Ҫулталӑкӑн кашни вӑхӑчӗ илемлӗ. Кӗркунне хӗвел ҫу кунӗсенчи пек хытӑ хӗртмест, ҫумӑр ҫӑвать пулин те тавралӑх ылтӑн айне путнӑ тейӗн. Унта та кунта хӗрлӗ, хӑмӑр, сарӑ ҫулҫӑсен айӗнче ларакан йывӑҫсем хӑйсен илемӗпе савӑнтараҫҫӗ. Юпан 13-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Йӑршу шкулӗн вӗрентекенӗсен «Кӗрхи бал» уявӗ иртнӗ.
Ачасем конкурссене тӑрӑшса хатӗрленсе хӑйсене хастар кӑтартнӑ. Вӗсем костюмсем ҫӗленӗ, кӗр ҫинчен сӑвӑсем, ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсем вӗреннӗ, хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ.
Уяв вӗҫӗнче пурте пылак парнесене тивӗҫнӗ.
Тин ҫеҫ тенӗ пек иртнӗ ҫуллахи кунсенче Хырхӗрри культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем кӗҫӗн ҫулхи хӗрачасем валли ятарласа «Ҫу пики» ӑмӑрту ирттернӗччӗ. Юпан 14-мӗшӗнче вара ҫак ӳнер вучахӗнче ялти шкулта 7-9 классенче вӗренекенсем валли «Кӗр пики» ятлӑ конкурс иртрӗ. Ҫак тупӑшу пулассине ачасене маларах пӗлтерсе хунӑччӗ. Ҫавӑнпа та хутшӑнакансем ун патне тӗплӗнрех хатӗрленме пултарчӗҫ.
Чӑн малтан хӗрачасем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ. Унтан конкурса йӗркелесе ертсе пыракан Т.И. Бормотина хатӗрленӗ ыйтусем ҫине хурав шырарӗҫ. Хыҫҫӑн хӗрупраҫсем пушӑ вӑхӑтра мӗн ӗҫ тума юратнине, е урӑхла каласа хӑйсен хобби ҫинчен каласа пачӗҫ. Юлашкин конкурссем — ташӑ ташласси тата кӗрхи модӑна сӑнласси.
Куракансем те ахаль ларса тӑмарӗҫ. Ертсе пыракан вӗсемпе тӗрлӗ ӑмӑртусем ирттерчӗ. Унсӑрӑн шкул ачисем хӑйсен класӗнче вӗренекен конкурсанткӑсене алӑ ҫупса, «Маттур! Пултаратӑн!» — тесе хавхалантарса кӑшкӑрсах тӑчӗҫ. Жюрире ларакансем баллсене тӗплӗ шутласа тухнӑ хыҫҫҫӑн пӗтӗмлетӳ туса пачӗҫ. Чи нумай балл пуҫтарса «Кӗр пики» ята тӑххӑрмӗш класра вӗренекен Настя Ятманова тивӗҫрӗ.
«Сӑмахсар — алфавитпа йӗркеленӗ Тӗнче...», — ҫапла каланӑ Франци ҫыравҫи Анатоль Франс. Чӑн та, сӑмах кӗнекине пӑхсан эпир унӑн пӗлтерӗшне те, ӑна епле ҫырмаллине те, вӑл епле сӑпатланнине те пӗлме пултаратпӑр.
Нумай пулмасть Канашри 6-мӗш шкулта вӗренекен тӑххӑрмӗшсемшӗн кил-йыш вулавӗн библиотекинче, учрежденин 3-мӗш уйрӑмӗнче «Сӑмах кӗнекисемпе сӑмах пуххисем» ятпа ятарлӑ урок иртрӗ.
9-мӗш класра ӑс пухакансене вулавӑш заведующийӗ Игнатьева Г.Н. сӑмахсарсемпе епле усӑ курмалли пирки каласа пачӗ: сӑмахӑн пӗлтерӗшне епле тупмалла, термин ӑнлавне мӗнле пӗлмелле, справочниксемпе епле усӑ курмалла. Ку пӗлӳ, паллах, ачасене ҫитес вӑхӑтрах кирлӗ пулӗ — вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнӗ май, тен, хӑшӗсем, шкула хӑварса ятарлӑ пӗлӳ илме те кайӗҫ, унта вара сӑмахсарсемпе усӑ курма пӗлни вӗренӗве ҫӑмӑллатӗ. Ҫавӑнпах ӗнтӗ тӑххӑрмӗшсем заведующий сӑмахне тимлӗн итлерӗҫ, сӑмахсене тупма вӗренчӗҫ.
Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт шкулӗнче пӗрремӗш класра вӗренекенсем паян Анюрова А.В. класс ертӳҫипе пӗрле Кӗнекесен тӗнчинче, тепӗр май каласан — вулавӑшра, хӑнара пулчӗҫ.
Пысӑк та хӑтлӑ залра капӑр стеллажсем ҫинчен пӗчӗк шӑпӑрлансем ҫине ҫӗршер те ҫӗршер кӗнеке йӑл-йӑл кулса пӑхаҫҫӗ пек: «Акӑ пирӗн ҫӗнӗ туссем ҫитрӗҫ! Килӗрех, иртӗрех! Атьӑр, паллашар, туслашар!», — тенӗ библиотека хуҫи. В.Н.Тестова ҫӗнӗ хӑнасене хапӑл туса йышӑнчӗ, кӑтартса, ӑнлантарса пачӗ — вулавӑшпа тӗплӗн паллаштарчӗ.
Мӗн тӗрлӗ кӗнеке ҫук-ши кунта! Ҫӳп-ҫӳхи те, мӑнтӑрри те, пӗчӗкки те, тем пысӑкӑшши те, тӗрлӗ тӗсли, тӗрлӗ ӳкерчӗкли... Кӗнекене шакӑртаттарса вулама пӗлекенсем те пур иккен ачасем хушшинче. Хӑшӗ-пӗри вуласа та кӑтартрӗ.
Хавас кӑмӑлпа таврӑнчӗҫ пӗрремӗшсем класа. Вулавӑш питӗ килӗшрӗ вӗсене. Кӗҫех акӑ, ҫӗнӗ сукмаксем те хывӑнӗҫ библиотекӑна. Ҫулӗ такӑр пултӑр, вулама юратакансен шучӗ чакса мар, ӳссе пытӑр!
АВН | 14 |
«Язык для успеха» (Шупашкар) шкулпа Раҫҫей чӑвашӗсен культурӑпа наци автономийӗ (Мускав) чӑваш ҫамрӑкӗсем валли «Аталану-2012» пӗлӳ ӑмӑртӑвне пуҫарнӑ.
Пӗрремӗш тапхӑр авӑнӑн 14-мӗшӗнчен пуҫласа 2012 авӑнӑн 30-мӗшӗччен пырӗ, вӑл инҫет ҫыхӑну майпа иртӗ. Ӑмӑртӑва пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсен 8-11 класс ачисем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Ҫак ӑмӑрту ачасенче чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланас туртӑма вӑйлатасса йӗркелӳҫӗсем чӑннипех те шанаҫҫӗ!
Ӑмӑрту ҫинчен тӗплӗн официаллӑ сайтра пӗлме пулать: www.atalanu.com.
2012 ҫул пуҫланнӑранпа патшалӑхпа муниципалитет пурлӑхне приватизациленӗ ӗҫре Чӑваш прокуратури 120 ытла йӑнӑш тупнӑ.
Тӗслӗхрен, Энӗшпуҫ шкулӗн 8 пӳлӗмне (361 м2) сутнине прокуратура палӑртнӑ. Приватизацилеме Вӑрмар район пухӑвӗн депутачӗсем те, администрацийӗ те хирӗҫ пулман. Ҫӗнӗ хуҫа вара пӳлӗмсене ҫӗрулми ампарӗ вырӑнне усӑ курнӑ.
Прокуратура сута-илӳ килӗшӗвне пӑрахӑҫлама ыйтнӑ хыҫҫӑн суд вӗсемпе килӗшнӗ. Прокуратура ӗҫченӗсем ӑнлантарса панӑ тӑрӑх патшалӑхпа муниципалитет ҫурчӗсене халӑха усӑ кӳме тунӑ, ҫавӑнпа та саккун вӗсене приватизацилеме чарать.
Паян, авӑнӑн 1-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршывра пысӑк уяв — Пӗлӳ кунӗ! Ҫак уява Шупашкар районӗнчи Ишлейри вӑтам шкула кӗрекен Етӗрнекасси шкулӗнчи кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем те чыслӑн кӗтсе илчӗҫ.
Ирех тӑнӑ вӗсем паян. Ӑҫтан ҫывӑрса ыйхӑ килтӗр-ха ҫакӑн пек паллӑ кун! «Шкулӗ пысӑках мар пулин те, хамӑр ялтах-ҫке!» — савӑнӑҫне пытараймарӗҫ ачисене ӑсатма пынӑ ашшӗ-амӑшӗсем те. Капӑр тумланнӑ, пысӑк чечек ҫыххисем йӑтнӑ тулли кӑмӑллӑ ачасем ирех савӑнӑҫлӑн шавласа пырса ҫитрӗҫ тӑван шкула. Вӗсем кӑҫал унта улттӑн вӗренеҫҫӗ. Савӑк кӑмӑлпа кӗтсе илчӗ вӗсене ҫӗнӗ вӗрентекенӗ.
Паянхи Пӗлӳ кунӗ ачасемшӗн те, ашшӗ-амӑшӗсемшӗн те чӑн-чӑн уяв пулчӗ, вӑл нумайлӑха асӑмра юлӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ӑнӑҫусемпе ҫитӗнӳсем тулли пуласса ӗмӗтленсе саланчӗҫ ҫӗкленӳллӗ туйӑмлӑ шкул ачисемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем. «Пӗлӳ кунӗ ячӗпе пурне те пӗтӗм чунтан саламлатпӑр!» — ялкӑшрӗҫ вӗсен сӑн-пичӗсем.
Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинерте пысӑк ӗҫ пырать — кунта ҫӗнӗ шкул ҫуртне тума тытӑннӑ.
Аслӑ Пинер ялӗнчи шкул 1892 ҫулта уҫӑлнӑ. 1925 ҫулта шкулӑн ҫуртне хӑпартса ҫитернӗ. 1961 ҫулта вара хальхи кирпӗч ҫурта тума тытӑннӑ. Кӑҫал вара Аслӑ Пинер шкулӗ валли кирпӗчрен ҫӗнӗ капӑр ҫурт хӑпартма пуҫланӑ.
Ҫӗнӗ ҫурт икӗ хутлӑ, унта пурӗ 160 ача вӗренме пултарайрать. Шкулта газпа ӑшӑтакан котельнӑй, гараж пулӗ.
Хальхи вӑхӑтра 1-мӗш хутӑн стенине хӑпартаҫҫӗ. Ӗҫе УӖСО «Урмарская» (чӑв. «Вӑрмарти») АХО пурнӑҫлать, пурӗ 18 ҫын вӑй хурать, техника шучӗ — 3. Ҫулталӑк вӗҫлениччен 45 миллион тенкӗлӗх ӗҫ тума палӑртаҫҫӗ. Шӑнтиччен тулашри ҫыхӑну ӗҫӗсене туса ҫитересшӗн: газпа шыв пӑрӑхӗсене хурса тухасшӑн, каяш шывӗсен системине тӑвасшӑн, ӑшӑ кӗртекен системӑна вырнаҫтарасшӑн. Ҫурла уйӑхӗ вӗҫленнӗ май ҫанталӑк ӑшӑпа хавхалантармасть пулин те ҫурта хӑпартакансем ӗҫе пӑрахмаҫҫӗ, вӑй ҫитне таран ӗҫ тӑваҫҫӗ.
Аслӑ Пинер шкулӗн ҫӗнӗ ҫуртне тепӗр ҫул, 2013 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче хута ямалла.
Ваттисем калашле, ӗҫӗ йӗплӗ пулин те, ҫимӗҫӗ сиплӗ пултӑр!
Паян Чӑваш Ен Пӗлӳ кунне уявлать! Шкул ачисем, студентсем тата вӗсен ӑсне ӳстерекен вӗрентекенсем! Пӗлӳ кунӗ ячӗпе сире пӗтӗм чунтан саламлатпӑр! Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ӑнӑҫусемпе тата ҫитӗнӳсемпе тулли пултӑр! Тӑрӑшса вӗренсе пухнӑ пӗлӳ сая ан кайтӑр, ӳлӗмхи пурнӑҫра пулашсах тӑтӑр!
Чӑваш Енре паян 13 пин ача (пӗлтӗр 12 600) пӗрремӗш хут пӗрремӗш класа кайӗ. Ӑнӑҫу вӗсене! Пирӗн республикӑра ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче пурӗ 505 шкул (вӗсенчен вуннӑшӗ — каҫхи шкулсем) ӗҫлӗ, 129 пин ача вӗренме ҫӳрӗ (пӗлтӗрхи кӑтартусем: 509 шкул, 11 каҫхи, 128 600 ача). 86 пин ҫамрӑкҫын профессиллӗ вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухӗ. Чӑваш Енре пуҫламӑшрисем — 11, вӑтаммисем — 31, аслисем — 24. Професиллӗ вӗренӳ заведенийӗсенче пурӗ 4,3 пин ҫын ӗҫлӗ. Шкулсенче, калама манса кайнӑ — 9,5 пин ҫын вӑй хурӗ.
Пирӗн пӗрлӗх тепӗр хут пурне те ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ячӗпе ӑшшӑн саламлать!
Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!
Сире Пӗлӳ кунӗ ячӗпе тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа пӗтӗм чунтан саламлатӑп!
Авӑнӑн 1-мӗшӗнче республикӑри мӗн пур вӗренӳ заведенийӗ хӑйӗн вӗренекенӗсене хапӑл туса йышӑнать, ҫавна май шкул ачисем, техника професси училищисемпе колледжсенче вӗренекенсем, аслӑ шкул студенчӗсем пӗлӳ тӗнчине ҫул тытаҫҫӗ.
Ҫав асамлӑ ҫул шкултан е аслӑ шкултан вӗренсе тухнипе кӑна вӗҫленмест. Ахальтен мар вӗт халӑх ӑслӑлӑхӗ: «Ӗмӗр пурӑн — ӗмӗр вӗрен», — тесе вӗрентет. Лайӑх пахалӑхлӑ пӗлӳ, тӗрлӗ енлӗ професси вӗренӗвӗ, пӗрмаях ҫӗннине пӗлме тата хӑйӗн ӑсталӑхне ӳстерме тӑрӑшни кирек камшӑн та ҫитӗнӳ тумалли майсем пулса тӑраҫҫӗ.
13 пине яхӑн пирӗн пӗчӗк гражданин хӑйӗн пурнӑҫӗнче шкул алӑкне пуҫласа уҫать. Ачасенчен ытларахӑшӗ пӗлӳ тӗнчипе ача садӗнче паллашма пуҫланине пурте пӗлетпӗр. Ҫавӑнпа та мӗн пур пӗчӗк ачанах шкулчченхи вӗренӳ учрежденине ҫӳреме майсем туса парасси Чӑваш Ен патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри шутланать. Асӑннӑ тӗллеве пурнӑҫлас тӗлӗшпе Правительство комплекслӑ мерӑсем йышӑннӑ, вӗсемпе килӗшӳллӗн республикӑри районсемпе хуласенче 2014 ҫул вӗҫӗ тӗлне 24 ҫӗнӗ ача сачӗ туса лартмалла, юсаса ҫӗнетекеннисене те шута илсен, 48 хушма ача сачӗ уҫӑлмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.