Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: политика

Политика
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумне Максим Гришина ӗҫрен кӑларнӑ.

Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ документа республикӑн Министрсен Кабинечӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков алӑ пуснӑ.

Максим Гришин ку должноҫре пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Унччен вӑл Мари Элти Информаци технологийӗсемпе вӗренӳ пахалӑхне хаклакан центра ертсе пынӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне Ҫырупа халех тухмӗ. Кун пирки вӑл ӗнер иртнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ.

«Эпир кӑҫал Ҫырӑва куҫарма, унпа, ытти чылай регион пекех, ҫитес ҫул валли бюджет йышӑннӑ чухне паллаштарма шухӑшларӑмӑр», — тенӗ Олег Алексеевич. Вӑл ку ыйтӑва депутатсемпе сӳтсе явнине палӑртнӑ.

Сӑмах май, республика бюджетне ытларах чухне чӳк-раштав уйӑхӗсенче сӳтсе явса йышӑнаҫҫӗ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пресс-конференци ирттерессине пӗлтернӗччӗ. Вӑл 11 сехетре пуҫланнӑ те 2 сехет ытла тӑсӑлнӑ.

Пресс-конференцие 50 ытла журналист, блогер тата медиацентрсен представителӗсем хутшӑннӑ. Олег Алексеевич 30 ытла ыйтӑва хуравланӑ. Вӗсем экономика аталанӑвӗпе, услампа, ял хуҫалӑхӗпе, сывлӑх сыхлавӗпе, туризмпа, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшассипе тата ыттипе ҫыхӑннӑ.

 

Политика

Ыран, нарӑсӑн 5-мӗшӗнче, 11 сехетре ЧР Элтеперӗ пысӑк пресс-конференци ирттерӗ. Тӗп ыйтусене сӳтсе явӗҫ: республика аталанӑвӗ, пуласлӑх планӗсем...

Аса илтеретпӗр: пресс-конференцие регион тата федераци журналисчӗсене кӑна мар, шкул тата студент медиацентрӗсен хастарӗсене те чӗннӗ. Трансляцие Элтеперӗн «Контактри» страницинче, Наци телекуравӗпе курма, Наци радиовӗпе итлеме пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-54381767_266831
 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР промышленноҫ министрӗн малашне ҫӗнӗ пӗрремӗш ҫум пулӗ. Ку пукана Александр Смирнов йышӑннӑ. Вӑл ку сферӑра 20 ҫула яхӑн ӗҫлет.

Александр Сергеевич инженерта ӗҫленӗ, техника пайӗн ертӳҫи пулнӑ. 2025 ҫулта вара «Ертӳҫӗсен команди» конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл «ФортДиалог» проектсен ертӳҫи пулнӑ.

Аса илтерер: унчченхи пӗрремӗш ҫума Евгений Теллина кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче должноҫрен кӑларнӑ.

 

Политика
Чӑваш наци телекуравӗн архивӗнчи сӑн
Чӑваш наци телекуравӗн архивӗнчи сӑн

ЧР Элтеперӗн Олег Николаевӑн пресс-секретарӗ пулнӑ Борис Краснов Киров облаҫӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл унта та ҫав должноҫех йышӑннӑ.

Аса илтеретпӗр: Олег Николаев ӑна 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнчен ӗҫрен кӑларнӑ. Шӑп ҫав кун Элтепер Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухнӑ.

Борис Краснов пресс-секретарьте 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Унтан кайсан вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра студентсене вӗрентнӗ, «Воин» ҫарпа спорт хатӗрленӗвӗн тата патриотлӑх воспитанийӗн центрне ертсе пынӑ. Халӗ вара Киров облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн — пресс-секретарӗ.

 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре ҫӗнӗ вице-премьер пулӗ. Вӑл – Олег Николин. Хушӑва ЧР Элтеперӗ паян алӑ пуснӑ.

Олег Николин – Сӗнтӗрвӑрри хулинчен, вӑл унта 1973 ҫулта ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУран экономиста вӗренсе тухнӑ. Карьерине РФ ШӖМӗн шалти ӗҫсен органӗсенче пуҫланӑ. Карьерин пысӑк пайӗ, 25 ҫул, Перекет банкӗпе ҫыхӑннӑ. 2021 ҫулта Олег Валентинович Чӑваш Республикин Элтеперӗн Тав хутне тивӗҫнӗ. Вӑл авланнӑ, мӑшӑрӗпе икӗ хӗр ӳстереҫҫӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ вице-премьер экономикӑпа тата финанссемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем тӗлӗшпе ӗҫлӗ.

 

Политика

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев журналистсемпе пысӑк пресс-конференци ирттерӗ. Вӑл нарӑсӑн 5-мӗшӗнче иртӗ, 11 сехетре пуҫланӗ.

Тӗлпулӑва регион тата федераци журналисчӗсене кӑна мар, шкул ачисемпе студентсен медиацентрӗсенчи ҫамрӑксене те чӗнӗҫ.

Пресс-конференцие тӳрӗ эфирта наци телекуравӗпе тата ЮТВ телеканалпа курма, наци радиовӗпе итлеме пулать. Олег Николаевӑн «Контактри» страницинче те сӑнама май пур. Кунсӑр пуҫне «Чӑвашинформ» тата «Хыпар» хӑйсен телеграм-каналӗсенче трансляцие икӗ чӗлхепе ҫырса пырӗҫ.

 

Политика
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри тӳре-шарана вӗрентме республика Правительствин резерв фондӗнчен 11,5 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Кун пек йышӑнӑва Сергей Артамонов премьер-министр кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Укҫана Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтне уйӑрса парӗҫ. Вӑл тупрана «Социаллӑ архитектура тата политика управленийӗ» программа валли тӑкаклӗҫ.

Патшалӑх службинче ӗҫлекенсене вӗрентсе кӑларма тата вӗсен квалификацине ӳстерме ҫав шутран 7 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ, муниципалитетсенче тӑрӑшакансене вӗрентме — 4,5 миллиона яхӑн тенкӗ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумне Ленар Балтаева ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва Сергей Артамонов премьер-министр алӑ пуснӑ.

Ку дожноҫре вӑл пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Унччен Мари Элте патшалӑх службин тытӑмӗнче вӑй хунӑ.

Халӗ ял хуҫалӑх министрӗн Андрей Макушевӑн икӗ ҫум юлнӑ: Инна Волкова тата Ольга Кудрявцева.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 208
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кӑштах хӑвартлӑха чакарса пӗччен пулас, тӗллевсем пирки шутлас килӗ. Шлати сасса итлесе тӗрӗс йышӑну тӑвӑр — кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр. Пулӑмсене ан васкатӑр — кашнин хайӗн вӑхӑчӗ.

Пуш, 28

1915
111
Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1983
43
Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем