Чӑваш Енре пурӑнакансем РФ Президентне тата ЧР Элтеперне мӗнле шаннине пӗлесшӗн. Ҫавӑнпа ятарласа соцыйтӑм ирттереҫҫӗ. Ӑна йӗркелеме 620 пин тенкӗ уйӑрӗҫ.
Кунсӑр пуҫне урӑх ыйтусене те уҫӑмлатасшӑн: Олег Николаевӑн лайӑх тата япӑх енӗсем, Элтепер мӗнле йышӑнусемпе тата пуҫарусемпе асра юлать, суйлав кампанийӗнче шантарнисене мӗнле пурнӑҫласа пырать…
Тӳре-шара мӗнле ӗҫленине хак памалли ыйтусем те пулӗҫ.
Нумай функциллӗ центр директорӗнче ӗҫленӗ Михаил Анисимов ӗҫрен кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл мӗнле должноҫе йышӑнни паллӑ.
Михаил Анисимов РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри управленийӗн ҫумӗнче вӑй хума пуҫланӑ. Аса илтерер: вӑл 2018-2021 ҫулсенче информаци политикин министрӗ пулнӑ. Нумай функциллӗ центрӗн директорӗнче кӑҫал юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗччен ӗҫленӗ.
Раҫҫей Президенчӗн хушӑвне пурнӑҫласа Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Оперативлӑ штаб йӗркеленӗ. Паянах унӑн пӗрремӗш ларӑвне ирттернӗ.
Ҫав штаб регионти тата муниципалитетри влаҫ органӗсен, федерацин ӗҫ тӑвакан органӗсен территорири органӗсен ӗҫне йӗркелесе пырӗ. Штабӑн йӗркелӳпе техника ӗҫне йӗркелессишӗн Чӑваш Енӗн Гражданла хӳтӗлевпе чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе тимлекен патшалӑх комитечӗ яваплӑ.
Халӑха инкеклӗ тата техногенлӑ лару-тӑруран сыхлассипе пирӗн тӑрӑхра никӗс шайӗнче хатӗр пулмалла.
Паян, юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗн заместительне ҫирӗплетнӗ. Документа республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.
ГКЧС комитетӗнчи сумлӑ должноҫе Александр Степанов йышӑннӑ. Александр Васильевич председателӗн ҫумӗн тивӗҫне тата территори хӳтӗлевӗпе мобилизаци ӗҫне йӗркелекен сектор заведующийӗ пулса тӑрӑшӗ.
Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем хула пуҫлӑхне суйланӑ. Ку пукана кам йышӑннӑ-ха? Евгений Кадышев.
Евгений Кадышева ку должноҫе иккӗмӗш хут шанса панӑ. Аса илтерер: вӑл 2017-2020 ҫулсенче мэр пулнӑ. 2016 ҫултанпа И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн аслӑлӑх енӗпе проректор шутланать.
Аса илтерер: Шупашкарӑн унчченхи мэрӗ Олег Кортунов ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 39 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар пуҫлӑхӗ Алексей Ермолаев суя документсемпе усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Вӑл депутат та. Унӑн хӑйӗн ӗҫӗпе, ҫав шутра транспорт тӑкакӗ те, уйӑхра 18 пин тенкӗрен ытла пулмалла мар. Ермолаев 2021 ҫулхи ҫу-юпа уйӑхӗсенче финанс отчечӗ тӑратнӑ. Пӗтӗмпе - 108 пин тенкӗлӗх. Касса чекӗсем пулнӑ, анчах тӑкаксем чӑннипе пулман. Ҫак документсемпе килӗшӳллӗн унӑн счечӗ ҫине укҫа куҫнӑ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗнче тӗрӗслев пуҫлансан вӑл укҫан пӗр пайне тавӑрса панӑ.
Тӗрӗслев малалла пырать.
Нумай функциллӗ центр директорӗ Михаил Анисимов ӗҫрен каять. ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков ӑна ӗҫрен кӑларасси пирки йышӑнӑва алӑ пуснӑ.
Аса илтерер: Михаил Владимирович 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа 2021 ҫулхи кӑрлаччен информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ пулнӑ. Кайран вӑл нумай функциллӗ центрсен директорӗ пулса тӑнӑ.
Михаил Анисимов урӑх ӗҫе куҫӗ-и е ҫук-и – пӗлтермен-ха.
Паян, юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри темиҫе муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗсене суйлакан конкурс комиссийӗсене ҫирӗплетесси ҫинчен калакан йышӑнусене алӑ пуснӑ.
Асӑннӑ официаллӑ документра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, Вӑрнар тата Йӗпреҫ муниципалитет округӗсен пуҫлӑхӗсене палӑртмалли пӗр комисси ӗҫлӗ; Элӗк, Красноармейски, Муркаш, Етӗрне округӗсемпе — тепӗр комисси, Куславкка тата Вӑрмар округӗсемпе — виҫҫӗмӗш комисси.
Паян, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Промышленность тата энергетика министерствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ улшӑну пулса иртнӗ. Министрӑн ҫумӗ пулма Дмитрий Гринёва ҫирӗплетнӗ.
Дмитрий Борисовича министерствӑри яваплӑ вырӑна шанса пани ҫинчен калакан документа республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пичетленӗ.
Ҫитес ҫул Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ иртмелле. Ҫавна май логотип суйлаҫҫӗ. Вӗренӳ министерстви сасӑлав йӗркеленӗ. Шел те, сасӑлава тӑратнӑ пур логотип та тенӗ пекех вырӑсла кӑна. Ҫакӑн пек ҫитменлӗх ҫине кӑтартнӑ хыҫҫӑн сасӑлавра хӗрӳ тавлашусем пуҫланнӑ.
Хӗрӳ тавлашусенче кӳрентерӳ ытлашши ан вӑйланса кайтӑр тесех пуль ӗнтӗ Вӗренӳ министерстви комментарисене хупланӑ (редакци шухӑшӗпе ку ӗҫе чӑвашлисене ыйтасран туман пуль). Шел те, чӑваш чӗлхи кирлӗ мар текен шовинистла шухӑшсене хуратман, хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.