Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре хӗрарӑмсем арҫынсенчен сахалрах пенси илме тытӑнасси пирки пӗлтереҫҫӗ. Хӗрарӑмсем 20 процент сахалрах илӗҫ-мӗн. Ӗҫ тата социаллӑ хӳтӗлев министерстви пенсие шутламалли постановленин проектне хатӗрлет. Унран уйӑхсерен тӳлемелли укҫа виҫи мӗн чухлӗ пуласси килӗ. Проект постановленийӗ тӑрӑх, хӗрарӑмсем арҫынсенчен 20 процент сахалрах укҫа илӗҫ. Мӗншӗн? Правительство пенсие тухмалли ӳсӗме шута илесшӗн-мӗн. Арҫынсен пухӑннӑ пенси тӳлемелли тапхӑрӗ — 227 уйӑх, хӗрарӑмсен — 270 уйӑх. Хальлӗхе ку кӑтарту пурнӑҫ тӑршшӗнчен килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Анчах хальлӗхе ку ыйтӑва татса паман-ха. Алиментпа парӑма кӗнисене водитель прависӗр вӑхӑтлӑха хӑварма ирӗк паракан саккун проектне Раҫҫей Федерацийӗн Конституци законодательстви тата патшалӑх строительстви енӗпе ӗҫлекен комитет парламентӑн кӗҫӗн палатине пӗрремӗш вулавпа йышӑнма тесе ҫитернӗ. Алимента тӳлеменнисене саккуна йышӑнса пӗтерсен алимент автомобильпе е караппа вӑхӑтлӑх ҫӳреме чарма тытӑнӗҫ. Кун пек тума суд приставӗсене ирӗк парӗҫ. Енчен машина пурӑнма кирлӗ хатӗр шутлансан е ялан пурӑнакан вырӑнтан машинӑпа кӑна тухса ҫӳреме май пулсан, е парӑмҫӑ сусӑр пулсан тата парӑм виҫи 10 пин тенкӗрен иртмесен алиментҫӑна правасӑр хӑварма юрамӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче Православи юрӑҫи Юлия Березова мӑшӑрӗпе автоаварире вилнӗ. Вӗсен пилӗк ачи тӑлӑха юлнӑ. Екатеринбургра кӑштахран тӑлӑхсем валли укҫа та пухма тытӑннӑ. «НАША» хаҫат ку авари пирки ҫырса кӑтартсан редакцие Шупашкарти Елена шӑнкӑравланӑ. Вӑл Юлия Березовӑн тӑлӑх ачисене хӑйӗн патне илме хатӗр-мӗн. Елена тӳрех аттепе аннене ҫухатни пысӑк хуйхӑ пулнине, вӗсен ӑшшине никам та улӑштарайманнине палӑртнӑ. Вӑл чи малтанах ачасемшӗн юлташ пуласшӑн. Унӑн мӑшӑрӗ те ачасене юратать. Хальлӗхе вӗсен 1 ывӑл ҫеҫ — 10 ҫулти Илья. Тӑлӑха юлнӑ 6–17 ҫулсенче ачасем хальлӗхе Юлия Березовӑн амӑшӗ патӗнче пурӑнаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() РФ Сывлӑх министерстви автошкула вӗренекенсен тата водительсен медтӗрӗслевне улшӑнусем кӗртесшӗн. Ведомство хӑш-пӗр специалистсем патӗнче тӗрӗсленнине пӑрахӑҫласа анализ тумашкӑн нарколога шӑк пама сӗнет. Ҫапла майпа ӗҫкӗҫсене тата наркомансене тупса палӑртасшӑн. Анчах Раҫҫейре ҫак анализа тӗрӗслекен 491 лаборатори ҫеҫ пур. Ҫавна май черет вӑрӑмланма пултарасса палӑртать «Коммерсантъ» хаҫат. Проектпа килӗшӳллӗн, хирург патне кӗмелле мар. А тата В категорисене вӗренекен водительсен ЛОР тата невролог патне ҫитмелле мар. Анчах терапевт пациента невролог патне яма пултарать. Электроэнцефалографи тата электрокардиографи пулмалла мар-мӗн. Ҫаксене пула автошкула вӗренме кӗрекен ҫын укҫапа вӑхӑта перекетлеме пултарать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кремльти Собор лапамне ҫулсерен лартакан чӑрӑша кашнинчех тӗплӗн суйлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ 2015 ҫула кӗтсе илме суйланине вара Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тухтамӑшра ҫуралса ӳснӗ, хальхи вӑхӑтра Мускав облаҫӗнчи Дороховски вӑрман хуҫалӑхӗнче аслӑ участок лесничийӗнче тӑрӑшакан Юрий Пигильдин сӗннӗ. Юрий Германович ҫак чӑрӑша 27 ҫул хушши пӑхса упранӑ. 31 метр тӑршшӗ илемлӗ ҫӑра чӑрӑш 110 ҫулта иккен, вуллин диаметрӗ — 72 сантиметр. Палӑртмалла, хӑйӗн илемӗпе пин-пин ҫынна уяв кӑмӑлӗ парнеленӗ чӑрӑш Кремльте шӑп Кивӗ Ҫӗнӗ ҫулччен — тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗнӗ Мускаври Руднево ялӗнче вырнаҫнӑ «Снежана» аш-какай комбинатӗнче ӗнер, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, инкек сиксе тухнӑ. Газ баллонӗ сирпӗннипе унта вут-ҫулӑм алхасма тытӑннӑ, 11 ҫын аманнӑ, вӗсенчен иккӗшне пульницӑна хунӑ. Ҫӗршывӑн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви вертолет явӑҫтарни пирки пӗлтернӗ. — Ҫулӑм 2500 тӑваткал метр калӑпӑш ҫинче алхасма тытӑннӑ, — пӗлтернӗ федераци шайӗнчи информаци агентствисем. — 1200 тӑваткал метр калӑпӑш лаптӑкра стена ишӗлсе аннӑ. Аш-какай комбинатӗнчен 30-а яхӑн ҫынна илсе тухнӑ. Унта Чӑваш Енре ҫуралнӑ виҫӗ ҫын ӗҫленӗ иккен. Предприятире хуралҫӑра пилӗк ҫула яхӑн ӗҫлекен Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗ Ирина каланӑ тӑрӑх, инкек пулнӑ вӑхӑтра вӑл черетлӗ смена хыҫҫӑн ҫывӑрнӑ (унта ӗҫлекенсем комбинат территорийӗнчех, ятарласа уйӑрнӑ пӳлӗмсенче пурӑнаҫҫӗ иккен). Хытӑ сасӑ илтсе вӑраннӑ хыҫҫӑн чӳрече патне чупса пынӑ. Цехран тӗтӗм тухнине асӑрханӑ, ҫӑлавҫӑсем ҫынсене кӑларнине курнӑ. Хайхи хӗрарӑм Чӑваш Ен ҫыннисем суранланманнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Раҫҫей хули. Наци суйлавӗ — 2014» Пӗтӗм ҫӗршыври сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Шупашкар Раҫҫейре пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн тӗп хулине чи илӗртӳллӗ тата уйӑрса илмелле хула тесе 83 пин те 276 ҫын йышӑнать иккен. Конкурса Раҫҫейри 81 хула хутшӑннӑ. Пуринчен ытла сасӑ пухни — Хабаровск. Уншӑн 192 пин сасӑланӑ. Ӗпхӳпе Кустӑрмана (Костромана) кӑмӑллакансем те йышлӑ иккен. Кӑнтӑр Сахалинск, Якутск, Анадырь хулисем ҫынсене питех килӗшмеҫҫӗ-мӗн. Аса илтеретпӗр, наци конкурсне пуҫласа 2012 ҫулта йӗркеленӗччӗ. Ун чухне Смоленск ҫӗнтернӗччӗ. Виҫӗм ҫул Шупашкар мала тухнӑччӗ. Интернет-сасӑлав кӑҫал та пулӗ. Хальхинче 83 хула тупӑшӗ. Город-россии.рф сайта кӗрсе халех сасӑлама юрать. Хальлӗхе Шупашкар 13-мӗш вырӑн йышӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян, кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче, ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин судпа айӑпланнӑ виҫӗ ҫынна каҫарма йышӑннӑ. Раҫҫее ертсе пыракан шелленнисен йышӗнче Чӑваш Енри арҫын та пур. Путин Хушӑвӗпе 82-ри Александр Груданова, 51-ри Валерий Гудникова тата 32-ри Антон Ануфриенкона каҫарнӑ. Малтанхи иккӗшӗ айӑплава тимӗр решетке хыҫӗнче ирттернӗ, Ануфриенкӑна ӗҫлесе юсанмалла тунӑ. Паян сакӑр теҫетке ҫул урлӑ каҫнӑ мучие 2012 ҫулта Ҫӗмӗрле район сучӗ ирӗкрен хӑтармалла тунӑ. ТАСС информаци агентсви пӗлтернинче мучие мӗншӗн решетке хыҫне ӑсатнине каламан. Путин Хушӑвӗ вунӑ кунтан пурнӑҫа кӗмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кӑҫал кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ЗАГС органӗсем регистрацилекен актсен хакӗ ӳснӗ. РФ Налук кодексне кун пирки ҫӗнӗлӗхсем кӗртнӗ. Малашне пӗрлешес текенсен патшалӑх регистрацийӗшӗн 350 тенкӗ тӳлемелле пулӗ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн тата мӑшӑрсен килӗшӗвӗпе уйрӑлмашкӑн 650 тенкӗ кӑларса хума тивӗ. Мӑшартан пӗри уйрӑлас тесен (тепри паллӑ мар сӑлтава пула суда пымасан, 3 ҫултан ытларах айӑплансан) те ҫавӑн чухлӗ тӳлемелле. Ашшӗ пулнине ҫирӗплетмешкӗн — 350 тенкӗ. Хушамата, ята, ашшӗн ятне улӑштарма шухӑшланисен 1600 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Акта улшӑнусем кӗртес текенсен кӗсйи 650 тенкӗлӗх пушанӗ. Архив справкине илмешкӗн 200 тенкӗ кирлӗ. Апостиль лартмашкӑн кашни документшӑн 2500 тенкӗ тӳлемелле. Ют патшалӑхри кашни документа тӗрӗслемешкӗн те 350 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа йывӑҫа пырса тивекен ҫӗнӗ саккун вӑя кӗнӗ. Ӑна кирек мӗнле транспортпа та ятарлӑ документ пур пулсан кӑна турттарма юрать. РФ Вӑрман кодексӗн 50.4 статйин 1 тата 2-мӗш пайӗсемпе килӗшӳллӗн малашне йывӑҫ турттарма ятарлӑ документ кирлӗ. Ӑна йывӑҫ «хуҫисен» юридици сӑпачӗсем, усламҫӑсем ҫырса параҫҫӗ. Йӗркене пӑсакансене административлӑ штраф тӳлеттерӗҫ. Должноҫри ҫынсене — 30-50 пин тенкӗ, юридици сӑпачӗсене — 500–700 пин тенкӗ. Йывӑҫа тата транспорта туртса илӗҫ. Палӑртмалла: ҫакнашкал йӗркене пӑсни пирки протоколсене ШӖМ ӗҫченӗсем те ҫырма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |