Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: политика

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ырӑн, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗн инаугурацийӗ пуласси пирки пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.

Аса илтерер: вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 11 сехетре пуҫланать. Олег Николаев Элтепер должноҫне йышӑннӑ чухне халӑх умӗнчи тивӗҫе тата Раҫҫейпе Чӑваш Республикин Конституцийӗсенче ҫырнисене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫламашкӑн тупа туса чӑвашла тата вырӑсла присяга тытӗ.

Инаугурацие Раҫҫей президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи Игорь Комаров та килме пултарать.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян Шупашкар депутачӗсем ларура хула пуҫлӑхне Владимир Доброхотова должноҫрен кӑларас ыйтӑва пӑхса тухассине пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ. Лару иртнӗ, йышӑну тунӑ.

Должноҫрен каяссине Владимир Доброхотов хӑй та халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ. Ку «ҫӗнӗ тӗллевсем пулнипе» ҫыхӑннине пӗлтернӗ, пӗр командӑра ӗҫленӗ ҫынсене тав тунӑ.

Ҫавӑн пекех вӑл хӑйӗн страницинчи постӗнче Олег Николаева суйлавра ҫӗнтернӗ ятпа тав тунӑ. «Республика управленийӗн структуринче стабильлӗх сыхланса юлни питӗ пӗлтерӗшлӗ», - тенӗ вӑл.

 

Политика
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн

Паян депутатсем Шупашкар хула администрацийӗн пысӑк залӗнче икӗ ыйтӑва пӑхса тухма пухӑнӗҫ. Пӗри – хула пуҫлӑхне Владимир Доброхотова срок тухичченех должноҫрен хӑтарасси.

Аса илтерер: уйӑха яхӑн ӗнтӗ хула пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене Станислав Трофимов пурнӑҫлать. Сӑмах май, ҫак схемӑпах 2024 ҫулта Владимир Доброхотов Денис Спирин пуканне йышӑннӑ.

«Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Доброхотов «Дорэкса» таврӑнма пултарать.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Суйлав иртсе кайрӗ, ЧР Элтеперӗ малашне те Олег Николаев пулӗ. Инаугураци аванӑн 26-мӗшӗнче пулӗ.

Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртӗ. Ҫавна май ҫав кун кӑтартма палӑртнӑ спектакле аванӑн 30-мӗшӗ ҫине куҫарӗҫ. Ун чухне вӑл 15 сехетре пуҫланӗ.

Аса илтерер: суйлавра Олег Николаевшӑн суйлава пынисен 67,06 проценчӗ сасӑланӑ.

 

Политика
объясняем.рф сӑнӳкерчӗкӗ
объясняем.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин халӑхпа тӳрӗ лини ирттерӗ. Анчах ӑна пысӑк пресс-конференципе пӗрле ирттерӗҫ. Кун пирки ҫӗршыв ертӳҫин пресс-секретарӗ Дмитрий Песков пӗлтернӗ.

Кремль тӳрӗ лини ирттерме хатӗрленме пуҫланӑ. Ӑна кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче йӗркелесе ирттерме палӑртаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/215548
 

Политика
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗ Сергей Лекарев хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ку должноҫре тивӗҫе пурнӑҫлама Марат Якушева шаннӑ.

«Марат Рифкатович экономикӑн чӑн секторне аван ӑнланать, юлашки ҫулсенче вӑл Шупашкарти аш-какай комбинатне ӑнӑҫлӑ ертсе пычӗ», — ырласа ҫырнӑ республика ертӳҫи Олег Николаев.

Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Сергей Артамонов хыпарланӑ тӑрӑх, Марат Якушев республикӑри промышленность предприятийӗсене чӗрӗк ӗмӗр ытла ертсе пынӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР промышленноҫ тата энергетика министрӗ Сергей Лекарев хӑйӗн ирӗкӗпе должноҫрен кайнӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку вӑл урӑх ӗҫе куҫнипе ҫыхӑннӑ.

Сӑмах май, Чӑваш Енре Промышленноҫ министерствине 5 ҫул каялла, Олег Николаев Элтепер пулса тӑрсан, йӗркеленӗ. Ку таранччен унта нумай министр улшӑннӑ, Сергей Лекарев улттӑмӗш пулнӑ. Унччен Игорь Воропаев, Александр Доманин, Евгений Герасимов, Александр Кондратьев, Борис Марковцев министр пулнӑ.

Сергей Лекарев биографийӗпе тӗплӗнрех РУВИКИн чӑваш уйрӑмӗнче паллашма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev/9748
 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Суйлав комиссийӗ сасӑлава пӗтӗмлетнӗ. Кандидатурине хӑй тӗллӗн тӑратнӑ Олег Николаевшӑн сасӑлава килнӗ ҫынсен 67,06 проценчӗ сасӑланӑ (пӗтӗмпе 355 975 ҫын).

Иккӗмӗш вырӑнта — ЛДПР парти кандидачӗ Константин Степанов (14,23%). Виҫҫӗмӗш вырӑнта «Ҫӗнӗ ҫынсем» парти пайташӗ Максим Морозов (8,37%). «Пенсионерсен партийӗнчи» Владимир Ильиншӑн 29 517 ҫын сасӑланӑ (5,56%). Юлашки вырӑнта «Симӗссисен» партийӗнчи Владимир Савинов, уншӑн 16 704 ҫын сасӑланӑ (3,15%).

 

Политика
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин гражданла оборона тата инкеклӗ лару-тӑру министрӗн ҫумӗ пулма Александр Кирьянова ҫирӗплетнӗ.

Йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов ӗнер, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

 

Раҫҫейре

Раҫҫей Федерацийӗнче паян пӗрремӗш хут Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисен кунне уявлаҫҫӗ.

Ку уяв чи ҫамрӑк уявсенчен пӗри — йӗркелессе ӑна кӑҫал ҫӗртмен 5-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Уяв кунӗ валли Расул Гамзатов ҫуралнӑ кунне суйланӑ.

Уява йӗркеленӗ май Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисене упрасси тата вӗсене аталантарасси, патшалӑх енчен системӑллӑ пулӑшу парасси, ҫӗршывӑн чӗлхе уҫлӑхне пӗтӗмӗшле хӳтӗлесси питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пулнине асӑннӑ.

Эпир те, Чӑваш халӑх сайчӗ, сире ҫак уявпа саламлатпӑр! Пирӗн чӑваш чӗлхи ытти чӗлхесемпе тан аталанса пытӑр тесе пӗтӗм вӑя хурӑпӑр!

Тӗплӗнрех уяв ҫинчен РУВИКИн чӑваш уйрӑмӗнче вуласа пӗлме пулать.

Сӑмах май, ӗнер, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ 20 ҫул тултарчӗ. Икӗ уяв ҫумма ҫуммӑн пыни пирӗн халӑхшӑн питӗ аван пулӑм пулнине палӑртмалла.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 206
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 738 - 740 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пурнӑҫри ыйтусене ытти чухнехинчен урӑхларах татса парсан ӑнӑҫу кӗтӗ. Ӗҫри кӑткӑс лару-тӑруран хӑтӑлма пултаратӑр. Сирӗн чӑтӑмлӑ пулмалла, унсӑрӑн хирӗҫӳ тухӗ. Тахҫан ҫухалнӑ хутшӑну ҫӗнелме пултарӗ.

Раштав, 26

1917
108
Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1921
104
Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та