Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Олег Кортунов хӗрле диплом илни пирки хӑйӗн Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. Вӑл РФ Президенчӗ ҫумӗнчи халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин Раҫҫей академийӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Вӑл унта куҫӑн мар майпа «Парламентская деятельность и обеспечение межпарламентского сотрудничества» направленипе 3 ҫул ӑс пухнӑ. Олег Кортунов курс старости те пулнӑ.
Ку - унӑн пӗрремӗш аслӑ пӗлӗвӗ мар. Малтан вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн машиностроени факультетӗнче вӗреннӗ, ӑна 2007 ҫулта пӗтернӗ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине декларацире кӑтартнӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Олег Алексеевич 2021 ҫулта 5 миллион та 896 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Виҫӗмҫулхипе танлаштарсан 350 пин тенкӗ ытларах.
Олег Николаевӑн харпӑрлӑхӗнче 1200 тӑваткал метр ҫӗр пур.
Элтеперӗн мӑшӑрӗ декларацире 418 пин те 937 тенкӗ кӑтартнӑ. Унӑн харпӑрлӑхӗнче икӗ ҫӗр лаптӑкӗ, 240 тӑваткал метрлӑ ҫурт пур. Кунсӑр пуҫне Николаевсем декларацире пӗр машина, Хендай, кӑтартнӑ. Вӑл - Наталья Николаевӑн.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Министрӗн ҫумне Алексей Иванова ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Министр ҫумӗ пулма Алексей Славовича кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче шаннӑ. Унӑн тивӗҫӗсен шутӗнче бухгалтер учечӗпе тӗрӗслевӗн, финанспа экономика, ресурссемпе тивӗҫтерекен пайсен тата проект ӗҫӗ-хӗлӗн секторне тӗрӗслесе тӑрасси пулнӑ.
Шупашкартан тухрӑм, тӳрех утрӑм,
Атӑл тӑвайккийӗ ҫине ухрӑм.
Акӑ куҫӑм умӗнче чӑваш ҫӗрӗ…
Тӑван ҫӗршыв тавра чунӑм вӗҫрӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши. Йӑвӑр шухӑшсем
Не могу молчать!
Лев Толстой
Кто послал их на смерть недрожащей рукой?
Александр Вертинский
Звезды смерти стояли над нами
Анна Ахматова. Реквием
Иртнӗ хальхи ҫуркунне уйӑхӗсенче ирхине Чӑваш радио итлерӗм: «Украинӑра «ятарлӑ ҫар оперцийӗнче» 8 чӑваш салтак вилнӗ», — пӗлтерчӗ диктор.
— Анчах, интернетра Чӑваш Енри 12 салтак вилнӗ тесе, пӗлтереҫҫӗ. Сирӗн хыпар кивелнӗ, — хурланса шухӑшларӑм эпӗ. Оборона министерстви пуш (март) уйӑхӗн вӗҫӗнче, тахҫан, вилнисен пӗтӗмлетнӗ шучӗ анчах пӗлтерчӗ.
Ҫу (май) уйӑхӗн 9-мӗшӗнче интернетра ҫак хурлӑхлӑ цифра 28 ҫитрӗ. «Тетелӗнче» халь ҫак йышӗ «для служебного пользования» пӗлтереҫҫӗ, — ҫыраҫҫӗ.
Паян харӑсах тӑватӑ регион пуҫлӑхӗ — Мари Эл Пуҫлӑхӗ, Томск облаҫӗн Кӗпернаттӑрӗ, Киров облаҫӗн Кӗпернаттӑрӗ, Сарӑту облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ — отставкӑна кайни пирки пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех тепӗр кӗпернаттӑр, Кисан облаҫӗн ертӳҫи Николай Любимов малашнехи суйлава хӑйӗн кандидатурине тӑранманни пирки пӗлтернӗ.
Мари Эл Пуҫлӑхӗ Александр Евстифеев кӳршӗллӗ республикӑн ертӳҫӗ пуканне 2017 ҫулхи акан 6-мӗшӗнче йышӑннӑччӗ. Ун чухне вӑл республика ертӳҫин тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ. Суйлав иртнӗ хыҫҫӑн, авӑнӑн 21-мӗшӗнче, вӑл ҫак вырӑна туллин йышӑннӑ.
Томск облаҫӗн Кӗпернаттӑрӗ Сергей Жвачкин ҫак пукана 2012 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче йышӑннӑ, ҫапла май облаҫе вӑл 10 ҫул ытла ертсе пынӑ.
Сарӑту облаҫӗн Кӗпернаттӑрӗ Валерий Радеев та хӑйӗн тӑрӑхне 10 ҫул ытла ертсе пынӑ: 2012 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗнче ӑна вӑхӑтлӑха лартнӑ, ака уйӑхйӗн 5-мӗшӗнче Сарӑту Облаҫ Думи ӑна ҫак вырӑнта ҫирӗплетнӗ. 2017 ҫулта вӑл облаҫӗн Кӗпернаттӑр тивӗҫне пӗр хушӑ вӑхӑтлӑр туса пынӑ: пушӑн 17-мӗшӗнче отставкӑна кайса аван уйӑхӗн 21-мӗшӗнче суйлавра ҫӗнтериччен.
Киров облаҫӗн ертӳҫи 2017 ҫултанпа Кӗпернаттӑр. Кунта ӑна Никита Белыха сӗтев илнӗшӗн арестленӗ хыҫҫӑн лартнӑччӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫулла, утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче, Беларуҫ президенчӗпе Александр Лукашенкӑпа тӗл пуласшӑн. Икӗ пуҫлӑх пӗрле ҫыхӑнса ӗҫлесси пирки документсем алӑ пусасшӑн.
Элтепер палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ ҫӗршыв машина механизмӗсен производствинче ҫыхӑнма ӗҫлеме пултарӗҫ. Тӗслӗхрен, Беларуҫре МАЗ машинӑсем туса кӑлараҫҫӗ, Чӑваш Енре вара – тракторсем, механизмсем, цистернӑсем.
Сӑмах май, кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче Элтепер Беларуҫе кайма хатӗрленнӗ. Анчах кӑшӑлвирус тӗлӗшӗнчен лару-тӑру япӑхланнӑран ӗҫлӗ ҫулҫӳреве каярах куҫарма тивнӗ.
Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулма ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ольга Кудрявцевӑна ҫирӗплетнӗ. Документа республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Паянхи кӑнтӑрла тӗлне илсен, республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин сайчӗн тытӑмӗнче Ольга Кудрявцева хушамачӗ ҫукчӗ.
Сергей Артамонов министрӗн ҫумӗсем паянхи куна иккӗн: Сергей Фролов — пӗрремӗш ҫум тата Инна Волкова.
Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Мустаев отставкӑна кайнӑ. Мӗнле сӑлтава пула кайнине пӗлтермен. Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вырӑнти депутатсем ӑна ку должноҫрен срокран маларах яма йышӑннӑ.
Владимир Мустаев ку должноҫре 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Унччен вӑл администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ.
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер вара хӑйӗн должноҫӗнчех юлнӑ. Вырӑнти депутатсем пурте унӑн кандидатуришӗн сасӑланӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри вырӑнти хӑйтытӑмлӑх аталанӑвӗн ассоциацийӗ Шупашкар мэрӗ пулнӑ Алексей Ладыкова Раҫҫейри чи лайӑх мэр тесе палӑртнӑ.
Мускавра Пӗтӗм Раҫсейри муниципалитет форумӗ иртнӗ. Унта Президент Администрацийӗн, РФ Правительствин элчисем, Патшалӑх Думин депутачӗсем, сенаторсем, муниципалитет ертӳҫисем хутшӑннӑ.
Форумра тӗрлӗ номинаципе чысланӑ. Алексей Ладыкова "Вырӑнти хӑйтытӑмлӑхри чи лайӑх ертӳҫӗ" номинацире палӑртнӑ.
Палӑртмалла: Алексей Ладыков Шупашкар хула администрацине 10 ҫул ертсе пынӑ. Халӗ вӑл ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ, РФ Президенчӗн Чӑваш Республикинчи тулли праваллӑ элчи.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 230-мӗш хушӑвӗпе килӗшӳллӗн пуҫлӑх пулмалли кадр резервне ҫӗнӗ ҫынна кӗртнӗ. Вӑл — «Барарус» тулли мар яваплӑ обществӑн директорӗ Валерий Григорьев.
Валерий Юрьевич муниципалитет районӗсемпе хула округӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсен должноҫне йышӑнмалли кадр резервӗнче пулӗ.
Сӑмах май каласан, Валерий Григорьев директор пулса ертсе пыракан предприяти учредителӗсем иккӗн: вӑл хӑй тата тепӗр ҫын. Асӑннӑ пӗчӗк организаци тӗрлӗ машинӑпа оборудовани, электротехника оборудовани сутать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.