Хӗрлӗ Чутай районне куҫса ҫӳрекен флюорограф ҫитнӗ. Унта вӑл иккӗмӗш эрне ӗнтӗ ӗҫлет.
Республикӑн туберкулезпа кӗрешекен диспансерӗн ӗҫченӗсем район центрӗнчен аякра вырнаҫнӑ ялсене каяҫҫӗ. Хальлӗхе вӗсем Штанаш, Вӑрманкасси, Кӗрлев, Ҫӗнӗ Атикасси, Яманкасси, Кушлавӑш, Чурпай, Анат Ҫӗрпӳкасси, Акташ, Кивӗ Атикасси, Вырӑсушкӑнь, Сӗнтӗкҫырми тата ытти ялта пулнӑ.
Паян флюрограф Сӗренкасси, Калуккасси, Акчикасси, Шулю, Пӗрремӗш Липовка ялӗсенче ӗҫленӗ. Ыран, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Мишеркасси пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗнче, юпан 9-мӗшӗнче Атнарти офисра пулӗ.
Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу корпусне, «Ҫурҫӗр» клиника пулнӑскере, каллех кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пуҫлӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче ҫак пульница ку енӗпе ӗҫленӗ ӗнтӗ. Кӑшӑлвируспа чирлекенсем сахалланма тытӑнсан вӑл хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗ патнех таврӑннӑ. Халӗ ав пульницӑн каллех кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма тивӗ. Унта халӗ сипленнӗ пациентсене албулатори сиплевӗ ҫине куҫарнӑ. Хӑшӗ-пӗрне, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, профильлӗ уйрӑмсене куҫарнӑ.
«Ҫурҫӗр» клиника пулнӑ пульница пациенчӗсене халӗ пурӑнакан вырӑнти терапевтран пулӑшу ыйтса сӗнеҫҫӗ.
Чӑваш Енре ҫул-йӗр ҫинчи инкексен шучӗ сахалланнӑ. Кун пирки Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Романов калана.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен правительство комиссийӗн ларӑвне ирттернӗ.
Кӑҫалхи 9 уйӑхра пирӗн республикӑра ҫул-йӗр инкекӗсен шучӗ 5,1 процент (900 штукран 854 таран) чакнӑ. Инкексенче вилнисен йышӗ пӗлтӗрхи тӑхӑр уйӑхра 90 ҫын вилнӗ, кӑҫалхи кӑрлач—авӑн уйӑхӗсенче — 87. Суранланнисен йышӗ пӗлтӗр 1175 ҫынпа танлашнӑ, кӑҫал – 1109.
Паян кӑшӑлвирусран тепӗр ҫын вилнине пӗлтернӗ. Ҫапла ку таранччен республикӑра 98 ҫын инфекцие парӑнтарайман. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.
Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре 8759 ҫын кашӑлвируспа чирленӗ. Паянхи кун тӗлне списока тепӗр 28 ҫын хушӑннӑ, пӗр талӑкра 30 ҫын сывалнӑ. Пӗтӗмпе 7360 ҫын каварлӑ вируса чирлесе ирттернӗ. Хальхи вӑхӑтра 1301 ҫын инфекцирен сипленет.
Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1-пе танлашать.
Чӑваш Енре 8704 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 7326-шӗ сывалнӑ. Юлашки вӑхӑтра каварлӑ инфекцие пула вилекенсен йышӗ нумайланнӑ – 97 ҫынна ҫитнӗ.
Юлашки талӑкра 26 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансен йышӗ вара питӗ сахал пулнӑ – 8 ҫын ҫеҫ. Хальхи вӑхӑтра 1281 ҫын килте е пульницӑра сипленет.
Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин коэффициенчӗ 0,96-па танлашнӑ.
Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи каҫхине Шупашкар хулинче 39 ҫулти арҫын полицейскисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл вӗсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, «Форд-Транзит» машинӑпа пынӑ чухне ун умне «Киа-Рио» автомобиль сиксе тухнӑ. Ҫул-йӗр правилине сӗмсӗррӗн пӑсакан ҫынна «Форд» Шупашкарӑн Кӑнтӑр районӗнче хӑваласа ҫитнӗ. Анчах лӑпкӑн калаҫма май килмен. «Киа» водителӗ газ пистолетне туртса кӑларнӑ та хайхине мӑйӗнчен пенӗ. Арҫынна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.
«Киа» машина номерне хулари видеокамерӑсем пулӑшнипе тупса палӑртнӑ. Унӑн водителӗ 32 ҫулти арҫын, вӑл унччен судпа айӑпланнӑскер, пулнӑ. Вӑл хӑй пуҫтахланнине йышӑнман, «Форд» машина водителӗ пӑшала туртса илме тӑнӑ тесе ӗнентерме пӑхнӑ.
Пӑтӑрмаха пакунлисем малалла тӗпчеҫҫӗ.
Республикӑра кӑшӑлвирусран тепӗр тӑватӑ ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.
Ку таранччен 8650 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 7298-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 22 ҫын чире парӑнтарнӑ, 27 ҫын инфекциленнӗ.
Хальхи вӑхӑтра 1255 ҫын килте е пульницӑра сипленет. Симптомсемсӗр чирлекенсен йышӗ 28 процентран 17 процента ҫитнӗ. Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1-пе танлашать. Пульницӑсенчи койкӑсен 41,2 проценчӗ пушӑ. 100 пин ҫын пуҫне 109,8-шӗ инфекци пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме анализ парать.
Паян Чӑваш Ен Правительство ҫуртне республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвне пуҫтарӑннӑ.
Унта Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Елена Прокопьева Шупашкарти 2 ача пахчинче тата 6 шкулта, Канаш, Пӑрачкав, Элӗк районӗсенчи шкулсенче, Патӑрьелти техникумра чирлекенсем тупӑннине пӗлтернӗ. Красноармейски районенчи Упири психоневрологи уйрӑмӗнче пневмонипе аптракансене 8 ҫын таран шута илнӗ. Вӗсенчен пӗри кӑшӑлвируспа чирлет.
Роспотребнадзор специалисчӗ чирлекенсен йышӗ ӳссе кайнине вӗсене пульницӑна вӑхӑтра ӑсатманнипе сӑлтавланӑ.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта стела уҫӑлнӑ. Ҫав пулӑма республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов хутшӑннӑ.
Медицина ӗҫченӗсене асра тытнине палӑртакан стелӑна Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 24-мӗш ҫурт ҫине, Республикӑн судпа медицина экспертизин бюровӗн картишӗнче, вырнаҫтарнӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, чумана, оспӑна, хӑрушӑ ытти инфекцие, ҫавӑн пекех кӑшӑлвируса хирӗҫ вакцинӑсем шутласа кӑларма хутшӑннисене хисеп туса уҫнӑ. Паян «хӗрлӗ зонӑра» ковидпа кӗрешекенсене сума сунине те палӑртнӑ. Ҫамрӑк тухтӑрсен хӑйсен тивӗҫне таса чунпа пурнӑҫламаллине аса илтерекен стела та пулӗ вӑл.
Чӑваш Енри тӳре-шарана страхлӗҫ. Ҫавна хӑш организацире пурнӑҫлассине палӑртмалли аукцион юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртӗ.
Патшалӑх служащийӗсене страхлама 2 миллион та 48 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Тӳре-шаран пурнӑҫне тата сывлӑхне ҫав суммӑлӑх страхлӗҫ. Пурӗ 1482 ҫынна страхлама палӑртнӑ. Кама мӗн чухлӗ тенкӗлӗх страхласси ӗҫченӗн окладне шута илӗҫ.
Патшалӑх служащийӗ, Турӑ сыхлатӑр та, вилсен унӑн тӑванӗсене ҫав ҫыннӑн 75 оклачӗ чухлӗ тӳлӗҫ. Инвалида тухсан унӑн ушкӑнне кура 30 окладран пуҫласа 50 оклад таран парӗҫ; сусӑрлансан – 20 оклад; ҫӑмӑл суранлансан – 5 оклад.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |