Раҫҫейре
![]() "Про Город" тунӑ сӑн Сивӗ кӗр ҫитсен халӑх мӗн пирки пӑшӑрханать? Хваттерсенче сивӗ пулни канӑҫсӑрлантарать ара. Шӑнса-чӗтресе ларсан, чирлесе ӳксен ҫеҫ ӑшӑ яраҫҫӗ-ҫке. Ку халӑха тахҫантанпах тавлаштарать. Кӑҫалтан йӗрке улшӑнать. Малашне ӑшӑ хӑҫан памаллине кашни регион хӑй йышӑнӗ. Малтан ку ыйтӑва федераци шайӗнче уҫӑмлатнӑ. Урамра 8 градус ӑшӑ 5 кун тӑрсан ҫеҫ ӑшӑ паратчӗҫ. Халӗ ҫакна пӑхмӗҫ. Малашне 8 градус ӑшӑ 5 кун тӑрассине кӗтмелле мар. Икӗ кун та ҫителӗклӗ. Сывлӑш температурин те 8 градус пулни кирлех мар. Тӗслӗхрен, 10 градус пулсан та ӑшӑ пама пултарӗҫ. Кун пирки РФ строительство министрӗ Андрей Чибис пӗлтернӗ. Кашни регион ӑшӑ памалли тапхӑра хӑҫан пуҫлассине хӑй палӑртӗ. Ҫакна ҫынсем ҫӑхавланӑран йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ача-пӑча ту хӑвна савӑнма, умна саппун ҫак куҫҫульна шӑлма... Ахальтенех ҫуралман ӗнтӗ юрра ҫаврӑннӑ ҫак йӗркесем. Этем чунне лайӑх ӑнланакансем вара ача-пӑча япӑх пулса ҫуралмасть, вӑл епле ӳсесси ӑна мӗнле ӳстернинчен килет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасене пулӑшакан фонд пуҫарнипе «Комсомольская правда» хаҫат ирттерекен «Ача-пӑча комитечӗ. Атте-аннене валли пирӗнтен канаш» пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ачасен чунне ӑнланма пулӑшмалла. Вӑл ҫитес уйӑхӗн 8-мӗшӗччен пырӗ. Унта 5 ҫултан пуҫласа 15 ҫулчченхи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Конкурса хальлӗхе пухӑннӑ ӗҫсем пирки каласан, ачасем пурте ҫемьере юрату кирлине палӑртаҫҫӗ-мӗн. 5–10 ҫулхи ҫӗнтерӳҫӗсене экшн-камерӑпа, 11–15 ҫулсенчисене «Орленок» центра канма кайма путевкӑпа хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ольга Голодец вице-премьер журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, 2016 ҫулта Амӑшӗн капиталӗ 22 пин тенкӗ ӳсӗ. Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен унӑн виҫи 475 пин тенкӗпе танлашӗ. Амӑшӗн капиталне ӳсермешкӗн хыснаран 6,4 миллиард тенкӗ тӑкакланӗ. Правительство капитал укҫипе сусӑр ачасем валли тавар туянма юрать тесе йышӑннӑ. Ольга Голодец каланӑ тӑрӑх, сусӑр ача валли реабилитаци хатӗр-хӗтӗрӗ туянсан вӑл хӑвӑртрах лайӑхланма тытӑнӗ. Вице-премьер палӑртнӑ тӑрӑх, саккун проекчӗ капиталпа ача 3 ҫул тултаричченех усӑ курма май парать. Ку ашшӗ-амӑшне тата ачана усрава илнисене пырса тивет. Чылайӑшӗ Амӑшӗн капиталне ҫурт-йӗре лайӑхлатас ҫӗре тӑкаклать. Ӑна ачана вӗрентес, пулас пенси укҫине пысӑклатас ҫӗре яма та юрать. Аса илтерер: программа 2007 ҫултанпа пурнӑҫланать. Ӑна иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачана ҫуратакансем тивӗҫеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен суйлавӗ умӗн Чӑваш Енре «Хӗрӳ лини» уҫма йышӑннӑ. Вӑл — республикӑри Общество палатипе «Раҫҫейри ирӗклӗ суйлав фончӗ» коммерцилле мар общество организацийӗн пӗрле пуҫарнӑ проект-мӗн. Федерацин 2016 тата 2018 ҫулсенчи суйлавӗ умӗн «Хӗрӳ лини» пункчӗн пӗлтерӗшӗ татах ӳсӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ сӑнавҫӑсем. Лини суйлав тапхӑрӗнче кӑна мар, малашне те ӗҫлӗ. «Хӗрӳ лини» адресӗпе телефонӗсем: Шупашкар хули, Республика тӳремӗ, 2-мӗш ҫурт, 118 пӳлӗм; тел. (8352) 39-35-86; электрон почти: chuvashia21-hotline@mail.ru; SMS ямалли номер те пур: 8-927-668-35-67. «Хӗрӳ линин» Мускаври тӗп пункчӗпе те ҫыхӑнма май парать. Унӑн тӳлевсӗр номерӗ — 8-800-333-4103. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫар училищисенче те вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ. Анчах вӑл ыттисенчен раснарах. Унта уяв линейки вырӑнне присяга тытаҫҫӗ. Чӑваш ачисем ҫулсерен ҫар училищисене вӗренме кӗреҫҫӗ. Кӑҫал ҫар училищине 11 чӑваш ачи ҫул тытнӑ. Сызране курсантсем Раҫҫейри чылай регионтан килеҫҫӗ. Кӑҫал унти строя Крымри 4 ҫамрӑк тӑма пултарнӑ. Чӑвашран кӑҫал 9-ӑн килнӗ. Тепӗр икӗ ҫамрӑка Воронежри авиаци институтне янӑ. Ҫар училищине лекме йывӑр. Курсант ятне илес тесен чылай йывӑрлӑха парӑнтармалла. Кӑҫал Сызраньти училищӗне кӗме ҫӑмӑл пулман. Нумаййӑн килнӗ унта. Ҫамрӑксене сывлӑхне тата ытти кӑтартӑва кура суйласа илнӗ. Чӑваш ачисем курсантсен ретне Афганистан вӑрҫинче сусӑрланнисен республикӑри организацийӗ пулӑшнипе тӑраҫҫӗ. 2008 ҫултанпа унӑн ертӳҫи Геннадий Матвеев шкул ачисене Сызране экскурсие илсе ҫӳрет. Ҫавӑн хыҫҫӑн арҫын ачасен ҫар ҫынни пулас кӑмӑл ҫуралать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Тӗрӗсрех, юбилей тумасӑр перекетлесшӗн. Кун пирки «Известия» хаҫат пӗлтерет. Раҫҫейӗн правительстви ҫӗршыври хуласене кашни ҫӗр ҫулта кӑна юбилей тума укҫа уйӑрма тытӑнасшӑн. Унччен ҫӗршыв Президенчӗн указӗпе кашни 50 ҫулта пӗрре юбилей тума федераци хыснинчен укҫа уйӑрма пӑхса хӑварнӑ пулнӑ. Ҫулла Раҫҫейӗн Финанс министерстви президент указне хатӗрленӗ. Саккун вӑя кӗрсе пӗтсен ҫӗнӗ йӗрке 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗмелле. Ҫӗршывӑн тӗп финанс ведомстви шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, хуласен уявне кашни 50 ҫулта пӗрре палӑртманнине пула самаях укҫа перекетленет тесе калаҫҫӗ. Ҫапла вара 2016–2018-мӗш ҫулсенче ҫӗршыв хыснинчи «кӗмӗле» 10 миллиард тенкӗ ытла перекетлеме май килет тесе пӗлтернӗ РФ Финанс министерстви. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Леонид Волков ентешсемпе калаҫать Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи стройкӑсенче Чӑваш Енри ҫынсем сахал маррӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав ҫынсем хушшинче Мускаври строительство организацийӗсене ертсе пыракансем те пур. Вӗсемпе нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков тӗлпулнӑ. Чӑваш Енре ҫуралса ӳссе Мускавра хӑйсен вырӑнне тупнӑ строительсене Леонид Волков Строительсен уявӗпе (ӑна иртнӗ канмалли кун палӑртрӗҫ) саламланӑ. Строительство экономикӑнпӗлтерӗшлӗ отраслӗсенчен пӗри пулни пирки калаҫнипе пӗрлех Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхпе чӑвашсен тӗп хулари ентешлӗхӗпе тата Чӑвашран тухнӑ, строительство бизнесӗнче тимлекенсемпе туслӑ ҫыхӑну тытас ыйтӑва та хускатнӑ. Икӗ енлӗ хутшӑнӑва йӗркелени хӑйсемшӗн те усӑллӑ пулассипе строительство предприятийӗсен ертӳҫисем те килӗшнине палӑртнӑ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра уйрӑм хушма хуҫалӑх тытакансене выльӑх-чӗрлӗхе тата кайӑк-кӗшӗке шутран ытла тытма чарма пултараҫҫӗ. Ку ыйтӑва хальлӗхе татса паман-ха — ҫитес вӑхӑтра ӑна Раҫҫей Правительстви пӑхса тухмалла. Кун пирки Дмитрий Медведев премьер-министр хушу панӑ. Уншӑн явапли тесе ҫӗршывӑн ял хуҫалӑх министрне Александр Ткачева палӑртнӑ. Министрӑн ыйтӑва Экономика аталанӑвӗн, Финанс министерствисемпе тата Раҫҫей регионӗсен ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсемпе пӗрле пӑхса тухмалла. Яваплӑ ведомствӑсен хӑйсен шухӑшне ҫитес уйӑхӑн 23-мӗшӗччен пӗлтермелле. Уйрӑм хушма хуҫалӑхра выльӑх-чӗрлӗхе шутран ытла тытмалла мар текен ыйтӑва унччен те хускатнӑ. 2009 ҫулта ку сӗнӳпе Ставрополь депутачӗсем тухнӑ. Халӑх тарҫисем хӑйсен шухӑшне хӑш-пӗрисем выльӑх нумай тытни вӗсен кӳршисене кансӗрленипе ӑнлантарнӑ. Анчах ун чух апла саккуна Патшалӑх Думи йышӑнман. |
Раҫҫейре
![]() Раҫҫей ҫыннисене 10 СИМ-карттӑран ытларах илме чарасшӑн. Ҫакна Раҫҫей банкӗсен ассоциацийӗ пуҫарасшӑн. Банкирсен шухӑшӗпе, ку ултавҫӑсене карас телефон операторӗсен шутӗнчен укҫа вӑрлама чӑрмантарӗ. Проект пайташӗ Денис Калугин пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе кашни ҫынна 10 СИМ-карттӑран ытлашши туянма чарасшӑн. Ун чухне картӑсене тӗрӗслекен пӗрлӗхлӗ тытӑм тӑвасшӑн. Банкирсем палӑртнӑ тӑрӑх, халӗ ултавҫӑсем телефон шучӗсенчен укҫа сӑптӑраҫҫӗ. Кӑҫал акӑ ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче вӗсем ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ вӑрланӑ. Операторсем ҫынсене номерсем чылай параҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри ҫӗр номер те илет. Ултавҫӑсем укҫана банкри шутран карас телефон шучӗ ҫине куҫарсан, унтан электронлӑ енчӗкрен ӑна илсен вара ултава чарма та ҫук. Анчах Ҫыхӑну тата Экономика министерствисем ку пуҫарӑва хирӗҫ. Мӗншӗн тесен ку тӳрӗ кӑмӑллӑ абонентсен прависене пӑсать. Ведомство каланӑ тӑрӑх, ку пур-пӗрех ултавҫӑсене тытса чарас ҫук. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫыннӑн мӗн чухлӗ СИМ-карттӑ илес килет, вӑл ҫавӑн чухлӗ туянма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Тӳре-шарана тата патшалӑх служащийӗсене халӑх тетелӗсенчи страницӑсемпе усӑ курма чарасшӑн. Ун пек саккун проектне ҫӗршывӑн Патшалӑх думин депутачӗсем кӗркунне пӑхса тухӗҫ. Халӑх тетелӗнчи страницӑсемпе усӑ курас тесе тӳре-шара тата патшалӑх служащийӗн пуканӗ пирки манмалла тенине пӗлтермест-ха ку. Ӗҫри компьютертан кӗме чарасшӑн. Кун пек чару кирли патне ҫитсе тухма ҫынсем ӗҫ пирки манса тӗнче тетелӗнче хӑйсен пӗлӗш-юлташӗсемпе юмах ҫапса лараҫҫӗ пуль тесе шанманни хистемен. Патшалӑх Думин информаиц политики енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Вадим Деньгин чылай халӑх сетьне ют ҫӗршывра хатӗрлени пирки палӑртнӑ. Апла пулсан вӗсем урлӑ Раҫҫее хирӗҫ программа шайӗнче те усӑ курас хурӑшлӑх пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.