Кашни ҫулах нарӑс уйӑхӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа вӑтам шкулӗнче унта вӗреннисемпе тӗлпулу ирттереҫҫӗ. Ку тӗлпулӑва 1998 ҫултан пуҫласа юбилейлӗ (10, 20, 30, 40, 50, 60) выпусксене чӗнетчӗҫ. Пӗр ҫаврӑм пулнӑ хыҫҫӑн 10 ҫул хушши пӗрле вӗреннисене чӗнме тытӑнчӗҫ.
Кӑҫал вара 1971-1982 ҫулсенче пӗрле вӗреннисене чӗннӗ. Пин ытла вӗсем. Шатӑр сивве пӑхмасӑр (Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫак кун 30 градус сивӗ тӑчӗ) Тури Туҫа вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ 200 яхӑн ҫын пухӑнчӗ.
Мӗн кӑна асаилмерӗҫ пулӗ! Вӑтӑршар ҫул пӗр-пӗрне курманнисем куҫҫуль кӑлармасӑр чӑтаймарӗҫ. Ҫакӑн пек тӗлпулу туса панӑшӑн тӑван шкула тав сӑмахӗ каларӗҫ.
НАР | 06 |
Элӗк шкулне 1853-1854 ҫулсенче уҫнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра уроксем кашни кун пулман, эрнере 2-3 кун ҫеҫ вӗреннӗ, вӗрентекен вара пуп пулнӑ. Ку шкултан чӑваш халӑх поэчӗ Илле Тукташ та вӗренсе тухнӑ.
Халӗ Элӗк шкулӗнче 723 ача вӗренет. Кунта вӗрентекенсем питӗ кӑмӑллӑ, ачасене тӑрӑшсах вӗрентеҫҫӗ. Шкулта яланах тӗрлӗ мероприятисем пулса иртеҫҫӗ.
«Тӑван чӗлхене лайӑх пӗлни тепӗр чӗлхене вӗренме, унӑн уйрӑмлӑхӗсене тӗплӗнрех ӑнланма, ҫавна май ытларах пӗлӳ туянма пулӑшать» — тенӗ М.Я. Сироткин.
Ҫак сӑмахсене тӗпе хурса, нарӑсӑн 2-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Салапайкасси шкулӗнче вӗренекенсем Раҫҫей шайӗнче ирттерекен черетлӗ «Чӗвӗлти чӗкеҫ — 2012» ӑмӑртӑва хутшӑнма шут тытрӗҫ. Унта пурӗ 2-8 классенчи 42 ача тупӑшрӗ. Вӗсем хӑйсене чи ҫепӗҫҫи, чи хастарри, чи сӑпаййи, тӑван чӗлхепе тӑван халӑх культурине чи тарӑн пӗлекенни ята илессипе ӑмӑртрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне илес тесе вӗсен 1 сехет те 15 минут хушшинче 30 ыйту ҫине хурав памалла пулчӗ. Ку ӗҫ пултаруллӑ та тимлӗ пулма хистерӗ вӗсене. Мӗн чухлӗ кивелнӗ, халиччен илтмен сӑмахсемпе паллашрӗҫ унта ачасем! Хӑшӗсене пӗлеймерӗҫ те пулас, ӑмӑрту хыҫҫӑн тӳрех шкул вулавӑшне ҫул тытрӗҫ. Лайӑхрахах пӗлесшӗн иккен тӑван чӗлхене салапайсем!
Шансах тӑратпӑр, тӑрӑшуллисем ҫӗнтереҫҫех!
Хӗрлӗ Чутай районӗнче спорт ӑмӑртӑвӗсем кулленех ирттереҫҫӗ.
Ҫак кунсенче яшсемпе хӗрсем пневматика пӑшалӗнчен тӗл перессипе тупӑшрӗҫ. Ӑмӑртусем 8-9 тата 10-11-мӗш класра вӗренекенсем хушшинче иртрӗҫ. 8-9 класра вӗренекенсем хушшинче чи нумай очко пухса пӗрремӗш вырӑна Сергей Сарин, иккӗмӗш вырӑна — Станислав Федотов, виҫҫҫӗмӗш вырӑна — Анастасия Сятрайкина тухрӗҫ (пурте Хӗрлӗ Чутай шкулӗнчен). Ку шкул 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗ, 2-мӗш вырӑнта — Штанашри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкул вӗренекенӗсем.
10-11 класра вӗренекенсем — 1-мӗш вырӑнта Снежана Альгешкина, 2-мӗш вырӑнта Илья Ахматканов, 3-мӗш — Михаил Замуткин (Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкул). Командӑсем хушшинче каллех малтисем Хӗрлӗ Чутай шкулӗн вӗренекенӗсем, иккӗмӗшсем — Питӗркасси шкул ачисем.
Нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Карӑклӑра уяв иртӗ — ку ялти шкул кӑҫал 100 ҫул тултарать. Савӑнӑҫлӑ уяв 10 сехет ҫурӑра пуҫланӗ — тӗрлӗ ҫулта ҫак шкулта вӗреннӗ кашни ҫынна унта ҫитме йыхравлаҫҫӗ.
Уҫырмапа Утӑ юханшывсем пӗрлешнӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ ялти шкула 1912 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче уҫнӑ. Карӑклӑ-Аксарин ҫемски шкулӗн пӗрремӗш вӗрентекенӗсем Ҫӗрпӳрен пулнӑ — Кузнецов Дмитрий Назарович тата ун мӑшӑрӗ Александра Васильевна.
1933 ҫулта ӑна колхоз ҫамрӑкӗсен ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул шайне хӑпартнӑ. 1962 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 8 класлӑ шкул шутланнӑ, вӗренекенсен йышӗ 287 ачана ҫитнӗ. 1970 ҫулта шкул ачисен йышӗ 450 ҫитнӗ. 1974 ҫулхи вӗренӳ ҫулӗнче вара ӑна вӑтам шкул шайне хӑпартнӑ. 1983 ҫулхи вӗренӳ ҫулне ачасем икӗ хутлӑ ҫӗнӗ ҫуртра пуҫланӑ.
Шкул адресӗ: Канаш районӗ, Карӑклӑ ялӗ, Ҫамрӑксен урамӗ, 14 ҫурт.
Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Тӑванкас шкулӗнче компьютер музейӗ уҫӑлчӗ. Кабинет ертӳҫи, информатикӑ тата физикӑ вӗрентекенӗ Мидуков И.П. тӑрӑшнипе 1986 ҫултан пуҫласа паянхи кунчен ӗҫлекен аппаратурӑ пуҫтарнӑ. Тӗлӗнмелле, кашни компьютер юсавлӑ, пурте ӗҫре. Иван Петрович Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче паллӑ ӑста, ун уссине таврари шкулсенчи мӗн пур «информатик» пӗлет. Халӗ шкулта кашни вӗренӳ уйрӑмӗнче ҫӗнӗ йышши компьютерсем лараҫҫӗ, вӗрентекенсем хӑйсен ӗҫӗсенче вӗсемсӗр пӗр утӑм та тӑваймаҫҫӗ тесе калама та юрать пулӗ.
Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Хапӑсри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта А. Емельянов ҫыравҫӑн 80 ҫулхи юбилейне халалласа районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш чӗлхи уйрамӗнче ӗҫлекенсем хушшинче ӗҫлӗ тӗлпулу пулать. Ҫав тӗлпулӑва А. Емельяновӑн тӑванӗсене, ӑна ҫывӑх пӗлекенсене йыхравлаҫҫӗ. Шкул ачисем хайсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ, ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулахӗ ҫинчен, унӑн паллӑ хайлавӗсене тишкерӗҫ. Шупашкартан килнӗ хӑнасем те писатель пултарулахӗ пирки ҫӗнӗ хыпарсем илсе килме шантарчӗҫ.
Тӗлпулу ирхине 10 сехетре пуҫланать, пурне те хапӑл туса кӗтеҫҫӗ.
РАШ | 15 |
Хӗллехи каҫсем питӗ вӑрӑм, кунӗсем вара питех те кӗске. Кун ҫути вӑй илсе ҫеҫ ҫитерет, часах йӗри-тавра чатӑр карса илнӗ евӗр ҫанталӑк тӗксӗмленет, часах тепӗр каҫ та ҫитет. Иртнӗ ҫулсенче хӗле хирӗҫ сехетсене пӗр сехет каярах куҫарнине пула ирхине ӗҫе кайнӑ вӑхӑта кӑшт ҫуталма та тытӑнатчӗ ӗнтӗ. Кӑҫал вара пачах та урӑхла: сехет йӗпписем саккӑр тӗлне ҫитеҫҫӗ — урамра вара куҫран йӗп чышсан та нимӗн те курӑнмасть!
Хулара, пырать-ха, кашни юпа ҫинче тенӗ пекех хунарсем ҫутатаҫҫӗ. Хӑш-пӗр урамсенче кӑнтӑрлахирен те ҫутӑрах, тейӗн. Ялсенче вара урамра хирӗҫ пулакансем пӗр-пӗрин ҫине пырса тӑрӑнма та пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен хунарсем сайра-сайра ҫеҫ вырнаҫнӑ.
Час ҫутӑлманни, уйрӑмах, ачасене терт кӳрет. Мӑн ҫыннӑн та ирхине ӑшӑ вырӑн ҫинчен тӑруках сиксе тӑрас килмест, ача-пӑчан вара тутлӑ ыйхӑран татӑлса, ҫурӑм хыҫне сумкка уртса ярса шкулалла ҫул тытма тивет. Кӗҫӗн класри ачасене тата та йывӑртарах. Пыраҫҫӗ вара, куҫӗсене сӑтӑркаласа, ҫул хӗррипе (чылай ялсенче ятарласа тунӑ тротуарсем ҫук пирки ҫапла тума лекет) иртсе ҫӳрекен машинасене те курмаҫҫӗ. Руль умӗнче ларакансем те ҫын кӗлеткине аякран асӑрхаса ӗлкӗреймеҫҫӗ, ҫывӑха ҫитсен тӑруках тормозне пусса лартаҫҫӗ.
Ҫӗмӗрлери ҫамрӑксен суйлав комиссийӗ «Эпӗ суйлава ӳкеретӗп» конкурса пӗтӗмлетрӗ.
Ку ӗҫ чӳк уйӑхӗ тӑршшипех тӑсӑлчӗ. Пӗтӗмпе 42 ача ӗҫне хак пама тивнӗ. Вӗсен хушшинче чи йышлӑ ӗҫсем 3-мӗш тата 8-мӗш шкулсенчен пулни палӑрчӗ. Ҫамрӑк ӳнерҫӗсем хушшинче 1-мӗш вырӑна Андреева Юлия ӗҫӗ тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Таратина Тамара тата Филлипова Ирина тапӑҫса илнӗ. Виҫҫӗмӗшне вара Моисеева Юлия ҫирӗп вырнаҫса ларнӑ. Пур ҫӗнтерӳҫи те хулари 8-мӗш гимназинче вӗренеҫҫӗ. Пӗри вара, Таратина Тамара, 3-мӗш шкула ҫӳрет. Комиссии пайташӗсем 3-мӗш шкулта вӗренекен Селянкина Анастасияна та пысак хак пачӗҫ.
Раштавӑн 14-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкас шкулӗнче республикӑри чылай конкурссен лауреачӗ Александр Егорович Мингалев юрӑҫ хӑнара пулчӗ. Унӑн юррисем «Вырӑс салтакӗ», «Вырӑс тытӑмӗ» ачасене питӗ килешрӗҫ. Анчах та ял шкулӗн ачисемшӗн билет хакӗ 50 тенкӗ нумайрах пулни концерта йӗркелекенсен пуҫне кӗрейменни питӗ кӳрентерет. Нумай ача кӗтнӗ концерта кураймарӗҫ. Ман шутпа музыкантсен шкул дирекцийӗпе канашланса пӑхмалла пулнӑ. Калапӑр, шкулта 97 ача тата 14 вӗрентекен пулсассӑн, кашнинчен 10-шар тенкӗ пустарӑнсан та 1000 тенкӗрен иртсе каятчӗ ӗнтӗ. Сахал ӗнтӗ, анчах та, зал тӑп-тулли пулни мӗнле артиста хавхалантармасть-ши?
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.