Уроксенче вӑл усал сӑмахсемпе кӑшкӑрашнӑ, ачасем ҫине алӑ ҫӗкленӗ. Пӗр шкул ачине чышса ярса уринчен тапнӑ, теприне ҫухинчен тытса урайне ӳкернӗ. 12-ри хӗрачана вара спорт тумне вӗхӑтра тӑхӑнса ӗлкерейменшӗн ҫурӑмӗнчен ҫапнӑ. Ҫапла хӑтланнӑшӑн Куславккари район сучӗ вырӑнти шкулта физкультура учителӗ пулса ӗҫленӗ арҫынна айӑпланӑ.
Учитель аллинчен хӗн курнӑ ачасем пекех, 5-мӗш класра вӗренекенсем те урок пуҫланиччен выляса ҫӳренӗ. Вӗсене вӗрентекен вӑйпа чарма шутланӑ пулмалла. Вӗрентекен тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫ материалӗсем тӑрӑх, ачасене вӑл 2 урок тӑршшӗпе мучитленӗ. Вӗренекенсем чӑтайманнипе класс ертӳҫирен пулӑшу ыйтнӑ. Ӗҫтешӗ ҫинчен ытти педагогсем хытӑ тата вичкӗн пулнине каласа параҫҫӗ. Анчах та вӑл ачасем ҫине алӑ ҫӗклеме пултарнине никам та шутламан. Халь арҫын шкулта ӗлемест. Суд йышӑнӑвӗпе ӑна 2 ҫул та 1 уйӑхлӑха условлӑ майпа ирӗкрен хӑтарнӑ. Ҫавӑн пекех 3 ҫул унӑн ачасене вӗрентме юрамасть.
Сӑкӑт шкулӗнче Патӑрьел районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен методика пӗрлешӗвӗ (методисчӗ Перепелкина Е.С.) чӳкӗн 1-мӗшӗнче ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ ирттерчӗ. Ӑна Ухсай Яккӑвӗ чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Конференцие тӗплӗн хатӗрленчӗҫ, йышлӑн хутшӑнчӗҫ, вӑл ҫӳллӗ шайра иртрӗ. Чи малтанах Сӑкӑт шкулӗнче вӗренекенсем, «Сӑмах илемӗ» литература кружокне ҫӳрекенсем (ертӳҫи — Тинюкова Н.К. учительница), хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Ухсай сӑввисем тӑрӑх йӗркеленӗ «Юратрӑм эп... сире!» музыкӑпа литература композицийӗ пурне те килӗшрӗ. Поэтӑмӑрӑн пултарулӑхне тӗрлӗ енлӗ тишкерчӗҫ конференцие хутшӑннисем: Табакова М.З., Иванова Н.В., Тинюкова Н.К., Хлебникова Г.Ф., Павлова Л.В, Никитина Н.П. докладсем турӗҫ, Самарина В.А., Кулакова С.П., Анюрова Е.В. презентацисемпе паллаштарчӗҫ, Никитина С.П. тата Хлебникова Г.Ф. поэта халалласа ҫырнӑ сӑввисене вуларӗҫ.
Район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн методисчӗ Перепелкина Е.С. конференци ӗҫне пӗтемлетсе лайӑх хак пачӗ, вӗрентӳ ӗҫӗнчи ҫӗнӗлӗхсемпе те паллаштарчӗ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 2-мӗш кунӗнче, Шупашкарти 59-мӗш шкулта «Успешное обучение чувашскому языку в начальней школе» (чӑв. «Пуҫламӑш классенче чӑваш чӗлхине ӑнӑҫлӑ вӗрентесси») проект шутӗнче ятарлӑ семинар иртрӗ. Пуҫламӑш классен ертӳҫисем, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем хӑйсен ӗҫӗпе, уроксенче усӑ куракан меслетсемпе паллаштарчӗҫ. Проекта пурнӑҫланӑ май сиксе тухакан йывӑрлӑхсем ҫинче та чарӑнса тӑчӗҫ, ырӑ енӗсене те асӑнчӗҫ.
Ҫавӑн пекех Николай Плотников вӗсене Чӑваш халӑх сайчӗн тата тӑванла ытти сайтсен ӗҫӗ пирки каласа пачӗ.
Тепӗр семинар 2012 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче иртӗ.
«Пуҫламӑш классенче чӑваш чӗлхине ӑнӑҫлӑ вӗрентесси» проект паянхи кун Шупашкарти икӗ шкулта пурнӑҫланать. Чи малтанах вӑл 10-мӗш шкулта ӗҫлеме пуҫланӑ, кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче вара унта 59-мӗш шкул та хутшӑннӑ.
Паян, юпан 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял Покровски шкулӗнче (Пархикасси ялӗнче вырнаҫнӑ) Юрий Филиппович Ефимов ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ ятпа конференци иртрӗ.
Мероприяти кӑнтӑрла иртсен, 2 сехетре пуҫланчӗ. Шкулти акт пӳлӗмне халӑх туллиех пуҫтарӑнчӗ. Кунта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчен килнӗ ӗҫтешӗсем, тӑванӗсем, пӗрле вӗреннӗ тантӑшӗсем, шкул ачисем тата ыттисем пулчӗҫ. Кашни хӑйӗн сӑмахӗнче ӑсчаха тивӗҫлӗ хаклама тӑрӑшрӗ — ун кун-ҫулне, ӗҫне, тӗпчевре хӑварнӑ йӗрне уҫса пачӗ.
Ефимов Юрий Петрович — Ҫӗньял Покровски ялӗнче ҫуралнӑ чӑваш чӗлхеҫи. Ҫут тӗнчене вӑл 1941 ҫулхи юпан 24-мӗшӗнче килнӗ, 1998 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ.
Юрий Петрович Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ пухнӑ.
Елчӗк районӗнчи Чӑваш Тӑрӑм шкулӗнчи ачасем виҫӗ кун хушши йывӑҫ пахчине хура пилеш татма ҫӳрерӗҫ.
Хура пилеш — питӗ усӑллӑ ҫырла. Ӑна пӗрремӗш сивӗсем хыҫҫӑн кӑна пуҫтармалла. Медицинӑра та унпа анлӑ усӑ кураҫҫӗ, мӗншӗн тесен пилешре тӗрлӗ витамин нумай (Р, С, Е, К, В1, В6, бета-каротин), ҫавӑн пекех микроэлементсем те чылай (бор, тимӗр, марганец, пӑхӑр, фтор). Тӗслӗхрен, хӑмла ҫырлипе танлаштарсан, хура пилешре йод 4 хут нумайрах. Хура пилеш ҫырли юн пусӑмне нормӑна лартать, юнри холестерина чакарать. Тухтӑрсем сахар диабечӗ, ревматизм, аллерги, атеросклероз чухне те ҫак ҫырлана ҫиме хушаҫҫӗ. Ӑна шӑнтса хума та, типӗтме те юрать.
Чӑваш Тӑрӑм ачисем виҫӗ кун хушши питӗ тӑрӑшса ӗҫлерӗҫ вара. 5- мӗш класрисем пӗр кун хушшинче 150 кг пилеш пуҫтарчӗҫ. Чи нумай татаканни Королева Марина пулчӗ (28,5). Шкулӗпе виҫӗ кун хушшинче 2,5 тоннӑна яхӑн татнӑ ҫырлана Канашри заготсбытбазӑна ӑсатрӗҫ.
Чӑн та, усӑллӑ ӗҫ чун канӑҫӗ пулчӗ.
Ӗнер, авӑнӑн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе Элӗк районӗнче пулнӑ.
Чи малтанах Элӗкри «Новый путь» (Ҫӗнӗ ҫул) хуҫалӑх ӗҫӗпе паллашнӑ. Ӗҫлес енӗпе ҫак пӗрлешӳ республика шайӗнче те, районта та малтисен ретӗнче шутланса тӑрать. Ҫӗнетӳсем те ҫук мар вӗсен. Сӑмахран, Юлӑш ферминче ҫу туса кӑларма май паракан тавар фермине хута яма шутлаҫҫӗ — унта 200 пуҫа яхӑн ӗне вырнаҫайӗ. Паянхи кун унта хӗрӳ ӗҫҫи пырать — ҫанталӑка пӑхмасӑр кашни кунпа туллин усӑ курса ӗҫлеҫҫӗ. Пӗлтӗрхи тӑкаксене кура хуҫалӑхра выльӑх апатне ик-виҫ ҫуллӑха хатӗрленӗ. 180 пуҫ выльӑх усрамалли пӑрусен фермине те ҫӗнӗрен хӑйсен укҫи-тенкипе ҫӗнетме шутлаҫҫӗ. Малалли ҫула тухас умӗн Чӑваш Ен Элтепӗрӗ ял ӗҫченӗсене тӑрӑшуллӑ ӗҫлеме вӑй-хал сунмасӑр хӑварма пултараймарӗ.
Ӗҫлӗ ҫулҫӳрев Йӑлкӑш шкулне ҫитсен хӑнасем шкула кайма вӑхӑт ҫитмен ачасемпе калаҫу ирттернӗ. Пепке пахчи ертӳҫи Альбина Егорова ушкӑна 20 ача ҫӳрени пирки пӗлтернӗ. Йӑлкӑш шкулне вара ултӑ ялтан пурӗ 60 ача ҫӳрет.
Чӑваш ҫӗрӗнче вӗренӳ заведенийӗсен шучӗ пурӗ пӗр пин ытла. Вӗсенчен ҫурри — вӗтӗмешле пӗлӳ паракан шкулсем. Професилле пӗлӳ паракансем 60 ытла, ҫав шутра пуҫламӑш професилле пӗлӳ паракансем 17, вӑтам — 27, аслӑ пӗлӳ паракансем — 26. 130 пине яхӑн шкул ачи вӗренет, 100 пине яхӑн студент ӑс пухать. 12 пин те 600 ача кӑҫал пӗрремӗш хут, пӗрремӗш класа кайӗ — пӗлӳ пухма пуҫлӗ.
Шкул ачисем, студентсем, вӗсене ӑс паракан вӗрентекенсем! Сире пурне те Пӗлӳ кунӗ ячӗпе саламлатпӑр! Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ӑнӑҫусемпе ҫитӗнӳсем сунатпӑр! Эсир тӑрӑшса вӗреннине вӗрентекенсем тӗрӗс хак пама пултарччӑр!
Ӗнер, ҫурлан 25-мӗшӗнче, Тӑвайри вӑтам шкулӑн акт пӳлӗмӗнче районти вӗренӳ ӗҫченӗсен ҫурла уйӑхӗнчи канашлӑвӗ пулчӗ. Унта хутшӑнакансем райадминистрацин вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин тата вӑй-хал культурипе спорт пайӗн пуҫлӑхӗ В.Шакров каланӑ доклада итлерӗҫ. Доклад тӑрӑх Элпуҫӗнчи вӑтам шкул директорӗ Л.Кабакова, Енӗш Нӑрвашри вӑтам шкул директорӗн ҫумӗ Л.Данилова, Тӗмерти вӑтам шкулта пуҫламӑш классене вӗрентекен Е. Степанова, Ҫӗнӗ Пуянкассинчи вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Э.Кириллова, Тӑвайри 1-мӗш ача садӗнчи музыка ертӳҫи О.Уткина тухса калаҫрӗҫ.
Конференци ӗҫне пуҫлӑхсем те хутшӑнчӗҫ, сӑмах тухса каларӗҫ, вӗренӳ ӗҫченӗсене ҫывхарса килекен уявпа — Пӗлӳ кунӗпе тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗпе саламларӗҫ, ырлӑх-сывлӑх, ӑнӑҫусем сунчӗҫ.
Канашлура ҫавӑн пекех вӗрентӳ ӗҫченӗсен пысӑк ушкӑнне Хисеп грамотисемпе сертификатсем парса хавхалантарчӗҫ. Халӑх тӳрех саланмарӗ, малалла тӗрлӗ предмет пайӗсем ӗҫлерӗҫ.
Ҫурлан 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе Вӑрмар районӗнче пулнӑ.
Чи малтан ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленнине тӗрӗслес тӗллевпе Пысӑк Енккассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула ҫитнӗ. Шкула кӑҫал пурӗ 240 ача килӗ. Районта шкул чи лайӑххисен шутӗнче, вӗренме пур услови те ҫителӗклӗ. Шыв кӗртнӗ, хутса ӑшӑтмалли системӑсем аванах ӗҫлеҫҫӗ. Икӗ автобус 18 ялти вӗренекене шкула илсе ҫитерет. Пур ачана та вӗри апатпа тивӗҫтереҫҫӗ. Шкулӑн хушма хуҫалӑх та пур — унта туса илнӗ пахча-ҫимӗҫпе хӑйсен столовӑйӗнче усӑ кураҫҫӗ.
Вӗренӳ учрежденийӗн ертӳҫи Галина Архипова шкул пурнӑҫӗпе хӑнасене тӗплӗн паллаштарчӗ — ачасен олимпиадӑсенчи, спортри ҫитӗнӗвӗсем пирки уйрӑммӑн чарӑнса тӑчӗ. Шкулта 18 вӗренмелли пӳлӗм. Михаил Игнатьев компьютер класӗнче пулчӗ, ачасем тӗнче уҫлӑхӗпе епле усӑ курма пултарнипе кӑсӑкланчӗ. Шкулти вулавӑшра та ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне тӗплӗ хатӗрленнӗ — кӗнекесем, хушма литература ҫителӗклӗ илсе ҫитернӗ.
Ярмушка ялӗ Вӑрнар районӗн ҫурҫӗр енче, Упаҫырма шывӗ хӗрринче ларать. Ялӗ пӗчӗкех мар, 500 яхӑн ҫын пурӑнать. 4 урам. Ялта фельдшер пункчӗ, клуб, спорт тӳремлӗхӗ, лавкка пур, газ кӗртнӗ. Шупашкар–Ишек–Калинин–Вӑрнар ҫулӗ ҫывӑхӗнче ларать.
Ялта вӑтам шкул та пур — ӑна 1862 ҫултах кунта уҫнӑ. 1961 ҫулта сакӑр класлӑ шкул шайне хӑпартнӑ, 1975 ҫултанпа вара — вӑтам шкул. 2002 ҫулта ӑна базӑллӑ шкул туса хунӑ — юнашар ялти ачасем кунта ытларах ҫӳреме пуҫланӑ.
Ял пысӑк ҫул ҫывӑхӗнче ларнӑран асфальтлӑ ҫул ялах кӗрет. Шкул патне те ҫитерет вӑл. Тахҫантанпах сарнӑран чылай вырӑнта вӑл пӑсӑлнӑ, шӑтӑклӑ-саплӑклӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫитнӗрен «Вӑрнарҫулстрой» ӑна юсама кӑмӑл тунӑ — шӑп та лӑп ҫак вӑхӑтра ҫула сараҫҫӗ те ӗнтӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |