Шел те, ыран ҫанталӑк пӑсӑлать. Юлашки кунсенче питӗ хитре ҫанталӑк тӑчӗ ҫав. Ыран вара ҫумӑр, юр ҫӑвать, ҫил вӑйланать. Вӑл ҫеккунтра 20 метр хӑвартлӑхпа вӗрӗ. Ҫилӗ халӗ самай вӑланнӑ ӗнтӗ. Вӑл ыран ҫӗрле те чарӑнмӗ.
Ҫапах термометр сивӗ кӑтартмӗ – 0-7 градус ӑшӑ пулӗ. Анчах синоптиксем каланӑ тӑрӑх, туйӑнакан температура самай пысӑк пулӗ. Ҫавна май ӑшӑрах тумланма сӗнеҫҫӗ.
Ыран ҫӗрле 4 градус таран сивӗтӗ. Каҫсерен асӑрханӑр: ҫулсем вырӑнӑн-вырӑнӑн пӑрлак пулӗҫ. Кӗҫнерникун юр мар, ҫумӑр ҫума тытӑнӗ. Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, вӑл эрне вӗҫӗчченех пырӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем сывлӑш таса марри, хлор шӑрши кӗни пирки пӗр вӑхӑтра вӗҫӗмех хыпарларӗҫ. Ку ыйтупа республика Элтеперӗ Олег Николаев та кӑсӑкланнӑччӗ.
Чӑваш Ен прокурорӗ Андрей Фомин Чӑваш Ен наци телекуравӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавӑн сӑлтавӗ темиҫе пулма пултарать. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, «Химпром» предприятирен хлор шӑрши сарӑлма пултарнӑ. Унти 70-мӗш цеха шанмаҫҫӗ. Ҫавӑнта технологи процесӗсене пӑснине тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ цехри производствӑна уйрӑмах хӑрушӑ объектсен реестрне кӗртменрен Ростехнадзор ӑна тӗрӗслемен. Халӗ реестрта шута илнӗ.
Тӗпчевҫӗсем кӗпе-йӗп ҫӑвакан предприятие, сӑрӑ туса кӑларакан производствӑна тата ытти ҫавӑн пек хӑш-пӗр организацие шанманран тӗрӗслеҫҫӗ.
Кӑҫал пирӗн тӑрӑхра юр нумай ҫурӗ, ҫавна май ҫурхи шыв самай пулӗ. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, ейӳ ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланма пултарать. Ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур вырӑнсем нумай. Аса илтерер: Шупашкарта кӑна ун пеккисем — 19 вырӑн. Унта специалистсем кашни кунах ҫитсе тӗрӗслеҫҫӗ.
Шыв Шупашкарти 2-мӗш ТЭЦ, сӗт-ҫу савучӗн тата Биологилле тасатмалли сооруженисен территорийӗсене илме пултарать. Кун пирки Чӑваш Ен Гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лау-тӑру патшалӑх комитечӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Николай Иванов республикӑри МИХсенчен пӗрне пӗлтернӗ.
Ейӳ илес хӑрушлӑх пур территорисене 1,5 пин ҫурт лекме пултарать. Вӗсенче пуӑнакансене эвакуацилеме вырӑнсем хатӗрленӗ.
Ҫанталӑк ӑшӑтрӗ, йӗпе-сапа пуҫланчӗ. Ҫитес вӑхӑтра синоптиксем сунчӑк тата атӑ хатӗрлеме сӗнеҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫумӑр ҫума тытӑнать.
Хальлӗхе юр нумаях ирӗлмен. Вӑтамран илсен, республикӑра 3-7 сантиметр ҫеҫ чакнӑ. Юр ҫӳллӗшӗ ҫур метртан ытларах-ха.
Паян кӑҫалхи чи ӑшӑ ҫанталӑк пулнӑ – 7 градус ӑшӑ тӑнӑ. Ыран та республикӑра ӑшӑ тата хӗвеллӗ пулӗ. Кайран вара ҫанталӑк тӑрук улшӑнать.
Юнкун йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ. Кун пекрех ҫанталӑк эрне вӗҫӗчченех тӑрӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хитре ҫанталӑк ҫитес эрнере пулӗ. Ака пуҫламӑшӗнче термометр 10-12 градус ӑшӑ кӑтартӗ.
Ҫуркунне хӑҫан килет? Синоптиксем савӑнтараҫҫӗ: часах! «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран хӗвеллӗ, ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун вара йӗпе юр, кӗрпе ҫӑвӗ.
Тунтикун каллех хӗвел пӑхӗ. Юнкун ҫил вӑйланӗ. Анчах кулянма кирлӗ мар, вӑл ӑшӑ ҫанталӑк илсе килет. Кун хыҫҫӑн ҫӗрлесерен те вӑйлах сивӗтмӗ.
Пушӑн 31-мӗшӗнче тата акан 1-мӗшӗнче ҫумӑр ҫӑвӗ. Вӑл канмалли кун тӗлне ҫеҫ ҫума чарӑнӗ. Кун хыҫҫӑн хӗвеллӗ ҫанталӑк пулӗ, термометр 15 градус таранах ӑшӑ кӑтартӗ. Ҫавна май ҫитес икӗ эрнере юр ирӗлсе пӗтӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ейӳ вӑйлӑ пулма пултарать.
«ЭКА» юхӑм «Йывӑҫ ларт» акцие хастар хутшӑнакансене укҫан хавхалантарасшӑн. Халӗ юхӑм ҫуркунне йывӑҫ лартма килӗшекен нимеҫӗсен конкурсене ирттерессине пӗлтернӗ. Йывӑҫ-тӗме пушара пула ҫаралса юлнӑ вӑрмансенче лартмалла. Чи хастаррисене хавхалантарма «ЭКА» юхӑм 200 пин тенкӗ преми фончӗ пӑхса хӑварнӑ.
Конкурса ҫул ҫитнӗ кирек епле ҫын та хутшӑнайӗ. Йывӑҫа вӗсен ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен лартмалла. Хастаррисен тӑрӑшӑвне тӳресем ҫӗртме уйӑхн 30-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Вӗсем ултӑ ҫӗнтерӳҫе 20 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран премипе савӑнтарӗҫ.
Пуш уйӑхӗн ытларах чухне пирӗн патра хӗлле шутланать. Халӗ те ав питех ӑшӑтмасть. Ку таранччен вӑтамран 7 градус сивӗ тӑнӑ. Хальлӗхе юр та нумай — 63 сантиметр ҫӳллӗш. Ытти чухнехинчен 20 сантиметр ытларах.
Тунтикунран ӑшӑтма тытӑнать, кӑштах юр ҫӑвать. Юнкунран хӗвел те тухӗ. Кӑнтӑрла 5 градус таранах ӑшӑ пулать.
Ӗнер улатӑрсем тин ҫунӑ юр сарӑ тӗслӗ пулнине асӑрханӑ. Ҫил вӑйлӑ пулнӑран хӑйӑр вӗҫет. Каспи ҫывӑхӗнче юр ҫук, унта тусан, хӑйӑр вӗҫет. Ҫавӑнпа Улатӑрта та сарӑ тӗслӗ юр ҫунӑ.
Кӑҫал ҫуркунне Аҫтӑрхан облаҫӗнчен тата Казахстанран хӑйӑр вӗҫсе килме пултарать.
Чӑваш Енре пӑлан шучӗ пилӗк хут чакнӑ, пӑшисен – икӗ хут. Ҫакӑ вӗсен йышне шутласа кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫиеле тухнӑ.
Пӑлансемпе пӑшисен йышне специалистсем кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗччен шутланӑ. Ӑна вӗсем чӗрчунсен йӗрне кура палӑртаҫҫӗ.
Специалистсем 270 маршрутпа 2874,6 километр тӑршшӗ утнине ӗнентереҫҫӗ. Чӗрчунсен йышне шутлама Чӗрчунсене тата уйрӑмах асӑрхамалли ҫутҫанталӑк вырӑнӗсене тӗрӗслекен дирекци инспекторӗсем те кӑҫал хутшӑннӑ. Ҫавна май тӗрӗс цифрӑна палӑртма май килнӗ.
2021 ҫулта пирӗн республикӑра 1095 пӑши тата 282 палан пуррине палӑртнӑ. Пӑшисем Йӗпреҫ, Пӑрачкав, Улатӑр тата Канаш районӗсенче йышлӑ, пӑлансем – Пӑрачкав, Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенче.
«Шел те, 2019 ҫулта ҫурҫӗр пӑланне Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнекинчен кӑларчӗҫ», – тенӗ «Ҫыхӑнура» форум журналистне эпир маларах асӑннӑ дирекци пуҫлӑхӗн ҫумӗ, биологи наукисен кандидачӗ Геннадий Исаков.
Чӑваш Енре пӑлан шучӗ пилӗк хут чакнӑ, пӑшисен – икӗ хут. Ҫакӑ вӗсен йышне шутласа кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫиеле тухнӑ.
Пӑлансемпе пӑшисен йышне специалистсем кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗччен шутланӑ. Ӑна вӗсем чӗрчунсен йӗрне кура палӑртаҫҫӗ.
Специалистсем 270 маршрутпа 2874,6 километр тӑршшӗ утнине ӗнентереҫҫӗ. Чӗрчунсен йышне шутлама Чӗрчунсене тата уйрӑмах асӑрхамалли ҫутҫанталӑк вырӑнӗсене тӗрӗслекен дирекци инспекторӗсем те кӑҫал хутшӑннӑ. Ҫавна май тӗрӗс цифрӑна палӑртма май килнӗ.
2021 ҫулта пирӗн республикӑра 1095 пӑши тата 282 палан пуррине палӑртнӑ. Пӑшисем Йӗпреҫ, Пӑрачкав, Улатӑр тата Канаш районӗсенче йышлӑ, пӑлансем – Пӑрачкав, Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенче.
«Шел те, 2019 ҫулта ҫурҫӗр пӑланне Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнекинчен кӑларчӗҫ», – тенӗ «Ҫыхӑнура» форум журналистне эпир маларах асӑннӑ дирекци пуҫлӑхӗн ҫумӗ, биологи наукисен кандидачӗ Геннадий Исаков.
Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче чӗрчунсемпе кайӑксен маршуртне тӗрӗсленӗ. Юр ҫинчи йӗрсене кура вӗсен шутне палӑртнӑ.
Етӗрне районӗнчи А.П.Айдак ячӗллӗ этноҫутҫанталӑк паркӗнче ултӑ пӑлан ами (выр. благородный олень) пурӑнать. Пӗлтӗр чӳк-раштав уйӑхӗсенче вӗсемпе пӗрле аҫи те пулнӑ. Анчах хальхинче вӑл шута лекмен.
Палӑртмалла: кунашкал пӑлансен популяцийӗ 2018 ҫулта йӗркеленме тытӑннӑ. Йӗпреҫ тата Улатӑр районӗсенче кунашкал пӑлансене 30 ҫул каялла, иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче, шута илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |