Улатӑрта депутатсен пухӑвӗ иртнӗ. Унта хула пуҫлӑхӗн Павел Арининӑн шӑпине татса панӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл должноҫӗнчен кайнӑ.
Павел Аринина ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар ҫывӑхӗнче видеокамера ӳкерсе илнӗ, вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫҫиххипе ҫыхӑнман. Унпа юнашар хӗрарӑм ларнӑ. Салонра темӗнле ӗҫ, интимлӑ евӗрскер, пулса иртнине те ӳкернӗ камера.
Тӗрӗслев хула пуҫлӑхӗ этика нормине тата служащисен йӗркине пӑснине палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Сергей Лекарева шаннӑ. Кун пек хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Сергей Николаевич унччен Чӑваш Енӗн Промышлненоҫпа энергетика министерствинче ӗҫленӗ. 2020 ҫулхи пуш уйӑхенчен пуҫласа 01 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен вӑл министрӑн ҫумӗ пулнӑ. Юлашки вӑхӑтра вӑл Промышленноҫа аталантарассипе ӗслекен фондра тӑрӑшнӑ, унта «Тухӑҫлӑ регион» программӑна пурнӑҫа кӗртессипе тимленӗ.
Паян, Патшалӑх Канашӗн 30 ҫулхи юбилейӗнче, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев икӗ ҫынна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Ҫак сумлӑ ята И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ректорӗ Андрей Александров тата Шупашкар районӗн тӗп пульницин тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов тивӗҫнӗ.
Иккӗшӗ те – Патшалӑх Канашӗн депутачӗ. Андрей Александров депутата 2016 ҫулта суйланнӑ, икӗ созывра пулнӑ. Владимир Викторов та ҫав ҫулах депутат пулнӑ, анчах ҫулталӑкран сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулнӑ. 2021 ҫулта депутата каллех суйланнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп архитекторӗ – ЧР строительство министрӗ ҫумӗ Алена Протасевич ӗҫрен кайнӑ. Вӑл ӗҫрен кайни пирки хушӑва паян, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ку должноҫре вӑл виҫӗ ҫул ӗҫленӗ.
Алена Протасевич Строительство министерствине 2021 ҫулхи ҫӗрте уйӑхӗнче килнӗ. Уннчен вӑл Шупашкарти «Классика» тулли мар яваплӑ обществӑра архитекторта ӗҫленӗ.
Халӗ строительство министрӗ виҫӗ ҫум юлнӑ: Владимир Максимов, Екатерина Филиппова тата Алена Александрина.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, ЧР ял хуҫалӑх министрӗнче ӗҫленӗ Сергей Павлова «Ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята панӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Россельхозцентрӑн филиалне ертсе пырать.
Сергей Павлов 2010-2015 ҫулсенче вице премьер – ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ, 2015-2106 ҫулсенче ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министрӗнче ӗҫленӗ. 2016 ҫулта ӑна ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланӑ. Россельхозцентрӑн регионти филиалӗн ертӳҫинче вӑл 2021 ҫултанпа ӗҫлет.
Шупашкар хулин пуҫлӑхне кӗҫех, ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, суйлӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче комисси суйланӑ 4 кандидат хула аталанӑвӗн планӗпе паллаштарнӑ. Кун хыҫҫӑн пуҫлӑх пуканӗшӗн 2 ҫын кӗрешӗ: халӗ пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Доброхотов тата ЕДДС ертӳҫи Александр Малов.
Сӑмах май, конкурса 5 кандидатран заявка килнӗ. Ҫӗртмен 7-мӗшӗнче комисси вӗсен докуменчӗсене тишкернӗ те чӗрчунсене хӳтӗлекен Яна Николаевӑна конкурса хутшӑнма ирӗк паман.
Ҫӗрпӳ администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Петров ӗнер отставкӑна каясси пирки пӗлтернӗ. Ӗнер унӑн ку должноҫре юлашки ӗҫ кунӗ пулнӑ.
Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл паянтан урӑх ӗҫре тӑрӑшма пуҫлать. Ӑҫтине хальлӗхе пӗлтермен. Вӑл хула депутачӗсене пӗрле ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.
Владимир Иванович Ҫӗрпӳ администрацийӗн пуҫлӑхӗнче 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ.
Ҫӗртмен 7-мӗшӗнче Шупашкар пуҫлӑхне суйлассипе конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Кам йышӑнӗ-ха ку пукана? Ҫакна ыран палӑртӗҫ.
Малтан кандидатсене 12 ҫынран тӑракан комисси пӑхса тухӗ. Унтан темиҫешне Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсене пӑхса тухма парӗҫ.
Конкурса 5 заявка килнӗ. Вӗсен йышӗнче – халӗ Шупашкар пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Доброхотов, ЕДДС пуҫлӑхӗ Александр Малов, Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗн директорӗ Александр Матвеев, Яна Николаева тата Владимир Кириллов.
Комисси тӑватӑ кандидатурӑна конкурса хутшӑнма суйланӑ.
Чӑваш Енпе Гагауз Республики килӗштерсе ӗҫлесшӗн. Кун пирки пирӗн тӑрӑхпа асӑннӑ регион Питӗрти экономика форумӗнче килӗшӗве алӑ пуснӑ.
Туслӑ ҫыхӑну суту-илӳпе, туризмпа ҫыхӑнӗ.
Пире гагаузсемпе пӗрлештерекенни чӑвашсем те, гагаузсемте тӗрӗк этнос ушкӑнне кӗрет.
Олег Николаевпа Евгения Гуцул чӑваш ҫӗрӗнче гагауз культурин кунӗсене ирттерессине, Молдова йышӗнчи ҫав республикӑра тӗл пулассине сӳтсе явнӑ.
Ырантан, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен,«Валдайсем» ҫӳреме пуҫлӗҫ.
Шыв ҫийӗн хӑвӑрт ҫӳрекен ҫав карапсем кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, Шупашкартан Хусана тата Свияжска хутлӗҫ. Вӗсем кашни кунах ирхи 8 сехетре ҫула тухӗҫ. Каялла килме Хусантан 16 сехетре хускалӗҫ, Свияжскран – 16 сехет те 30 минутра.
Билетсене Шупашкарти юханшыв порчӗн сайтӗнче туянма пулать. Аслисен билет хакӗ — 680 тенкӗ, 5-10 ҫулсенчи ачасен — 340 тенкӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |