Раҫҫейре
![]() Ракета ҫарӗсен вӗрентӗвӗ Чӑваш Ен территорине те пырса тивнӗ. Стратеги тӗллевӗллӗ ракета ҫарӗсем тӑрӑха хӑйне евӗр полигон евӗр усӑ курнӑ. Вӗренӳ ҫак эрне вӗҫӗччен пымаллине пӗлтереҫҫӗ. Вӗренӳ Раҫҫейӗн Хӗҫпӑшаллӑ ҫарӗсемшӗн чи калӑпӑшли кӑна мар, чи вӑрӑмми те иккен. Ӑна кӑрлачӑн 12-мӗшӗнчех пуҫӑннӑ. Анграсенчен ҫар машинисен дублерӗсем каҫхине тухнӑ иккен. Чӑннисенчен вӗсене уйӑрма ҫӑмӑл мар-мӗн. Мари Эл республикинче вырнаҫнӑ мобильлӗ «Топольсем» ракетӑсене Чӑваш Ен тата Киров облаҫӗн территорийӗсене «кӑларса янӑ». «Ярс» ракетӑсене вара Иваново облаҫӗнчен Улатимӗр облаҫне илсе кайнӑ. Ҫар патрулӗн маршручӗ ҫинче 2 пине яхӑн ҫар техники пулнӑ. Стратеги тӗллевӗллӗ ракетӑсен вӗрентӗвӗ вӗсем кирек хӑш лару-тӑрӑва та хатӗррине кӑтартса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Нарӑсӑн 9-мӗшӗнче Граждан вӑрҫин Геройӗ Василий Чапаев ҫуралнӑранпа 128 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков дивизи командирӗн мӑнукӗсене Татьяна Александровнӑна тата Аркадий Александровича ҫак ятпа саламланӑ. Вӗсем — Чапаевӑн аслӑ ывӑлӗн ачисем. Леонид Волков Василий Иванович мӑнукӗсене аслашшӗн тӑван тӑрӑхне — Чӑваш Ене — чӗннӗ. Татьяна Александровна кунта юлашки хут иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче пулнӑ. Ун чухне ашшӗ те пурӑннӑ-ха. Чапаев мӑнукӗсем Леонид Волкова «Чапаев» фильм 80 ҫул тултарнине халалласа уяв каҫӗ йӗркеленӗшӗн тав тунӑ. Вӑл Раҫҫей кинематографисчӗсен союзӗн Кино ҫуртӗнче иртнӗ. Ун чухне, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче, киназал сцени ҫине Чапаев йӑхӗнчи 9 ҫын тухнӑ. Кун пирки «Каҫхи Мускав» хаҫат нумай ҫырнӑ, «Культура» тата «Мускав 24» телеканалсем репортажсем кӑтартнӑ. Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗршывӑн Финанс министерстви пенси ҫулне пӗчӗкшерӗн ӳстерсе пырасшӑн. Антон Силуанов министр шучӗпе тивӗҫлӗ канӑва 63 ҫула ҫитсен кӑна кӑлармалла. Ку вӑхӑт арҫынсене те, хӗрарӑмсене те пӗр пек пырса тивмелле. Раҫҫейӗн экономика министрӗ Алексей Улюкаев та ӗҫтешӗпе килӗшет-мӗн. «Ҫӗнӗ пенсионерсемшӗн» пенси ҫулне ӳстерме ун шучӗпе йывӑр мар. Пенсие каймалли вӑхӑта Улюкаев министр ҫулталӑкра ҫуршар ҫул хушса пырсан пилӗк ҫулта 63 ҫула ҫитерме пулать тесе шухӑшлать иккен. Ҫав вӑхӑтрах Ӗҫ министерствинче пенсие каяссипе этем ӗмӗрӗн хушшинчи уйрӑмлӑха пӗчӗклетме кирлӗ мар тени сисӗнет. Паян пирӗн ҫӗршывра, Максим Топилин министр каланӑ тӑрӑх, вӑтамран 71 ҫул пурӑнаҫҫӗ. Ҫӗршывӑн правительствин экономика блокӗ хыснари тӑкаксемпе пӗлсе усӑ курмалла тесе шухӑшлать-мӗн. Апла тӑк пенси ҫулне ӳстернинче ним начарри те ҫук. Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра хӗрарӑмсене 55 ҫул тултарсан тивӗҫлӗ канӑва яраҫҫӗ, арҫынсене — 60 ҫулта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Вячеслав Черемискин проекчӗ Ҫӗр ҫинче темӗн тӗрлӗ ҫын та пур. Хӑшӗ-пӗри хӑйсен проектне пурнӑҫа кӗртме ӗмӗтленет, ҫанӑ тавӑрса ӗҫлет. Сочи хулинчи ҫулҫӳревҫӗ Вячеслав Черемискин Раҫҫейри 70 регионта пулнӑ, кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкара ҫитнӗ. Кунта мӗн тӗллевпе пулнӑ вӑл? Вячеслав «Раҫҫей — пирӗн пӗрлехи кил» асӑну комплексӗн проекчӗ валли тӑпра илме килнӗ. Сочире пурӑнакан 45 ҫулти Вячеслав Черемискин ҫӗршыв тӑрӑх икӗ ҫул ҫӳрет ӗнтӗ. Халӗ вӑл Мускавра-ха. Унта вӑл тепӗр проекта пурнӑҫласшӑн. Вячеслав хӑйӗн шухӑшне ырланӑ ҫынсемпе Мускавра «Ҫӗнтерӳ юманне» лартасшӑн. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи Ҫӗнтерӗве кӑтартӗ. Проекта Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Унтан Вячеслав Питӗре, Кавказ тӑрӑхӗнчи республикӑсене кайӗ, вырӑнти волонтерсемпе тӗл пулӗ, проекчӗ пирки каласа кӑтартӗ. Арт-проекта ҫӗршыври кашни регионта тума палӑртаҫҫӗ. Чи малтан вӑл Сочи хулинче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Владивостокри ушкӑн РФ Тӗп банкӗ валли 2 пин тенкӗллӗ укҫа кӑларасси пирки петици хатӗрленӗ. Ушкӑн петици валли алӑ пуснисене пухма тытӑннӑ ӗнтӗ. Пуҫаруҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мумий Тролль» ушкӑн тахҫан «Владивосток 2000» юрра шӑрантарни Владивосток халӑхӗн асӗнче «ҫырӑнса» юлнӑ-мӗн. Вӗсен шухӑшӗпе, кунашкал купюра тухни Раҫҫей ҫыннин кулленхи пурнӑҫне ҫӗршыв культурипе ҫыхӑнтарать. Пуҫаруҫӑсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ хут укҫа Раҫҫей тенкишӗн те усса каять. Ку уйрӑмах хальхи лару-тӑрура пӗлтерӗшлӗ-мӗн. Ку шухӑша Владивосток тӑрӑхӗнче кӑна мар, ытти хуласенче те ырланӑ. Чылайӑшӗ 2000 тенкӗллӗ укҫа меллӗ тесе шухӑшлать, мӗншӗн тесен 1000 тата 5000 тенкӗлӗххисен хушшинче урӑх купюра ҫук. ЧР Финанс министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, петици официаллӑ статус илтӗр тесен сахалтан та 10 пин сасӑ пухмалла. Хальлӗхе 5 пин ытла сасӑ пухнӑ-мӗн. Сӑмах май, халӗ РФ Тӗп банкӗ 6 банкнота кӑларать. 10 тенкӗлӗххи ҫине Красноярск хулине ӳкернӗ, 50 тенкӗлӗххи ҫинче — Питӗр, 100 тенкӗлӗххи ҫинче — Мускав, 500 тенкӗлӗххи ҫинче — Архангельск, 1000 тенкӗлӗххи ҫинче — Ярославль, 5000 тенкӗлӗххи ҫинче — Хабаровск хули. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кун пирки ҫӗршывӑн Шалти ӗҫсен министерствин Мускав облаҫӗнчи Тӗп управленийӗ пӗлтерет. Кӗске информацире каччӑ ӑҫта пурӑнни калани ҫук. «Нарӑсӑн 6-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та кӗтнӗ вӑхӑтра таврӑнман», — тесе ҫырнипе ҫырлахнӑ. Чӑваш Енре ҫуралнӑ 26 ҫамрӑка РФ ШӖМӗн «Балашихинское» муниципалитет управленийӗпе волонтерсем шыранӑ-мӗн. Кунсӑр пуҫне маларах асӑннӑ ШӖМӗн Мускав облаҫӗнчи Тӗп управленийӗн пуҫиле шырав ӗҫченӗсем те ура ҫине тӑнӑ. Шыраса тупнӑ каччӑпа халӗ специалистсемпе психологсем ӗҫлеҫҫӗ тесе хыпарлани те лару-тӑрӑва уҫӑмлатса параймасть. Кам пӗлет, тен, Мускав тӑрӑхне ӗҫлеме тухса кайнӑскер пулнӑ-ши? Ара, мӗн чухлӗ чӑваш Мускавпа Мускав облаҫӗнче тар тӑкать те, ку та, тен, ҫавӑн йышшисенчен пӗри-ши?... Апла-и, капла-и, ҫухалнӑскере тупни питӗ паха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Пичет тата массӑллӑ коммуникацисен енӗпе ӗҫлекен федераци агентстви Раҫҫейӗн ҫӗнӗ карттине хатӗрленӗ. Вӑл — литература картти. Карттӑра ҫӗршыври чи нумай кӗнеке вулакан регионсене палӑртнӑ. Танлашӑма (рейтинга) кӗнеке вулакан ҫынсен йышне кура мар хатӗрленӗ. Регионта вулавӑшсен, издательствӑсен, кӗнеке лавккисен, кӗнеке мероприятийӗсен хисепне шута илнӗ. Кӗнеке нумай вулакан регионсен йышне Мускав, Псков, Ленинград, Вологда, Ярославль облаҫӗсем, Чӑваш Ен кӗнӗ. Юлакан тӑрӑхсем — Ҫӗпӗр тата Ҫурҫӗр Кавказ. Шупашкарта кӗнеке акцийӗсене нумай ирттереҫҫӗ. Чӑваш Ен ку енӗпе малашне те юласшӑн мар. Сӑмах май, паянхи куна пирӗн республикӑра патшалӑхӑн 3 вулавӑшӗ, муниципалитетсен 535 вулавӑшӗ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Хваттере е пӳлӗме тӳлевсӗр приватизацилемелли вӑхӑта каллех тӑсасшӑн. Хальхинче — 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен. Паянхи саккунпа килӗшӳллӗн унӑн тапхӑрӗ кӑҫалхи пушӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫленмеллеччӗ. Приватизаци тапхӑрне тӑсасшӑн ҫунакансен шучӗпе «обьективлӑ сӑлтава пула ҫынсем ҫурт-йӗре харпӑрлӑха куҫарса ӗлкӗреймеҫҫӗ». Сӑмах май, унччен те ҫавӑн пек йӳтӗмпе приватизаци тапхӑрне тӑснӑччӗ. Приватизаци вӑхӑтне куҫарас текенсем кивӗ тата ишӗлекен ҫуртра пурӑнакансемшӗн уйрӑмах пӑшӑрханнӑ пек пулса тухать. Ара, хваттер ыйтӑвне лайӑхлатма тесе вӗсем черетре тӑраҫҫӗ-ха, анчах черет ҫитнӗ ҫӗре приватизаци тапхӑрӗ вӗҫленет те хайхисен патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи хваттерпех ҫырлахма тивет тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Пӗр ик эрне маларах вара приватизаци вӑхӑтне ҫынсен уйрӑм категорийӗшӗн тӑсас текенсем те пулнӑччӗ. Унта сӑмах тӗрмере ларакансем пирки пыратчӗ. Мӗншӗн вӗсене тӑсса парас тенине саккун сӗнекенсем хайхисем (тӗрмере ларакансем) «хисепе тивӗҫ сӑлтава пула» приватизацие хутшӑнаймассипе сӑлтавланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян, кӑрлачӑн 31-мӗшӗ, — шурӑ эрехӗн ҫуралнӑ кунӗ. Шӑп та лӑп 150 ҫул каялла Дмитрий Менделеев «Спиртпа шыв пӗрлешӗвӗ пирки» диссертаци хӳтӗленӗ. Ырантан, нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа, официаллӑ майпа эрех хакне чакарӗҫ. Кунашкалли — пӗрремӗш хут. Эрехе тӳрех 16 процент йӳнетӗҫ. Хушупа килӗшӳллӗн, 1 кӗленче эрех малашне 185 тенкӗрен йӳнӗ пулмӗ. Курттӑмӑн туянакансемшӗн хак 170 тенкӗ пулӗ, туса кӑларакансемшӗн — 162 тенкӗ. Юлашки 6 ҫулта эрех хакӗ ӳссе пынӑ ҫеҫ. Пӗлтӗр вӑл икӗ хутчен хакланнӑ: пуш тата ҫурла уйӑхӗсенче. Ҫулла вӗҫленес умӗн чи йӗнӳ эрех хакӗ 220 тенкӗ пулнӑ. Халӗ 35 тенкӗ йӳнӗрех пулӗ. Ыттисем — коньякпа бренди — ҫав шайрах юлӗҫ. Росалкогольтӗрӗслев малашне хӗрлӗ эрехпе шампань эрехӗн чи йӳнӗ хакне те палӑртӗ. Кун пирки Дмитрий Медведев премьер-министр алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Вӗрентекенсене шкул ачисемпе нумайлӑ хисепре чӗнтерме хуштаракан саккун проектне РФ Патшалӑх Думине Коммунистсен партийӗн депутачӗ Владимир Бортко ҫитернӗ. Коммунист сӗнӗвӗ «Вӗренӳ ҫинчен» федераци саккунне пырса тивмелле. Бортко депутат вӗрентекенсене ачасен «чысӗпе тивӗҫлӗхне» хисеплеттересшӗн. Ҫавна май парламентарий учительсене шкул ачисене «Эсир» тесе чӗнтересшӗн. Тӗп хуласенчен тата культура центрӗсенчен аякра вырнаҫнӑ ял-хулашӑн ҫакӑ уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлать-мӗн коммунист-депутат. «Эсир» темен вӗрентекенсене явап тыттарассине саккун проектӗнче ҫапах та пӑхса хӑварман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |