ЧР Элтеперӗ Олег Николаев каллех тӳрӗ эфир ирттерет. Ӑна "Контактра" халӑх тетелӗнче "Чувашская Республика", "Олег Николаев/Чувашия" ушкӑнсенче курма пулать.
Тӳрӗ лини пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 11 сехетре пуҫланать. Ыйтусене ятарлӑ форма тултарса яма май пур. Е тӳрӗ эфир пынӑ чухне комментари хӑварма пулать. Эфирта шӑнкӑравсене те йышӑнаҫҫӗ: 56-51-00.
"Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей" политика партийӗн Шупашкарти уйрӑмӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама урӑх ҫынна шаннӑ. Ку пукана Федор Степанов йышӑннӑ. Ҫак хыпара Анатолий Аксаков хӑйӗн Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.
Федор Степанов 1989 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Вӑл Шупашкар-Чӑваш Ен епархийӗнче администраци ыйтӑвӗсене тата пама пулӑшнӑ, кайран "Воскресение" ыркӑмӑллӑх фондне ертсе пынӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ прорталӗнче республикӑри управлени кадрӗсен резервне ҫирӗплетни ҫинчен калакан йышӑнӑва вырнаҫтарнӑ.
Унта республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсене ертсе пыма, муниципалитет районӗсемпе хула округӗсен ертӳҫисем пулма тата республикӑн влаҫ органӗсене пӑхӑнса тӑракан ведомство учрежеднийӗсен тилхепине тытса пыма тивӗҫ кандидатурӑсене ҫирӗплетнӗ.
Республикӑн влаҫ органӗсене ертсе пымалли резерва тивӗҫлӗ канури Сергей Гордеев ҫар пенсионерӗпе вӑхӑтлӑх ниҫта та ӗҫлемен Андрей Семёнов та пур.
Чӑваш Енӗн финанс министрӗн ҫӗнӗ заместитель. Ку должноҫре Марина Загребаева ӗҫлеме тытӑннӑ.
Марина Загребаева 2004-2005 ҫулсенче ҫав должноҫре тӑрӑшнӑ-ха. Ун хыҫҫӑн вӑл Куславкка районӗн администрацийӗнче, Финанс министерствинче ӗҫленӗ.
2016-2022 ҫулсенче ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулса тимленӗ. Халӗ ҫав хӗрарӑм каллех республикӑн Финанс министерствинче тимлеме тытӑннӑ.
Паян Пӗрлешӳллӗ нацисен организацийӗ йӗркеленӗ «Дискриминаципе кӗрешмелли куна» палӑртаҫҫӗ. Ӑна кашни ҫул пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ирттерме 2014 ҫулта йышӑннӑ.
«Дискриминаци вӑл — ҫын прависене пӑсни, ун пирки илтмӗш пулмалла мар. Пурин те хисеплӗ, пурнӑҫа тивӗҫлӗ шайра ирттерме май пулмалла», — тенӗ хӑй вӑхӑтӗнче ПНО-н 8-мӗш тӗп секретарӗ Пан Ги Мун.
ПНО-ра палӑртнӑ тӑрӑх тӗнчери халӑхӑн 70% вӑл е ку енчен хӑйсен правине пӑснипе тӗл пулать. Пурнӑҫра тӗн тӗлӗшӗпе ирӗклӗхе пӑсни, вӑл е ку наци тӗлӗшӗпе, арлӑх енӗпе, тата ытти тӗлӗшпе ҫын правине пӑсни час-часах тӗл пулать. Паянхи кун Раҫҫей Федерацийӗнче те ятарлӑ ҫар операцине ирттернӗ май ҫынсен правине ытларах та ытларах пӑсма пуҫларӗҫ. Чӑваш чӗлхипе усӑ курассине те ҫултан ҫул вӑйлӑрах та вӑйлӑрах хӗсеҫҫӗ — Чӑваш Республикинче патшалӑх чӗлхи шайӗнчи чӗлхипе усӑ курманни вӑл Раҫҫей Федерацийӗнче патшалӑх чӗлхи шайӗнче пулманнипе сахал мар сӑлтавласа тӳрре тухаҫҫӗ. «Пурне те ӑнланмалла» пултӑр тесе те чӗлхене сахал мар хӗсеҫҫӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пресс-конференци ирттерчӗ. Ҫак йӗркесен авторне ӑна пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитиех итлеме май килмерӗ-ха. Икӗ журналист чӑвашла ыйтнине илтме май килчӗ, вӗсене республика ертӳҫи вырӑсла хуравларӗ.
Пресс-конференцие итлекенсенчен пӗри: «Мероприяти мӗншӗн вырӑсла иртет?» — тесе ҫырнӑччӗ-ха. Ыйтӑва курнисенчен пӗри, Людмила Бардасова, ун пек мероприятисем патшалӑх чӗлхипе иртеҫҫӗ, пирӗн ҫӗршывра патшалӑх чӗлхи — вырӑс чӗлхи тесе ҫавӑрттарса хунӑччӗ. Екатерина Арбатова шучӗпе вара «пурте чӑвашла пӗлмеҫҫӗ», «чӑваш чӗлхи пурне те кирлӗ мар-тӑр» тесе хӑй шухӑшне палӑртнӑччӗ.
ЧР патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи Константин Викторов ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Ку должноҫре вӑл шӑп та лӑп 3 ҫул ӗҫленӗ.
Константин Викторов ку пукана 2020 ҫулхи нарӑс уй ӑхӗнче йышӑннӑ. Унччен вӑл Шупашкарти кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче, ветеринари тата фитосанитари тӗрӗслевӗн федераци службин управленийӗнче ӗҫленӗ.
Константин Викторов ӗҫрен каясси пирки паян влаҫ органӗсен порталӗнче хушу тухнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пысӑк пресс-конференци ирттерӗ. Унта вӑл 2022 ҫул пӗтӗмлетӗвне пырса тивекен ыйтусене хуравлӗ.
Хальхи вӑхӑтра журналистсен аккредитацийӗ пырать. Заявкӑсене нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗччен 16 сехетчен электронлӑ почтӑпа йышӑнаҫҫӗ: ag-press@cap.ru.
Сӑмах май, пӗлтӗр пресс-конференцие 40-е яхӑн журналист хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче федераци шайӗнчисем те пулнӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн ятарлӑ «Чӑваш Ен» проектне хутшӑнать. Унпа килӗшӳллӗн, Олег Алексеевичпа нумай сериллӗ интервью ӳкереҫҫӗ.
1-мӗш сери кун ҫути курнӑ ӗнтӗ. Интервьюра Элтепер чи интереслӗ ыйтусене хуравлать. Хӑй Элтепер вырӑнне ларассине пӗлнӗ-и вӑл? 2020 ҫулта РФ Президенчӗ Владимир Путин хӑйӗн патне чӗнсен мӗн туйнӑ? Ҫак тата ытти ыйтӑвӑн хуравне «Чӑваш Ен» проектра тупма май пур.
Правительство ҫурчӗ банкетсемпе фуршетсем ирттерме укҫа уйӑрма палӑртнӑ. Пӗлтӗр ку тӗллевпе хыснаран 1 млн та 250,6 пин тенкӗ кайнӑ. Кӑҫал вара тӑкак ӳснӗ: 2 млн та 200 пин тенкӗ.
Ку тӗллевпе тендер иртет. Килӗшӗве алӑ пуссан ӗҫе пуҫӑнмалла, ӑна раштавӑн 30-мӗшӗччен пурнӑҫламалла. Хӑнасен шучӗ – 500 ҫын таран.
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ҫимӗҫсен списокӗ улшӑнман. Унта унчченхи пекех пӗр наци ҫимӗҫӗ кӑна – хуплу. Тӑкак нумайланнине тӳре-шара ҫимӗҫсен хакӗ ӳснипе сӑлтавлать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.