлӑхӗ» витӗр ҫеҫ пӑхнипе килӗшменни…

Виҫҫӗмӗш — «Ҫӗнӗ шкулти ҫӗнӗлӗхсем». Ку кӗнекен чи пысӑк пайӗ. Тӗп вырӑнта 1917-мӗш ҫул хыҫҫӑн шкул ачисене эстетикӑлла воспитани парас ӗҫ мӗнле йӗркеленсе пынине архиври документсемпе ҫирӗплетсе кӑтартни. Пурне те вӗрентес тӗллевлӗ ҫӗнӗ шкул алӑкӗ тӑван чӗлхепе культурӑшӑн яриех уҫӑлать, тӗлӗнмелле хавхалануллӑ тапхӑр пуҫланать.

Малалла...

 

Культура

Мускаври ушкӑн Чӑваш Енре салтак ӑсатни ҫинчен документлӑ фильм ӳкерет. Вӗсем Етӗрне округне ҫитнӗ.

Ӳкерӳ Тури Ачак ялӗнчи этнографи комплексӗнче иртет. Режиссер – Василий Климов, операторсем – Вячеслав Калмыков тата Иван Беляев. Вӗсене Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗ тата Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн специалисчӗсем пулӑшаҫҫӗ.

Фильм Раҫҫей халӑхӗсен этнокультура еткерлӗхне упраса хӑварас енӗпе ӗҫлекен Пӗтӗм Раҫҫей проекчӗн пайӗ пулса тӑрӗ. Проекта В.Д. Поленов ячӗллӗ Патшалӑх Раҫҫей халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ йӗркеленӗ.

Сӑмах май, кун пек фильмсене ытти регионта та ӳкереҫҫӗ. Кинокартинӑра салтака ӑсатас йӑла-йӗркене ҫеҫ мар, халӑх вӑййисене те, арҫын ачасене воспитани памалли меслетсене те кӗртӗҫ.

 

Культура
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 108-мӗш сезон «Нарспи» спектакльпе хупӑннӑ. Апла пулин те унта ҫу каҫипех кӑсӑклӑ мероприятисем иртӗҫ. Театрта черетлӗ сезон хупӑннӑ кун, ав, сӑмахран, «Юратнӑ Чӑваш Енӗм» живопиҫпе скульптура куравӗ уҫӑлнӑ. Унта культура ӗҫченӗсем, художниксем тата куракансем пухӑннӑ.

Курава уҫма республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский хутшӑннӑ. Вӑл театр ертӳҫисене ырласа мухтанӑ, курав театр ӳнерӗпе килӗшсе тӑнине палӑртса хӑварнӑ.

Чӑваш Енри Художниксен союзӗн председателӗ Наталия Соловьева кун пек пулӑм театршӑн та, художниксемшӗн те пӗлтерӗшлӗ тесе каланӑ.

Театрта уҫӑлнӑ куравра пурӗ 25 ытла художник ӗҫӗпе паллашма пулать.

 

Чӑвашлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче республикӑн Наци вулавӑшӗнче «Арча» проект ӗҫлесе кайнине пӗлтернӗ.

Ӑна уҫма видеоҫыхӑну мелӗпе Хӗрлӗ Чутай районӗнчи тӗп вулавӑшран Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Татьяна Казакова, Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Иван Михопаров, Алексий Бортсурманский ыркӑмӑллӑх фончӗн президенчӗ Александрина Вигилянская хутшӑннӑ. Вӗсем вулавӑшсене ҫӗнӗ проекта ӑнӑҫлӑн пурнӑҫа кӗртме суннӑ. Вӑл проекта йӑлана кӗнӗ ӑс-хакӑл пуянлӑхне упраса хӑварма тата ҫирӗплетме шухӑшласа кӑларнӑ.

Онлайн мелпе мероприятие ҫавӑн пекех Красноармейски тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи тӗп вулавӑшсем, Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти вулавӑшсем хутшӑннӑ. Вӗсем хӑйсем туса ирттерме палӑртнӑ ӗҫсемпе паллаштарнӑ.

 

Культура
 cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре автоклубсем ялсем тӑрӑх концертпа ҫӳреҫҫӗ. Иртнӗ эрнере ҫеҫ 8 автоклуб 21 ялта пулнӑ. Республикӑн Культура министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, концертсене 3 пине яхӑн ҫын курнӑ имӗш.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче автоклуб тӳрех сакӑр яла ҫитнӗ. Ҫатракассинчи клубри «Салам» ушкӑн куракансене уйрӑмах килӗшнӗ-мӗн.

Канаш тӑрӑхӗнче «Пинер» фольклор коллективӗ (ертӳҫи – Чӑваш Республикӑн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Никоноров) куракансене «Тӑван ялӑм, савнӑ ялӑм» программӑпа савӑнтарнӑ. Коллектив халӑх юррисене те, автор юррисене те шӑрантарнӑ. Вырӑсла та, чӑвашла та.

Хӗрлӗ Чутай районӗнче автоклуб виҫӗ ялта пулнӑ.

Муркаш районӗнче Ильинка тӑрӑхӗнчи икӗ ялта концерт кӑтартнӑ. Ял ҫыннисем автоклубсене ӑшшӑн йышӑнаҫҫӗ.

 

Культура
«Чӑваш Ен» ПТРК тунӑ видео скринӗ
«Чӑваш Ен» ПТРК тунӑ видео скринӗ

Шупашкар хулинчи Лакрей вӑрманӗнче «Пеледыш пайрем» наци уявӗ иртнӗ. Унта мари ҫыннисем пухӑннӑ. Ку уява ҫурхи ӗҫсем вӗҫленсен паллӑ тӑваҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗнче.

Пирӗн республикӑра ҫак халӑх ҫыннисем сахал мар. Нумайӑшӗ кӳршӗ Мари Эл республикинчен пирӗн пата вӗренме е ӗҫлеме килет, теприсем ҫемье ҫавӑрса кунтах тӗпленеҫҫӗ. Надежда Шуйцевӑпа та ҫапла пулса тухнӑ ав. Вӑл 27 ҫул каялла качча тухнӑ та кунта тӗпленнӗ, ҫапах тӑван тӑрӑхӗ, Мари Эл, пирки манмасть.

Палӑртса хӑварар: официаллӑ даннӑйсем тӑрӑх, пирӗн республикӑра 3 пине яхӑн мари ҫынни пурӑнать.

 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Улатӑр хулинче пурӑнакан пӗртӑвансем «Эпир хуласене хӗвелпе тултаратпӑр!» гитара юррин фестивалӗнче тӗп парнене тивӗҫнӗ.

Сӑмах – Вячеслав тата Юрий Ситниковсем пирки. Вӗсем «Чӑвашэнерго» организацире ӗҫлеҫҫӗ. Конкурсра вара энергетиксем тупӑшнӑ. Пӗтӗмпе унта Раҫҫейри ҫичӗ регионти специалистсем хутшӑннӑ.

Ситниковсем сцена ҫине «Все будет хорошо!» (чӑв. «Йӑлтах лайӑх пулать!») юрӑпа тухнӑ. Ӑна вӗсем хӑйсем ҫырнӑ. Жюри пайташӗсене пирӗн ентешсен юрри килӗшнӗ. Ҫапла вӗсем пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.

Тӗп парне гитара пулнӑ. Ӑна ҫӗнтерӳҫӗсене «Россети Волга» тӗп директорӗ Александр Гаврилов панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_30041
 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 510
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тӗлпулусемпе пуян эрне. Инҫе ҫула тухакансене, лавккасем тӑрӑх ҫӳреме палӑртнисене ӑнӑҫу кӗтет. Пултарулӑх профессийӗнчи ҫынсене те ҫӑлтӑрсем пулӑшӗҫ. Эрне тухӑҫлӑ пулсан та лӑпкӑлӑх, юрату пирки манмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть