Раҫҫейре
![]() Мари Элти археологи шыравне пирӗн патри археологсем хутшӑнаҫҫӗ. Атӑлҫи археологи экспедицине хутшӑнакансем хушшинче ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем те, студентсем те пур. Вӗсем тӗрлӗ хуларан пуҫтарӑнса ӗҫе кӳлӗннӗ. Ҫав шутра Чӑваш наци музейӗн археологи тата авалхи истори секторӗн археологӗсем Александр Волковпа Рсулан Петров та пур. Мари Элти шыравра тӑм савӑт-сапа катӑкӗ, тимӗр укҫа, шӑрҫа, тетел путаркӑҫӗ, тӑм йӗтри, кашӑк-тирӗк тупнӑ та. Унсӑр пуҫне XVI–XVII ӗмӗрсенчи ҫӑвана тӗпчеме пуҫланӑ. Унта, археологсем каланӑ тӑрӑх, хулапа юнашар пурӑннӑ вырӑссене пытарнӑ. Ҫын пытарнӑ 162 шӑтӑк тупнӑ. Унта авалхи йӑла-йӗркепе килӗшсе тӑракан хӗрессем, ухӑ вӗҫӗсем, тупӑ йӗтри, шӑрҫа, йывӑҫран тунӑ хуралтӑсем асӑрханӑ. Сӑнсем (10) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() http://vchaspik.ua сайтри сӑн Шупашкарти пӗр ҫамрӑк арҫын Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗме пултарнӑ. 32 ҫулти программист тӗнчери чи пӗчӗк Рубик тӑваткала хатӗрлесе палӑрнӑ. Кун пирки vchaspik.ua сайт пӗлтерет. Рубик тӑваткала пуҫтарнӑ чухне чылайӑшӗ пуҫ ватать. Нумайӑшӗ унти тӗссене вырӑна лартассишӗн нумай вӑхӑт тӑрӑшать. Анчах тӑваткала темиҫе ҫеккунтра пуҫтарма пултаракансем те пур. Шупашкар каччи Евгений Григорьев — вӗсен шутӗнче. Евгений тӑваткала самантрах пухать. Ҫавӑнпах-тӑр программист йывӑртараххине шутласа кӑларнӑ. Программист лазер пулӑшнипе 1 сантиметр сарлакӑш Рубик тӑваткала хатӗрленӗ. Евгений ӑна виҫӗ минутра пухать. Евгений ҫакна шухӑшласа кӑларса Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗме пултарнӑ. Анчах Шупашкар каччи кунпа та ҫырлахасшӑн мар. Вӑл тата пӗчӗкрех тӑваткал тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗ Анита Цой Чӑваш Енри ҫемьене айӑплани пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Lifenews сайтра каллех кун пирки ҫырнӑ. Анита Цой каланӑ тӑрӑх, Александровсем хӑйсен айӑпне йышӑннӑ. Юрӑҫ ку ӗҫе пӑнчӑ лартма та юрать тет, мӗншӗн тесен ку унӑн кӑмӑлне пӗрре те каймасть, йӗрӗнтерет. Анита каланӑ тӑрӑх, унӑн кун пирки аса илес те килмест. Ҫавӑнпа вӗсем ку ӗҫе вӗҫлеме палӑртнӑ. Анчах следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Александровсен ҫемйи айӑпа йышӑнмасть. Ҫемье каланӑ тӑрӑх, Анита хӑй хаклӑ япаласене ломбарда панӑ. Унӑн парӑмсем пысӑк-мӗн. Александровсем кредитпа туяннӑ машинине сутнӑ. Ҫакна унчченхи ӗҫ параканӗсене, Цойсене, миллион тенкӗ тӳлемешкӗн тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ӗнертен пирӗн ҫӗршывра Страховани исторйиӗсен бюровӗ ӗҫлесе кайнӑ. Унта ОСАГО тата каско килӗшӳ тунӑ урапа хуҫисем пирки хыпар пырса тӑрӗ. Унти кӑтартнипе страхлакан компанисем те, водительсем те паллашайӗҫ. Компанисем ҫӗнӗлӗх пулӑшнипе машина хуҫисем вӑл е ку водительтен страхлакан тӗслӗх час-час пулассипе пулмассине тӗшмӗртейӗҫ. Ӑна кура вӗсем клиентсене раснарах хакпа страхлассине палӑртайӗҫ. Килӗшӗве ӗнерччен тунисем пирки бюрова информаци ҫитеймӗ. Тулли хыпар тепӗр 2–3 ҫултан кӑна пухӑнайӗ. Страхлакан компанисем ҫӗнӗлӗхе ырласа йышӑннӑ. Ҫулта-йӗрте йӗркеллӗ тытман водительсен страхлакан