Элӗк районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов шанчӑкран тухнине, ӑна прокуратура ӗҫрен кӑларса ярасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: Элӗк районӗн прокуратури Элӗк районӗн администрацийӗнче автоҫулсене тытса тӑрассипе тата юсассипе контракт алӑ пуснӑ чухне коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ.
Элӗк районӗн администрацийӗ райадминистраци пуҫлӑхӗн арӑмӗн уйрӑм усламҫӑ пулса тӑрӑшакан ывӑлӗпе 2019-2021 ҫулсенче 42 миллион ытла тенкӗлӗх муниципалитет килӗшӗвне алӑ пуснӑ. Ҫавӑн чухне тӳре-шара коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна нормисене шута илмен.
Районти депутатсен пухӑвӗ прокуратура ыйтнине пурнӑҫлама васкаман. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пуҫлӑха выговор панипех ҫырлахнӑ. Анчах надзор органӗ кунпа лӑпланман, вырӑнти суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд та прокуратурӑпа килӗшнӗ.
Унтан ӗҫ аппеляци мелӗпе Чӑваш Республикин Верховнӑй судне ҫитнӗ. Унтисем те Куликова ӗҫрен кӑлармалла тесе йышӑннӑ.
Сӑмах май каласан, маларах Куликов ӗҫлеме пӑрахнӑ-пӑрахнах.
Ыран, авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «тӳрӗ эфир» ирттерме палӑртнӑччӗ. Унта вӑл Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ пирки калаҫассине пӗлтернӗччӗ.
«Тӳрӗ эфира» урӑх куна куҫарнӑ. Вӑл юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулӗ. Олег Николаев ҫитес ҫул республикӑра Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ пулассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене хуравлӗ.
Ыйтусене @glava21line_bot телеграмри чат-бота яма пулать. Е «тӳрӗ эфир» вӑхӑтӗнче 56-51-00 номерпе йышӑнӗҫ. Эфир 17:30-19:30 сехетсенче иртӗ.
ЧР Элтеперӗн автобази иномаркӑсемпе пуянланнӑ. Ӗнер каҫхине Энгельс урамӗнче вырнаҫнӑ базӑна сахалтан та икӗ Kia K5 машина илсе килнӗ.
Унччен машинӑсем туянмашкӑн аукцион ирттерни пирки пӗлтернӗ. Элтепер автобази валли Kia K5 машина – 8, Kia Rio – 4 машина кирли пирки пӗлтернӗ. Аукционра малтанхи хак 34 миллион та 400 пин тенкӗ пулнӑ.
Аукционра Шупашкарти «Альянс-Моторс» тата Мускави «Автомир-Тендер» ҫӗнтернӗ.
«Шупашкар хулин граждан оборони тата чрезвычайлӑ лару-тӑру управленийӗ» муниципалитетӑн хысна учрежденине ертсе пыма Алексей Андреева шаннӑ. Унччен ҫав пукана Николай Немешкин йышӑннӑ.
Алексей Олегович чрезвычайлӑ лару-тӑруран асӑрханассипе тата ӑна сирсе ярассипе ӗҫлекен организацисенче 14 ҫул ытларах тӑрӑшнӑ. 2016 ҫултанпа вӑл малара эпир асӑннӑ управленире шыравпа ҫӑлав отрядне ертсе пынӑ.
Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн финанс министрӗн заместительне ӗҫрен кӑларнӑ. Правительствӑри ҫемҫе пукансӑр Павел Иванов юлнӑ.
Паянхи куна илсен, Чӑваш Ен финанс министрӗн Михаил Ноздряковӑн тӑватӑ заместитель: Ольга Метелева, Галина Павлова, Игорь Смирнов, Татьяна Щербаткина.
Павел Иванов Чӑваш Енӗн Финанс министерствинче 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ, министр ҫумӗ пулса вӑл маларах та — 2011-2012 ҫулсенче — тӑрӑшнӑ.
2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Павел Иванова экономика министрӗн тилхепине те тыттарнӑ, унччен вӑл пӗр вӑхӑт Перекет банкӗн тата Внешэкономбанк тытӑмӗсенче ӗҫленӗ.
Паян пӗтӗм тӗнче тӑнӑҫлӑх кунне паллӑ тӑвать. Уяв кунӗ кашни ҫул авӑнӑн 21-мӗш кунне килет.
Уява ПНО (вырӑсла ООН) никӗсленӗ. Чи малтанах, 1981 ҫулта 36/67 номерлӗ резолюцине йышӑннӑ хыҫҫӑн, ӑна авӑн уйӑхӗн виҫҫӗмӗш ытларикунне уявлама йышӑннӑ пулнӑ. 20 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн вара 2001 ҫулта, 55/282 резолюцие пӗр саслӑн йышӑнса, уява авӑнӑн 21-мӗш кунӗпе ҫыхӑнтарнӑ. ПНО шухӑшӗпе ҫак кун мӗнпур вӑрҫӑра кану илмелле, никама та хур кӑтартмалла мар.
Кашни ҫул ПНО уява тӗрлӗ темӑпа ирттерет. Кӑҫалхи тема: «Расизма пӗтересси. Тӑнӑҫлӑ пурнӑҫ йӗркелесси». ПНО тӗп секретарӗ Антониу Гутерриш ҫапла каланӑ: «Расизм институтсене, социаллӑ тытӑмӗсене тата кашни ҫыннӑн кулленхи пурнӑҫне халь те ура хурса пырать. Вӑл тарӑна кайнӑ танмарлӑхӑн сӑлтавӗ пулса юлать. Вӑл халӗ те ҫынсене хӑйсен тӗп прависене пурнӑҫа кӗртме чӑрмантарать. Вӑл обществӑри йӗркене аркатать, демократие хавшатать, правительствӑсен легитимлӑхне чакарать, унсӑр пуҫне… расизмпа гендерла танмарлӑх хушшинче пӗревӗрлӗх пурри пирки иккӗленмелли ҫук».
Раҫҫей Федерацийӗнче вара паян Владимир Путин Президент мобилизаци пирки хушӑва алӑ пуснӑ.
Алла Пугачева паян хӑйне те иноагентсен йышне кӗртме сӗннӗ. Ку сӗнӗве вӑл хӑйӗн Instagram*-ӗнче вырнаҫтарнӑ.
«Мана хамӑн юратнӑ ҫӗршыври ют ҫӗршыв агенчӗсен ретне илме ыйтатӑп, мӗншӗн тесен эпӗ хамӑн упӑшкапа, тӳрӗ кӑмӑллӑ, йӗркеллӗ те уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынпа, Раҫҫейӗн чӑн-чӑн тата никама сутӑнман патриочӗпе пӗр шухӑшлах, Тӑван ҫӗршыва вӑл тулӑх та мирлӗ пурнӑҫ, ирӗклӗх сунать, вӑл пирӗн ачасем тӑван ҫӗршыва тӗнчерен уйрӑлтаракан, граждансен пурнӑҫне йывӑрлатакан иллюзиллӗ тӗллевсемшӗн ҫапӑҫса пуҫ хунине хирӗҫлет» («Атӑл. Тӑлмач» куҫарӑвне якатнӑ), — пӗлтернӗ вӑл хӑйӗн ҫырӑвӗнче.
Авӑнӑн 16-мӗшӗнче Юстици министерстви (йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ҫӗнӗ иноагентсен йышне вӑл эрнекунсерен пӗлтерет) Максим Галкина иноагентсен йышне хушни пирки хыпарланӑччӗ.
* (Раҫҫей Федерацинче экстрамистла организацисен йышне кӗртнӗ Meta компанин шутне кӗрет, пирӗн ҫӗршывра ӗҫлеме чарнӑ)
Паян республикӑра - пӗрлехи сасӑлав кунӗ. Сасӑлав участокӗсем савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ.
Паян ирхине кашни участокрах ӗҫе Раҫҫей гимнне юрланинчен пуҫланӑ. Паянхи кун Чӑваш Енре 780 сасӑлав участокӗ ӗҫлет.
Сӑмах май, халӗ хӑвӑрӑн сасӑлав участокне тупма ансат. Тӗп суйлав комиссийӗн сайтне кӗмелле ҫеҫ. Унта хӑвӑрӑн адреса ҫырмалла.
Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Енре сасӑлав пуҫланнӑ. Ку - срокран маларах иртекенни. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пырӗ вӑл, ӗҫ кунӗсенче 16 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен сасӑлама пулать. Канмалли кунсенче - участок йӗркеленӗ графикпа килӗшӳллӗн.
Авӑнӑн 11-мӗшӗнче 19 муниципалитет округӗнче сасӑлав иртӗ. Ҫавӑн пекех Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере, Красноармейски муниципалитет округӗнче суйласа ҫитермелли пур.
Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче «Пӗркласрисем» халӑх тетелӗнче хыпар тухрӗ: «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫата ҫитес ҫултан хупма палӑртнӑ. Чӑннипех те тӗлӗнмелле хыпар пулчӗ маншӑн. Ара, 2020 ҫулта йышӑннӑ программӑпа килӗшӳллӗн (ӑна эп кунта тишкернӗччӗ) чӑвашла тухакан хаҫатсен тӳпи 70%-ран чакмалла мар-ҫке! Вӑл программӑра (тӗрӗссипе ҫумпрограмма темелле те, анчах каплах калӑпӑр) тӗллевлӗ кӑтартусен пайӗ пур. Шӑп та лӑп 5-мӗш пунктра 2025 ҫул вӗҫӗччен (2021–2025 ҫулсем валли хатӗрленӗ-ха та…) патшалӑх кӑларакан Чӑваш Республикинче чӑвашла тухакан хаҫатсен тӳпи 70 процентпа танлашмалли тӗллеве кӑтартнӑ. Паллах ӗнтӗ, ку хисепе нимӗнле тӗпчев тумасӑр, мӗнле цифра лартас тенӗ ҫавнашкал ҫырса тухнӑ. Ун чухнех ӗнтӗ вӗсем ҫак программӑна пурнӑҫлама вӑй хурас темен пулас. Хуть унта 70 ҫыр, хуть 80, хуть 50... Вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн программӑна чӑннипе шавлама кӑна хатӗрлени палӑрса пырать. Ҫулталӑк ытла иртнӗ хыҫҫӑн унашкал программа пурри пирки тӳре-шара манса кайнӑ пулас.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.