
Нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 18 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Николай Агаковӑн «Хӗвел ӑшшиллӗ туйӑм» кӗнекине сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ. Ӑна «Варкӑш» литература клубӗн хастарӗсем ирттереҫҫӗ.
Кӗнекене повесть, калавсем, тӗрленчӗк, асаилӳ тата очерк кӗнӗ. Унти тӗп шухӑш — юратнӑ ӗҫ, ҫемьери телей, юрату тата ытти те.

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Кӗмӗл ӗмӗрӗ» галереийнче «Бичурин и мы: диалог времён» (чӑв. Бичурин тата эпир: ӗмӗрсен диалогӗ) курав уҫӑлнӑ.
Унта Чӑваш Енри, Питӗрти, Китайри художниксен ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ. Вӗсем — Бичурин ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш пленэра хутшӑннӑ ӑстасем.
Иакинф архимандрит Раҫҫейре китаеведение пуҫарса яраканни. Вӑл Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.

Ӗнер, нарас уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Ф. П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче «Тӑван ҫӗршыв кӗввисем» концрет иртнӗ. Ӑна Чӑваш музыкин республикӑри XV фестивальне ирттерне май йӗркеленӗ.
Концерта тӑван халӑхӑмӑрӑн нумай енлӗ культура эткерлӗхне хисепленине палӑртса хатӗрленӗ.

Иртнӗ эрнере Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Андрей Галкин композитор 65 ҫул тултарнӑ ятпа пултарулах каҫӗ иртнӗ.
Андрей Галкин — Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Унта професси театрӗнсен тата вӗрену учрежденийӗсен ертӳҫисем, культура ӗҫченӗсем тата ытти сумлӑ хӑна пуҫтарӑннӑ.

Пушӑн 13-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче РФ халӑх артисткин Любовь Федоровӑн юбилей каҫӗ иртӗ.
Любовь Владимировна театрта 1972 ҫултанпа ӗҫлет. Вӑл унта Ленинградри А.Н.Островский ячӗллӗ театр тата кинематографи патшалӑх институтне пӗтернӗ хыҫҫӑн килнӗ.
Юбилей каҫӗнче Любовь Федорова «Шӑпчӑк юрлать Питравччен» спектакль премьеринче Матиҫ рольне вылӗ. Ку истори – пурнӑҫ тӗрӗслевӗпе – пуянлӑхпа – тӗл пулнӑ ахаль ҫынсем пирки.

Нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 15 сехетре Чӑваш наци вулавӑшӗнче поэзие юратакансен «Хавхалану» клубне йыхравлаҫҫӗ.
Унта нарӑс уйӑхӗнче ҫуралнӑ чӑваш ҫыравҫисене аса илӗҫ, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен тата Ҫар мухтавӗн кунӗсене тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене халалласа ҫырнӑ сӑвӑсене вулӗҫ.
Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ сӑвӑсем те вулама палӑртнӑ.

Чӑваш Енри икӗ ҫынна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Вӗсенчен пӗри – Галина Арталионова, вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн гример цехӗн пуҫлӑхӗ. Кун пек хисеплӗ ята ҫавӑн пекех Ирина Витюговӑна панӑ, вӑл Шупашкарти В.А. тата Д.С. Ходяшевсен ячӗллӗ 4-мӗш музыка шкулӗн директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ.

Ҫӑварни эрнине Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче куракансене икерчӗпе кӗтсе илӗҫ.
Театр халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшчен сире каҫхи спектакльсем умӗн икерчӗпе, тӗрлӗ кучченеҫпе сӑйлӗҫ. Антракт вӑхӑтӗнче вара Сенкер фойере тӗрлӗ вӑйӑ ирттерӗҫ.

Фёдор Достоевскин «Идиот» романне вуламан ҫын ҫуках ӗнтӗ. Ӑна темиҫе хутчен те вулас килет, вӑл нихӑҫан та йӑлӑхтармасть.
Нарӑс уйӑхӗн 27 тата 28-мӗшӗсенче Вырӑс драма театрӗнче «Идиот» спектакль кӑтартӗҫ. Ӑна Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, театрӑн тӗп режиссёрӗ Ашот Восканян лартнӑ. Художникӗ – чӑваш халӑх художникӗ, театрӑн тӗп художникӗ Владимир Шведов. Мышкин кнеҫ ролӗнче – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Александр Смышляев.

«Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорне-тӗп редакторне Виктория Вышинскаяна ӗҫрен кӑларнӑ.
Ку хушӑва право информацийӗн сайтӗнче пичетленӗ.
Палӑртмалла: Виктория Вышинская ку должноҫе 2024 утӑ уйӑхӗнченпе йышӑннӑ.
