Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: политика

Политика
chuvash.er.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvash.er.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Сергей Артамонова шаннӑ. Ун пек хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Ҫак кунсенче Сергей Геннадьевич Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ пулнӑччӗ. Унччен вӑл ял хуҫалӑх министрӗ пулса ӗҫленӗччӗ.

 

Политика
Сергей Артамонов архивӗнчи сӑн
Сергей Артамонов архивӗнчи сӑн

Сергей Артамонов текех ял хуҫалӑх министрӗ мар. Халь Миристрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене те пурнӑҫламасть. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Унччен Сергей Геннадьевич икӗ должноҫре те ӗҫленӗ.

Сергей Артамонов ял хуҫалӑх министрӗнче 2015 ҫултанпа ӗҫленӗ.2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнченпе вице-премьер пулнӑ.

 

Политика
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пирӗн республикӑри патшалӑх служащийӗсем валли ҫӗнӗ вӗренӳ порталӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта тӳре-шара хӑйӗн професси шайне ӳстерме пултарӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнчи тунтикунхи канашлура палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, ӗҫ вырӑнӗсене хамӑр ҫӗршыври программӑсем ҫине куҫараҫҫӗ. Ку вӑл патшалӑх тата муниципалитет шайӗнче ӗҫлекен 4700 ытла ҫынна пырса тивӗ.

Кӑрлач уйӑхӗ тӗлне республикӑри 1271 ӗҫ вырӑнӗнчен 641-шне «Windows» операци тытӑмӗнчен хамӑр ҫӗршыври программистсем шухӑшласа кӑларнӑ «Astra Linux» программа ҫине куҫарнӑ.

Ҫӗнӗ вӗренӳ порталӗ «Astra Linux» тата «P7-Офис» программӑсемпе ӗҫлеме вӗрентет.

 

Политика
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

ЧР Элтеперӗн пресс-секретарьне Борис Краснова должноҫрен кӑларни пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Вӑл халӗ мӗн ӗҫлесе пурӑнать? Кун пирки халӑх тӗтелӗнче пӗлтернӗ вӑл.

Борис Краснов И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче студентсене антикризис пиарӗ енӗпе вӗрентет. Вӑл хӑй те унта ют чӗлхесен факультетӗнче ӑс пухнӑ. Халӗ филологи, истори, управлени тата право факультетӗнче студентсене вӗрентет.

Сӑмах май, Борис Краснов Элтепер пресс-секретарӗнче 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе кӑҫалхи кӑрлаччен ӗҫленӗ.

 

Политика
toysi-sosh.chuvash.org сӑнӳкерчӗкӗ
toysi-sosh.chuvash.org сӑнӳкерчӗкӗ

Дмитрий Моисеева Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн ветеринари службин ертӳҫин ҫумӗнчен хӑтарнӑ.

Дмитрий Иванович аслӑ пӗлӗве Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче (халӗ аграри университечӗ ушутланать) илнӗ. Унта вӑл бухгалтер учечӗ, анализ тата аудит енӗпе специалиста вӗренсе тухнӑ.

 

Политика
pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ.

Кун пек йышӑнӑва Чӑваш Енӗн Конституцийӗн 72-мӗш статйипе килӗшӳллӗн алӑ пуснӑ. Сергей Геннадьевич унччен Председателӗн ҫумӗ пулнӑ.

Хушӑва Олег Николаев Элтепер нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

 

Политика
opchr21.ru сайтри сӑн
opchr21.ru сайтри сӑн

ЧР Элтеперӗн ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен управленине халӗ урӑх ҫын ертсе пырать. Вӑл – Кирилл Лукин.

Унччен ку вырӑнта Иван Филиппов пулнӑ. Вӑл ятарлӑ ҫар операцине тухса кайнӑ, «Каскад» ГРОМ» пилотсӑр авиаци бригадинче ҫар тивӗҫне пурнӑҫлать. Кирилл унӑн ҫумӗ пулнӑ. Вӑл ку дожноҫе пӗлтӗр ҫу уйӑхӗнче ӗҫлеме килнӗ.

Кирилл Лукин «Сывӑ наци» общество организацийӗн председателӗ те пулнӑ.

 

Политика
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

«Справедливая Россия – Патриоты – За правду» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей — Патриотсем — Чӑнлӑхшӑн) партин регионти уйрӑмӗн председателӗ Анатолий Аксаков Игорь Моляковпа Владислав Солдатова партирен кӑларттарасшӑн иккен. Аксаков шухӑшланӑ тӑрӑх, Моляковпа Солдатов парти тата Николаев ятне яраҫҫӗ. Суйлав ҫулӗнче ун пек туни пушшех те вырӑнлӑ мар тесе шухӑшлать иккен.

Хӑйӗнпе пӗр партире тӑракан ике депутата мандастӑр хӑварма ыйтса РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков партин тӗп канашне ҫыру шӑрҫаланӑ-мӗн.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР строительство министрӗ пулнӑ Михаил Коледа ЧР Элтеперне Олег Николаева суда панӑ. Тавӑҫа Шупашкарти Ленин районӗн судне нарӑсӑн 5-мӗшӗнче тӑратнӑ.

Михаил Коледа ӗҫрен кӑларса янипе мар, «шанчӑкран тухнӑ» тенипе суда панӑ. Аса илтерер: кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче Олег Николаев Михаил Коледана шанӑҫран тухнӑ тесе ӗҫрен кӑларнӑ.

Суд ларӑвӗ ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулӗ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумне Ольга Егоровӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Министр ҫумне ӗҫен мӗншӗн кӑларнине уҫӑмлатман.

Палӑртса хӑварар: Ольга Егоровӑна министр ҫумне 2023 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ҫирӗплетнӗ.____

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, ... 206
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 738 - 740 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пурнӑҫри ыйтусене ытти чухнехинчен урӑхларах татса парсан ӑнӑҫу кӗтӗ. Ӗҫри кӑткӑс лару-тӑруран хӑтӑлма пултаратӑр. Сирӗн чӑтӑмлӑ пулмалла, унсӑрӑн хирӗҫӳ тухӗ. Тахҫан ҫухалнӑ хутшӑну ҫӗнелме пултарӗ.

Раштав, 26

1917
108
Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1921
104
Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