Паян, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, «Биологилле тасатмалли сооруженисем» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн пуҫлӑхӗ пулма Максим Иванова ҫирӗплетнӗ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Асӑннӑ предприяти республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствине пӑхӑнать.
Ҫак саманта илсен, предприятин сайтӗнче предприяти тытӑмӗпе паллаштаракан ярӑмра хыпара ҫӗнетсе ӗлкӗреймен – Максим Иванова директор тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан тесе кӑтартнӑ.
ЧР Пашалӑх Канашӗн депутачӗсем пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине декларацире кӑтартнӑ. Чи пуянни кам пулнӑ?
«Чукун ҫул хуҫалӑхӗн пӗрлешӗвӗн» тӗп директорӗ Виктор Горбунов 230 миллион та 652 пин те 258 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, мӑшӑрӗ – 162 пин те 412 тенкӗ.
Николай Угаслов декларацире 61 миллион та 313 пин те 110 тенкӗ кӑтартнӑ. Мӑшӑрӗ 175 пин те 764 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.
Владимир Лидерман тупӑшӗ 61 миллион та 118 пин те 683 пинпе танлашнӑ. Мӑшӑрӗ 582 541 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.
Ку статьяна тахҫанах ҫырма палӑртнӑччӗ. Кахала пула, тата ытти ӗҫсем хупӑрласа илнине пула паянхи кунччен те вӑл сайтра вырнаҫаймарӗ. Ҫавах та ҫак ӗҫе тӑсни сиенлӗ пуль. Палӑртнӑ ӗҫе тем тесен те тумаллах. Пӗр планласа хунӑ статьяна ҫырмаллах.
Цензура мӗн иккенне тӗрлӗ энциклопедисене кӗрсе пӗлме пулать. Ытла инҫе каймӑпӑр, СССР вӑхӑтӗнче тухнӑ энциклопедине пӑхар. Цензурӑллӑ патшалӑхра ҫав япала пирки мӗн ҫырнӑ-ха? Цензура вӑл официаллӑ влаҫ органӗсем халӑха ҫитерес информацие тӗрӗслесе тӑни, ала витӗр кӑларни имӗш. Кӑна юрать, кун пирки вара юрамасть тени. Тӗллевӗ вара пӗр-пӗр шухӑша е идейӑна сарӑласран хупласа хуни.
Эп вара цензурӑна тепӗр май куратӑп. Ҫук, термин тӗлӗшӗнчен хирӗҫлеместӗп. Цензура вӑл чӑн та ун пек е кун пек пӗр-пӗр информацие сарассине хупласа хуниех. Ҫакна саккун урлӑ та (вӗсене маларах ятарласа йышӑнса) тӑваҫҫӗ, саккунсӑр та. Маншӑн вара цензурӑллӑ патшалӑх ӳпӗнме пуҫланӑ карап пек. Цензурӑна пула карапӑн пӗр енне кӑна тиеҫҫӗ те (тиевӗ вырӑнӗнче кунта ӗнтӗ информаци пулса тӑрать) вӑл вара ҫавна пула тӳрӗ тӑрас вырӑнне пӗр еннелле тайӑлать.
Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнӗ? Сенатор деклараци тӑратнӑ.
Николай Ваильевичӑн пӗлтӗрхи тупӑшӗ 11 миллион та 171 пин те 633 тенкӗпе танлашнӑ. Эппин, вӑл уйӑхне 900 пин ытла тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.
Унӑн мӑшӑрӗ декларацире 727 пин те 577 тенкӗ кӑтартнӑ. Унӑн харпӑрлӑхӗнче виҫӗ ҫӗр лаптӑкӗ, 2 ҫурт тата мунча пур. Ҫӗр лаптӑкӗ пӗтӗмпе 6 пине яхӑн тӑваткал метрпа танлашать.
Николай Федоровӑн харпӑрлӑхӗнче - 265 тӑваткал метрлӑ хваттер тата пурӑнмалли мар ҫурт.
Патшалӑх Думин депутачӗсем пӗлтӗр мӗн чухлӗ укҫа ӗҫлесе илнине декларацире кӑтартнӑ. Унта Чӑваш Енрен кайнӑ депутатсем мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнӗ-ха?
Ирина Филатова декларацире 26 145 933 тенкӗ кӑтартнӑ. Харпӑрлӑхӗнче БМВ машина, икӗ хваттер, 735 тӑваткал метрлӑ хваттерӗн ҫур пайӗ пур.
Анатолий Аксаков пӗлтӗр 7 035
978 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, мӑшӑрӗ - 2 854 367 тенкӗ. Унӑна Фольксваген машина, ҫурт, хваттерте пай, икӗ ҫӗр лаптӑкӗ пур.
Алена Аршинова декларацире 6 120 520 тенкӗ кӑтартнӑ. Ҫак хута ӗненес тӗк, унӑн машина та, хваттер те ҫук.
Алла Салаева пӗлтӗр 3 894 670 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Харпӑрлӑхӗнче нумай хваттерлӗ ҫурт хӑпартмалли ҫӗр лаптӑкӗ, 4 хваттер пур.
Паян, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ пулма Николай Охотина ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хута республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче республикӑн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумне Сергей Чепурнова ӗҫрен кӑларма йышӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ.
Паянхи куна Эмир Бедертдиновӑн икӗ заместитель: Николай Охотин тата Елена Дымза.
Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма Алексей Людкова шаннӑ. Кун пек йышӑнӑва Депутатсен районти пухӑвӗн ӗнер, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, иртнӗ черетсӗр ларӑвӗнче йышӑннӑ.
Людковпа контракта Куславкка районӗнчи Дпутатсен ҫиччӗмӗш созыври пухӑвӗ вӗҫленичченхи вӑхӑт таран алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Должноҫе пурнӑҫлама ҫӗнӗ пуҫлӑх паян, ака уйӑхн 1-мӗшӗнче, кӳлӗннӗ.
2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа Куславкка районӗн администрацине Фирдавиль Искандаров ертсе пынӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӑл хӑйне ӗҫрен кӑларма ыйтса заявлени ҫырса панӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Обязательнӑй медицина страхованийӗн Чӑваш Ен территорийӗнчи фончӗн директорне 67 ҫулти Вячеслав Александрова ӗҫрен кӑларнӑ. Документа республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Вячеслав Александров Канашра 1954 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл виҫӗ хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ӗҫ биографине Куславкка районӗнчи финанс пайӗнче патшалӑх тупӑшӗсен инспекторӗнчен пуҫӑннӑ. 1996-2013 ҫулсенче Перекет банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмне ертсе пынӑ. 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен Обязательнӑй медицина страхованийӗн Чӑваш Ен территорийӗнчи фончӗн директорӗ пулса тимлеме тытӑннӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗ пулма Александр Кондратьева ҫирӗплетнӗ. Элтепер хушӑва алӑ пусиччен Александр Андреевич министр тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Александр Кондратьев Шупашкарта 1985 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 2007 ҫулта Мускаври патшалӑх строительство университетӗнчен пӗлӳ илсе тухнӑ, унта гидротехника строительствин ӑсталӑхне вӗреннӗ. 2011 ҫулта Управленин патшалӑх университетӗнче «Организаци менеджмечӗ» специальноҫа алла илнӗ.
Маларах Александр Кондратьев «Россети», «ФСК ЕЭС», «РусГидро» предприятисенче ӗҫленӗ.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗ черетсӗр 15-мӗш ларӑва пухӑнса райадминистраци пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Николай Хорасёвпа ӗҫ килӗшӗвне татас ыйтӑва тишкернине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Николай Евгеньевичӑн контракт вӑхӑчӗ тухнӑччӗ.
Тепӗр 5 кунтан депутатсем тепӗр хутчен ларӑва пухӑннӑ. Унта вӗсем Николай Хорасёва район администрацине ертсе пыма шаннӑ.
Район администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ хыпар тӑрӑх хакласан, пуҫлӑха суйлмалли конкурс комиссийӗн ларӑвӗ маларах иртнӗ. Комисси членӗсем икӗ кандидата сӗннӗ-мӗн. Уҫӑ сасӑлавра депутатсем Николай Хорасёвшӑн сасӑланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.