урӑх компани шыранин усси пулас ҫук, мӗншӗн тесен мӗнпур хыпар пӗр ҫӗрте упранӗ. Ҫакӑн пек шухӑшлаҫҫӗ страхлакансем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Шупашкарти шыв управҫи Шупашкар шыв управлӑхне 68 метр ҫӳллӗш хӑпартмӗҫ. Ҫапла татса пама ҫӗршывӑн Президенчӗ Владимир Путин пӗлтерни пирки Чулхула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Валерий Шанцев хӑйӗн блогӗнче ҫырнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, Атӑлти шыв шайӗ пирӗн патра хальхилле 63 метр кӑна пулӗ. Шанцев блогра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫӗршыв Президенчӗ чулхуласене майлӑ пулнӑ, Раҫҫей правительствине Шупашкарти шыв управлӑхне 63 метр ҫӳллӗшӗнче хӑтлӑх кӗртме мероприятисен план-графикне хатӗрлеме хушнӑ. Ҫак ыйтупа Раҫҫей правительствинче пӗрремӗш канашлу иртнӗ те. Унта Чулхула облаҫӗнчи Балахна районӗнче пӗчӗк пусӑмлӑ плотина тӑвас ыйтӑва хускатнӑ. «Кӗрешӳ 30 ҫул пычӗ. Юлашки ҫулсенче вӑл уйрӑмах вӑйланчӗ. Анчах выляса илтӗмӗр», — тенӗ Валерий Шанцев кӗпӗрнаттӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() lifenews.ru сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей эстрада юрӑҫи Анита Цой тата унӑн упӑшки Сергей Чӑваш Енри ҫемьене вӑрланӑшӑн айӑпласшӑн. Сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемье вӗсен ҫур миллион тенкӗлӗх хаклӑ япаласене вӑрланӑ. Анита Цойпа упӑшки полицие ыйту ҫырнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Александровсен ҫемйи, унччен вӗсен килӗнче ӗҫленӗскерсем, ӗҫрен кайма ирӗк ыйтса ҫырнӑ та килтен кӗрӗк, хаклӑ япаласем илсе тухса кайнӑ. Хур тӳснисем каланӑ тӑрӑх, ку ҫур миллион тенкӗ тӑкакпа танлашнӑ. Александровсен ҫемйи вара Чӑваш Ене таврӑннӑ-мӗн. Полицейскисем чӑваш ялне, Александровсем пурӑнакан ҫӗре, кайнӑ. Ухтарнӑ хыҫҫӑн вӗсем вӑрланӑ япаласене тупайман. Вӗсене юрӑҫӑн килӗ ҫывӑхӗнчех тупнӑ. Александровсем хӑйсене элекленӗ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ӗҫрен упӑшкипе арӑмӗ хӑйсен пӗчӗк ачине пӑхма тӳр килнӗшӗн кайнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унта Александровсем кӳнтелен пек пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫей общество пуҫарулӑхӗн сайтӗнче сасӑлав иртет. Мӗн пирки? Хӑлхине наушник чикнӗ ҫуран ҫӳрекен ҫынсене, велосипедистсене сахалтан та 3 пин тенкӗлӗх штрафлатарасшӑн. Ку урапасем ҫӳрекен вырӑнта тата чукун ҫул ҫывӑхӗнче утакансене пырса тивет. Ҫакна шухӑшласа кӑларнисем каланӑ тӑрӑх, ку ҫул ҫинче ҫуран ҫӳрекенсен вилеслӗхне чакарать. Наушникпа пыракансене пула авариллӗ лару-тӑру сиксе тухма та пултарать-мӗн. Текстра ҫырнӑ тӑрӑх, наушникпе утакан ҫын тимсӗрлӗхне ҫухатать, ҫул ҫинче мӗн пулса иртнине курмасть те, илтмест те. Уйрӑмах наушник урапа пиклеттернине илтме чӑрмантарать-мӗн, ҫавна май пӑтӑрмах сиксе тухма пултарать. Хальлӗхе ҫак пуҫарӑва 400 яхӑн ҫын ырланӑ. Ӑна федераци шайӗнче пӑхса тухчӑр тесен 100 пин сасӑ кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш Ене автостоп мелӗпе ҫӳрекен сусӑр ҫитнӗ. Игорь Скикевич ятарласа экспедицие тухнӑ, вӑл хуласене ҫитсе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ паттӑрсен умӗнче пуҫ таять. Сусӑр Шупашкара утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче килнӗ. 50 ҫулти арҫын Чулхуларан ҫитнӗ. Ӑна кунта чылаййӑн кӗтсе илнӗ. Аса илтерер: Игорь Скикевич йывӑр чирленӗ, унӑн ҫурӑм шӑмми арканма тытӑннӑ. Комӑра выртнӑ вӑл. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, вӑл вилме е ӗмӗрӗпех вырӑн ҫинче выртма пултарнӑ. Анчах арҫын нумай тӑрӑшнӑ, кӳме ҫине ларма пултарнӑ. Авточаруҫӑ ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Крымран ҫула тухнӑ. Вӑл хуларан хулана тӗрлӗ транспорта ларса ҫӳрет. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем патӗнче ҫӗр каҫать. Игорь Скикевич ҫемье пирки ӗмӗтленет. Унччен вӑл авланнӑ, анчах арӑмӗнчен уйрӑлнӑ. Ҫулҫӳрев хыҫҫӑн вӑл Лариса Гузеевӑн «Давай поженимся!» кӑларӑмне лекме ӗмӗтленет. Юлашкинчен Игорь Скикевич Сахалина ҫитесшӗн. Чӑваш Енрен вӑл Хусана ҫул тытнӑ. Унтан Самарӑна кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Турра шӗкӗр темелле-ши е телее тесен те ҫитет-ши, анчах ку вӑл пирӗн пеккисене пырса тивмест. Питӗр хулин Саккун кӑларакан пухӑвӗн депутачӗ Андрей Анохин Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин депутачӗсене тата Федераци Канашӗн пайташӗсене сахалтарах кантарасси пирки саккун проекчӗ хатӗрленӗ. Ӑна Раҫҫей шайӗнчи «халӑх тарҫисем» ырласан ҫӗршыв шайӗнчи депутатсемпе Федераци Канашӗн пайташӗсен канӑвӗ хальхи пек 42 куна тӑсӑлмӗ, 28 кунпах вӗҫленӗ. Андрей Анохин депутат хӑйӗн пуҫарӑвне федераци хыснин тӑкакӗсене чакарас шухӑшпа та сӑлтавланӑ. Парламентарисем хӑйсем те отпуск вӑхӑтне чакарма хирӗҫ мар-мӗн. Питӗ ӗҫлине кура вӗсем 42 кун таран ахаль те канса лараймаҫҫӗ имӗш, отпуска пӑхмасӑрах ӗҫе иртерех пуҫӑнаҫҫӗ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Мускаври Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫей кӗнекисен куравӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта йӗркипе интерактивлӑ лапамсем пулнӑ. Василий Блаженный соборӗ патӗнчи тӗп сцена ҫинче кашни кун 100 яхӑн мероприяти иртнӗ Ҫав кунсенче Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫейри 300 издательство вырнаҫнӑ. Вӗсем 300 пин ытла вулакана 100 пин ытла кӗнекепе паллаштарнӑ. Пирӗн республикӑран Чӑваш кӗнеке издательстви кайнӑ. Мускав ҫыннисемпе хӑнисене вӗсем 150 ытла кӑларӑмпа паллаштарнӑ. Издательство директорӗ Валерий Комиссаров каланӑ тӑрӑх, ытларах ҫынсене «Халӑх маҫтӑрӗсен опытӗнчен» кӗнеке серийӗ кӑмӑла кайнӑ. Малтисен йышӗнче Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмин ҫӗнӗ кӑларӑмӗ пулнӑ. Чӑваш кӗнекисен тӗлӗшпе нумай ырӑ сӑмах каланӑ. Пӗрисем вӗсене ачисем валли кӑна мар, тӑванӗсем валли те туяннӑ. Хӑшӗ-пӗри чӑваш кӗнекисене курнӑ май хӑйсене ачалӑхра туйнӑ. Палӑртмалла: кӑҫал Чӑваш кӗнеке издательстви Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри чи лайӑх кӗнеке» конкурсра темиҫе пысӑк награда ҫӗнсе илнӗ. «Ҫеҫпӗл Мишши — ҫӗрпе пӗлӗт чечекӗ» кӗнеке М.Горький ячӗллӗ Литература институчӗн ятарлӑ дипломне тивӗҫнӗ. «Чӑваш журналистикипе пичечӗн энциклопедийӗ» РФ Журналистсен пӗрлӗхӗн дипломне ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.