Кӑшӑлвирус статистики мӗнлереххине тишкерер. Паянхи кун тӗлне республикӑра 25340 ҫын ҫак мурпа чирленӗ. Вӗсенчен 23134-шӗ сывалнӑ. Ку 91,3 процентпа танлашать.
Юлашки вӑхӑтра ку чире пула вилекенсем самай чакнӑ. Юлашки вӑхӑтра 2 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку таранччен 1408 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Ҫапах талӑкра вилекенсен йышӗ кӑшт нумайланнӑ: паян 51 ҫын чирленӗ. Сывалакансем 48-ӑн пулнӑ. Паянхи кун тӗлне стационарта тата килте амбулатори мелӗпе кашӑлвирусран 798 пациент сипленет.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме «хӗрлӗ зонӑсенче» койкӑсен шутне ӳстереҫҫӗ. Ҫакӑ йывӑр чирлӗ пациентсем нумайланнипе ҫыхӑннӑ.
Иртнӗ икӗ эрнере ковид-госпитальсенче 110 хушма койка хатӗрленӗ. Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи кӑтартупа танлаштарсан, чирлисен йышӗ 20 процент ӳснӗ. Халӗ чирлисене сиплеме 1160 койка пур, унччен 1050 пулнӑ. 156 койка хальлӗхе пушӑ.
Паянхи кун тӗлне стационарта 1004 ҫын сипленет. Вӗсенчен 633-шӗ – 60-тан иртнисем. 45 ҫын питӗ йывӑр чирлӗ.
Килте амбулатори мелӗпе сипленекенсен йышӗ вара чакнӑ – 1307 ҫын.
Чӑваш Ене тата тепӗр икӗ йышши вакцина килсе ҫитнӗ.
Маларах кунтисене кӑшӑлвирусран «Спутник V» вакцинӑпа привика тӑватчӗҫ. Халӗ пирӗн тӑрӑха ҫӗнӗ йышшисем, унччен пулманнисем килсе ҫитнӗ. Кун пирки республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче паян пӗлтернӗ. Пирӗн региона «ЭпиВакКорона» вакцина килме пуҫланӑ. «Гам Ковид Вак» вакцинӑпа танлаштарсан ку препарата инҫе ҫула шӑнтмасӑр илсе кайма май пур.
«ЭпиВакКорона» вакцинӑн пӗрремӗш партине медицина организацийӗсене тата Шупашкарти прививка пункчӗсене валеҫсе панӑ.
Ӗнертен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗччен Шупашкарти Тӗп пасарта кӑшӑлвирусран вакцинаци тума пулать. Тухтӑрсем 11-17 сехетсенче ӗҫлеҫҫӗ.
Ку ӗҫе Хулари тӗп пульница специалисчӗсем пурнӑҫлаҫҫӗ. 18 ҫултан иртнӗ кирек мӗнле ҫын та прививка тӑваять. Ҫумра паспорт, СНИЛС, страхлав полисӗ пулмалла.
Хулари тӗп пульницӑра та кунсерен вакцинаци тӑваҫҫӗ. Вӑл Ленин проспектӗнчи 1-мӗш тата 12-мӗш ҫуртсенче, Ҫырла тӑкӑрлӑкӗнчи 2-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Ыйтса пӗлмелли телефон: 23-45-63, 26-00-33, 23-46-69, 35-03-55.
Республикӑн шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсен темле лару-тӑрури ҫынна та пулӑшма тивет. Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, сӑмахран, Алькеш поселокӗнче «ВАЗ-2114» автомобиль бетон юпа ҫине пырса кӗнӗ. Водитель автомбильте хӗсӗнсе ларнӑ. Инкек вырӑнне ҫӑлавҫӑсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем «Спрут» гидроинструмент пулӑшнипе водителе салонтан кӑларма пулӑшнӑ, унтан васкавлӑ медицина тухтӑрсем арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ.
Маларах тата, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 20 сехетре пӗр хӗрарӑм Республикӑн шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Вӑл пӳрни шыҫса кайнине, ҫӗрре хывайманнине пӗлтернӗ. «Умелец» хатӗр пулӑшнипе ҫӗрре хывма май килнӗ.
Чӑваш Енре виҫӗ ҫын кӑшӑлвирусӑн Британӗ штамӗпе чирленине палӑртнӑччӗ. Паянхи куна вӗсен йышӗ ӳснӗ – 9 ҫынна ҫитнӗ.
Анчах питех хӑрамалли ҫук-мӗн. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министерӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑрушӑ вируса сарӑлма паман, вӑхӑтра изоляци тунӑ. Чирлисем хутшӑннӑ ҫынсемпе профилактика ӗҫӗсем ирттернӗ.
Ҫапах япӑх хыпар та пӗлтернӗ: Чӑваш Ене Кӑнтӑр Африкӑри тата Индири штамсем килес хӑрушлӑх пур.
Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ штамсем хӑрушӑрах, вӗсем япӑх сипленеҫҫӗ, вилекенсем вара нумайрах. Чирлес мар тесен прививка тумалли, дистанцие пӑхӑнмалли, маска тӑхӑнмалли пирки каланӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи ҫул ҫинче икӗ машина ҫапӑннӑ. Водительсене тӗрӗсленӗ те иккӗшӗ те урах пулнӑ. Инкекре виҫӗ ҫын аманнӑ, пӗр хӗрарӑм вилнӗ.
Ҫул ҫинчи инкек ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни пӗр сехет хыҫҫӑн «Нурӑс-Патӑрьел-Елчӗк» ҫулӑн 37-мӗш километрӗнче пулса иртнӗ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Лада Веста» автомашинӑн 57 ҫулти водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Киа Спектра» автомобильпе ҫапӑннӑ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн 64 ҫулти водительне тата пассажирсенчен пӗрне пульницӑна илсе кайнӑ. Салонри тепӗр хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех вилнӗ. «Лада Веста» водительне те тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри лини пайӗн ӗҫченӗ машина урапи айне пулнӑ. Инкек браконьерсене тытса чарма хӑтланнӑ чух сиксе тухнӑ. Йӗрке хуралҫи урине хуҫнӑ.
Транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем саккуна пӑсса пулӑ тытакансене асӑрханӑ. Йӗркене пӑсаканни 36 ҫулти арҫын пулнӑ. Ывӑлне пулӑшма 60 ҫулти ашшӗ машинӑпа персе ҫитнӗ. Ҫамрӑк мар арҫын йӗрке хуралҫисенчен тарса ӳкес тесе пакунли ҫинех пырса кӗнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн 60 ҫулти арҫын инкек вырӑнӗнчен кайса ҫухалнӑ, ывӑлӗ ҫыран хӗррипе чупса тарнӑ.
Вӗсене каярах ҫапах та тытса чарма май килнӗ. 60 ҫулти ниҫта та ӗҫлемен арҫын унччен судпа айӑпланнӑскер иккен. Йӗрке хуралҫине хирӗҫ тӑнӑшӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Браконьер вара пулла саккуна пӑсса тытнӑшӑн явап тытӗ.
Чӑваш Енре юлашки талӑкра 50 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Сывалакансем 47-ӗн пулнӑ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.
Ку таранччен республикӑра 24878 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 22694-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 2 ҫын каварлӑ вируса парӑнтарайман. Ку таранччен 1394 ҫын ҫак чире пула вилнӗ. Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирусран вилекенсем сахалланнӑ. Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен кашни кун 50 ытла ҫын чирленине палӑртнӑ.
Хальхи вӑхӑтра килте амбулатори мелӗпе тата стационарта 791 пациент сипленет.
Улатӑр районӗнчи Атратьри психоневрологи интерначӗн ятне ылмаштарма йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Артамонов ӗнер, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Хысна учрежденийӗ шутланакан психоневрологи интерначӗ ӳлӗмрен интернат-ҫурт пулӗ. Ҫапла вара «психоневрологи» сӑмаха кӑларса пӑрахнӑ.
Интернат-ҫуртра 55 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсемпе 60 ҫултан аслӑрах арҫынсем тата 18 ҫултан аслӑрах I тата II ушкӑнри инвалидсем пурӑнӗҫ.
«Атратьри интернат-ҫурт» хысна учрежденийӗн учредителӗ — Чӑваш Ен Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |