«Химпромӑн» тӗп директорӗ Дмитрий Колчин тата «Грани» Издательство ҫурчӗн тӗп редакторӗ Наталия Колыванова РФ Президенчӗн суйлавне хутшӑнакан Владимир Путинӑн шаннӑ ҫыннисем пулса тӑнӑ.
Кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Тӗп суйлав комиссийӗ Владимир Путинӑн шаннӑ ҫыннисен списокӗн иккӗмӗш пайне регистрациленӗ. Унта 198 ҫын кӗнӗ. Ҫав йышра - Надежда Бабкина, Олег Газманов, Сергей Гармаш, Дмитрий Губерниев, Диана Гурцкая, Аскольд и Эдгар Запашныйсем, Федор Конюхов, Александр Масляков, Игорь Матвиенко, Алексей Миллер, Станислав Михайлов, Иван Охлобыстин, Михаил Пореченков, Виктор Сухоруков, Игорь Угольников, Юлия Чичерина. Дмитрий Колчин списокра - 73-мӗш, Наталия Колыванова - 74-мӗш.
Тӗп суйлав комиссийӗ пӗтӗмпе Путинӑн 544 шаннӑ ҫыннине регистрациленӗ. Виҫҫӗшӗ - Чӑваш Енрен. Колчинпа Колывановӑсӑр пуҫне унта Трактор савучӗсен тӗп директорӗ Андрей Водопьянов кӗнӗ.
Чӑваш Енӗн Правительствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Хальхинче — Спот министерствинче.
Республикӑн физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ пулма Александр Степанова ҫирӗплетнӗ.
Александр Васильевич унччен Чӑваш Енӗн Граждан оборонин тата инкеклӗ лару-тӑру ӗҫӗсен патшалӑх комитетӗнче председателӗн заместителӗнче тӑрӑшнӑ.
Нарӑс уйӑхӗнче Чӑваш Ене РФ Президенчӗ Владимир Путин килме палӑртнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» сайт хыпарлать.
Малтанлаха палӑртнӑ тӑрӑх, Владимир Владимирович Чӑваш Ен кӑна мар, Тутарстана та Мари Эле те ҫитӗ. Вӑл пирӗн тӑрӑха нарӑс уйӑхӗн юлашки декадинче килме палӑртнӑ
Аса илтерер: Владимир Путин юлашки хутчен пирӗн республикӑра 2014 ҫулхи кӗркунне пулнӑ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ЧР Элтеперӗ Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырупа паллаштарать. Пӗлтӗр Олег Николаев Ҫырӑва кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вуланӑ. Кӑҫал вара унпа нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче паллаштарӗ.
Халӗ ҫынсенчен сӗнӳсем пуҫтарма тытӑннӑ. Ҫырура Элтепер ҫитес малашлӑх валли тӗллевсем лартать.
Хальлӗхе Элтепер Ҫырӑва ӑҫта вуласси паллӑ мар. Унччен ку мероприяти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче, Оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче ҫӗнӗ ҫын ҫемҫе пукана йышӑннӑ. Министр ҫумӗ пулма Светлана Скочиловӑна ҫирӗплетнӗ.
Аса илтерер: унччен ҫав тилхепене тытса пынӑ Надежда Никандрова пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Вӑрнар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Ун хыҫҫӑн пукан пушанса юлнӑ.
«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, 1977 ҫуралнӑ Светлана Скочилова Шупашкар хула администрацийӗнче ӗҫленӗ. Алла Салаева вӗренӳ министрӗ пулнӑ чухне вӑл асӑннӑ ведомствӑра тӑрӑшнӑ.
Пермьри «Сатурн-Р-Авто» республикӑри тӳре-шарана 12 «Москвич 6» машинӑпа тивӗҫтерӗ. Фирма виҫӗ аукциона пӗччен кӑна хутшӑннӑ.
Кашни автомобиль 2,9 миллион тенке ларнӑ. 12 машинӑшӑн 34 миллион та 876 пин тенкӗ тӳленӗ.
Палӑртмалла: «Москвич 6» машинӑна 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе «Москвич» савутра кӑлараҫҫӗ. Сутлӑхра - 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнченпе.
РФ Пашалӑх Думин спикерӗ Вячеслав Володин Патшалӑх Думин гаражӗ хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ автомобильсемпе пуянланни ҫинчен пӗлтернӗ. Депутатсем вӗсемпе Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫӳреме тытӑнӗҫ.
«Патшалӑх Думин гаражне «Lada Vesta» машинӑсем килсе ҫитрӗҫ. Депутатсем вӗсемпе Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑ ҫӳреме тытӑнӗҫ. Автопарк кивелсе пынӑҫемӗн ӑна хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнисемпе ылмаштарса пырӑпӑр. Кунсӑр пуҫне суйлав округӗсенче кашни депутата хамӑр ҫӗршыври машинӑсене ҫирӗплетсе парӑпӑр», — тенӗ Володин.
Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, депутатсене «Москвич», «Лада», «Аурус» маркӑллӑ машинӑсемпе тивӗҫтерӗҫ.
Ӗнер Вӑрнар муниципалитет округӗн депутачӗсем муниципалитет пуҫлӑхне суйланӑ. Конкурса тӑватӑ кандидат хутшӑннӑ: Надежда Никандрова, Игорь Ехлаков, Алина Богатова тата Юрий Герасимов.
Конкурс комиссийӗ финала иккӗшне суйланӑ: Надежда Никандровӑна тата Алина Богатовӑна. Кайран сасӑлава пӗтӗмлетнӗ. Надежда Никандрова чи нумай сасӑ пухнӑ.
Надежда Валериановна Вӑрнар тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ. 2016-2018 ҫулсенче ЧР ӗҫлев министрӗн ҫумӗ пулнӑ. 2022 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнчен пуҫласа паянхи кунччен – ЧР вӗренӳ министрӗн заместителӗ. Вӑл Вӑрнар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене раштавӑн 29-мӗшӗнче пурнӑҫлама тытӑнӗ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхне те палӑртнӑ. Хула пухӑвӗн депутачӗсем ку должноҫе Максим Семенова суйланӑ. Вӑлах унччен вӑхӑтлӑха хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Унта вӑл паянхи кунччен ӗҫленӗ.
Максим Львович унччен,Пулатов хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ларнӑ чухне, унӑн ҫумӗ пулнӑ.
Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем Шупашкар хулин пуҫлӑхне суйланӑ. Икӗ кандидат пулнӑ: унччен хула администрацийӗн ертӳҫи пулнӑ Денис Спирин тата хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн ертӳҫи Алексей Лукшин. Депутатсем Спириншӑн 32 сасӑ панӑ, хирӗҫ виҫҫӗн сасӑланӑ. Хирӗҫҫисем - ЛДПР партирен.
Ҫапла Денис Спирин пиллӗк ҫуллӑха Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ пулӗ.
Сасӑлава пӗтӗмлетсен вӑл присяга тытса должноҫе йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |