Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче алӑ пуснӑ Хушӑва улшӑну кӗртнӗ. Ҫапла вара 65 ҫултан аслӑрах, ҫаплипех ӗҫе ҫӳрекен ҫынсем килте ларма пултарӗҫ. Уншӑн вӗсене укҫа тӳлӗҫ.
Килте лармалли вӑхӑта юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа 18-мӗшӗччен тата юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхн 1-мӗшӗччен тесе палӑртнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кайран ҫаввӑхӑта тата тӑсма пултарӗҫ.
Ҫак йышӑнӑва ҫынсем тӗрлӗ вирус чирӗпе, ҫав шутра, паллах, кӑшӑлвируспа, ан чирлеччӗр тесе тунӑ.
Нумаях пулмасть Республикӑри вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпиталӗнчен 66 ҫулти хӗрарӑм сывалса тухнӑ. Вӑл ура ҫине тӑрасса тухтӑрсем малтанласа, тен, шанман та пулӗ. Апла пулин те вӗсем хӑйсен тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа тата таса чунпа пурнӑҫланӑ.
Республикӑн аякри районӗсенчен пӗринче пурӑнакан хӗрарӑм кӑшӑлвируспа чирленӗ. Унран та ытларах — сахӑр диабечӗ те пулнӑ унӑн, мӑнтӑр пирки те нушаланнӑ, чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсем асаплантарнӑ. Хӗрарӑмӑн пневмоние пула ӳпки 100 проценчӗпе шыҫнӑ. Йывӑр чирлӗскере анестезиологипе реанимаци уйрӑмне вырттарнӑ. Унта уйӑх ытла сипленӗ. Хӗрарӑм пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ-хӑварнах.
Тухтӑрсем вируспа инфекци чирӗсенчен асӑрханма чӗнсе калаҫҫӗ.
Юлашки талӑкра республикӑра 30 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Кун пек хисеп тахҫанах пулман, авӑнӑн 8-мӗшӗнче ҫеҫ чирлисен йышӗ ҫавӑн чухлех пулнине палӑртнӑччӗ. Унтанпа пӗр талӑкра чирлекенсен йышӗ 22-28 ҫын пулнӑ.
Ку таранччен 8570 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 7229-шӗ сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне тепӗр 22 ҫын кӑшӑвируса парӑнтарнӑ. Хальхи вахӑтра 1248 ҫын чирлет, вӗсем килте е пульницӑра сипленеҫҫӗ.
Эпидеми пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 93 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1,06-па танлашать.
Чӑваш Енри маттур кардиохирургсенчен пӗри, Николай Трофимов, Республикӑри кардиохирурги диспансерӗнче тӑрӑшать. Чӗрепе юн тымарӗсен хирургӗ ҫак енӗпе вӑл 2011 ҫултанпа ӗҫлет. 34-ра кӑна пулин те кӑткӑс операцисене ӑнӑҫлӑ ирттерет. Уйӑхсерен 15-20 операци тӑвать. Кашниех хӑйне евӗрлӗхпе, кӑткӑслӑхпа уйрӑлса тӑрать. Кашнинчех тимлӗ те пысӑк профессионал пулнине ҫирӗплетме тивет.
Ҫамрӑк кардиохирург ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗпе кӑсӑкланать. Вӑл ҫӗршыври тата тӗнче шайӗнчи чӗрепе юн тымарӗсен тата аритмологи конференцийӗсенче тухса калаҫать. Николай Трофимов — каридохирурги енӗпе 4 патент авторӗ. Сӑмах май каласан, паян — Пӗтӗм тӗнчери чӗре кунӗ.
Шупашкар районӗнчи пульницӑра ӗҫлекен участокри врача кӑшӑлвируса хирӗҫ ӗҫсене кирлӗ пек пурнӑҫламаншӑн явап тыттарӗҫ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Елена Прокопьева оперштабӑн ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Аса илтерер: кӑшӑлвируспа кӗрешекен оперативлӑ штаб эрнекун ларӑва пухӑннӑччӗ.
Шупашкар районӗнчи пульницӑра ӗҫлекен тухтӑр кӑшӑлвирус тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн профилактика ӗҫӗсене пурнӑҫлассипе ҫине тӑман. Чирлӗ ҫынпа хутшӑннӑ ҫынсене вӑл вӑхӑтра шута илмен тата COVID-19 анализне илме яма васкаман.
Направлени пулсан та анализ пама кайманнисем те пулнӑ пирӗн республикӑра. Ун пеккисен тӗлӗшпе иртнӗ эрнере икӗ протокол ҫырнӑ.
Вӑрмарти лавккасенчен пӗринче администратор маскӑсӑр ӗҫленӗ. Ун тӗлӗшпе те протокол ҫырнӑ.
Европӑра тата Раҫҫейри хӑш-пӗр регионта кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланнӑран Чӑваш Енри тӳре-шара маларах сисчӗвленнӗ, инфекцие сарӑлма парас мар тесе мерӑсене вӑйлатасшӑн.
Ют ҫӗршывран килекенсем анализ параҫҫӗ-ха, анчах ют регионсенчен килекенсемпе мӗнле пулмалла? Мускавран тата Мускав облаҫӗнчен вахта мелӗпе ӗҫлесе килекенсене вӑйлӑрах тӗрӗслесшӗн. Ку ӗҫе ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсене, ял старостисене явӑҫтарасшӑн.
Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти, шӑпах ҫак муницbпалитсенче чирлекен нумай, общество вырӑнӗсенче тата транспортра профилактика мерисене вӑйлатасшӑн. Шкула тата ача пахчине ҫӳрекен ачасен ашшӗ-амӑшӗпе те калаҫу ирттересшӗн: чирлӗ шӑпӑрлансене ҫавӑтса ан килччӗр. Педагогсен вара медицина маски тӑхӑнмалла.
Республикӑра юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвируспа ҫине-ҫинех вилеҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне ав тепӗр ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫапла майпа ку таранччен ҫак каварлӑ инфекцие пула 93 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 8486 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Юлашки талӑкра 27 ҫыннӑн анализӗ организмра ҫак инфекци пуррине кӑтартнӑ. 21 ҫын вара сывалнӑ. Пӗтӗме ку таранччен 7195 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарнӑ.
Хальхи вӑхӑтра 1198 ҫын инфекцирен сипленет. Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1-пе танлашать.
Кӑшалвирус инфекцийӗ сарӑлнипе кӗрешекен оперативлӑ штаб паян каллех ларӑва пуҫтарӑннӑ. Эрнесерен пухакан ӗҫлӗ канашлура палӑртнӑ тӑрӑх, кӑшӑлвируспа чирлекенсем Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Улатӑр хулисенче, Шупашкар, Етӗрне, Комсомольски районӗсенче нумайрах. Ларура пӗлтернӗ тӑрӑх, чирпе ватӑ ҫынсем ытларах нушаланаҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере пирӗн республикӑри 5 шкулта тата 1 ача пахчинче ку вируспа чирлисем пуррине шута илнӗ. Шупашкарта «Малютка» ача ҫуртӗнче те ҫав вирус ернӗ ҫынна тупса палӑртнӑ.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев хӑрушсӑрлӑх мерисене ҫирӗп пӑх пирки аса илтернӗ.
Чӑваш Енре каллех кӑшӑлвирусран вилнӗ. Хальхинче тепӗр виҫӗ ҫын пурнӑҫран уйрӑлни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ҫапла майпа ку таранччен республикӑра 92 ҫын инфекцие парӑнтарайман.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 8459 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 7174 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра 1193 ҫын сипленет. Вӗсенчен 25-шӗ ӳпкене сывлаттармалли аппарат айӗнче выртать. Палӑртмалла: кӑшӑлвируспа чирлекенсенчен 185-шӗ – 18 ҫул тултарман ачасем.
Республикӑра кашӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1-пе танлашать. Кайка фончӗн 62,1 проценчӗ пушӑ.
Шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Енре черетлӗ хутчен Сывлӑхпа спорт кунӗ иртӗ.
Халӑха спортпа тата сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркипе туслаштарас тӗллевпе йӗркелекен ҫак куна 2014 ҫултанпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн пулса пырать.
Сывлӑхпа спорт кунӗнче республикӑн тата муниципалитетсен харпӑрлӑхӗсенчи спорт сооруженийӗсене тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ. Вӗсенчи бассейнсемпе, тренажер тата фитнес залӗсемпеусӑ курма юрать. Чӑваш Ен Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑ вӑхӑт тӗлне лекес тесен спорт учрежденийӗсене шӑнкӑравласа ыйтмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |