Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.2 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: политика

Политика
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ пулма суйланнӑ Олег Николаевӑн инаугурацийӗ иртнӗ. «Правда ПФО» халӑх тетелӗнчи хаҫат журналисчӗ Андрей Иванов асӑннӑ пулӑма унчченхипе, пилӗк ҫул каяллахипе, танлаштарнӑ.

«Пысӑкки аякран курӑнать, ҫавӑнпа паянхи инаугурацие пилӗк ҫул каяллахипе тата кӳршӗлллӗ Тутарстанра эрне каялла иртнӗ ҫавӑн пек пулӑмпа, Рустам Минниханов должноҫе черетлӗ хутчен пуҫӑннипе, танлаштарса пӑхма пулать», — тесе пуҫланӑ статьяри хӑйӗн шухӑшне журналист.

Андрей Иванов асӑрханӑ тӑрӑх, паян пысӑк пӗлтерӗшлӗ федераци хӑнисем пулманпа пӗрех. Хусанта, ав, Хуснуллин вице-премьер та, строительство министрӗ Файзуллин, Мари Эл, Мордва Республикин, Киров облаҫӗн ертӳҫисем, Китай, Беларуҫ, Казахстан тата Узбекистан элчисем пулнӑ.

Пилӗк ҫул каялла Олег Николаев патне «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти ертӳҫи Сергей Миронов тата «Тӑван ҫӗршыв» парти ертӳҫи Алексей Журавлев килнӗ.

Ҫапах та пӗр уйрӑмлӑх асӑрханӑ-ха журналист: пилӗк ҫул каялла полпредӑн ҫумӗ Олег Машковцев килнӗ пулсан халӗ Игорь Комаров полпред хӑй ҫитнӗ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ырӑн, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗн инаугурацийӗ пуласси пирки пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.

Аса илтерер: вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 11 сехетре пуҫланать. Олег Николаев Элтепер должноҫне йышӑннӑ чухне халӑх умӗнчи тивӗҫе тата Раҫҫейпе Чӑваш Республикин Конституцийӗсенче ҫырнисене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫламашкӑн тупа туса чӑвашла тата вырӑсла присяга тытӗ.

Инаугурацие Раҫҫей президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи Игорь Комаров та килме пултарать.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян Шупашкар депутачӗсем ларура хула пуҫлӑхне Владимир Доброхотова должноҫрен кӑларас ыйтӑва пӑхса тухассине пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ. Лару иртнӗ, йышӑну тунӑ.

Должноҫрен каяссине Владимир Доброхотов хӑй та халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ. Ку «ҫӗнӗ тӗллевсем пулнипе» ҫыхӑннине пӗлтернӗ, пӗр командӑра ӗҫленӗ ҫынсене тав тунӑ.

Ҫавӑн пекех вӑл хӑйӗн страницинчи постӗнче Олег Николаева суйлавра ҫӗнтернӗ ятпа тав тунӑ. «Республика управленийӗн структуринче стабильлӗх сыхланса юлни питӗ пӗлтерӗшлӗ», - тенӗ вӑл.

 

Политика
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн

Паян депутатсем Шупашкар хула администрацийӗн пысӑк залӗнче икӗ ыйтӑва пӑхса тухма пухӑнӗҫ. Пӗри – хула пуҫлӑхне Владимир Доброхотова срок тухичченех должноҫрен хӑтарасси.

Аса илтерер: уйӑха яхӑн ӗнтӗ хула пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене Станислав Трофимов пурнӑҫлать. Сӑмах май, ҫак схемӑпах 2024 ҫулта Владимир Доброхотов Денис Спирин пуканне йышӑннӑ.

«Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Доброхотов «Дорэкса» таврӑнма пултарать.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Суйлав иртсе кайрӗ, ЧР Элтеперӗ малашне те Олег Николаев пулӗ. Инаугураци аванӑн 26-мӗшӗнче пулӗ.

Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртӗ. Ҫавна май ҫав кун кӑтартма палӑртнӑ спектакле аванӑн 30-мӗшӗ ҫине куҫарӗҫ. Ун чухне вӑл 15 сехетре пуҫланӗ.

Аса илтерер: суйлавра Олег Николаевшӑн суйлава пынисен 67,06 проценчӗ сасӑланӑ.

 

Политика
объясняем.рф сӑнӳкерчӗкӗ
объясняем.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин халӑхпа тӳрӗ лини ирттерӗ. Анчах ӑна пысӑк пресс-конференципе пӗрле ирттерӗҫ. Кун пирки ҫӗршыв ертӳҫин пресс-секретарӗ Дмитрий Песков пӗлтернӗ.

Кремль тӳрӗ лини ирттерме хатӗрленме пуҫланӑ. Ӑна кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче йӗркелесе ирттерме палӑртаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/215548
 

Политика
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗ Сергей Лекарев хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ку должноҫре тивӗҫе пурнӑҫлама Марат Якушева шаннӑ.

«Марат Рифкатович экономикӑн чӑн секторне аван ӑнланать, юлашки ҫулсенче вӑл Шупашкарти аш-какай комбинатне ӑнӑҫлӑ ертсе пычӗ», — ырласа ҫырнӑ республика ертӳҫи Олег Николаев.

Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Сергей Артамонов хыпарланӑ тӑрӑх, Марат Якушев республикӑри промышленность предприятийӗсене чӗрӗк ӗмӗр ытла ертсе пынӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР промышленноҫ тата энергетика министрӗ Сергей Лекарев хӑйӗн ирӗкӗпе должноҫрен кайнӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку вӑл урӑх ӗҫе куҫнипе ҫыхӑннӑ.

Сӑмах май, Чӑваш Енре Промышленноҫ министерствине 5 ҫул каялла, Олег Николаев Элтепер пулса тӑрсан, йӗркеленӗ. Ку таранччен унта нумай министр улшӑннӑ, Сергей Лекарев улттӑмӗш пулнӑ. Унччен Игорь Воропаев, Александр Доманин, Евгений Герасимов, Александр Кондратьев, Борис Марковцев министр пулнӑ.

Сергей Лекарев биографийӗпе тӗплӗнрех РУВИКИн чӑваш уйрӑмӗнче паллашма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev/9748
 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Суйлав комиссийӗ сасӑлава пӗтӗмлетнӗ. Кандидатурине хӑй тӗллӗн тӑратнӑ Олег Николаевшӑн сасӑлава килнӗ ҫынсен 67,06 проценчӗ сасӑланӑ (пӗтӗмпе 355 975 ҫын).

Иккӗмӗш вырӑнта — ЛДПР парти кандидачӗ Константин Степанов (14,23%). Виҫҫӗмӗш вырӑнта «Ҫӗнӗ ҫынсем» парти пайташӗ Максим Морозов (8,37%). «Пенсионерсен партийӗнчи» Владимир Ильиншӑн 29 517 ҫын сасӑланӑ (5,56%). Юлашки вырӑнта «Симӗссисен» партийӗнчи Владимир Савинов, уншӑн 16 704 ҫын сасӑланӑ (3,15%).

 

Политика
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин гражданла оборона тата инкеклӗ лару-тӑру министрӗн ҫумӗ пулма Александр Кирьянова ҫирӗплетнӗ.

Йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов ӗнер, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, ... 210
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Кӑмӑл-туйӑм улшӑнса тӑмӗ. Халӗ япӑх туйӑмсем сире усӑ памӗҫ. Унсӑрӑн ҫакна пулах юратнӑ ҫынпа хутшӑнӑва пӑсма пултаратӑр. Кайран вара хутшӑнӑва йӗркелеме ҫӑмӑл пулмӗ.

Ҫӗртме, 13

1895
131
Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ.
1948
78
Никитин Анатолий Никитич, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ.
1960
66
Алексеева Зоя Леонидовна,чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть